I.
Вăрçă чарăнчĕ. Акă çĕнтернĕ Берлин урамĕпе кавалеристсен пĕчĕк ушкăнĕ урхамахĕсене шăварма Ландвер каналĕ еннелле каяççĕ. Сакăл ураллă хура лашасем снаряд урăлнипе çуркаланнă асфальт çийĕпе çăмăллăн юртса, ташласа пыраççĕ. Малта, чăлт шурă лаша çинче, пуç каçăртнă лейтенант. Çамрăк офицерăн пилотки хĕрринчен тухса тăракан сарă çӳçĕ çурхи çилпе чӳхенсе пырать, хăй ăшшăн кулса нухайккă тытман сылтăм аллипе чыс парать. Çак казаксен ушкăнне хула халăхĕ чарăнса çурекен пăхса ăсатать. Иртсе çӳрекен машинăсем те ытараймасăр чарăнчĕç. Çакнашкал ытармалла мар картина тĕнчере çĕнĕ пурнăç, тăнăçлă пурнăç пуçланнине кăтартса панăн туйăнать.
Тăватă çула яхăн тăсăлнă хаяр вăрçă чарăнчĕ. Çакнашкал ахăр самана пĕтнине вăрçа хăнăхнă салтакăн ниепле те шанас килмест. Çапах та юнлă çулпа ахăрса пыракан вăрçă машини сӳнчĕ, чарăнчĕ.
Берлинра çурхи кун. Вăрçă тип-шарĕнчен чиперех хăтăлса юлнă чиесемпе улмуççисем чечекре. Вĕсен ытармалла мар шăрши тарпа юн шăршине хуплать. Урамра вырăс салтакĕсен хаваслă шавĕ, юрри-кулли янăраса тăрать. Ăçтан-тăр çывăхрах хут купăс кĕвви шăранать.
Вăрçă шавĕ чарăнсанах нимĕç халăхĕ ирĕккĕн сывласа ячĕ, хулара хевешме пуçларĕ. Вĕсем вырăс салтакĕн ăс-халне ăнланчĕç, пирĕнпе явăçма, туслашма тытăнчĕç. Ара, фашистсен пропаганди, урса кайсах — вырăссем нимĕçсене нимĕн уяса тăмасăр мăшкăллаççĕ, вĕлереççĕ тесе ĕнентернĕ. Анчах вырăс салтакĕсем нимĕç халăхне тавăрма килмен, вĕсене фашистсенчен хăтарса, çĕнĕ пурнăç тума пулăшма çитнĕ. Çакна нимĕç халăхĕ хăй те ăнланса илчĕ, вырăс салтакĕсене ырă сунса саламлама пуçларĕ.
Эпир чикĕ леш енче хамăр чыса çӳлте тытрăмăр. Хула халăхне пур енĕпе те пулăшатпăр. Кунта фашистсем чуралăха хăваласа килнĕ европеецсем чылай, тĕрĕссипе пĕтĕм тĕнче халăхĕ кунта. Вĕсем тăван çĕршывĕсене кайма хатĕрленеççĕ. Ирĕксĕрлесе илсе килнĕ çамрăксем килĕсене каяс хаваспа çĕкленсе çӳреççĕ.
Салтаксен те çуначĕсем шăтнă тейĕн, часах тăванĕсем патне çитсе ĕçе кӳленме ĕмĕтленеççĕ. Пăшал тытнă алă ĕç хатĕрĕ тытасшăн тилмĕрет. "Киле çитсен тăраниччен йĕретĕп", — тет пĕр салтак. "Мĕншĕн халь йĕместĕн?" — тесен: "Куççулĕ тухмасть, чун эрлĕкĕ капланса ларни хăпмасть", — тет, Теприсем вара: "Киле çитсен тăраниччен çывăратăп", —теççĕ.
Вăрçă вутĕнче пиçнĕ салтак сăмахĕ тĕрĕс. Тăватă çула яхăн пухăннă эрлĕк час иртмест. Тата тăраниччен çывăрма Япони самурайĕсем пĕтмен-ха. Салтаксемпе офицерсем алăри пăшалсене хуриччен, хĕрсе кайнă чухне Япони империалисчĕсене çапса çĕмĕрме йышăнчĕç. Çапах та партипе правительство аслă çулхи салтаксене черетпе килĕсене ăсатма тытанчĕ.
"Бери шинель, пошли домой..." юрра шăрантарма пуçларĕç.
Çĕнтерӳçĕсем эшелонĕ-эшелонĕпе Тăван çĕршыва васкарĕç. Тивĕçлипе кĕтсе ил, çĕршывăмçăм, хăвăн паттăр ачусене!
Пирĕн часть Фридрихштрассе урамĕнче. Эпĕ çаплах рота командирĕ-ха. Хам ĕçе те илсе пымалла. Ротăсенче комсомол организацийĕсем йĕркелемелле, вăрçăра пуçĕсене хунă комсоргсен вырăнне çĕнĕ çын тупса суйлав ирттермелле. Çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă çамрăксене комсомола йышăнмалла. Ĕç мăй таран.
Училищĕрен вĕренсе тухнăранпа хам ĕçпе ĕçлеме турĕ килмерĕ. Эпĕ яланах командир. Талăка яхăн батальон командирĕ те пулса пăхрăм. Нуша кулач çитерет тенĕ пекех, вăрçă çĕклет те, пĕтерет те. Паллах, вăрçăра çапăçу ăнăçлăхĕ командиртан нумай килет. Унăн салтаксене çапăçăва пĕлсе, ăнланса ертсе кĕмелле, çĕнтерме хавхалантармалла.
Мана патра куллен тенĕ пекех батальон командирĕн политика енĕпе ĕçлекен заместителĕ Головин капитан пулать. Вăл ман вырăна рота командирне ертсе килес вырăнне, ĕç тупса парать.
— Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтаксене наградă памалла, ротăри çынсенне "Наградной лист" хатĕрле.
— Эпĕ унашкал япала çырса курман. Штабра ларакансен ĕçĕ ку.
— Курман — куратăн. Мĕнле наградăсем памалли сана лайăх курăнать.
— Апла, эпĕ пурне те Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама тивĕçлĕ тесе пĕлтерсе тухатăп. Берлина парăнтарнă, нимĕç фашисчĕсене аркатнă — пурте паттăр.
— Тĕрĕс, пурте герой.
Вăл пĕр пачка наградной лист бланкисем тыттарчĕ: "Виçĕ кун срок сана", — терĕ.
— Капитан юлташ, санăн хăрах уру карчăку патĕнче пулас.
— Икĕ ура та килте. Çак кунсенче ăсатаççĕ пулмалла. Çапла, ывăлăм, санăн çар службинче тăмалла-ха.
Аллăран иртнĕ капитан пирус чĕртсе ячĕ.
— Киле таврăнсанах вăлтапа пулла каятăп. Пирĕн çырмара ыраш пăтри калама çук нумай, — терĕ капитан хавхаланса. — Манăн вăл — чи лайăх кану. "Тупăннă пулăçă, килĕнте ахаль те ĕç капланнă-тăр", — терĕм ăшăмра, капитан çине кăмăллăн пăхса.
II.
Ирхине ротăра политинформаци ирттернĕ хыççăн, ман патна Бирюков связной пырса кĕчĕ.
— Лейтенант юлташ, сана пĕр нимĕç курасшăн.
— Чĕнсе кĕр, мĕн тăвать вăл манпа?
— Гутен морген, — терĕ тĕреклĕ шăм-шаклă ватă нимĕç пуçĕнчи шлепкине хывса.
— Данке.
— Эсир нимĕçле пĕлетĕр-и?
— Кăштах.
Шкулта нимĕç чĕлхипе вĕрентнĕ чухне пĕр вунă сăмах пуçа лайăх кĕрсе юлнă. Халĕ Çар издательстви хатĕрленĕ пĕчĕк словарьпе усă курса тата тепĕр вунă сăмах вĕрентĕм.
— Сире пĕр пике курасшăн. тархасшăн манпа пырăр-ха.
— Мĕнле пике, мĕншĕн эпĕ пымалла?
— Сире паллать вăл, мана чĕнме ячĕ. Эпĕ ашшĕ, ия, ашшĕ, каçарăр ватсупнăскере.
Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Мĕне пĕлтерекен япала ку? Çитменнине нимĕç хĕрĕ паллать те иккен.
— Офицер шикленет пулас?
