Пĕчĕк Ленукăн паян килте асламăшĕпе ларас килмерĕ. Вăл урама тухрĕ те хăйăр купи çинче тусем, çуртсем ăсталама тытăнчĕ. Часах ку ĕç ăна йăлăхтарчĕ. Хĕрача вара ял вĕçĕнчи ватă йăмра патне чупса кайрĕ. Çак сарлака, мăнаçлă йывăç хыçĕнчен питĕ интереслĕ урамра мĕн пулса иртнине вăрттăн сăнама. Никам та курмасть Ленука, вăл вара пурне те курать.
Акă Таиç кинеми, вĕсен кӳрши, хăйĕн хурĕсене хапхаран хăваласа тухрĕ. Лешсем çийĕнчех умри курăка чĕпĕтме тытăнчĕç. Пĕри çеç темшĕн мăйне тăсса хуçине сăхса илесшĕн. Ват çын чăрсăр кайăка патакпа хăмсарчĕ те вăрçа-вăрçа килне кĕрсе кайрĕ.
Тепĕртакран тăкăрлăкран урама Тузик вирхĕнсе кĕчĕ. Вăл Муркăна, Анук аппасен кушакне, хăвалать иккен. Мăр-мăр вăшт! çеç çывăхри хурăн çине хăпарса кайрĕ. Йытă ним тăвайманнипе темччен йывăç йĕри-тавра вĕрсе чупрĕ. Юлашкинчен йăлăхрĕ пулас, каялла хуçин килĕ еннелле васкамасăр утрĕ.
Ленук та ывăнчĕ, хырăмĕ те выçрĕ. Асламăшĕ патне кайма шутларĕ вăл. Анчах мĕн ку? Тăруках ял улшăнса кайнăн, тĕксĕмленнĕн туйăнчĕ ăна. Урам тăршшĕпех кивĕ йывăç çуртсем, тăррисене вара темле хулăн япалапа витнĕ. Ленуксен килĕнчен шурă кĕпе тăхăннă, саппун çыхнă ватăрах хĕрарăм тухрĕ. Унăн пуçĕ çинче тутăр мар, ал шăлли пек пусма, урисенче — кантрапа çыхнă пушмак. Акă ытти килсен хапхисем те уçăлма тытăнчĕç. Часах урам тăрăх хăйсен ĕнисене хăваласа тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă хĕрарăмсем утрĕç. Вĕсене ялăн тепĕр вĕçĕнче ват старикпе хытканрах арçын ача кĕтсе илчĕç. Сывлăшра шăхлич сасси янраса кайрĕ, ун хыççăн ялти выльăх симĕс курăка кавле-кавле васкамасăр утрĕ. Ленук пĕчĕк кĕтӳçĕн çара урине те, саплăклă кĕпине те курми пулчĕ ĕнтĕ, илемлĕ кĕвĕ вара пуçĕнчен темччен тухмарĕ. Хĕрача ăна куçне хупсах итлерĕ.
— Акă ăçта иккен эсĕ! — илтĕнсе кайрĕ тăрук асламăшĕн сасси юнашар. — Сана шыраса ывăнтăм вĕт.
Мăнукĕ хăйĕн çине темле тĕлĕнсе пăхнине курсан, ват çын хăрасах ӳкрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, пĕчĕк хĕр пĕрчи? — пăшăрханса ыйтрĕ вăл çумне пырса.
Ленук йĕри-тавра пăхса илчĕ те савăнса кайрĕ: урам малтанхиллех çутă, кирпĕч çуртсем те вырăнĕсенчех.
— Асанне, пĕлетĕн-и, мĕнле тĕлĕнтермĕш куртăм эпĕ паян, — хавхаланса каласа пама тытăнчĕ вăл тăван çынне.
«Хĕвел çинче ытлашши çӳрерĕ пулас ку ача», — шухăшларĕ ват çын, итленĕ май. — Анчах ăçтан пĕлет-ха вăл ĕлĕкхи çынсем мĕнле тăхăннине?
Вăл мăнукне килте апат çитерчĕ те çывăрма вырттарчĕ, кайран чăвашсем çинчен çырнă картинăллă кĕнекене сĕтел çине кăларса хучĕ.
Тепĕр кунне Ленукпа асламăшĕ темччен ăна пăхса ларчĕç.
— Мĕнле интереслĕ, эпĕ ĕнер çавăн пек тăхăннă çынсене куртăм, — терĕ ача савăнса, ват çын ӳкерчĕксене ăнлантарнă чух.
