Шуçăмпах шуйханнă чарлансем
Çуйăхса вĕçсен хумсем çинче,
Шăллăм, эс мана аса илсем
Выртнă май хура çĕр айĕнче.
Манăн та шуйханчăк мар-и пурнăç?
Терт тени хăпмарĕ пуçăмран.
Тем те тӳснĕ, мĕн кăна-ши курнă, —
Янтă ырлăха кăна курман.
Ăс-тăна тĕллевсĕр салатни те,
Тар тăкни те пулнă кăлăхах.
Ĕмĕтĕм чĕвен тăратчĕ питĕ.
Ним те параймарăм халăха.
Халĕ уншăн ӳкĕнсе мĕн тăвăн?
Вăхăт çаврăнаймĕ каялла.
Ас илтертĕр çак пĕчĕк сăвă
Ман ята, ман уçă кăмăла.
Шуçăмпах шуйханнă чарлансем
Çуйăхĕç ыран та, тепĕр кун та.
Шăллăм, эс мана аса илсем,
Сан чуну сăвап çурта пек çунтăр.
Утă, 17, 2012.