Асатте мана кĕтмен,
Асанне пĕлмен-илтмен
Çуллахи каникула
Эпĕ пырасса яла.
Асатте унта-кунта
Уткалать те чупкалать,
Çупăрлать мана чунтан
Сухалне шăла-шăла.
Васкаварлăн асанне
Пуçтарать сĕтел çине:
Ахаль мар-мĕн каçхине
Çунă кушакки питне.
Чи хисеплĕ вырăна
Кĕртсе лартрĕç те мана
Тытăнчĕç хăна тума.
Мĕн кăна хуман ума?
Йăл кулать ман асанне:
«Çи-ха, çи, — тет, — шăрттанне».
Асатте калать: «Палан
Питĕ тутлă пылпалан».
Авалхи кил-çурт шăрши
Маншăн чи тутли мар-ши?