Календарь листине эп тататăп
Юлашки хут кăçал, тĕлĕнсе, —
Иртнĕ çул авăрне, ак, путатăп,
Шухăшсем çумнерех çĕленсе.
Çĕнĕ çул — çĕн тивлет, килĕшетĕп,
Хурланас та килмест асăнса
Иртнине. Çав-çавах кӳлешетĕп:
Пурнăç çулĕ пыратчĕ ăнса...
...Шурлăхах кĕрсе ӳкрĕмĕр пулĕ, —
Кирлĕ улăм пĕрчи çăлăнма.
Пирĕн хыççăн мĕскер тăрса юлĕ?
Чун-чĕре пуçланман-ши хытма?
Аркатма йывăр мар, аркататпăр
Туслăха, çынлăха, пурлăха...
Йăх-яхсен çул-йĕрне якататпăр
Ылтăна пуç çапса кăлăхах.
Çĕр-анне куççульпе çăвăнайрĕ, —
Юнланман вырăн çук ун çинче.
Йывăр пурнăç килсе мăйран пăврĕ,
Çут çанталăк вилет, çут тĕнче!
Çӳлти влаçăн хăвачĕ çĕкленчĕ
Суйлавра çĕнтерсе ăслисем,
Çĕнелсе, сывалса тĕрекленчĕ;
Думăра — халăх янă çынсем...
Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсассăн,
Улăп утăмĕ тăвĕ çĕршыв.
Кӳршĕпе пĕр татуллăн пулсассăн —
Çекленӳллĕн çĕн юрăсем хыв!
Эсĕ вырăс, чăваш е тутар-и, —
Çын вăл танлăн килет тĕнчене,
Пурнăçа çавнашкал çутатар-и,
Юх эс, юррăм, çĕкле çынсене!
Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп.
Тăвансем, тăвансемех пулар.
Тăнăç пурнăç, малашлăх сунатăп,
Пĕр-пĕрне ыр сунса йăл кулар.