— Кайрăмăр.
Эпĕ Бирюков связноя ертсе нимĕç хыççăн утрăм. Фридрихштрассе урамне хĕреслетсе каякан урампа нумай та каяймарăмăр, пилĕк хутлă çуртăн путвалне ертсе кĕчĕ. Тĕрĕссипе каласан, Берлин хулин çурри çĕр тĕпĕнче. Пĕр вĕçĕнчен кĕретĕн те тепĕр вĕçне тухатăн. Кусен вара хваттерĕ çĕр айĕнче, тимĕр решеткеллĕ чӳречи урамри асфальтпа танах. Паллă, ку йăва вăрçă тип-шарне çакланма пултарайман.
Нимĕç пире тирпейлĕ пĕчĕк пӳлĕме ертсе кĕчĕ.
— Акă, паллашăр, манăн хĕр, Роза.
Пирĕн умра калама çук хитре хĕр тăрать. Яштака пӳллĕ, кăлкан евĕр шурă çӳçĕ пилĕк таранах явăнать. Пысăк симĕс куçĕсем лăпкăн тинкереççĕ, анчах пăхса вăтантарать. Ку старик хулан чаплă хĕрне юри кăтартма илсе килчĕ пулас.
— Роза, — терĕ хĕр вырăсла.
— Александр Черкашин.
— Михаил Бирюков...
Хĕрĕн чеченлĕхĕ тата вырăсла манран та таса калаçни шалтах тĕлĕнтерчĕ.
— Ларăр-ха, тархасшăн, — терĕ Роза ăшшăн, ике çемçе пукан шутарса. — Паллă, хĕре каччăсене хăй патне чĕнтерни килĕшсех каймасть.
Çаврака сĕтел йĕри-тавра вырнаçрăмăр.
— Эпĕ Сире, Александр, паллатăп. Пĕрре куртăм та асра юлтăр. Ырă кăмаллă йĕкĕт Эсир.
— Мĕнле майпа?
— Ку вăл апрелĕн 29-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Эсир фашистсене тĕтĕрлентерсе путвала пырса кĕтĕр. Пĕр хăравçă нимĕç салтакĕ кĕтесре тĕршĕнсе ларакан хĕрарăмсемпе стариксен хушшине кĕрсе хĕсĕнчĕ. Сирĕн салтакăр çак фашиста аула автомат черечĕ паратчĕ. Эсир чарса ĕлкĕртĕр. Эсир пулман пулсан автомат черечĕ пире çулса тухатчĕ. Эпĕ çавăн чухне санăн сăн-сăпатна ĕмĕрлĕхе асра тытса юлтăм.
— Пулма пултарнă, — терĕм эпĕ, нимĕн калама аптăраса.
— Ĕнер Сире салтаксене стройпа уттарса кайнă чухне куртăм. Эсĕ çакнашкал ахăр саманара чĕрĕ юлнăшăн савăнтăм, паян ирхине сире чĕнсе килме хушрăм. Эсир уншăн çилленместĕр-и?
— Çук... – кĕскен хуравларăм. Ку — чиперкке çеç мар, калаçма та ăста, илемлĕ калаçать.
— Эпĕ ăçтине мĕнле пĕлтĕр?
— Манăн куç та, пуç та пур, — терĕ Роза кулса. Вăл кулнине курсан ӳт-пӳ сăрăлтатса кайрĕ.
— Атте, — тере Роза, — хăнасене пĕр пулуштух шампански эрехне тупса параймăн-ши?
— Халех хĕрĕм, халех камратсем!
— Пире фашистсен пропаганди вырăссем пирки минретнине лайăх пĕлетĕр. Ун çинчен калаçмăпăр. Нумайăшĕ çак элеке шанман, халĕ хăйсен куçĕпе хăйсем курчĕç, вырăс салтакĕсемпе туслашма тăрăшаççĕ, — терĕ хĕр, пирĕн çине ăшшăн пăхса. — Манăн пĕр ыйту пур Сирĕн пата.
— Тархасшăн.
— Ун чухне мĕншĕн автоматчика пеме чартăр?
— Пĕр фашиста пула айăпсăр нимĕç халăхне вĕлерме юрамасть. Эпир фашистсем мар-çке.
— Ку сирĕн енчен пархатарлă. Мĕншĕн çав салтак пĕр фашиста пула черет кăларса яма хатĕрччĕ?
Ку çăмăл мар ыйту мана шухăша ячĕ. Мĕнле лайăхрах ăнлантармалла? Салтака хӳтĕлемелле, хĕре те кӳрентермелле мар. Çав вăхăтра автоматчик черет кăларса янă пулсан та айăпĕ çукчĕ.
— Фашист сирĕн хӳтлĕхĕрпе усă курса пирĕн çине пенĕ пулсан?
— Вăл пемерĕ, парăнчĕ.
— Вăрçă, Роза. Кунта тарăннăн шухăшласа тăма вăхăт çук. Парăнассипе парăнмассине салтак пĕлмест, унăн аллинче пăшал. "Тăшман парăнмасть пулсан, ăна пĕтереççĕ" — тенĕ вырăссен паллă писателĕ Максим Горький.
Пĕр самант пӳлĕмре шăплăх тăчĕ.
— Атте, ăçта эсĕ?
— Кунта.
Ватă нимĕç пĕр пулуштух шампански эрехне илсе кĕчĕ, сĕтел çине тăватă фужер лартрĕ. Вăл васкамасăр уçре пулин те, пăкки пăшал сасси пек шаплатрĕ. Кăпăкланса тăракан шĕвек çатăртатса тăрать.
— Айтăр-ха, ĕçсе пăхар! Сирĕн сывлăхăршăн, лейтенант юлташ, -тере хĕр ман çине ăшшăн пăхса.
— Çĕнтерӳ ячĕпе, — терĕ хĕр ашшĕ.
Ватă нимĕç пирĕн çĕнтерӳшĕн фужерне çĕклени мана савăнтарчĕ, пуçри иккĕленӳ шухăшсене чăл-пар салатса ячĕ.
— Çĕнтерӳшĕн, — терĕ Бирюков та.
Вăрçă çулăмĕ ăшĕнче курнă Риммăпа унăн йăмăкĕ Таня куç умне тухса тачĕç.
— Вăрçă хирне выртса юлнă юлташсемшĕн, Риммăпа Таньăшăн! Ашшĕпе хĕрĕ ĕçрĕç. Эпĕ тутаннă хыççăн Бирюков та савăта пушатрĕ.
— Эсир хĕрарăм ячĕсене асăнтăр, камсем вĕсем?
— Пĕртăвансем. Римма — манăн тусчĕ, вăрçăра вилнĕ.
— Сирĕн хĕрсене çара илеççĕ-и?
— Çук, хăйсен ирĕкĕпе анчах.
— Эпĕ хам ирĕкпе каймарăм. Мединститутра вĕреннĕ чухне йыхравсем пулчĕç. Аслă фюрершĕн кăлăхах юн юхтарас темерĕм. Халь ӳкĕнетĕп тата, тĕнче курнă пулăттăм, сирĕн пата тыткăна лекнĕ пулăттăм.
— Сире тĕлĕнмелле пек, хĕрĕн амăшне 1942 çулта "хĕрлисем хӳрешки" тесе концлагере хупса хучĕç. Унран хальхи куна çитсе те хыпарĕ çук. Фашистсен аллине лексен, чĕррĕн тухас çук, — терĕ ватă нимĕç вырăсла.
Эпĕ Бирюков çине, вăл ман çине чăр! пăхса илтĕмĕр. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Акă, мĕнле çемьене çаклантăмăр. Паллах, пире кунта ахаль ертсе килес çук.
— Ан тĕлĕнĕр эпир вырăсла калаçнăшăн, — терĕ хĕр кăмăллăн кулса.
— Манăн атте Тамбов вырăсĕ, 1914 çулхи вăрçăра тыткăна çакланса кунта юлнă, нимĕç хĕрарăмĕ патне киле кĕнĕ. Ку вырăс политикăна хутшăнмасть, анне вара антифашисткăччĕ.
— Эсир хăвăр мĕнле Роза?
— Амăшне хывнă, антифашистка, — терĕ ашшĕ, — халĕ çамрăксен Союзĕнче тăрать.
Кунашкал çемьепе паллашни мана савăнтарчĕ: туслашмалла, туслăха çирĕплетмелле.
