Чăваш ялĕ аякран
Вăрман пекех курăнать.
Яла пырса кĕрсессĕн
Ун илемĕ тыткăнлать
Чăвашсем мĕн авалтан
Йывăçсем нумай лартнă.
Вĕсем çине вĕллесем
Яланах туса çакнă.
Чи юратнă йывăçĕ
Йăмра пулнă ялсенче.
Хĕллехи çил-тăманра
Вĕсем яла хӳт(ĕ)ленĕ.
Йăмра çинчен пĕр халап
Халăх хушшинче çӳрет.
Ламран лама вăл куçать,
Çавăнпа та манăçмасть.
Ял вĕçĕнче, тӳремре,
Пĕр ватă йăмра ӳснĕ.
Ăçтан тупăннă кунта?
Епле кунта вăл лекнĕ?
Пĕчĕк ялăн вĕçĕнче
Çамрăк каччă пурăннă.
Маттур, патвар, хăюллă,
Пур хĕре те килĕшнĕ.
Унăн ылтăн аллийĕ
Пур ĕçе те пултарнă.
Унăн ырă кăмăлĕ
Пурне те савăнтарнă.
Çакă ялтах, тукасра,
Пĕр тухатмăш пурăннă.
Ял çыннине кашнине
Усал тума тăрăшнă.
Унăн килĕ умĕнчен
Хăра-хăра çӳренĕ.
Урамра тĕл пуласран
Çынсен чунĕ шикленнĕ.
Хаяр тухатмăш темшĕн
Çамрăк качча юратман.
Хăй чĕлхипе тухатса
Ăна вăл йăмра тунă.
Ялта часах çамрăксем
Петĕр çуккине сиснĕ.
Пур çĕрте те шыранă,
Каччă йĕп пек çухалнă.
Йăмра тӳрем вырăнта
Тымар янă, сарăлнă.
Хăйĕн ешĕл тумĕпе
Таврана илем кӳнĕ.
Кашни çулах çуркунне
Çут çанталăк вăрансан
Йăмра папкине çурнă,
Симĕс çулçă кăларнă.
Çуркунне хыпарçисем —
Хура кураксем килсен.
Хăйсен çĕнĕ йăвине
Çавăрнă йăмра çине.
Çу каçипе çак йывăç
Хăй сулхăнне илĕртнĕ.
Кашни иртен-çӳренех
Ун айĕнче вăй илнĕ.
Кĕркуннепе кайăксем
Кăнтăр енне ăсансан,
Йăмра питĕ хуйхăрнă,
Ăшă кунсене кĕтнĕ.
Хĕл кунĕсем çитсессĕн
Йăмра лăпкăн тĕлĕрнĕ.
Мамăк юрпа витĕнсе
Хĕл каçипе вăл ларнă.
Çапла йывăç пурнăçпе
Каччă ĕмĕрне ирттернĕ.
Хайĕн телейсĕр шăпине
Йĕре-йĕре ылханнă.