Çĕмĕртлĕх шур тутăрпа пĕркеннĕ,
Таврана хăй тыткăнне илет.
Çут çанталăк эрешпе тĕрленнĕ, —
Юрату та вăхăтра килет.
Пирвайхи юрату хисепре,
Пирвайхи юрату чĕрере.
Пĕр-пĕрне эпир сăмах парсаччĕ
Çĕмĕрт айĕнче пĕрле пулма.
Кӳнтеле-шăпчăк юрра ярсаччĕ,
Тытăннăччĕ уйăх йăл! кулма...
Пурнăç — ыйăх, паян çеç вăрантăм,
Çĕмĕртлĕх каллех, ав, çеçкере.
Пытармастăп. Чĕререн ăнлантăм, —
Юрату асапĕ хисепре.