— Юлашкине пушатар пуль, — терĕ Тамбов вырăсĕ.
Хуçа пулуштуха сăрăхтарчĕ, эпир те фужерсене пушатрăмăр. Эпĕ сехет çине пăхрăм та ротăра заняти ирттермеллине аса илсе ура çине тăтăм.
— Пире кайма вăхăт. Тавталуç хăна тунăшăн, — алă патăм кил хуçине. Ырă çынсемпе паллашнăшăн савăнтăм.
Роза ман ума пырса куçран тилмĕрсе пăхрĕ, эпĕ çухалса кайрăм.
— Пирен тĕле ан манăр. Сирĕншĕн алăк яланах уçă, — терĕ хĕр ăшшăн.
— Тепринче тĕплĕн паллашăпăр, калаçмаллисем те тупăнĕç.
III.
Штабран мана рота командирĕ килнине хыпарларĕç. Эпĕ çакна тахçанах кĕтнĕ пулин те, пĕрре те савăнмарăм, манран ротăна тăпăлтарса илнĕн туйăнчĕ. Ара, эпĕ хама шанса панă ротăпа Берлина штурмланă-çке. Хула витĕр çапăçупа çĕнтерсе тухнă. Çитменнине тата ку ĕçе, çапăçуран чĕрĕ юлнă туссене юратса пурăнтăм.
Старшина ротăпа строя тăратрĕ. Вутпа-çулăм витĕр тухнă салтаксем умĕнче эпир Жданов лейтенантпа тăратпăр.
Ман умра çапăçури хаклă тусăмсем: Бахтинов, Молодец сержант, Егоров, Дмитриев, Бирюков тата ыттисем те. Вĕсем ман çине ăшшăн тилмĕреççĕ, тен, вĕсем мана хăйсенчен уйăрасшăн мар? Эпĕ ниçта та каймастăп, çапăçури туссем, яланах пĕрле пулатпăр, эпĕ батальон командирĕ-çке!
— Хаклă тусăмсем, эпир сирĕнпе нимĕç фашисчĕсене çапса аркатрăмăр, çĕнтертĕмĕр! Тавтапуç сире, тусăмсем, мана командовани панă заданисене ялан пурнăçлама пулăшнăшăн. Киле кайма вăхăт çитнисене — ырă çул, мирлĕ пурнăçра та чăн салтак пулăр. Малалла çар службинче юлакансем салтак тивĕçне çӳлте тытăр.
Стройра тăракан çапăçури туссен куçĕсем шывланчĕç. Хамăн та кăмăл хуçăлчĕ, куççуль юхтарасран аран тытăнса юлтăм.
Çапла ротăпа сывпуллашрăм. Жданов лейтенанта ĕçре ăнăçу сунса алă патăм.
Çĕнĕ рота командирĕ кăмăла кайрĕ. Вăл Берлина штурмланă чухне суранланнă, халĕ тӳрех госпитальрен пирĕн чаçа янă ăна.
— Ку паллă ĕçе çуса ярсан та юрать, — терĕ Жданов, — мĕн шухăшлан, комсорг?
Эпĕ хăнăхаймарăм-ха вăл шĕвеке, вăхăчĕ те пулман, — тĕрĕсне каларăм эпĕ. Чăнласах, халиччен ĕçсе те, туртса та курман.
— Хăнăхмалла, тусăм. Пиртен тухнă йăла мар. Асаттесем, аттесем те ĕçнĕ...
— Нарком пайĕ пухăнса çитнĕ, пăсăлса кайĕ, — терĕм эпĕ, çĕнĕ рота командирĕпе килĕшсе. Ара, хăçан та пулсан ĕçсе пăхмаллах, — эпĕ штаба кайса килем-ха, унччен эсĕ те ротăпа лайăхрах паллаш.
Батальон штабне çитсенех Головин капитан чĕнсе илчĕ.
— Хăмăтна хыврăна? Юрать, халех кашни ротăра боевой листоксем кăлармалла, Мускава çĕнтерӳ парадне каякансене халалласа.
— Тата мĕн тумалла?
— Çакăнпа çитет-ха, — кулса ячĕ капитан. — Розăпа мĕнле санăн? Эпĕ Бирюковпа Роза патĕнчен таврăнсанах, вăхăт тупса Головин капитана Тамбов вырăсĕпе унăн хĕрĕ çинчен каласа панăччĕ. Вăл мана нимĕçсен хушшинче лайăх туссем тупнăшăн ырларĕ, туслăха çирĕплетме сунчĕ. "Тен, хĕрне юратса пăрахрăн?" — терĕ ун чухне. Эпĕ ăна хиреç чĕнмерĕм, тĕрĕсне калама хăяймарăм. Тĕрĕс, чăнласах пĕрре курнипе Розăна юратса пăрахрăм, канăçа çухатрăм, юратмаллипех юратрăм. Ун чухне нимĕç хĕрне юратни çинчен ватă капитана, хамăн начальнике калама хăяймарăм. Халĕ вара пĕр пытармасăр хуравларăм.
— Туслашрăм, капитан юлташ, юрататăп, питĕ маттур, ăслă хĕр.
— Хăй мĕнле?
— Юратать, анчах маншăн хăратъ. Нимĕç хĕрĕпе çыхланнăшăн явап тыттарĕç, тет.
— Нимĕн иккĕленмелли те çук, вĕсем хамăр нимĕçсем, чăн çынсем. Эсĕ телейлĕ, Саша! Часах пур нимĕçсем те пирĕнпе туслашма тытăнаççĕ, -терĕ капитан мана çупăрласа, — пуçна ан ус, йĕкĕт, юрату вăл пит хӳхĕм япала.
Батальон командирĕ, Янкин майор, телефонпа калаçса пĕтерчĕ те пирĕн енне çаврăнчĕ.
— Фридрихштрассере пӳрт йăтăнса аннă, çынсем аяла пулнă. Комендант пулăшма пĕр рота ыйтать. Кама ярар?
— Çĕнĕ командира ярăр, — терĕм эпĕ, — госпитальтен тин çеç таврăннă, хула курса килтĕр.
— Тĕрĕс. Ĕçсĕр япăхнă, — килĕшрĕ манпа батальон командирĕ. -Капитан, аса килсе кайрĕ, хатĕрлен киле кайма.
Вăл Головина ыталаса илчĕ те: "Бери шинель, пошли домой..." текен юрра аран илтĕнмелле юрлама тытăнчĕ.
Ике офицерăн, хăюллă командирпа комиссарăн куçĕсем шывланчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те вăрçă нушине нумай курнă. Çапăçу ăнăçсăр иртсен чĕререн асапланнă, сăлтавне шыранă. Заданисене чыслăн пурнăçласан ачасем пек савăннă. Ара, вĕсем батальон пуçĕнче тăнă-çке!
IV.
Роза патĕнчен таврăннă хыççăн çĕрĕпе çывăраймарăм. Куç умне пысăк симĕс куçпа кăкăр таран юхса тăракан шурă тĕслĕ çӳç тухса тăрать, мана пăталаса илнĕн туйăнать. Пĕрре курса нимĕç хĕрне юратса пăрахрĕм. Мĕн тумалла?
Манăн асăмра-ха, ĕмĕр манас çук фронтри юратăва, савнă Риммăна, унăн йăмăкĕ Таня та пуçран тухмасть. Эпĕ ăна та юратса пăрахрăм-çке! Те, аппăшне пула, те хăй те питĕ кăмăла кайрĕ куран. Каçарăр, савнă тусăмсем, тăпрăр çăмăл пултăр! Халĕ манăн чĕрене сăнă пек Роза сăнĕ тирĕнсе ларчĕ. Çутăлас умĕн кăна тĕлĕрсе кайрăм. Ирхине ротăна рейхстаг курма илсе кайрăм. Эпĕ кунта Щепанский парторгпа пулнăччĕ. Ун чухне акăлчанпа америка офицересемпе туслăн, пуласси çинчен калаçнăччĕ. Тăваттăн пĕр кăмăллăн туртса та ятăмăр. Çитменнине Бирюков рейхстаг стени çине хамăр кунта пулнине пĕлтерсе штыкпа ятсене çырнăччĕ.
Эпĕ халĕ салтаксемпе тепĕр хут рейхстаг умĕнче. Салтаксем те, пурте тенĕ пекех, хăйсен çапăçу çулĕсене кăтартса стена çине чĕртерчĕç.