Оля тусĕпе кашни кун вылянипе, пĕчĕк хĕр йăмра çинчен мансах кайнăччĕ, анчах пĕррехинче унăн тантăшĕ урама тухмарĕ. Пĕччен кичем. Ленук каллех тĕлĕнтермĕш йывăç патне чупрĕ, ун хыçне пытанса ларчĕ те тавралăха сăнама пуçларĕ. Ним те пулса иртмерĕ. Хĕрача куçне хупрĕ, малтан курнине аса илчĕ, вара хăвăрт уçрĕ. Каллех урамра кивĕ пӳртсем, анчах унта та кунта хĕрсемпе каччăсен сассисем илтĕнеççĕ. Хăйсем вара тĕлĕнмелле, асламăшĕ кĕнекере кăтартнă пек питĕ илемлĕ тăхăннă. Пикесен çуталса тăракан тухйисем, шӳлкемисем çийĕнчен Ленук куçне илмерĕ. Мĕн тĕрлĕ тĕрĕ тата вĕсен кĕписем çинче! Кун пек тăхăнма хĕр ача хăй те хирĕç марччĕ.
Çамрăксем часах пуçтарăнса ял вĕçĕнчи улăх еннелле утрĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, унтан çав тери хитре юрăсем янрама тытăнчĕç. Пĕчĕк хĕр вĕсене халиччен пĕртте илтмен. Акă улăх енче купăс каласа ташлама тытăнчĕç. «Кайса курам-ха»,-тесе Ленук йывăç хыçĕнчен чупса тухрĕ çеç, темрен такăнса ӳкрĕ. Васкаса сиксе тăчĕ вăл ури çине, анчах ун умĕнче —хальхи урам, нимле купăс сасси те илтĕнмест. Кӳреннипе макăрсах ячĕ хĕрача — мĕнле курасшăнччĕ пĕчĕкскер çамрăксем ташланине! Пăсăк кăмăлпа килне таврăнчĕ Ленук, ыраттарнă урисене сăтăркала-сăтăркала кравать çинче çывăрса кайрĕ.
Тепĕр кунне ирпех çумăр çума тытăнчĕ. Пĕчĕк çын чӳрече умĕнче тунсăхласа ларчĕ— ларчĕ те хутпа кăранташ илсе чăваш тумĕсем тăхăннă пикесене ӳкерме тытăнчĕ. Питĕ капăр пулчĕç вĕсем.
— Асанне, мана çакăн пек пукане илсе паратăр-и? — чупса пычĕ хăйĕн ӳкерчĕкĕпе Ленук тăван çынни патне, леш алăкран кĕнине курсанах.
— Ай-юй, кун пек чиперрине ăçтан тупатпăр ĕнтĕ? — аптрарĕ карчăк хут çинчи пикене пăхса. — Юрĕ, аннӳне хулара пăхма каласа ярăпăр.
Çумăр та чарăнчĕ. Пĕчĕк хĕр урама тухсанах ват йăмра патнелле утрĕ. Акă курăнмасть те Ленук ун хыçĕнчен, юмах кĕтнĕн, куçне хупнă та шăп ларать.
— Айта çакăнта лартар пирĕн йывăçа, — илтĕнсе кайрĕ сасă юнашарах.
— Юрать, ватасран патак шалчасемпе хӳтĕлер, — ответлерĕ тепри.
Хĕрача куçне уçрĕ те юнашарах илемлĕ пикепе яш каччă çамрăк йывăç лартнине курчĕ. Иккĕшĕ те тĕрленĕ шурă кĕпесемпе, урисенче —çăпатасем. Ленук ытлашши сывлама та хăрарĕ, питĕ çывăхра вĕсем.
— Акă хатĕр те, пирĕн йăмра, туслăх йăмри, çитĕнсе аталантăр. Эпир ун патĕнче кашнинче тĕл пулар, вăл пирĕнпе пĕрле савăнтăр, — терĕ юлашкинчен яш каччă, хĕре çупăрласа.
— Çапла пултăрччĕ, — хушрĕ лешĕ.
Çав вăхăтра Ленукăн сăмсине тем кăтăкларĕ, чăтайманнипе вăл çине-çинех сунасласа илчĕ. Лăпланса пуçне çĕклерĕ хĕрача, анчах юнашарта никам та çук. «Каллех малаллахине кураймарăм», — куллянса шухăшларĕ те пĕчĕк çын килнелле хуллен утрĕ.
