Хура вăрман варринче
Шурă çăка пӳртĕнче
Тĕлĕнтермĕш пурăнать.
Те лаша вăл, те тиха
Вĕçет ăмăрткайăкла.
Тӳпере çунат сарать,
Урипе çĕре чавать,
Хушăран чĕвен тăрать.
Питĕ сăнсар та хăрушă,
Вĕçкелет çĕрле пĕр хушă.
Уйăх тухнă-тухманах
Вĕçтерет вăл уялла.
Çунатне хăй саркалать,
Тӳпенелле кармашать,
Инçетренех курăнать.
Питĕ кутăн ку тиха —
Çиçет куçĕ шурăпа.
тӳпене вăл улăхсан
Аслати янрать ялан,
Чĕтренет çĕр таврара.
Асар-писер çил-тăман
Пуçланать те йăмрана
Авать, хуçать, турткалать,
Мăнтарана хавшатать.
Çапах мĕскĕн парăнмасть.
Пӳрт тăррине тапратать,
Сехремĕре хăпартать!
Ǎйăр вĕçнĕ вăхăтра
Тĕнче курать хур, нуша.
Мĕн тумалла, тупата?
Тахçан авал çак лаша
Çамрăк каччах пулнă-ха!
Ваçук ятлă сар ача
Пурăннă тăван ялта.
Пулнă вăл ĕçре малта.
Ǎсла, тăнлă та ĕçчен,
Ӳркенмен ĕçре хальччен
Ир пуçласа мĕн каçчен.
Вăйĕпеле мухтанман,
Çăмăллăх вал шыраман.
Ваçук тăрать, тумланать,
Уя кĕтӳ хăвалать.
Йăмра айне ларать те
Чаплă шахличне калать.
Орфей пекех хăй вылять.
Ватта-вĕтте хисеплет,
Çынна юрама пĕлет,
Пуринпе те вăл пуплет.
Ǎшă сăмахпа сиплет
Ырă çыннăн чĕрине.
Çакă ялтах пурăнать
Çĕрме пуян килĕнче
Çутă кӳлĕ хĕрринче
Хĕрсенчен чи сăпайли —
Унăн ячĕ Варвари.
Ырă чунлă пăрчăкан
хăрамасть ĕçрен нихсан.
Пит илемлĕ те маттур,
Тути пыл пек тутлă ун!
Ĕненместĕн — кил те кур!
Икĕ çивĕт вăл тăвать,
Хĕрлĕ хăюпа çыхать.
Пирĕшти пек туйăнать.
Анчах ашшĕ тарăхать,
Ǎйăр пекех тулхăрать!
Паллă: вăл хупма хушать
Варука шур чăлана.
«Хĕре памастăп качча
çавă чухăн Ваçука!», —
шав-шавлать вăл пĕрмаях!
Вăрманта пĕр шурлăхра
кĕлмĕç карчăк пурăнать.
Çынна усал вăл сунать,
Тĕрлĕ чир, нуша ярать.
Ахăлтатса кулкалать.
Курпун çинче — тăмана,
Курсан — тăнсăр пулмалла!
Çӳç вырăнне — çĕленсем,
Аллисенче шур хуртсем!
Пĕсехинче — калтасем.
Купса каять шурлăха —
Курмалла тухатмăша.
«Ваçук мана кансĕрлет:
«Хĕрне качча илĕп», — тет,
Варварие илĕртет!»
Пачĕ ылтăн карчăка,
Тата кĕмĕл пĕр арча.
Шăлсăр карчăк хĕпĕртет,
Килне таврăнма хистет,
Ĕçне тума хĕтĕртет.
«Ан кулян, эс, тăванăм», —
Терĕ карчăк пуяна.
«Çакă йывăр самантра
Пăрахмастăп эп сана», —
Вăл йăпатрĕ хăнана.
Пуян тухса кайсанах
Çĕлен пулса тухатмăш
Шуса кайрĕ хирелле
Ваçук кĕтуç патнелле —
Хĕвел Тухăç еннелле.
Каччă каштах вылясан
Хучĕ хăйĕн шăхличне
Хăйпе юнашар. Унтан
Тăчĕ, пăхрĕ, ял çине,
Курчĕ хăйĕн йăмрине.