Рейхстагра пулнă хыççăн Импери паркĕнче Гитлер бункерне кăтартреç. Унтан, хула тăрăх чаплăн утса, чаçе таврăнтăмăр.
Ĕç кунĕ вĕçленсен Роза патне кайрăм, вăл мана курсан савăнса кайрĕ.
— Мĕнле çер каçрăн, Саша? — терĕ хĕр, мана тинкерсе.
— Çывăраймарăм, хăнкăласем канлех памарĕç, — суйрăм эпĕ. Хĕр ман ултава ăнланса йăл кулчĕ.
— Эпĕ те начар çывăртăм, тантăшсем йĕплесе те илчĕç, кама та пулин юратса пăрахрăн пуль, теççĕ.
— Сан юлташусем пур-и?
— Нумай манăн юлташсем. Эпĕ ирĕклĕ нимĕç çамрăкĕсен Союзĕн членĕ тата заводри пуçлăхĕ.
Акă мĕнле хĕр иккен Роза! Капитан каларĕш, маншăн ку çав тери пысăк телей!
— Эпĕ те комсорг, пирĕн апла ĕçсем пĕрешкел темелле.
— Апла манăн санран ĕçлеме вĕренмелле, — хĕпĕртерĕ хĕр.
— Кам пĕлет, тен, эпĕ санран? Эпĕ комсомол ĕçĕпе ĕçлесе курман тесен те юрать. Ялан командир, вăрçа ертсе кĕмелле.
— Паян пуху ирттертĕмĕр. Манăн хăш-пĕринпе хĕрсе кайсах тавлашса ăнлантарма тӳрĕ килчĕ.
— Мĕн пирки?
— Германи демократилле патшалăх пулать, терĕм. Пирĕн çĕнĕ патшалăха ертсе пыма вырăссенчен вĕренмелле, терĕм.
— Тĕрĕс каланă, — килĕшрĕм эпĕ, — эпир сирĕн патшалăхăн пурнăçне хутшăнмастпăр, хăвăра кирлĕ пек рабочисемпе хресченсем кăмăллакан, вĕсемшĕн тăрăшакан патшалăх тăватăр. Ăна эсир, çамрăксем, тума пулăшма тивĕç. Тĕнчере халăхсен туслăхĕ, ирĕклĕхĕ тата тăнăçлăхĕ кирлĕ. Çакă ĕнтĕ пуриншĕн те пысăк ĕç.
— Политик эсĕ, манăн санран нумай вĕренмелле, — терĕ хĕр кăмăллăн.
— Эпĕ кофе вĕретем-ха, эсĕ аттепе лар.
Кофе ĕçнĕ вăхăтра Роза ашшĕ хăйĕн пурнăç историне кĕскен каласа пачĕ. Тамбов вырăсĕ, Павел Александрович Борисов, 1885 çулта пĕчĕк помещик çемйинче çуралнă. Амăшĕ, ача çуратнă хыççăн вилнĕ, ашшĕ тепĕр хут авланнă. Пĕчĕк Павлик кукашшĕ патĕнче ӳснĕ. Ачаранах ĕçе хăнăхнă. Хытă кăмăллă, шутсăр хаяр кукаçейĕ ачана хытă тытнă, укçа-тенкĕпе иртĕхме паман, кăшт айăпа кĕрсенех саламатпа çурса илнĕ. Уссе çитĕнсен прапорщика веренсе тухнă. 1914 çулхи вăрçа хутшăннă. 1915 çулта нимĕç патне тыткăна çакланать. Лагерьте тăнă чухне ĕçчен, тĕреклĕ качча пĕр пуянах мар бауэр тарçа илсе каять.
Ватă хуçан карчăкĕ пулман. Вăл пĕр хĕрĕпе çеç пурăннă. Хĕрĕ, Беркета, институтра вĕреннĕ, каникул вăхăчĕсенче килĕнче ĕçленĕ. Тĕреклĕ, ĕçчен хĕр, арçынпа пĕр тан вăй хунă. Вĕсем вырăспа пĕрле утă çулнă, тыр-пул пухса кĕртнĕ, авăн çапнă. Ватă хуçа хăйĕн тарçине питĕ юратнă. Павел эрех-сăрапа иртĕхмен, политикăпа интересленмен. Уншăн икĕ аллине пĕр ĕç пултăр. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне юратса пăрахнă, арлă-арăм пек пурăннă. Ватă бауэр курмăш пулнă, иккĕшне пĕрлештерес ĕмĕтпе пурăннă.
Хуçа укçа-тенкине шеллемесĕр Павела вырăсран нимĕçе çавăрать. Çапла вара Тамбов вырăсĕ Пауль Бормун пулса тăрать.
Ашшĕ вилсен çамрăксем пурлăхне сутса Берлинра икĕ пӳлĕмлĕ хваттер туянаççĕ. Арăмĕ заводра инженер пулса, упăшки бухгалтера кĕрсе ĕçлеме тытăнаççĕ. Çапла пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе ĕмĕрĕсене ирттереççĕ. Анчах арăмĕ политика енне туртăнать, антифашистка пулса тăрать. Паульăн татах икĕ аллине пĕр ĕç — шут шăрçи хăвалать. "Манăн кил-çурт хĕрринче, эпĕ нимĕн те пĕлместĕп", — текен ăспа пурăнать. Вăл, çынна та, патшалăха та ырă та, усал та туман.
Вĕсем пĕр хĕрпе пĕр ывăл ӳстерне. Отто малтанхи кунах вăрçа тухса кайнă, Сталинград патĕнче хыпарсăр çухалнă. Пауль вăл тыткăна лекнĕ текен ĕмĕтпе пурăнать. Хĕрĕ те амăшне хывнă, политикăна пуçăннă. Кил хуçи Пауль ачисене хăйсем суйласа илнĕ çултан пăрма тăрăшман. Ашшĕ те вĕсем тăвакан ĕçпе килĕшнĕ, хĕпĕртенĕ.
Арăмне 1940 çулта арестленĕ. Ку таврана çитсе те хыпарĕ çук.
— Çапла эпĕ, "хĕрлисен" хушшинче çак куна çити чиперех пурăнса ирттертĕм, — терĕ Пауль Бормун, хăйĕн калавне вĕçлесе.
— Малашне те çакнашкал пурнăçпа пурăнса ирттерме шутлатăн-и вара?
— Мĕнле пурнăçпа?
— Ху каларăш, манăн кил-çурт — хĕрринче, элĕ нимĕн те пĕлместĕп, тенĕ пек.
— Кая юлтăм, камрат, ватăлтăм.
— Шăп вăхăчĕ, тусăм, çĕнĕ пурнăç тума санăн чавсуна тавăрса ĕçлемелле. Çитмĕле те çитмен-çке-ха.
— Атте чунĕпе пирĕн майлă, хăюлăхĕ кăна çитеймест,— тет Роза.
— Шухăшламалла мар, тытăнмалла, малтан комендатура кайса ĕç ыйт, — сĕнтĕм эпĕ.
— Çапла тăвăп, ия, çаплах тумалла! — терĕ Пауль. Унтан шлепкине тăхăнса тухрĕ.
— Ăçта кайрĕ вăл? — терĕм эпĕ.
— Уçăлса çӳреме, чунне кантарма. Куртăна, пăртак хăйĕн нервисене хускатрĕ, — терĕ Роза, манăн çума ларса, — кайтăр, пире улаха хăварчĕ-ха.
Пĕр самант эпир пĕр-пĕрин çине ытараймасăр пăхса лартăмăр.
— Саша, санăн юратнă хĕрӳ пур-и?
— Мĕн калас, халĕ çук.
— Пурччĕ-и?
— Ялта чухне пĕр хĕрпе туслашнăччĕ, мана пăрахрĕ, тепĕр каччăпа çӳреме тытăнчĕ. Фронтра чухне Риммăна чун-чĕререн юратрăм. Вăл снайпер, связистчĕ. Паттăрла вилĕмпе вилчĕ. Унтан унăн йăмăкне, Таньăна, ăнсăртран тĕл пултăм. Ăна та юратрăм, анчах хĕр хăйĕн туйăмне систермерĕ. Тен, унпа килĕштернĕ пулăттăмăр. Вăл та вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Ырă çĕрте выртчăр асран кайми аппăшĕпе йăмăкĕ!
— Апла, сана хĕр енчен ăнмасть?