Каçпа ялта вăйлă çумăр çурĕ, çиçĕм çиçрĕ, аслати кĕмсĕртетрĕ. Таçтан тухнă çил-тăвăл йывăçсене аврĕ, вĕсен турачĕсене хуçа-хуçа урам тăрăх сапаларĕ.
«Эх, Ленукăн йăмри пĕтрĕ», — илтрĕ мăнукĕ асламăшĕн куляннă сассине, куçне уçнă-уçманах тепĕр кун ирпе. Сиксе тăчĕ хĕр ача, хăвăрт кĕпине тăхăнчĕ те урама чупса тухрĕ. Çĕр çинче выртать ват йывăç, икĕ пая çурса йăвантарнă ăна çиçĕм. Çывăх тусне çĕтернĕн, чунĕ хурланчĕ пĕчĕк çынăн, ĕсĕкле-ĕсĕкле килнелле утрĕ. Кунĕпех шухăша кайса çӳрерĕ вăл, асламăшĕ апат çиме чĕнсен те пымарĕ. Ашшĕ ĕçрен килнĕ-килменех, ун патне чупса пычĕ Ленук: «Атте, айта çамрăк йăмра лартатпăр ватти вырăнне», -хавхаланса каларĕ вăл. Леш тăруках ним чĕнме те аптрарĕ.
— Хĕрĕм, унта малтан вырăнне хатĕрлес пулать. Ман вара халь вăхăт çук, — хушрĕ ашшĕ тепĕртакран.
— Эп хамах тасатăп, — ответлерĕ пĕчĕк çын.
— Юрĕ эппин, вырсарни кун кӳршĕсемпе тасатса хатĕрлĕпĕр вырăнне, — терĕ ар çын, ачин çирĕп шухăшĕнчен тĕлĕнсе.
Ленук эрнипех хайĕн пĕчĕк вăйĕпе ват йăмра тураттисене пултарнă таран пĕр çĕре купаларĕ. Çакна кашни кун курнă кӳршисем вырсарни кун ăна пулăшма пурте пычĕç. Пĕр кун хушшинче çынсем йывăç вуллине, тураттисене пуçтарса клуб карти çумне типтерлесе хучĕç, пысăк тымарĕсене чавса тракторпа туртса кăларчĕç, юлашкинчен çĕре кăпкалатса хăварчĕç.
— Ну, айта çамрăк йăмра лартма каятпăр, — чĕнчĕ тепĕр кунне ирпе ашшĕ Ленука.
— Чăнах-и? — терĕ те пĕчĕк хĕр, савăнса урама чупса тухрĕ.
Унта амăшĕ çамрăк йывăçпа тăрать. Виççĕшĕ пĕрле тасатса хатĕрленĕ вырăна утрĕç.
— Ак çакăнта ӳсĕ вăл, ик метр аяккарах, — кăтартрĕ ашшĕ, кĕреçине лартса.
— Унта лайăхрах, ирĕкрех пулĕ ăна, — хушрĕ амăшĕ.
Акă лартнă йăмра çине Ленук ытараймасăр пăхать. Вăл хăйĕн пекех пĕчĕккĕ-ха халь, черчен. Ăна выльăх-чĕрлĕх пĕтерме пултарать, çавăнпа ашшĕ йывăç тавра карта турĕ.
— Санпа пĕрлех ӳсет ĕнтĕ тусу, пăхсах тăр эс ăна, — терĕ килне таврăнсан асламăшĕ.
Каçпа ача тĕлĕк курчĕ: ват йăмра çамрăккине çепĕççĕн турачĕсемпе çупăрларĕ. «Тавтапуç сана, Ленук, ман йăха пĕтме паманшăн. Эпир чăваш ялĕн историне, пурнăçне упратпăр», — илтĕнчĕ ун енчен мăнаçлă сасă.
Савăнăçлă кăмăлпа вăранчĕ пĕчĕк хĕр ирпе, çĕнĕ тусĕ патне чупрĕ. Кашни кунах курма тытăнчĕç ăна кӳршисем çамрăк йывăç патĕнче тăрмашнине. Кĕркунне енне самаях çитĕнчĕ леш, тепĕр пилĕк çултан чиперленсех ларчĕ. «Ленук йăмри ку», — теме тытăнчĕç ăна ял çыннисем. Йывăç ӳсет, тĕрекленет, мăнаçланать, чăваш ялне илем кӳрет, пурнăçне упрать. Кашни ялтах пур вăл — çакăн пек йăмра, курма, туйма çеç пĕлмелле ăна.