Пукрав та çитрĕ, çĕр çаплах шăнмарĕ.
Тухатăн та — тĕтреллĕ ир тарать.
Вăхăтĕнче çумăр çуманшăн мар-и
Çанталăк парăмне халь тавăрать.
Çу, çумăр, çу, шутер уя-хире,
Хĕле кĕмешкĕн хатĕрле, шăвар.
Малашлăх ыррине туять чĕре,
Япăххине пачах кĕтесшĕн мар.
Аван эппин! Кĕр кайрĕ вăрăма,
Пукрав иртсен те çурĕ ăшă çумăр.
Тĕтреллĕ ир, çĕкле кăмăлăма,
Утар пĕрле,
Хаваслăн,
Çума-çумăн!
Юпа, 15, 1997.