Пирĕн кил çырма хĕрринче ларать. Çырма тăрăх тем тĕрлĕ йывăç та ӳсет. Чи пысăккисем — тирексем. Вĕсен вулли питĕ хулăн, иккĕн-виççĕн ытамласа çитме çук. Вăрмантан килнĕ чух ялти çуртсем курăниччен çав тирексен тăррисем курăнаççĕ. Курăнаççĕ те киле тата ырă туйăмпа йыхăраççĕ.
Ку тирексене пирĕн аттен ашшех, асатте эппин, лартнă.
Асаттене кура атте те йывăç лартма юратать. Çулсерен йывăç лартать хамăр çумри çырмана.Çыран ан ишĕлтĕр тет, çулла сулхăн пултăр тет. Тата унта вăрманти пекех, питĕ уçă сывлăш!
Пытанмалла выляма мĕнле лайăх… Вăрçăлла вылянă чух шăтăк чавса кĕрсе «штаб» тума та, «тăшмансене» тыткăна илме те.
Кайран пурте «хамăрăннисемех-ха» эпир.
Вăт çапла, атте те йывăç лартать терĕм те, йывăçне лартнă чух пулăшма пире те илсе тухать. Шăтăкне чавтарать, тăприне хăех ярать-ха, йывăçне пире тыттарса тăратать.
— Ну, час тымар ярать-ши ĕнтĕ ку йăмра (йăмра мар тăк — тирек е хурăн, хурама, йывăçне кура ĕнтĕ)? — тесе шухăшлать хăй ĕçленĕ хушăра. Ку ыйту пире те кăсăклантарать.
— Ачасем, шăварăр-ха, шăварăр. Вăн çавăнтан, çырма тĕпĕнчен пĕчĕк витресемпе йăтăр, — текелет атте. Эпир хаваспах шыв йăтатпăр, йывăçне кăна усса пытăр.
Ешерет вара йăмра (е тирек, хурăн, пилеш), çулçă сарать.
Вăт тĕлĕнтермĕш!
Çав йывăçсен айĕнче çулсерен кăмпа шăтать тата. Тем тĕрли те пур, çиме юрăхлисемех: хура кăрăç, шур кăрăç, хурăн кăмпи, майра кăмпи. Кĕнекере майра кăмпи те — пирĕн аттен вăл темшĕн ляли кăмпи ятлă. Черкке кăмпи мар — шăнкăрав кăмпи. Те атте черкке тытма юратманран…
Ут тутти (пирĕн вăл Татьян кăмпи, кусуй кăмпи те вăлах) вара çĕрулми йăранĕ çинчех çавапа çулмалла, кĕреçепе хырмалла ӳсет. Ĕненместĕр-и? Эпир ăна нихçан та татман та, çимен те. Çиме юрăхлă тесе те шутламан.
— Çак кăмпана та майрасем çиеççĕ теççĕ, — тет атте. Пирĕн çиме юрăхлă кăмпа унсăрах тем тĕрли.
Пĕррехинче Куляпа иксĕмĕр (Пурис ятлă-ха эпě) йăмра лартма шут тытрăмăр.
— Атте лартать вĕт, атя эпир те лартса пăхатпăр, чĕрĕлет-и, — терĕм те юлташа ĕçе пикентĕмĕр.
Малтан йăмра туратти касрăмăр. Кайран турата çырма хĕрринче шăтăк чавса кĕртсе лартрăмăр. Хамăр, пĕчĕкскерсем, шутсăр хĕпĕртерĕмĕр — пирĕн те йывăç ӳсет. Шăврасси асра та çук: çырмара вĕт, нӳрĕк çитет пуль-ха.
Тепĕр кун Куля калать:
— Пурис, айта йăмрана кăларса пăхатпăр, тымар яма пуçланă-и? — тет.
— Юрать, — тетĕп эпĕ. Кăлартăмăр. Тымар таврашĕ курăнмасть.
— Ну, ыранччен тымарĕсем тухаççĕ, — тетĕп эпĕ. Турата каллех шăтăка вырнаçтаратпăр.
— Аха, ыран тепре тĕрĕслĕпĕр, — тет Куля.
Куля ирхине манран маларах йывăçа туртса кăларнă.
— Пурис, урама тух. Пирĕн йăмран халь те тымаррисем çук, — тесе çĕнĕ хыпар пĕлтерет мана юлташăм.
Эрнипех йывăç ӳсме пуçланине тĕрĕслерĕмĕр. Çук, ӳсмест пирĕн йăмра. Эпир мĕн хăтланнине атте курчĕ те пире хытă ятларĕ.
— Эй, тăртаксем, пĕр лартнă йывăçа туртса кăлараççĕ-и вара ăна. Ун пек ăçтан тымар ятăр-ха ĕнтĕ вăл, — тет. — халь хăрнă вăл сирĕн туратту, луччĕ айтăр, пĕрле çăка лартăпăр. Эп сире йывăçа мĕнле лартса чĕртмеллине вĕрентĕп.
Лартнă çăка часах вăй илчĕ, ун çинче пурнăç паллисем палăрчĕç.
Пирĕн çăка ытти йывăçсем хушшинче аванах ӳсет.