Робинзон Крузо çинчен кĕнеке вуласа тухнă хыççăн манăн та çын пурăнман утрав çине кайса курас килчĕ. Шутланă — тунă. Пĕччен кайма хăрарăм, Амура пĕрле илсе каяс терĕм. Пирĕн йытă Амур ятлă. Вăл питех те ăслă йытă, çынна çыртмасть, анчах та ют çынна киле кĕртмест. Хампа пĕрле сумка, палатка тата икĕ кунлăх апат-çимĕç илес терĕм. Географи картти çинче тинĕс варринче вырнаçнă пĕр пĕчĕк утрав шыраса тупрăм та Амурпа пĕрле çула тухрăмăр. Нумаях та утмарăмăр, кушак сасси илтĕнсе кайрĕ: «Мяу-мяу!» — тени манăн сумкăран илтĕнет. Пăхрăмăр та сумкăра кушак лара парать, пирĕн килти кушак. Суслик сумкăран сиксе тухрĕ.
— Эсĕ кунта мĕн тума кĕрсе ларнă?
— Ĕнер эсир Амурпа калаçнине илтрĕм те манăн та сирĕнпе пĕрле пырас килчĕ, вăрттăн эсир сисиччен сумкăна кĕрсе лартăм.
— Юрать эппин, виççĕн кайăпăр, — терĕм эпĕ.
Утсан-утсан вырăна çитрĕмĕр. Юхса пыракан йăмра пĕрени çине ларса тинĕс варринчи утрав тĕлне чарăнтăмăр. Сумкăри палаткăна вырнаçтарса лартрăмăр. Апат пĕçерме шутларăмăр.
Пĕлĕтре пысăк кӳлĕ курăнать.
— Суслик, кайса пулă тытса кил-ха. Кӳлĕри пулă тинĕс пуллинчен тутлăрах пулаканччĕ.
Каласа та пĕтереймерĕм, çумра çăварне пысăк пулă хĕстернĕ Суслик тăра парать.
— Амур, эсĕ пирĕн япаласене, апат-çимĕçе сыхла. Эпир унччен кăвайт чĕртсе ярăпăр.
Тутлă яшка пĕçертĕмĕр те апат çиме лартăмăр. Апат çисе янăччĕ кăна, пирĕн пата мулкач чупса килчĕ те:
— Апата хăвăр çеç çисе ятăр, мана валли пĕр кашăк та хăвармарăр, — тет.
Мулкача çамрăк йăмра туратти пăрахса патăмăр, сумкăра тата кăштах кишĕр юлнăччĕ, ăна та пама тиврĕ.
Таçтан тилĕ чупса тухрĕ:
— Манăн та апат çиес килет, — тет.
Татах кăвайт чĕртсе яма тиврĕ. Суслик татах пулă тытса килчĕ. Тилĕ пулă яшкине юратсах çирĕ.
Палаткăна кĕрсе çывăрма выртас тенĕччĕ, кашкăр чупса килчĕ, вăл та апат çиесшĕн. Пулă яшки çиесшĕн мар:
— Урăх апат пĕçерĕр, — тесе ятлаçать.
Хăй мулкач çине шăтарасла пăхать. Лешĕ çавна сисрĕ те йытă хыçне пытанчĕ. Амур кашкăр çине сиксе ларчĕ, Суслик та кашкăр пичĕ çине сикрĕ, ăна чăрмалать. Кашкăр çĕр çине ӳкрĕ, унтан аран-аран упаленсе çĕкленчĕ те таçта тарса çухалчĕ.
Эпир çăлăнтăмăр. Мулкачпа тилĕ пире киле каймалли кĕске çул кăтартрĕç, палатка çине утрав çинче ешерекен темĕнле асамлă курăк сапрĕç те:
— Çитес çул та пирĕн пата хăнана килĕр, — тесе сыв пуллашрĕç.
Палатка çине хăпарса лартăмăр та тӳрех киле çитрĕмĕр!