Настя пире хăй çын пурăнман утрав çинче пулса курни çинчен каласа кăтартрĕ. Манăн та унта кайса курас килчĕ. Нумай шутласа тăмарăм, кăшт-кашт çырткаламалли пуçтартăм, сивĕ пуласран хăраса ăшă кофта чикрĕм, васкаса çула тухрăм. Утсан-утсан ывăнтăм, йăмра сулхăнне канма выртрăм. Çӳлелле пăхрăм та, йывăç тăрринче темĕнле шăналăк курăнса кайрĕ. Йăпăр-япăр сиксе тăтăм та йывăç çине улăхма пӳçларăм. Улăхса çитсен тĕлĕнсех кайрăм. Нимĕнле шăналăк та мар, йывăç çинче вырнаçнă утрав иккен ку!
— Тинех манăн та ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ, эпĕ те ыран туссене хам тĕлĕнмелле утрав çинче пулнине каласа кăтартатăп, — хĕпĕртесех кайрăм эпĕ.
Савăннипе ташлас тенĕччĕ, виçĕ куçлă тата виçĕ ураллă чĕр чунсем мана хупăрласа илчĕç:
— Пирĕн утрав çине усал çынсен кĕме юрамасть. Каласа пар-ха пире хăвăн çинчен, мĕнле вĕренетĕн, мĕнле ырă ĕç турăн?
— Тăрăшса вĕренетĕп, чĕр чунсене кӳрентерместĕп, килти кушака юрататăп, йытта яланах апат çитеретĕп. Хĕлле кайăксене сырăш çине апат хурса паратăп. Пахчари чечексене çумăр çуман чухне яланах шăваратăп. Атте-аннене пулăшатăп, — терĕм.
— Апла пулсан кĕме пултаратăн, анчах та кунта хăвна йĕркеллĕ тыт, — терĕç те вĕсем таçта кайса çухалчĕç.
Эпĕ утрав çинче те çухалса каймарăм, хамăн сумкăри апат-çимĕçпе кунта пурăнакан пĕр çунатлă кайăксене хăналарăм, пĕр кайăкĕ мана хăйĕн çине лартса утрав кăтартса çӳрерĕ.
Темĕнле кашкăр пек пĕр хăлхаллă чĕр чун мана хăратасшăн пулчĕ, анчах та кайăк çавна сисрĕ те мана хăй çине илсе малалла вĕçсе тарчĕ. Мана ырă суннăшăн эпĕ вĕсене асăнмалăх хамăн ăшă кофтăна парнелесе хăвартăм: ăшă йăва ăсталаса чĕпписене кăларччăр.