Ачалăх кунĕсем хаваслă,
Иртеççĕ сисĕнмесĕрех.
Çавах та асăмра юлаççĕ
Ачалăхри ыр самантсем.
Асаттен кĕлечĕ çумĕнче
Ӳсет пĕр çӳллĕ ват йăмра.
Ăна мĕн пĕчĕкрен эп ас тăватăп,
Юратнă эп çак йывăçă.
Мĕн чухлĕ савăк самант пулнă,
Çӳренĕ çак йăмра тавра.
Ун айĕнче пайтах вылянă,
Юратнă унăн сулхăнне.
Ват йăмрана ытамласа
Пăшăлтатса унпа калаçнă.
Çумăр çусан та ун айне
Йĕпенесрен тарса пытаннă.
Кашни çулах йăмра çине
Атте чуччу çакса паратчĕ.
Ярнаттăмăр черетпеле,
Вĕçеттĕмĕр çӳлтен çӳле.
Нимрен те хăрама пĕлмен-çке,
Юлас килмен юлташсенчен.
«Ӳссессĕн космонавт пуласчĕ», —
Ун чух шутланăр кашниех.
Тантăшсемпе вылянă май
Хăпарнă çак йăмра çине.
Никам ан туптăр-ха тесе
Пытаннă туратсем айне.
Хĕвел пайăркисем ӳкетчĕç
Çулçă хушшипе ман çине.
Хĕвел куç хĕснĕн туйăнатчĕ,
Пăхаттăм эп те куç хĕссе.
Кашни çулах ман асатте
Шăнкăрч вĕлли туса çакатчĕ.
Кураксем шавлă ушкăнпа
Йамра çине йăва çавратчĕç.
Кĕркуннехи кунсем çитсессĕн
Каятчĕç шăнкăрчсем вĕçсе.
Вĕсен вырăнне йышăнатчĕç
Шавлă çерçи ушкăнĕсем.
Çакна ялан пăхса тăратпăр
Йăмра айĕнче ушкăнпах.
Хамăр та хирĕçсе илетпĕр
Пĕр-пĕринпе çав хушăрах.
Часах ун çинчен те манатпăр,
Каллех çӳретпĕр уйрăлми.
Ялан туслă пулма вĕрентнĕ
Асаттесем мĕн пĕчĕкрен.
Кунран кунах ӳссе пыратпăр,
Çулсем каяççĕ малалла.
Нихçан та асăмран тухмаççĕ
Ачалăхри ыр(ă) самантсем.