— Мĕн тăвăн, манăн юратăва яланах хаяр вăрçă туртса илет.
— Саша, эсĕ мана юратма пултараятна?
— Мĕн сăмахĕ-ши? Эпĕ сана, Роза, чун-чĕререн юрататăп. Пĕр пытармасăр чĕрене уçса паратăп.
— Эпĕ те сана юрататăп, — терĕ Роза. Вăл сасартăк мана мăйран ыталаса илчĕ те, хĕрӳллĕн чуптума тытăнчĕ.
V.
Эпĕ вăрçă вăхăтĕнче кĕскен те пулса вăхăт тупса кун кĕнеки пекки çырса пыраттăм. Берлина штурмлама тытăннăранпа хулари çапăçусем çинчен куллен тенĕ пекех çыраттăм. Ал лаппи пысăкăш блокнота уçкаласа пăхрăм та, куллен çырса пынă тытăçусем пур, апрелĕн 29-мĕшĕнчи çук, сиксе юлнă, тен, çырма маннă.
Манăн ирĕксĕрех çав куна аса илме тӳрĕ килчĕ. Мĕншĕн тесен, шăп çав кун мана Роза çапăçу вăхăтĕнче курнă. Вăл кун эпĕ ирех санбата кайрăм. Берлинра çапăçнă чухне пурте (санбат, штаб тата ытти учрежденисем) пĕрле, малти линире. Унта медицина служба майорĕпе, санбат начальникĕ Владимиров майорпа лартăм. Вăл сурана пăхрĕ, пуçне пăркаласа илчĕ.
— Выртма шутламастна?
— Çук, çав суранпа-и...
— Суран, суранах вăл, тусăм.
— Çапăçава хускаличчен лайăхрах çыхгарса каяс терĕм.
Владимиров майор пĕр сестрана чĕнтерсе сурана çыхтарчĕ. Ура ыратма чарăнсах кайрĕ, тейĕн. Паллах, хамăр марлĕпе чăркани çеç мар юсав. Темĕнле им-çам сĕрчĕ-тĕр. Ротăна çăмăлах çитрĕм.
Çапăçу, яланхи пекех, ултă сехетре пуçланчĕ. Юлашки вăхăтра артподготовкăна та хамăр вăйпа ирттеретпĕр. Харсăррăн çапăçакан фашистсем те хавшарĕç, арăсланран куяна çаврăнчĕç.
Пирĕн салтаксем вут ăшĕнчен урам урлă чупса каçмалла, пӳрт ăшĕнче вара — çапăçу кашни хутшăн, кашни пӳлĕмшĕн. Кунта пуриншĕн те пĕрешкел, пĕрне-пĕри, куçа-куçăн, пăшала хирĕç пăшалпа тăмалла. Фашистсем кунашкал тĕлпулуран хăраççĕ, пере-пере тараççĕ. Ун чухне те эпир çурта пырса кĕрсенех, фашистсем чăл-пар саланчĕç. Хăшĕ çӳлелле, теприсем аялалла (путвала) пере-пере чакаççĕ.
Икĕ нимĕç аялалла тапса сикрĕç. Эпĕ пĕр салтакпа вĕсене çухатмасăр хăвалатпăр. Пĕр тăсланки, путвалта тĕршĕнсе ларакан ватăсемпе çамрăксен, фрайнсемпе-фрейленсем хушшине кĕрсе хăтăлма шутларĕ пулас. Ман хыçра пыракан салтак автоматне хута ярса, вăрăм черет кăларса ячĕ. Эпĕ унăн пульлисем нимĕç çыннисене кăлăхах çулса тăкасран, аллинчи автомат кĕпçине çӳлелле йăтрăм. Пульăсем пăрçа сапнă пек маччана çатăртатрĕç. Хула çыннисен хушшинчи тăсланкă аллине çĕклерĕ.
Çак хушăра пулса иртнĕ ĕç Роза пуçне кĕрсе юлнă, мана асăнмаллăх курма ĕлкĕрнĕ. Çапла вара эпĕ Розăшăн "Святтуй" пунса тăтăм. Эпир пурте лайăх пĕлетпĕр, чикĕ леш енче хамăр чыса, салтак чысне ямалла мар, çӳлте тытмалла. "Эпир нимĕç халăхне вĕлерме килмен, фашистсене теп туса мирлĕ пурнăç тума çитнĕ", — терĕм эпĕ Розăна тепре курсан.
— Эпĕ ăнланатăп, анчах кашни унашкал шутламасть, — терĕ Роза, -Эпĕ вĕсене тĕрĕсне ăнлантарма тăрăшатăп.
— Ĕç тухать-и, вара?
— Тухать, Саша, тăрăшатпăр.
Манăн телейлĕ вăхăт нумая пымарĕ. Пĕррехинче, çĕрле, пире тревогăпа Берлинран илсе тухрĕç. Эпĕ Розăна кураймарăм. Çав тери вăхăт хĕсĕк пулин те, вĕсем патне чупса кайрăм. Пауль Бормун килĕнчеччĕ, хĕре çукчĕ. Ватă старике çеç аллине чăмăртаса хăвартăм.
— Май пулсан хам çинчен пĕлтерĕп, — терĕм.
Паллă ĕнтĕ ку сăмахăн пĕлтерĕшĕ. Çав кунах Магдебург хулине çитсе вырнаçрăмăр.
VI.
Кĕркунне. Вăрман уяв тумĕпе капăрланнă. Яштака хурăнсем, лăпсăркка юмансем, армак-чармак хурамасем сăрă, кĕрен, хĕрлĕ пĕркенчĕкпе пĕркеннĕ. Тĕрлĕ вĕçен кайăксем юрă шăратаççĕ. Вăрманĕ те, çут çанталăкĕ те пирĕнни пекех.
Паян ирех тревогăпа пирĕн батальон проческа тухрĕ. Çухрăма яхăн сарăлнă салтаксем кашни тĕле сăнаса утаççĕ. Вĕçсе иртекен пĕр шăна та пирĕн куç умĕнчен вĕçерĕнеймест. Асăрханса, васкамасăр пырать вăрман ăшĕпе пирĕн батальон. Те тĕрĕс, те суя, çав вăрманта фашистсен пĕр пĕчĕк ушкăнĕ пытанса пурăнать. Вĕсем уйрăм çӳрекен пирĕн салтаксене тапăнни, нимĕç çыннисене çаратни çинчен сас-хура çӳрет. Тĕрĕс те пулĕ, пуç касакан фашистсем халăх судĕнчен хăраса тарса çӳреççĕ. Тепĕр тесен, унашкал вăрă-хурахсем çын куçĕ умнс курăнма та хăраççĕ.
Вăрçă чарăнни тăватă уйăх çитет. Германи патшалăх вырăнне ларман-ха, такана çинчи шыв пек хумханать. Çавăнпа та темен те кĕтме пулать. Салтакăн вара, аллинче пăшал пулсан, яланах сыхă тăмалла. Юн юхтарса алла илнĕ мире сыхламалла.
Эпĕ хам командир пулнă ротăра Жданов лейтенантпа çума-çумăн пыратăп. Васкамасăр, асăрханса утатпăр. Вăхăт ирттерме калаçма та юрамасть.
— Туртса ярар-ха, — терĕ Жданов.
— Çĕрле мар, туртма юрать пулĕ, — терĕм эпĕ. Иксĕмĕр те "Вперед" ятлă пирус чĕртсе ятăмăр.
Темиçе çухрăм кайрăмăр пулĕ, сасартăк вăрманти шăплăха сирсе автомат черечĕ çурса кайрĕ. Унтан, пульăсем çулçăсене татса, пирĕн çумранах шăхăрса иртрĕç.
— Выртăр! — команда пачĕ Жданов.
Иксĕмĕр те çума-çумăн çĕр çине лаплатрăмăр.
Шăп. Вĕçен кайăксем те шăпланчĕç. Вăрман çулçисем çеç çатăлтатса илеççĕ.
Жданов цепь тăрăх батальон командирне вăрă-хурахсем пени çинчен пĕлтерчĕ. Часах хирĕç ответ çаврăнса çитрĕ. "Утнă май — персе, малалла." Рота командире патне хыпар çитрĕ, пирĕн пĕр салтак вилнĕ. Кама лекнĕ-ши тăшман пульли? Вăрçăран чипер хăтăлса юлнă салтак нимĕç вăрманĕ ăшĕнче пуçне хурать. Пĕр пĕлмесĕр, кĕтмен çĕртен, манăн пуçа та кирлĕ мар шухăш пырса кĕчĕ. Халиччен вăрçă çулăмĕ витĕр тухса чĕрĕ юлнине, кунта темĕн курăн. Кам пĕлет, фашист, тен, çумри лăпсăркка юман çинче ларать, тен, умри вăрман вулли хыçĕнче?
