— 50 çул вăл — пурнăçăн пĕр тапхăрĕ, пурăнма пуçлатăн кăна-ха? Ывăлу та авланчĕ, кĕçех хăйне атте тенине илтĕ, халĕ ĕнтĕ хăв пек чипер хĕр пĕрчи çуратса пама та пултаратăн... — пĕринчен тепри ӳксе юлас мар тенĕн, уяв кĕрекине пуçтарăннă хăнасем кил хуçи хĕрарăмне, Кирăна, самаях «тăн кĕртме» тытăнчĕç. Уйрăмах арçынсем хитререн те хитререх сăмахсем шырани сисĕнчĕ. Çакă юнашар ларакан мăшăрĕсене килĕшсех кайманнине курмарĕç (е, тен, курасшăн та пулмарĕç?) пулас вĕсем. Кĕвĕçӳ валли сăлтав пулмалла та мар пек тата: тăлăх арăм пулин те, хăй çур ĕмĕр (турăçăм, нивушлĕ çав çула çитрĕм-ши, хăраса шухăшласа илчĕ Кира) тултарнине паллă тума мăшăрлă тус-юлташĕсене кăна чĕнчĕ. Халĕ, акă, залри сивлеклĕхе туйса, айăп çук çĕртен айăплăн кулса илчĕ вăл, эй! сирĕнпе тенĕн ал сулса, чунĕнче мĕн пулса иртнине кăтартас мар тесе, кĕреке пуçĕнче тăракан тамадана куç хĕссе паллă пачĕ. Лешĕ вара, залра вырнаçнă оркестр енне çаврăнса: «Маэстро, сире сăмах!» — терĕ те, залра вальс кĕвви янăраса кайрĕ.
Çутă сӳннĕ самантпа усă курса, Кира ресторанти патша та çуран çӳренĕ пӳлĕме чупнă пек кĕрсе кайрĕ, алăка шăкăлт-шакăлт питĕрсе лартрĕ, халтан кайнăн, пӳлĕмри тĕкĕр патнелле утрĕ. «Турăçăм, 50 çул!!! Шухăшлама та пултарайман ку çула çитессе. Пурăнас темен çĕртен...» — пăшăлтатрĕç унăн куштăрканă тутисем, тĕкĕртен хăй çине пăхакан хĕрарăм çине пăхнă май. Чăн та, ăмсанмалăх-кĕвĕçмелĕх çук мар çав: хаклă йышши пусмаран çĕленĕ костюм яштака кĕлетке çинче ятуллă ларать, пĕве тата та вăрăмрах кăтартать, сăрă-писев таврашĕсĕр те илемлĕ сăн-пит, макияжа пула, пушшех те çуталса-якалса кайнăн туйăнать, кĕске кастарнă çырă çӳçĕ Кирăна тата та çамрăкрах кăтартать. Пĕтĕмпех вырăнта пек, пĕтĕмпех пур пек те (ахальтен-и мĕн вăйлă та телейлĕ тесе шутлаççĕ ун пирки ĕçĕнче) — çук çав, чунĕнчи курăнман пушар пирки пĕр хăй пĕлет. Чи çывăх юлташне те, Зинăна, каламан вăл ун пирки. Чи çывăх çыннине — пĕртен-пĕр ывăлне, Сережăна — та нихăçан та уçса памĕ ку вăрттăнлăха. Тепĕр тесен, çапла туса пĕр хăйне кăна асаплантарнине те питĕ лайăх ăнланать те, çук — каçараймасть, çук — манаймасть.
...Иккĕшĕ те пĕр районти кӳршĕ ялсенчен пулнине кура-тăр, паллашасси те, туслашасси те сисĕнмесĕр-тумасăр, хăй тĕллĕн пекех пулса пычĕ вĕсен. Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренекен Кира пĕррехинче, тĕп хуларан тăван яла канмалли куна килнĕскер, хĕр-тантăшĕпе кӳршĕ ялти клуба лекрĕ. Шăпах çакăнта паллашрĕç вĕсем тĕттĕм çӳçлĕ те яштака каччăпа. Канашри автопогрузчиксен заводĕнче ĕçлекен Виталий çухалакан йышши мар, чипер Кирăна тӳрех куç хыврĕ: «Хăна хĕрĕ пулас, халиччен курман. Нимĕн те çухатмастăп, çавăрттарас кăна...». Каярах, Кира кӳршĕ ял хĕрĕ пулнине пĕлсен, хăй ăшĕнче тарăхса та илчĕ тата: ара, услап мар-и, ялпа хула хĕрне уйăраймарĕ те. Çапла çав, шăпах хула пикисемпе çывăх пуласшăн каччă. Канашри завода та вăхăтлăх тенĕ пек пуçне пырса чикрĕ. Пуçĕнче вара — Гитлерăн «Барбаросса» планĕ тейĕн: хула хĕрĕпе паллашмалла, авланмалла, ял тислĕкĕнчен-пылчăкĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлмалла. Хăй ялтан тухнине никама та каламасть Виталий. Канаш автовокзалĕнче автобус çинчен ансанах чăвашла манса каять тата. Чĕлхе-çăварĕ ĕçлет, сăнĕ-пичĕ пăхмалăх пур — хĕрсем хăйсемех сырăнаççĕ.
