Кĕтрем сана çĕрепе,
Кĕтрĕм, ăçта эс?
Çӳрĕттĕм сан йĕрĕпе,
Çӳрĕттĕм, Чĕкеç.
Çук, ахаль çеç кĕтрĕм пуль
Ирхи шуçăмччен.
Чарăнми юхать куççуль, -
Эпĕ пĕр-пĕччен...
Эх, Чĕкеç, Чĕкеçĕм,
Айăплă пуль эп?
Пĕлсе тăр, пикеçĕм,
Пурпĕрех кĕтеп.
Кун иртет, уйăх-и,
Маншăн пурĕпĕр.
Савăнăç, хуйăх-и,
Пĕрлĕхлĕ эпир.
Кĕтрĕм сана çĕрĕпе,
Кĕтрĕм, Турă пул!
Юратăвăн вăйĕпе
Тархаслап, ан кул!
Турă пурнĕ шăпана
Çылăх амантма.
Кĕт мана. Кĕтеп сана
Ырă самантпа.