— Огонь! — кăшкăрчĕ лейтенант.
Самантрах салтаксем выртнă çĕртех вăрман ăшне вăрăм черетсем кăларса ячĕç. Курайман тăшман çине урăм-сурăм вут-çулăм сирпĕнчĕ. Вăрман кĕрлесе тăрать.
— Малалла! — кăшкăрчĕ рота командирĕ,
Пĕр харăс сиксе тăрса, пынă май персе, малалла васкарăмăр.
Вăрман турачĕсем пит-куçа чĕреççĕ, çулçăсем çын перĕннипе тăкăнаççĕ. Эпир малалла хăвăрт утăмпа пыратпăр. Автомат магазинĕсем пушанчĕç.
— Автоматсене авăрлăр, пеме чарăнăр, — команда пачĕ Жданов лейтенант.
Халĕ автоматсене çирĕп тытса, вут уçма хатĕрленсе татах асăрханса утатпăр. Цепь тăрăх икĕ фашист вилли тупăнни çинчен пĕлтерчĕç. Рота командирĕ ку хыпара батальон командирне пĕлтерчĕ. Комбат кĕскен: "Хăвăр пĕлнĕ пек ĕçлĕр малалла", — тесе ответлерĕ.
Мĕн чухлĕ кайрăмăр-тăр, эпир пĕр уçланкăна килсе тухрăмăр.
— Чарăнăр! — команда пачĕ Жданов. — Уçланкăна ан тухăр!
Пурте уçланкă хĕрринчи йывăçсем çумĕнче тăратпăр. Вăрă-хурах ушкăнĕ, тен, пире уçланкăна, ирĕк çĕре тухасса кĕтсе тăрать.
— Мĕн тăвар, комсорг? — терĕ рота командирĕ.
— Разведка ярас.
— Комбатран ыйтса пĕлес.
Комбат та цепь тăрăх икĕ-виçĕ салтака разведка кайма ирĕк пачĕ. Кама ямалла? Кама вилĕм капкăнĕ ăшне кĕртмелле, халĕ вăрçă мар-çке? Мĕн тăвăн, салтак хăçан та салтак пулмалла.
Рота командирĕ виçĕ салтака хăй патне чĕнсе илсе мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Вăрмана çити уçланкă урлă хырăмпа шуса каçмалла, каялла таврăнмалла.
Виçĕ салтак умлăн-хыçлăн, çĕлен пек, малалла шурĕç. Фашистсем пирĕн рота умĕнчине чухласа комбат персе çитрĕ. Халĕ виçсĕмĕр те бинокльсенчен уçланкă леш енчи вăрман хĕррине сăнатпăр. Вилĕмлĕ шăплăх тейĕн. Вăрман çулçисем çеç тăрсан-тăрсан çатăлтатса илеççĕ. Леш енче те нимĕнле улшăну та çук, вăрман... Тăшман уçланкă леш енчен, вăрман хĕррипе сыхласа выртать пулмалла. Тĕплĕн пытаннипе нимĕнле те чухласа илейместĕн. Вăхăт çав тери ерипен шăвать. Разведчиксем куçран курăнми пулчĕç. Вĕсене маскхалат тăхăннипе чĕркуç таран типнĕ утă çинче асăрхама та май çук.
Комбат биноклĕпе сулахай енне, уçланкă хĕррине тинкерет. Эпĕ те пăхрăм. Унта вунă утăм тăрăшшĕ тĕмеске.
— Пăхăр-ха çав тĕмескене, — терĕ комбат. Тĕмеске, ун тăрринче типнĕ вĕтлĕх.
— Мĕншĕн типнĕ вăл? — терĕ комбат лăпкăн, унтан хăйпе пĕрле килнĕ ординареца миномет ротине илсе килме хушрĕ.
Эпĕ те ăнлантăм. Тĕмеске текен япала вăрă-хурахсен çĕр пӳрчĕ. Вĕтлĕх пекех пултăр тесе йывăç вуллисене çăра чиксе тултарнă. Анчах, ӳсмен йывăç вуллисем типсе кайнă. Разведка каялла таврăнчĕ. Вĕсем нимĕн те курман, иккĕленмелли япала та асăрхаман.
Часах минометчиксен роти персе çитрĕ.
— Çапăçăва хатĕрленĕр! — терĕ комбат минометчиксен ротин командирне.
— Куратна тĕмеске, çавна тĕп тумалла!
Вунă минут та иртмерĕ пулĕ минометсене вырнаçтарса, темеске çине тĕллесе (прицел) хучĕç.
— Огонь, беглым!
— Огонь!..
— Огонь!.. — янăрарĕ вăрманта миномет расчечĕн командирĕн сасси. Самантра тĕмеске çине вутлă çумăр çума тытăнчĕ. Вăрман чĕтĕресе кĕрлесе тăрать. Тусанпа тĕтĕм сулахай енчи уçланка карса илчĕ. Тĕмеске тăпри çӳлелле сирпĕнсе тăрать.
— Чарăнăр пеме! — терĕ комбат.
Вунă минута пычĕ минометсен вучĕ. Ерипен тусанпа тĕтĕм сирĕле пуçларĕ. Эпир тĕмеске çине тинкертĕмĕр. Акă, шурă ялав, вăрă-хурах банди парăнать. Тĕмеске вырăнĕнче хура тăпра. Тăпра çинче пĕр тăсланкă шурă кĕпе силлесе тăрать. Вăл çарамас, çийĕнчи кĕпине хывса илнĕ куран.
Шăплаха сирсе пăшал сасси янăраса кайрĕ, шурă кĕпеллĕ фашист тăпра çине кукленсе ларчĕ.
— Кам печĕ! — çилленсе кăшкăрса ячĕ комбат.
Пирĕннисем пемен, пеме хушман, пеме пултараймаççĕ. Апла хăйсен хушшинчисем пенĕ. Парăнма шутламаççĕ. Унччен те пулмарĕ, пирĕн çине автоматсенчен çунтарма тытăнчĕç.
— Огонь! — кăшкăрса ячĕ комбат.
Минометсем пикенсе хăйсен ĕçне тума тытăнчĕç, тĕмеске сывлăша çекленсе каять, тейĕн. Салтаксем автоматсенчен çунтарма тытăнчĕç. Пĕри те ан тăрайччăр, чĕрĕ ан юлччăр!
— Огонь!
Фашистсем парăнма шухăшламарĕç, çапăçса вилме тупа турĕç пулас. Йыта йытă вилĕмĕ тенĕ пекех пурте пĕтрĕç. Тĕмеске вырăнĕнче тăпра, хăма, ытти ăпăр-тапăр тата фашистсен виллисем, тирпейлемен тислĕк купи пек выртать. Тĕтĕм йăсăрланать, юнпа çунак шăршă кăмăла пăтрантарать.
Эпир пăрăнасса та кĕтсе тăмарĕç, юн шăршине сиссе тĕмеске çине ула кураксем вĕçсе килчĕç.
VII.
Çутăлать. Одер шывĕ çинчен ерипен тĕтре сирĕлет. Шăплăх. Ыйăхран вăраннă вĕçен кайăксем çеç чĕвĕлтетсе илеççĕ те татах лăпланаççĕ.
Эпĕ Молодец сержантпа хамăр батальон йышăннă демаркаци лини тăрăх çӳретпĕр. Пире вăрманти операци хыççăн пĕр-икĕ эрнене кунта куçарчĕç. Ку, тĕрĕссипе, чикĕ пулать. Ку енче — эпир, леш енче -союзниксем.
Потсдам конференцийĕ йышăннă тăрăх, çĕнтерсе илнĕ Германие тата Берлина тăватă пая пайларĕç: Америка, Англи тата Франци патшалăхĕсем Германин Хĕвеланăç енне, пирĕн Хĕвелтухăç енне юлчĕç. Капитализмла союзниксем йышăннă территорире ФРГ, пирĕн енчен ГДР пулса тăчĕ. Тĕрĕссипе икĕ пай: вăрçăра çĕнтернĕ союзниксене, çак икĕ пая демаркаци линийĕ (чикĕ) уйăрса тăрать.
