Çуркунне çитмен-ха вăрмана,
Вăранман-ха юр хĕл ыйхинчен.
Малтанхи кăвак чечек кăна
Тухнă шăтарса юр айĕнчен.
Çеçпĕл ятлă çав кăвак чечек,
Вут çĕмрен пек тухнă ирĕке,
Тиенсен те ун çине инкек —
Инкекре те вăл çурать çеçке.
Килĕштернĕ çеçпĕл Мишшана,
Хăй валли вăл илнĕ ун ятне.
Пурнăçра Илем пулсан кăна
Ырлăх килĕ, тенĕ, тенчене.
Ырлăх килес çук вăл самантрах,
Уншăн кĕрешес пулать вăрах.
Хĕрхенмесĕр хăвăн сывлăхна,
Хĕрхенмесĕр хăвăн пурнăçна.
Сан шăпу та, сăвăç, çавнашкал.
Тĕп тăвасшăн пулчĕ те усал
Парăнтараймарĕ пурпĕрех,
Ĕмĕре эс юлтăн çеçкере.