Аса илчĕ савнине,
Иккĕн пĕрле ларнине
Пӳрт умĕнчи сак çинче,
Çӳллĕ йăмра айĕнче
Ǎшшăн тупа тунине.
Çав вăхăтра ку çĕлен
Шуса-шуса пычĕ те
Имçамĕпе сирпĕтрĕ
Çамрăк кĕтӳç шăхличне,
Шусах тарчĕ йăвине.
Акă йăмра хыçĕнчен
Тискер чĕрчун тухрĕ те
Чупса пычĕ кĕтĕве —
Тытса кайрĕ пĕр ĕне —
Сĕтлине, илемлине!
Йăпăр-япăр васкаса
Кĕтӳç илчĕ шахличне
Сас-чӳ, шăв-шав кăларма,
çак кашкăра хăратма.
Пит хĕрхенчĕ выльăха!
Çăлас терĕ мĕскĕне.
Ячĕ хыттăн шăхăрса!
Лĕнчĕр! турĕ чĕркуççи…
Сывлаймасть, çук чун уççи!
Ӳкрĕ курăк çинелле.
Çӳллĕ йăмра хӳттине…
Сикрĕ-тăчĕ çавăнтах
Сар ача мар — сар тиха!
Куçĕ-пуçĕ чалăрать,
Хăй тискеррĕн тулхăрать.
Шуçăм киле пуçласан
Çакă айăр выртать те
Сар ача пулса тăрать,
Кĕтӳç евĕр курăнать,
Шахличне янраттарать!
Ваçука çăлас тесен
Тухăçалла каймалла,
Кăвак чечек тупмалла —
Элемĕ вăл ку çĕрсен.
Кунта çӳллĕ пур тусем!
Мĕлкийĕсем тухья пек,
Йăлкăшаççĕ тăррисем.
Çӳллĕ тусем хушшинче
Кăвакарчăн пурăнать,
Элем чечеке упрать!
Савнине çăлас тесе
Варвар тухрĕ килĕнчен.
Аслă çула кайиччен
Пиллĕх ыйтрĕ йăмринчен.
Пӳрт умĕнчи чипертен.
Ашшĕ качча парас тет
Ялти çĕрме пуяна.
Сар хĕр куççульпе йĕрет:
«Кăвак чечек, тупăнсам,
Сана, эпĕ тĕл пулам!»
Сырчĕ çĕнĕ çăпата —
Каять-çке инçе çула.
Варварие ыр сунса
Хăшĕ аш сăмах калать,
Хăшĕ кучченеç парать.
Ялти ватă старикки
Сар карçинкка ăсталать.
Çăкăр-тăварне хума
Варука вăл тыттарать,
Çĕре çити пуç таять.
Çăкăр пулсан пĕтместпĕр —
Тĕнче хĕрне çитетпĕр,
Чăтлăх вăрман ним те мар,
Çырма-çатра хăруш мар,
Тискер чĕрчун — тăшман мар!
Курăнса каять пĕр ту.
Пит илемлĕ-çке, эс, кур!
Тухья йăхĕ çакăнтан —
Туллă чаплă вырăнтан
пулса кайнă тееççĕ.
Уç сывлăшра айлăмра
Чечекĕсем ӳсеççĕ.
Кунта Алтай ту хырçи
Тăхăмланнă тееççĕ —
Тĕп неселĕсен чĕрçи!
Сар хĕр татать кирлине
Сăваплине, сиплине.
Утмăл турат тенине
Ылтăнран ылтăннине,
Ваçук куç пек хитрине.
Варвари килне çитет.
Ырă хыпар вăл илтет:
Ваçук каллех кĕтӳре,
Лаштра юман айĕнче.
Варвари — ун чĕринче!
Хăй шахличĕ халь калать
Чун савнине сас парать.
Сасси унăн ян! каять
Улăхсемпе хирсенче —
Чăваш юмах çĕрĕнче!
Пурăнаççĕ савăнса
Пĕр-пĕрне сума суса
Ваçукпала Варвари.
Ачи-пăчи пӳрт тулли —
Ватлăхра савăнмалли!