Çак лини урлă пропускпа та, вăрттăн каçакансем те нумай. Ара, кӳршĕ ялта пурăнакан тăванĕ патне кайма та хут кирлĕ. Пропуск илсе тăриччен вăрттăн каçма тăрăшаççĕ. Ку нимĕçсем хăрушă мар. Нушасем çеç. Пур вара ырă мар шухăшпа, сăтăр тăвас тĕллевпе каçакансем. Сайра-хутра шпионсемпе диверсантсем каçма хăтланаççĕ. Кун пек чух перĕшӳсĕр, тытăçусăр иртмест. Кунта кунĕн-çĕрĕн демаркаци линине пăсаççĕ. Çынсен çамкисем çине çырса хуман: кам вăл, мĕншĕн каçать?
Эпĕ сехет çине пăхрăм, 4 сехет çитет, Манăн тата 8 сехетчен çӳремелле,
Çĕр пĕр кăлтăксăр иртрĕ. Ку маншăн телей пулчĕ. Çывăрма та вăхăт тупăнчĕ.
— Лейтенант, — терĕ Молодец сержант, — пăх-ха, шыв тăрăх темĕн ишсе килет.
Чăнах та, шыв тăрăх темĕнле хура купа юхса килет. Иксĕмĕр те васкаса шыв хĕррине антăмăр. Пĕрерĕн бинокльтан тинкеретпĕр.
— Вăрман турачĕ, — терĕ сержант лăпкăн. Хуçăлнă, йывăçăн лăпсăркка пысăк турачĕ çулçипех ерипен шăвать. Мĕнле хуçăлнă-ха? Ара, халь вĕççĕн çил-тăвăл мар, çиллĕ кун та пулман. Ку мана иккĕлентерчĕ. Çăра çулçăллă турат çинче пĕр-икĕ çын ларса пынине никам та курмасть, шухăшламасть те. Ырă турат-и, ятарласа тунă пĕчĕк сулă-и, тĕрĕслемелле. Мĕншĕн кунта çити килет, тен, çитмелли тĕлĕ пур? Кама кирлĕ юхса çӳрекен турат?
— Сержант, — терĕм Молодеца ерипен.— Моторлă кимĕпе хиреç тухчăр. Сержант çывăхри поста чупрĕ, эпĕ пистолета кобурăран кăларса пеме хатĕр туса кĕсьене чикрĕм те турат юхăмĕпе ерипен утрăм. Утатăп, вунă минут утни те сехете яхăн туйăнать. Молодец кайни те самай туйăнать. Çывăхри поста çитсе телефонпа пĕлтерчĕ-тĕр, ĕнтĕ. Мĕн теççĕ-ши тата? Хам йĕри-тавра тинкерсе, турата сăнаса пыратăп. Туратра нимĕнле улшăну та çук, унта этем пурри ниçтан та палăрмасть. Тен, унта ларса пыраканĕ курнă, сăнаса пырать?
Акă, ирхи шăплăха сирсе, мотор сасси янăраса кайрĕ. Часах тĕкĕр пек шыва çурса умран кимĕ ярăнса тухрĕ. Сасартăк вăрман турачĕ чӳхенме, çулçисем çатăлтатма тытăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, шыв шăмпăртатни илтĕнчĕ. Чăнах та, çынсем пулнă. Кимĕпе килнине курса япалисене пăрахса шыва сикрĕç. Икĕ çын мĕнле васкасан та леш енне ишсе каçаймареç, пирĕн салтаксем çавăрса илчĕç, кимĕ çине сĕтĕрсе лартрĕç.
Перĕшӳ пулмарĕ. Линие пăсакансем хирĕç тăмарĕç.
Пирĕн ĕçĕ çавă, демаркаци линийĕ урлă никам та ан каçтăр, яланах сыхă тăратпăр.
VIII.
Полк стройра, вăрçă вĕçленĕ ватăсене демобилизаци йĕркипе килĕсене ăсатнă. Манăн ача чухнехи тус-юлташ Иван Мулишов та ялта. Вăл колхозра трактор çине ларнă. Халĕ полкра пурте çамрăксем. Мана черет çитмен-ха, çаплах комсомолецсемпе çамрăксене ертсе пыратăл. Халĕ комсомолецсен шучĕ Берлина штурмланă чухнехи шута çитрĕ. Пур çамрăксем те пуçĕсене вăрçăра хунă комсомолецçен вырăнне йышăнаççĕ, çар ĕçне алла илесшĕн тăрăшаççĕ, иртнĕ вăрçă опычĕпе тĕплĕн паллашаççĕ.
Ватă çулхи офицерсем те килĕсене кайса пĕтрĕç. Эпир халĕ çарта кирлех те мар пулĕ, пирĕн вырăна çамрăк офицерсем килеççĕ.
Çип çапнă пек строй. Шăна вĕçни илтĕнет.
— Полк ялавне йăтса тухăр! — янăрарĕ хăватлă команда.
Полк командирĕ Самбетов подполковник СССР Верховнăй Совет Президиумĕн ячĕпе Берлина çĕнтерсе илнĕ офицерсемпе салтаксене орденсемпе медальсем тата "Берлина туртса илнĕшĕн” историлле медальпе наградăлать.
Мана "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденпе, "Берлина туртса илнĕшĕн" чаплă медаль пачĕç. Эпир орденшăн çапăçман-çке! Анчах пире Тăван çĕршыв, партипе правительство сума-суса, пирĕн хăюлăхпа паттăрлăха шута илсе тав тăвать.
Эпĕ, вунçиччĕ тултарнă йĕкĕт, Великие Луки çывăхĕнче малтанхи хут вут ăшне кĕтĕм. Çакăнта пăрланнă Леват шывĕ урлă каçрăмăр. Чăннипех шывра та, вутра та пултăм. Эпĕ, рядовой-связист, хам ирĕкпе алла снайпер винтовки тытрăм. Çав винтовкăпа хĕл каçиччен "сунарта çӳресе" 27 нимĕç фашистне пĕтертĕм. Сахал мар вăл пĕр çыншăн! Енчен пĕр салтак пĕрер фашист вĕлерне пулсан, çĕр çинче пĕр фашист та юлмастчĕ.
Мана Роза пĕррехинче çакнашкал кăткăс ыйту пачĕ. “Эсир миçе нимĕçе вĕлернĕ?" — терĕ.
"Вĕлернине ан ыйт, мĕн чухлĕ çынна ирĕке кăларнă?" — те.
Вăрçă темĕн те кăтартать, çур ĕмĕр вăрăмĕш туйăнчĕ ылханнă вăрçă, çамрăклăх, чи лайăх вăхăт вăрçă хирĕнче иртрĕ. Тăраниччен çывăрса-çисе те курман. Пыйтланса курнă вара, Алхаснă пыйтăсене çухаран ывăçласа илсе çĕклесе çапнă вăхăтсем те пулнă. Шăнни-йĕпенни çинчен калаçасси те çук.
Вăрах пычĕ вăрçă. Эпĕ çар училищине пĕтерсен вăрçа кĕрсе суранлантăм, суран турленсен тепĕр хут çапăçава — Берлина штурмлама елкĕртĕм. Берлин урамĕнчи çапăçура, апрелĕн 28-мĕшĕнче, татах суранлантăм, анчах стройран тухмарăм, хам ĕçе вĕçне çитеричченех туса пытăм. Манăн хулпуççи çинче пĕр пĕчĕк çăлтăр. Эпĕ — кĕçĕн лейтенант. Хам та çулпа кĕçĕн-ха, çирĕмрен çеç иртнĕ. Çак çăлтăр хăвачĕпе эпĕ батальон командирĕ пулса талăка яхăн çапăçрăм, рота командире пулса Берлин витĕр тухрăм, çĕлен-калта йăвине тустартăм. Хам кăна çапăçман, салтаксене çапăçăва ертсе хавхалантарса пытăм.
Эпĕ хамăн вăя пултарнă таран, тен, ытлашшипех те, Тăван çершывшăн панă. Эпĕ хам чыса çӳлте тытнă, хăçан та, ăçта та юрă пуçлаканĕ пулма тăрăшнă, салтакра, çар училищинче, вĕреннĕ чухне те. Ман хыççăн хушса юрламаллине пурте юрлатчĕç; çӳç-пуç вирелле тăриччен, пĕтĕм вăйпа. Ура лапписем ыратаччен утаттăмăр, сасă пĕтиччен юрлаттăмăр.