Анчах темле вăй çыхса лартрĕ ăна Кира çумне. Ик-виç уйăх хыççăнах пăрахас терĕ те, çук — паллашнăранпа çулталăк та иртсе кайрĕ. Амăшне те сăмпах çитернĕ пулас, ывăлĕ Канашран яла анмассерен кашнинче: «Çав Николайсен хĕрнех кин тăвасчĕ, учителе вĕренсе тухать, хамăр килех илсе килесчĕ», — тесе анратать. Мĕн тăвăн, амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлне пĕрлех пурăнтарас килет çав. Анчах Виталин çĕр çинче чакаланас килмест, Канаш пек пĕчĕк хулара та мар, пысăк хулара, чаплă хваттерте пурăнас килет-çке! Çитменнине Кира хăй çине сивлекрех пăхать пек те туйăнать. Чуптума-ыталама ирĕк парать, малалла — ни-ни! Завод общежитийĕнче пĕччен пурăнать те (12 тăваткал метр кăна пулин те, хăйĕн кĕтес), вырăн ăшăтакансем çителĕклех: апатне те пĕçерсе параççĕ, кĕпе-йĕмне те çуса пама хирĕç мар хĕшĕ-пĕри. Авланма хĕтĕртекенĕсем те çук мар тата. «Нет, не мой уровень», — тесе шутласа илет кăна хĕр-хĕрарăм çыпçăнăвĕнчен ывăннă альфонс.
Амăшĕ те пулин минретме пăрахтăр тесе, ăна авланасси пирки шухăшласа пăхма сăмах пачĕ вăл. Кирăпа та урăхларах тытма пуçларĕ хăйне: ачашрах пулчĕ, кăмăллăрах курăнма тăрăшрĕ, çемье çавăрасси пирки вăлтса калаçрĕ... — тинех хĕр «пуянлăхне» астивсе пăхма пултарчĕ Виталий. (Эх-х-х, мĕншĕн чунпа-чĕрепе мар, хăлхапа-куçпа юратаççĕ-ши хĕрсем?!!).
Кира вара вĕçсе кайма хатĕрччĕ. Ара, пĕтĕмпех аван пырать пурнăçĕ: кăçал вĕренсе тухмалла, савнă каччи çулла туй тусах пĕрлешме шантарчĕ. Тепĕр тĕлĕнмелле пысăк вăрттăнлăх пур унăн — варĕнче çĕнĕ чун аталанать! Çакна хальлĕхе пĕр хăй пĕлет. Уйăх хушши килменнине çĕр çинчи пĕр çынна та шанса калама васкамарĕ. Виталие те. Шур пĕркенчĕк, шурă туй кĕпи тăхăнса качча тухакан йывăрлă хĕр-хĕрарăм вăл кăна-и-мĕн паян кун? Çитменнине туй тепĕр 2-3 уйăхранах, унччен нимĕн те паллă пулмĕ. Виталий хĕпĕртĕ кăна — çынсем ача тăвас тесе 7-8 çул тапаланаççĕ, кунта вара — никĕсĕ пур та.
Анчах, анчах... Шупашкартан яла ансан Виталие кураймарĕ Кира. Тепринче те. Тата тепринче те кĕтсе илеймерĕ. Виталин амăшĕ патне кайма хăюлăх çитереймерĕ те (хĕрĕ хăй каччă хыççăн чупать тейĕ тата), Канаша çитсе килме шут тытрĕ. Çул тăршшĕпех пуçĕнчи шуйханчăк шухăшсенчен хăтăлаймарĕ туя хатĕрленекен хĕр. Виталий ĕçлекен завод общежитине мĕнле çитнине те сисмерĕ. «Çамрăксем килте лармаççĕ, текех манăр пирĕн Виталий пирки, туя хатĕрленеççĕ вĕсем, машинпа ларса таçта вĕçтерчĕç», — терĕ вахтăра ларакан кампар хĕрарăм кăмăлсăррăн, Кира çине «çӳреççĕ кунта йăх-яхсем...» тенĕн пăхса. Анраса-арпашăнса кайнă хĕр, урама хăш вăхăтра тухнине те чухлаймарĕ. «Туя хатĕрленеççĕ? Кампа? Манпа-и? Яла анчĕ-ши вара Виталий? Тен, заводĕнче вăл? Тен, унта курăп ăна?».
