Пĕр ялта тухатмăш карчăк пурăннă. Каçпа вăл хăйĕн шăпăрĕ çине утланса уйăх çине вĕçсе хăпарнă, унтан шуйттансемпе пĕрле ташласа çӳренĕ, çынсем патне кĕрсе ачисене хăратнă.
Акă пĕррехинче раштав каçĕнче карчăк алхасса, кăшкăрашса, пĕтĕм ял халăхне хăратса çӳренĕ. Ачасем хăранипе тĕп сакайне кĕрсе ларнă, йытăсем те йăвисенчен тухма хăранă… Ирхине тăрсан çынсем картишне тухнă. Унта… Лаша ураписене çавăрса çапнă, вуттисене ишсе пĕтернĕ, чӳречисене хăрăмпа сĕрсе хуп-хура туса вараланă. Ялти пĕр çын та тухатмăша хирĕç нимĕн те чĕнеймен, мĕншĕн тесен ăна мĕн те пулин хирĕç каласанах , вăл каçпа вупăр пулса çав çыннине пусса вĕлерет. Çавăнпа та пурте унран хăраса тăнă, айккинелле пăрăнса çӳренĕ.
Ирхине тарăхнă çынсем тухатмăш салатнă япаласене пухма тытăннă. Лешĕ вара пӳрчĕ тăррине улăхса ларса çынсем пуçтарнине пăхса ихĕлтетсе кулса ларнă. Çакăн пек хăтланусем кашни кун тенĕ пекех пулнă. Çынсем ним тума та пĕлмен. Пухăнса пĕр-пĕринпе калаçнă, анчах ним усси те пулман.
Пĕррехинче ку яла пĕр çемье куçса килет. Çемье пуçĕ — Айтар. Унăн чун юратнă мăшăрĕ Тайпи пулнă. Вĕсен юрату çимĕçĕ Мерчен çитĕннĕ. Çак телейлĕ çемье тухатмăш карчăкне пĕрре те килĕшмен .Вăл çĕнĕ çынсене тĕрĕслесе пăхасшăн пулать. Кушак пулать те килне вашлатса кĕрсе те каять. Урисем çумĕнче хăршаланса çӳрет, мăрлатать, анчах та ăна никам та асăрхамасть. Вара ку «кушак» урай варрине кĕрсе ларать те пĕтĕм вăйран макăрма, çухăрма пуçлать. «Ку ухмах кушакка кам кунта кĕртнĕ? — тĕлĕнет çемье пуçĕ Айтар. Кушакка тытать те урама кăларса çапать. Хăйĕнпе çакăн пек хăтланнăшăн тухатмăш ку çемьене усал тăвасшан пулать.
Каçхине, çемье çыварма выртсан, тухатмăш ку пӳрте кĕрет те пĕчĕк Мерчен ятлă хĕр ача патне пырать. Хĕр пĕрчине хăратма пуçлать: усал сассем кăларать, сăпкине силлет, çил вĕрнĕ пек тăвать, ват кашкăр пек те улать. Мерчен хăранипе йĕрсе ярать, пĕтĕм кил-йыша ура çине тăратать. Çапла кашни каçах тухатмăш çак çемьене килсе сăтăр тума пуçлать. Мĕнле ывăнмасть-ха вăл каçпа çӳресе пĕрмай хăратса çӳреме? Чи хăрушши вара — çак усал чун Мерчене чире яни. Кунран кун пепке типсе хăрма пуçлать. Çемье пуçĕ темле мелпе те сиплеме пуçлать хĕрне , анчах ним усси те çук.
Пĕррехинче Айтар хулана Мерчен валли эмел илме кайма шухăшлать. Хулана вĕсен кайма çăмăлах мар, çулĕ те çывăхах мар, вăрман урлă каймалла. Чи йывăрри вара — çырма урлă каçасси, çырми питĕ тарăн-çке.Анчах каймаллах! Арамĕ ăна ярасшăн та пулмарĕ, анчах мĕн тăвăн, ачана вĕлерсе пăрахаймастăн вĕт-ха. Тухса кайрĕ хайхи хулана, тухатмăш вара савăнсах юлчĕ: «Ку хуларан каялла килеймест…Аха-ха-ха!» — тесе.
