Венчетре эп ăнсăртран тĕл пултăм,
Каçарсам, чĕнмен пулсассăн та;
Пĕлĕш-тантăша курса пуç султăм,
Ытлашши çын пултăм эп унта.
Шап-шурă пĕркенчĕк
Сан çинче паян эп куртăм.
Шап-шурă пĕркенчĕк, —
Пуç тайса ырă çеç сунтăм.
Шап-шурă пĕркенчĕк
Телее хупларĕ курттăм,
Шап-шурă пĕркенчĕк,
Шап-шурă пĕркенчĕк...
Алтарь умне çурта çутса лартайрăм,
— Ан çывхар! — кĕл турăм, — ман пата...
Куçăма чуп тунă чух та тартрăм,
Чуна йывăр пулчĕ, тупата!
Куçăмран куççуль юхать таттисĕр,
Çуртасем йĕреççĕ шăранса...
Тăрса юлтăм пĕр-пĕччен, савнисĕр, —
Чиркӳрен тухатăп вăтанса.