Ак ларнă пĕр уçланкăра
Пĕр пысăк-пысăк ват йăмра.
Асамлă пулнă çав йăмра.
Курах каять вăл чĕр чуна.
Çак чĕрĕ чунĕ чĕрĕп пулнă.
Йăмра тымарĕ айне килнĕ.
Йăмра ăна çапла каларĕ:
— Эс мĕн тăван? Ку ман вĕт вырăн!
Сана кунта килме кам хушнă?
Халех тасал эсĕ кунтан!
— Ах, тусăм, ват йăмрам, ан вăрç мана.
Эпĕ сана сиен кӳместĕп.
Тархасшăн, ват йăмрам, сив вăрмана
Ан яр мана хăваласа, —
Тесе калать çак мĕскĕн чĕрĕп.
— Юрать апла, тымарăм патĕнче
Эс пурăнах чуну йапаниччен.
Анчах та санăн кашни кун
Пăхма тивет тымарсене.
Вара пуçлать çав пĕчĕк чĕрĕп
Йăмра тавра тирпей тума.
Хыт-хурана иртсе çырма тĕпне йатать.
Шкул ачисем хăварнă хутсене
Çул хĕррине вăл сĕтĕрет…
Уçланкăра халь тап-таса, тирпейлĕ.
Йăмран та пурнăçĕ аван.
Вăл шухăшлать чĕрĕп çине пăхса:
«Иккен ку чĕрĕп питĕ ырă,
Ăна мĕнле тав тумалла-ши?
Ыйтса пăхам-ха хăйĕнчен».
— Эй чĕрĕпĕм, тăванăм,
Ман таврана эс тирпейлерĕн,
Хыт-хурапа çӳпрен тасатрăн.
Тавах сана, ĕçчен юлташăм.
Мĕн парнелес-ши ман сана?
— Манăн сан пек йăмра пуласчĕ,
Санпа перле тӳпенелле пăхасчĕ, —
Хурав парать йĕплĕ çăмха.
Çак вăхăтра асамлă йывăç
Чĕрĕп çине сапать шап-шурă кĕрпине.
Кашт тăхтасан çав пĕчĕк чĕрĕп
Пулса тăрать йăмра: çап-çамрăк,
Яштака, хитре те савăк.
Лараççĕ ик йамра пĕрле
Аппăшĕпе йамăке пек.
Пĕррехинче çамрăкраххи
Курах каять пĕр печĕк чĕр чуна…