Утать-утать Айтар. Акă вăрмантан тухрĕ. Малалла хăруша çырма урлă каçмалла. Анчах та сасартăк çут тĕнче тĕттĕмленсе кайрĕ. Йĕп чиксен те куç курмасть. Айтар куç курманнипе çырма урлă ыран каçăп тесе çывăрма шут тытатрĕ. Акă пăхать — виçĕ йăмра ларать. Пĕри тутарсен, тепри çармăссен, виççĕмĕш чăвашсен. Пĕрремĕш Тутар йăмри айне выртрĕ те, йăмри ăна: «Ман ая ан вырт! Эсĕ манăн туратсене хуçса пĕтеретĕн!» — терĕ. Айтар тепĕр йăмра айне кайрĕ.Çармăс йамри ăна: «Ман ая ан вырт, эсĕ мана хунавланма памастăн», — терĕ. Ака Айтар виççĕмĕш — Чăваш йăмри патне пычĕ, йăмри ăна: «Вырт тархасшăн, эсĕ çӳресе ывăннă, кан. Ара, эсĕ каçпа мĕн туса çӳретĕн кунта? Çак вăхăтра усал çыннăн йытти те çӳремест», — тет. Вара Айтар ăна мĕнле шăпа çак инçе çула кăларнине каласа парать. Тухатмăш çинчен те чунне уçрĕ: ачине каçпа çывăрма паманнине, яла аркатса çӳрени çинчен, кайран çынсенчен кулса çӳрени синчен, ытти сăтăрла ĕçĕсем çинчен пĕтĕмпех каласа пачĕ. Йăмра ăна питĕ тимлĕн итлерĕ те:
«Санăн хулана каймалла мар», — терĕ.
«Мĕншĕн?» — тĕлĕнсе ыйтрĕ Айтар.
«Эпĕ ку тухатмăша мĕнле вырăна лартмаллине пĕлетĕп, халĕ мана тимлĕ илтле», — терĕ те йăмра калама пуçларĕ.
«Эсĕ тухатмăшсем йăмрасенчен хăранине пĕлетĕн-и? Санăн çурту умне пĕчĕк йăмра лартса хумалла, вăл санăн çемьюне сыхлĕ. Эпир, йăмрасем, тахçантанпах тухатмăшсемпе çапăçатпăр. Хăвăн килӳ умне çеç мар, пĕтĕм ялĕпех йăмра лартмалла сирĕн. Вара тухатмăш усал ĕçĕсене тăвайманнипе çиллине шăнараймасăр шăлне шатăртаттарса ялтан тухса кайĕ. Ачуна вара йăмра çулçинчен вĕретнĕ шĕвек ĕçтермелле. Халĕ вара, çывăр, эпĕ сан валли йăмра вуллисем хатĕрлесе паратăп», —терĕ йăмра.
Çывăрса кайсанах Айтар тĕлĕк курать. Чăваш йăмри калани тĕрĕс пулнине ăна темле шур сухаллă старик пĕлтерет. Вăл панă сĕнĕве çийĕнчех пурнăçласан тин Мерчен хĕрĕ сывалассине те асăрхаттарса хăварать.
Ирхине Айтар куçне уçнă-уçманах Чăваш йăмрин ăшшине туять. Йăмра ăна, амăшĕ ачине ыталанă пек, тураттисемпе ачашшăн йăваланă. Хăй мĕн тĕллевпе кунта пулнине аса илет те частарах сиксе тăрать. Йăмрана тав туса вуллисене илсе килнелле çил пек вĕçтерет.
Çул çинче Айтар хăй хыççăн темле асамлă вăй пынине туять. Куç хупса иличчен килĕнче те пулса тăрать. Тайпи мăшăрне çул çинче виçĕ йăмрана тĕл пулнине, вĕсенчен пĕри, Чăваш йăмри, пĕчĕк Мерчене мĕнле майпа сыватмаллине пĕлтерни çинчен каласа парать. Часрах Тайпи асамлă йывăç çулçин сĕткенне вĕретсе ĕçтерет . Мерчен пĕрре сыпса илсенех нар пек хĕрлĕ питлĕ пулса тăрать.
Ытти çынсем те ялĕпех килĕ умĕнче йăмра лартма хапăлах пулаççĕ. Тухатмăш вара ниçта кайса кĕреймесĕр пăсланса пĕлĕтелле вĕçсе каять. Чăваш йăмри вара тĕнчипех чапа тухать. Халĕ çынсем ăна пурте хисеплеççĕ, унпа калаçаççĕ, унран сĕнӳ — канаш ыйтаççĕ, тутарсемпе çармăссен йăмрисем вара пуçĕсене пĕксе лараççĕ. Çакăнтан вара чăвашсем пĕтĕм ялта йăмра лартаççĕ. Шăрăх çанталăкра унăн сулхăнне ларса тĕрлĕ халап çапаççĕ.
Халап хапха тăрринче, хамăр юпа тăрринче. Халапăн хапхи сарлака, вăхăтра хупма пĕлмелле.