Ĕлĕк-авал, пĕр чăваш ялĕнче
Пурăннă, тет, пĕр телейлĕ çемье.
Упăшкипе арăмĕ, Микулайпа Йăмра.
Вĕсен ывăлĕ пулнă виçĕ çулта.
Йăмра пулнă илемлĕ хĕрарăм,
Юратакан анне, таса чунлă арăм.
Курсассăн унăн хура куçĕсене
Кашни каччă çухалнă ĕмĕчĕнче.
Анчах та Йăмра юратнă пĕртен-пĕр качча,
Хăйĕн упăшкине — Микулая.
Микулай — хитре вăйлă каччă.
Хăйĕн арăмне юратнă пек вăл никама та юратманччĕ.
Пăхатăн та вĕсем çине — савăнатăн.
Çакăн пек телей сахал тупаятăн.
Анчах та тавралла инкек çаврăннă,
Чăваш халăхĕ çине тăшман тапăннă.
Пуçланнă хăрушă, юнлă вăрçă.
Вăл тĕрлĕ çынсен пурнăçне хуçнă.
Чунсăр пулнă пирĕн тăшман,
Хĕрарăмсемпе ачасене те чĕрĕ хăварман.
Пĕр илемлĕ çутă ăшă ир
Хĕвел çутинче савăнать уй-хир.
Кайăксем йывăç çинче юрлаççĕ,
Çак çемьене телей сунаççĕ.
Йăмра ирхи тутлă çăкăр пĕçерет.
Ачи вылять. Микулай картишĕнче ĕçлет.
Нимĕн те çак илемле ире
Пăсса хураймасть пек туйăнать çынсене.
Анчах ниçтан кĕтмен çĕртен
Хура пĕлĕтсем тупăнчĕç вăрман енчен.
Ял çыннисем хăраса ӳкрĕç,
Кил еннелле хăвăртрах чупрĕç.
Микулай чупса кĕчĕ пӳртелле,
Хăйĕн аллине илчĕ ывăлне.
«Айта, Йăмраçăм! Тарар ялтан!
Пирĕн паталла килет хăрушă тăшман!»
Йăмра ăнланмарĕ, мĕн пулнине,
Анчах та итлес терĕ упăшкине.
Хăвăрт пуçтарчĕ чи кирлине,
Алла илчĕ пĕчĕк ачине.
Тарас терĕç уй-хире анкартипеле.
Акă тухрĕç вĕсем картишнелле.
Йăмра ачипе кайрĕ маларах.
Анчах та Микулай тухмасть çаплах.
Пăхас терĕ хĕрарăм картишнелле
Курнинчен çухатрĕ сăмахĕсене.
Унăн юратнă упăшки выртать.
Юн юхать. Микулай сывламан пек туйăнать.
Анчах та каларĕ вăл: «Тарăр хăвăртрах!»
Çак пулчĕ Микулан юлашки сăмах.
Йăмри чупать, куççӳлĕ юхать.
Пĕчĕк ачи пĕрле макăрать.
Каç çитсе пырать, сывлăш сивĕнет.
Ывăлĕ кăвакарса кайнă, чĕтрет.
Çамрăк хĕрарăм халĕ макăрать,
Анчах та куççӳлĕ урăх тухмасть.
Йăмра хăйĕн ывăлĕ çине пăхать,
Çав вăхăтрах шуралса каять.
Унăн юратнă ывăлĕ выртать,
Анчах та вăл сывламанни курăнать.
Унăн тути кăвакарса кайнă.
Хăй Йăмри шуралса кайнă.
«Мĕн туса хутăм пурнăçăма?
Пĕтерсе хутăм ача-пăчана!»
Йăмран куççӳлĕ тин юхса анчĕ.
Хăй вара вăл шăпăртланчĕ.
Чăтаймарĕ хĕрарăм чĕри инкеке,
Чунĕ тухса кайрĕ леш тĕнчене.
Çапла хурлăхлă савăнăçсăр вĕç.
Анчах та кĕтĕр, калав вĕçленмест.
Тепĕр ир çитрĕ, тăшмансем кайрĕç.
Унта та кунта вилнĕ çынсене тупкаларĕç.
Анчах та мĕнле-ши унта Йăмра?
Мĕнле-ши унăн вилнĕ ачи?
Тĕлĕнтермĕш, çав вырăна
Ӳссе ларнă пĕр йывăç каçпа.
Тураттисене вăл янă унталла-кунталла.
Халăхра ят панă çав йывăçа — «йăмра».
Халĕ çав вырăнта нумай йăмра ӳсет.
Анчах та пĕрремĕш аякранах сисĕнет.
Вăл хăй тураттисене çын патне туртать,
Кĕç-вĕç ыталаса илес пек туйăнать.
Йăмра шăпи çинчен, иккен,
Ман çемье пĕлет ĕлĕкрен.
Анчах анне каласа пачĕ ĕнер кăна.
Эпĕ вара каласа патăм сана!