Ĕлĕк-авал, çынсем пӳлĕмре ӳсекен ӳсен-тăран çинчен пĕлмен вăхăтра, пурăннă тет пĕр Этем. Кашни çуркуннех çак Этем хăйĕн килĕ умĕнчи ӳсен-тăран чĕрĕлнĕ вăхăта сăнаса киленнĕ. Çу каçипех йывăç çинчи симĕс çулçăсене пăхса савăннă. Кĕркунне вара, йывăç çинчи çулçăсем тăкăнма пуçласан, çав тери куляннă. Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. Вăхăт майĕпен малаллах шунă.
Акă ăшă çу хыççăн кĕркунне те çывхара пуçланă. Хайхи Этемĕн симĕс çулçăсенчен пачах та уйрăлас килмен. Шутласа çӳресен-çӳресен Этемĕн пуçне пĕр шухăш пырса кĕрет: йывăç-курăка вăл хĕл каçипех пӳртре ӳстерме шутлать. Çак шухăшпах вăл пĕр Йăмра патне пырса:
— Йăмраçăм, пар-ха мана эсĕ хăвăн пĕр туратна. Эпĕ ăна пӳрте кĕртсе лартăп. Вара вăл мана хĕлĕпех хăйĕн симĕс çулçипе савăнтарĕ.
— Илех ара, — хуравланă Йăмри. Çутçанталăк пире пăхса, упраса пурăнать. Эсĕ, Этем, çак турата çутçанталăк пире упранă пек упраятăн-и?
— Эпĕ — Этем! Эпĕ тем тума та пултаратăп, — хуравланă лешĕ. Вăл вара йывăç туратне хуçса илет те килне илсе таврăнать. Чи хитре чӳлмек çине хайхи йывăç туратне лартать.
Çапла кун хыççăн кун иртет. Анчах та йывăç турачĕ симĕс çулçă кăларас вырăнне хăрма пуçлать. «Мĕн амакĕ пулса иртет ку туратпа? Мĕншĕн симĕс çулçă кăларас вырăнне хăрма тытăнчĕ?» Çапла ним ăнланмасăр Этем хайхи Йăмра патне çул тытать.
— Мĕнле пурăнать-ха унта манăн турат? — ыйтрĕ Этеме курсанах хайхи Йăмра.
— Начартарах çав, — хуравланă лешĕ. Эпĕ ăна чи лайăх çĕр çине лартрăм ĕнтĕ, чӳлмекне те чи хитрине суйласа илтĕм. Пулăшсам мана, Йăмраçăм. Эпĕ урăх ним тума та пĕлместĕп.
— Эх, эсĕ те çав, — ассăн сывласа илнĕ йывăçĕ. Эпир çĕр çинче нумай çул хушши пурăнатпăр, хăрса ларма пачах та шутламастпăр. Мĕншĕн тесен çутçанталăк пирĕншĕн тăрăшать. Вăхăтра вăл çумăр çутарать. Тăпрана çумăр шывĕ шӳтерет, пирĕн тымарсем патне апат илсе çитерет. Эпир вара çутçанталăка тав туса хамăр çулçăсемпе чăштăртаттаратпăр.
— Тавтапуç сана, Йăмраçăм, — терĕ те Этем килне вĕçтерчĕ. Пӳрте кĕрсенех Этем кăкшăма ăшăрах шыв тултарчĕ, хăрма пуçланă турата шăварчĕ. Кĕçех турат сывласа ячĕ, тӳрленчĕ, çӳлелле кармаша пуçларĕ. Этем çакна курсан савăнсах кайрĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Этемĕн савăнăçĕ нумая пымарĕ. Турат каллех хăрма пуçларĕ. Этем турата шывпа та шăварса пăхрĕ ĕнтĕ, анчах усси пулмарĕ.
— Мĕн пулчĕ-ши ку хутĕнче, шăварсан та усси çук. Кайсах ыйтас пулĕ каллех Йăмраран.
Çапла Этем Йăмра патне çул тытрĕ.
— Сывă-и, Этем? Мĕнле пурăнать унта пирĕн турат?
— Ах, темле калам ĕнтĕ сана. Питĕ начар пурăнать. Эпĕ ăна шывпа та шăварса пăхрăм. Чирлесех ӳкрĕ пулас. Сыватаймастăп. Пулăшсам мана, Йăмраçăм.
— Эх, эсĕ те çав, — ассăн сывласа калаçнă йывăç. Пирĕн тымарсем çĕр ăшнех анса каяççĕ. Вара сывлăш та, шыв та тымарсем патне çитме пăрахать. Кун пек чух Çутçанталăк пирĕн тымарсене пулăшма ăмансене ярать. Лешсем пирĕн тымарсем хушшипе тĕрлĕ çулсем тăваççĕ. Вара тымарсем патне сывлăш пырать, çапла çĕр кăпкаланать.
— Тавах сана, Йăмраçăм, мана ăс панăшăн, — терĕ те Этем килелле çул тытрĕ. Килне çитсенех патак илчĕ те асăрханса чӳлмекри çĕре кăпкалатма пуçларĕ. Акă турат ассăн сывласа ячĕ, тӳрленчĕ, çулçăсем те кăлара пуçларĕ. Этем савăнсах кайрĕ.
Вăхăт малаллах шăвать. Кĕркунне те иртсе кайрĕ. Шурă хĕл те кĕçех ларчĕ. Пĕр ирхине Этем чӳлмекри турат пуçне усма пуçланине асăрхарĕ. Чӳлмекри çĕре Этем кăпкалатса та, шăварса та пăхрĕ. Анчах та нимĕнле улшăну та асăрхамарĕ. Вара Этем ним тăвайман енне Йăмра патне кайма шутларĕ. Çитрĕ хайхи Этем йывăç патне, анчах темле тăрăшсан та Этем йывăçа тарăн ыйхăран вăратаймарĕ. Хĕлле пур ӳсен-тăран та çывăрать.
Хăраса ӳкрĕ хайхи Этем. Нивушлĕ сыватаймасть вăл йывăç туратне? Çакăн пек йывăр шухăшсемпе вăл килне таврăнать. Çав вăхăтра ăна темле сасă илтĕнет:
— Итле-ха мана , Этем….
— Кам Эсĕ? — хăраса ыйтать Этем.
— Эпĕ-ха ку, санăн турату. Эсĕ ытлах ан хуйхăр-ха. Çутçанталăк пур йывăç-курăка та хĕллехи вăхăтра çывăрмалла тунă.
— Мĕнле-ха капла? Пӳртре ăшă-çке. Нивушлĕ çак сана савăнтармасть?
— Савăнтарать паллах. Анчах та Çут çанталăк пире хĕвел çути парса ӳстерет.
— Тинех ăнлантăм! — кăшкăрса ячĕ Этем. Вара вăл чӳлмеке чӳрече янахĕ çине куçарса лартрĕ.
Урамра сивĕ хĕл пулин те йывăç турачĕ симĕс çулçине пĕрин хыççăн теприне кăларать, Этеме савăнтарать.
Çапла вара, Этем хĕлле те, çулла та пӳртре чечек ӳстерме вĕренсе çитет. Ӳсен-тăрана вăхăтра шăвармалла, кăпкалантармалла. Вара нимле сивĕ те ăна хăратмасть.