Завод проходнойĕнче ларакан ватăрах арçын патне Кира хăюллăнах пырса тăчĕ. «Мана Виталий Насакин кирлĕ. Вĕсен ялĕнчен эпĕ. Амăшĕ ăна валли çыру парса ячĕ», — терĕ. Ун-кун нимĕн те сисмерĕ пулас лешĕ: «Вăл паян ĕçлемест. Ирхине кĕрсе тухса кайрĕ, кадрсен пайĕнче документсем пуçтарать пулас та, апат хыççăн тата килмелле терĕ. Эппин, кĕт, чиперук, кĕтсе илетĕнех. Эх-х-х, пĕр 30 çула чакарасчĕ те, юратасчĕ сирĕн пек хĕр-упраçа. Виталий те авланать ав. Çитет хĕрсене тарăхтарса терĕ пулĕ. Хитре те хĕрĕ. Пирĕн завод директорĕн тăванĕ пулать тет. Туй кĕрлеттеретпĕр те Шупашкара вĕçтеретпĕр, çĕнĕ пурнăç пуçлатпăр, терĕ. Шел, тăлăха хăварать пирĕн завод хĕрĕсене. Ăна куç хывнисем, шанса тăракансем пуррине те пĕлетĕп. Эсĕ те, пĕр ял хĕрĕ тетĕн-и-ха, каччăсен чунĕсене çунтаратăн пулĕ-ха? Юрĕ, юрĕ, вăтантармăп. Кĕтех эппин Виталие», — лăплантарчĕ вăл шурса кайнă Кирăна, айккинче ларакан пукансем çинелле кăтартса.
Авă еплерех ĕç-пуçсем иккен кунта. Мĕн тумалла? Куриччен тухса тармалла-и? Е кĕтсе илсе намăссăр куçĕсенчен сурмалла? Çакăн пек шухăшсемпе аташса-асапланса ларнă май, вăхăт мĕн чухлĕ иртнине те сисмерĕ Кира. Шалта, чун-чĕринче, кăшкăрса макăрчĕ-хӳхлерĕ, темиçе хутчен вилсе чĕрĕлнĕ пек пулчĕ вăл çак вăхăтра — анчах куççуль кăлармарĕ, хытса ларнă пек пулчĕ. Тем вăхăтран алăк уçăлнипе, Виталипе палламан хĕрĕн савăк куллине илтнипе тарăн ыйхăран вăраннă пек пулчĕ. Виталий ют хĕре пилĕкĕнчен ыталаса тытнине, унăн хĕрĕн хаваслăхпа тулнă куçĕсене тĕлĕкри пек курчĕ. «Виталий, сана тата тепĕр чиперкке кĕтет», — тени те таçтан аякран илтĕннĕ пек туйăнчĕ.
Акă, икĕ мăшăр куç тĕл пулчĕç. Çук, ӳкĕнӳ курăнмарĕ Виталий куçĕсенче. «Ну, мĕн калăн? Мĕн шыраса килнĕ эсĕ кунта? Вăрçă кăларасшăн-и-мĕн завод проходнойĕнчех?» — терĕç вĕсем, усаллăн çиçсе. Çакна кура Кира та хăйне алла илчĕ, пĕтĕм чун хавалĕпе пуçтарăнчĕ, савăнăçлă курăнма тăрăшса, Виталипе хĕрĕ патнелле хавассăн та çăмăллăн утрĕ.
-Ну, Виталий, савăнтартăн та мана эсĕ. Авланатăн иккен, маттур, саламлатăп! — тесе вăл кун пеккине кĕтменнипе çухалса кайнă каччăна пит çăмартинчен чуптуса илчĕ. — Эпĕ санран каçару ыйтма килнĕччĕ. Иртнĕ канмалли кунах каласшăнччĕ те, яла пымарăн. Вăхăчĕ çук пулĕ-ха тесе, Канашах килсе каяс терĕм вара. Виталий, эпĕ те качча тухатăп вĕт. Вилесле юратса пăрахрăм пĕрне. Каçар та, санран та хитререх, ăслăрах, кĕлеткипе те патвартарах вăл. Упа пек вăйлă тата. Ыталаса илет те, чĕре тухса тарас пек тапăлтатма пуçлать. Ăнланатăн пулĕ, иксĕмĕр хушăмăрта нимĕн те пулма пултараймасть малалла. Тепĕр тесен, эсĕ те авланатăн ав. Тепĕр вăрттăнлăх пурччĕ манăн сана валли. Юрĕ, кирлĕ мар санăн кун пирки пĕлме. Мăшăру санпа ман пекех телейлĕ пултăр, — терĕ те Кира, Виталин çĕнĕ хĕрĕ çине хăй çак тĕнчери чи телейлĕ хĕрарăм пулнине кăтартас тенĕн, хавассăн пăхса илчĕ те уççăн кăлтăртаттарса кулса, аллипе сывă пулăр, тенĕн сулса алăкран тухса çухалчĕ.
...Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ пулин те, Виталин хаярлăхпа-кĕвĕçӳпе тулнă куçĕсене (унран лайăхраххисем пулма пултараймаççĕ!), унăн пулас мăшăрĕн темĕн ăнланма тăрăшакан сăнне (кам пулатăн эсĕ Виталин?) хальхи пекех астăвать Кира. Хăй завод çывăхĕнчи скверта чунĕ каниччен сӳслесе макăрнине те аван астăвать. Тĕпĕ-йĕрĕпех макăрса кăларчĕ пулас çавăн чухне куççульне — унтанпа куççуль таврашĕ тухман хĕрарăм куçĕсенчен: университетра куçăн мар уйрăма вĕренме куçсан та, Мускава тухса кайсан та, ывăлĕ çуралсан та, пĕчĕк Сережа ашшĕ ăçтине ыйтсан та... — яланах кулса калаçатчĕ.
Ултă çул каялла Мускаври Кира ĕçлекен наукăпа тĕпчев институтне Шупашкарти университетран ăсчахсем пычĕç. Кунта хăйсен ентешĕ ĕçленине пĕлсен хĕпĕртерĕç вĕсем. Ара, университетра çĕнĕ факультет уçасшăн мĕн те, спецалистсем çитмеççĕ. Çине тăрсах ӳкĕтлерĕç вĕсем Кирăна Шупашкара таврăнма. Халĕ, акă, Кира Николаевна 5 çул факультет деканĕ пулса ĕçлет. Сережа ывăлĕ, ашшĕпе амăшĕ пекех (ашшĕ чире пула çамрăклах «вилнине» кăна пĕлет вăл), радиоэлектроника енĕпе ĕçлет.
Пĕтĕмпех пур темелле: ячĕ-шывĕ, чыс-хисепĕ, укçи-хваттерĕ... Тус-юлташсем тата! «Кира, санăн юбилейна Шупашкарти чи чаплă ресторанта — «Араратра» — ирттерĕпĕр. Юмахри пекех унта: фонтан, йĕри-тавра аквариумсенче тĕрлĕ-тĕрлĕ пулă ишет, оркестрĕ те хулара пĕрре. Мĕнлерех арçынсем çӳреççĕшшĕ унта! Пĕри санăн пулĕ, çитет сана манашка пек пурăнса,» — шӳтлесе те чăнласа калаçрĕ анчахрах-ха Зина тусĕ.
Арçынсем? Çук, хăйне май мăшăр тупма тĕллев лартман нихăçан та çак таранччен Кира. Пулнă та çухалнă вĕсем хĕрарăм пурнăçĕнчен. Сережа ашшĕ пулмаллисем курăнман вĕсем хушшинче. Мăнтарăн ачи! Фотоательере укçалла туяннă сăн ӳкерчĕкри палламан-туман арçынна ашшĕ тесех йышăнать халиччен те вăл. Пулать вĕт-ха çамрăкла ăнсăртран чирлесе вилесси — мĕншĕн Сережăн çапла шухăшламалла мар? Виталий-и? Нимĕн те пĕлмест ун пирки Кира. Пĕлесшĕн те мар. Хушăран кăна пуçне: «Тĕрĕс тăватăп-и-ха Сережăна чăн ашшĕ пирки каламасăр?» — текен шухăш пырса кĕрет. Çук, çуках — никамăн та пĕлмелле мар ку вăрттăнлăха.
— 50 çулта эсĕ, Кира Николаевна, текех 20-ри айван хĕр мар. Мĕн чухлĕ мăшкăл витĕр тухрăн та, паян, хăвăн çуралнă кунăнта, юнашар упăшкисем пуррипе кăна мухтанма пултаракан хĕрарăмсенчен хăрамалла-и санăн? Кĕвĕçчĕрех тăраниччен! Хĕрхенмелле ун пеккисене, тарăхмалла мар. Кай, савăн!», — калаçрĕ тĕкĕрти хĕрарăм хăйпе хăй.
Кира хăюллăн алăка уçрĕ те, кĕвĕ шавĕпе тулнă зала тухрĕ. «Хисеплĕ хăнасем! Кĕтсе илĕр! Сирĕн умăрта — уяв хуçи, сăпайлăхпа вăрттăнлăх пирĕштийĕ Кира Николаевна Булыгина!» — уççăн янăрарĕ тамада сасси...