IX.
1947 çул. Апрелĕн юлашки кунĕсем. Берлинра çуркунне. Хула шап-шурă чечек ăшĕнче. Вĕсен тутлă шăрши чуна уçать.
Икĕ çул çитрĕ вăрçă чарăнни, хула палăрмалла улшăннă, ăçта килнĕ унта çӳллĕ çĕнĕ çуртсем. ГДР текен çĕнĕ патшалăх çĕкленет, ура çине тăрать.
Эпĕ демобилизаци йĕркипе киле таврăнатăп, мана та черет çитрĕ. Ара, эпир хамăр ĕçе турăмăр, халĕ киле кайсан та юрать. Пирĕн вырăнсене училище пĕтернĕ пысăк пĕлӳллĕ çамрăк офицерсем йышăнаççĕ. Эпĕ, салтак хутаççипе, чăматана вокзалти камерăна хутăм та, ротăпа юн юхтарса пынă çула, хулана курма тухрăм. Унтан хула варринех çитсе курас терĕм. Берлинăн чи чаплă урамĕ — Унтер-ден Линден. Кунта пирĕн посольство. Çӳллĕ мар çăка аллея Хĕвеланăçнелле пăрăнать, вăл çĕмрен йĕппи пек Бранденбург хапхи патне илсе тухать. Хапха тăрринче тăватă лаша кӳлнĕ çăмăл урапа çинче Турă амăшĕ кулса ларать.
Рейхстаг патне çитрĕм те тĕлĕнтĕм. Ăна çӳллĕ хӳмепе пулнĕ. Пĕр шăтăк тупса курма кĕтĕм. Ăпăр-тапăр ӳснĕ курăк ăшĕнчи сукмак — Кащей арчи патне çитерчĕ. Рейхстаг, рейхстаг та мар пек туйăнать. Ялав велкĕшсе тăракан тăррине (куполне) илсе пăрахнă. Чӳречисене çĕнĕрен лартнă, алăкĕсене тирпейленĕ. Стенасем çине вырăс салтакĕсем çырнисене пăснă, çĕнĕрен, сарă сăрпа сăрланă. Эпĕ, Бирюков штыкпа чĕртернĕ йĕр те çук.
Çакăнта, майăн 10-мбĕшĕнче эпĕ, Щепанский тата икĕ союзниксен офицерĕ пĕрле туртса ятăмăр, туслăх пирки, мир çинчен савăнăçлăн калаçрăмăр, пĕтĕм тĕнчери миршĕн тăма тупа турăмăр.
Анчах манăн туссем, пирĕн союзниксем, рейхстага, юнпа пĕвеннĕ рейхстага, вырăс салтакĕн йĕрĕ ан юлтăр тесе, çуса тасатнă.
Рейхстагăн ялав çакнă куполне илнипе, стенине сăрланипе, вырăс салтакĕсен историне кĕрсе юлнă паттăрлăхĕпе хăюлăхне нихăçан та, никам та манмĕ, ĕмĕр-ĕмĕр пĕтĕм тĕнче асра тытĕ!
Кăмăл хуçăлчĕ, пăсăлчĕ рейхстаг патĕнче. Эпĕ хăçан та пулсан ачасемпе, тен, мăнуксемпе, хамăн паттăрлăхпа мухтанас шухăш пурччĕ... Кăлăхах, Кащей арчи, рейхстаг, пур, çырни çук!
Эпĕ хулана курма тухичченех, вокзалтан тӳрех, Борисов-Бормун патне, Роза патне васкарăм. Берлинра тревогăпа илсе тухнăранпа, икĕ çул хушшинче виççĕмĕш хут юратнă хĕр патĕнче пултăм. Потсдама, политуправление канашлăва каяссине пĕлсен, шутсăр савăнтăм. Анчах хальхинче савăнăçпа пырса кĕнĕ çуртра, тусмелле мар хăрушă хуйхă кĕтсе илче. Старике атте вырăнне ыталаса питĕнчен чуптунă хыççăн, унăн куçĕсем шывланчĕç, ерипен тенкел çине ларчĕ те сасăлах йĕме тытăнчĕ. Нимĕнпе чарма, йăпатма çук, нимĕн те ăнлантараймасть. Яланах: "Роза, Роза", -тет. Ку килте инкек пулнă иккен. Розăна мĕн те пулсан пулман-ши? Пулнах тăр çав, старик ахальтен хĕрне асăнса татăлса йĕмест. Чĕре туйрĕ, хурланса кайрăм.
— Роза ăçта?
— Мĕн пулнă, калăр, тархасшăн?
— Роза çук, вĕлерчĕç..., — терĕ старик, татах йĕме тытăнчĕ.
Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм, вăй кайнăн туйăнчĕ, тенкел çине тĕршĕнтĕм. Мĕнле капла, кам вĕлернĕ? Мĕншĕн?!. Куç умне унăн пысăк симĕс куçĕсем, шурă тĕслĕ вăрăм çӳçĕ тухса тăчĕ. Мĕн пулчĕ мана, пĕлместĕп, кăмăл хуçăлни, кама-тăр курайманлăхпа тăвăлни тăнран янă пек пулчĕ.
— Лар-ха, сĕтел хушшине, кофе ĕçер, — терĕ Борисов-Бормун, хĕрелнĕ куçĕсене тутăрпа шăлса.
Вĕри кофене вĕре-вĕре ĕçме тытăнтăмăр. Эпĕ çак çурта кĕрсен Роза нихçан та килте пулман, яланах кĕтеттĕм. Вăл заводра, çамрăксен союзне ертсе пынă май, ĕçĕ мăй таранах пулнă çав. Курăнакан, паллă, ăслă, вĕреннĕ хĕрччĕ Роза. Унашкал çынсем нумай пурăнмаççĕ, вĕсене çул çинчен пăрма тăрăшаççĕ.
— Мĕнле пулчĕ çакнашкал тискерлĕ еç?
— Тап-таса, шырамалла та мар, шырасан та усси çук, — терĕ старик ерипен, — машинăран пенĕ. Тăна кĕмесĕрех пульницăна çитичченех вилчĕ. Пĕлетне, Сашук, манăн ывăлтан, Отторан хыпар пур.
Пичĕсем çуталчĕç Борисов-Бормунăн.
— Çыру килчĕ. Союзран, Великие Луки хулинчен. Çуртсем тăватпăр, тет. Отто манăн — инженер. Ирекре çӳретĕп, тет. Пелтĕм эпĕ, вăл фюрершĕн юн тăкманнине, малтанхи кунсенчех тыткăна лекнĕ. Ия, хăй ирĕкеле лекнĕ.
— Великие Луки тетне?
— Ия, Великие Луки.
— Эпĕ вăл хулашăн çапăçнă, оборонăра тăнă. Вăл хула маншăн çывăх, тăван хула пекех туйăнатъ.
— Мĕнле хула вăл? — хыпаланчĕ старик, — каласа пар-ха.
— Хула, вăтам хула. Фашистсем ишсе ватнă, пĕтĕмĕшпе çенĕрен тумалла. Хулана пайласа Ловать шывĕ иртет. Çак шыв хĕрринче тĕреклĕ крепостъ пур. Сахал мар пĕтрĕç пирĕн салтаксем çав крепоçа туртса илнĕ чух. Мĕн тума кирлĕ пулнă вăл крепость? Пирĕн салтаксем фашистсене хăваласа хуларан таçта мала кайнă. Эпир çавăнти фашистсене сыхласа лараттăмăр. Час парăнмарĕç эсрелсем! Ну, тусăм, шанчăк пур, шанчăкна ан çухать. Отто таврăнĕ, нумай тăмĕ. Ара, ху мĕн ĕçлен халĕ?
— Начальника хучĕç, — ирĕксĕртен кулчĕ старик, — профком членне суйларĕç, парти реше кĕме хатĕрленетĕп.
— Тахçанах çапла кирлĕ.
— Çĕнĕ пурнăçшăн вăй хума манăн вăй çителĕклĕ-ха, — терĕ Борисов-Бормун хĕрӳлленсе.
Эпе юратнă хĕр пурăннă пӳлĕмрен ĕмĕрлĕхе тухса кайрăм.
Роза, эсĕ манăн Роза, тăпру çăмăл пултăр, ырă вырăнта вырт...