Пирĕн ял пысăках мар, çавăнпах пулĕ масар та пĕчĕк лаптăк çеç йышăнать. Мĕн чухлĕ çын унта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă-ши? Масар çине çимĕкре кайсан чĕре ыратса каять. Юлашки çулсенче унта çамрăксем нихçан вăранайми ыйхăпа çывăраççĕ. Эх, пурнăç! Ăçта çитсе çапăнтăмăр. Ашшĕ-амăшĕсем ачисене хăйсенчен малтан пытараççĕ. Мĕнле чăтăмлăх кирлĕ вĕт-ха ачуна хăвăн аллупа çĕре чикме!
Паян ял халăхĕ масар çине нумайăн пухăннă. Тепĕр çынна йышăнчĕ паян пĕчĕк масар. Çынсен куçĕсенче, уйрăмах хĕрарăмсен куççуль типме пĕлмерĕ. Мĕншĕн вăхăтсăр çĕре кĕчĕ-ши пĕчĕк чун? Мĕншĕн пурнăçран ытла хăвăрт уйрăлса кайрĕ? Пуринчен кайран масар çинчен кукăрăлса ларнă пĕчĕк карчăк тухрĕ. Тутăрне çамки çине антарса лартнă. Тӳрех тавçăрса илетĕп: вилнĕ çыннăн çывăх тăванĕ. Карчăк майĕпен кăштăртатса çынсем хыççăн утрĕ. Эпĕ, унпа юнашар пыраканскер, кăштах хуйхине пусарма тесе калаçма шутларăм: «Праски кинеми, ытла çавăн пекех ан татăлăр-ха. Вилнĕ çын хыççăн каяймастăн ĕнтĕ, чĕррисен пурăнмалла...» Кинеми ассăн сывласа илчĕ те чуна ыраттаракан сасăпа калаçа пуçларĕ: «Ах, хĕрĕм, хĕрĕм... Мĕн тăвас ĕнтĕ ман?! Мĕнле пурăнас малалла? Камшăн? Ман мăнукăм пурăнма та тытăнманччĕ вĕт-ха.» Кинеми сасартăк кушăрканă аллисемпе çӳлелле çĕклесе такама ылханчĕ:
— Пĕтĕмпех Павăлпа арăмĕ айăплă. Урăх никам та мар. Çĕр çăтасчĕ вĕсене, тĕнче касăнĕсене.
Çапла каланă хыççăн ватă çын урăх нимĕн те чĕнмерĕ, яла та чĕнмесĕрех пырса кĕтĕмĕр.
Киле çитсен эпĕ аннепе калаçу пуçартăм. Мана карчăк ылханни канăç памарĕ. Кама ылханчĕ-ха вăл?
— Анне, каласа пар-ха мана, мĕн пулса иртнĕ пирĕн ялта? Кĕскен кăна çул çинчи калаçăва аннене каласа патăм. Анне ман çине шухăшлăн пăхса илчĕ те калаçăва пуçларĕ...
Праски кинеми ывăлĕ питĕ наян ача пулса ӳсрĕ. Ниçта та ĕçлеместчĕ, амăшĕн пĕтĕм пенси укçине ĕçсе яратчĕ. Çапла пурăнчĕ 33 çула çитиччен. Пӳрчĕ веçех юхăнса кайрĕ. Вăл вара хуçалăх çинчен пĕрре те шутламастчĕ, амăшĕ çине алă çĕклеме те вăтанмастчĕ. Пĕррехинче Павăл килĕнчен тухса кайрĕ те таврăнмарĕ. Çапла икĕ-виçĕ çул иртрĕ. Праски кинеми майĕпен кăштăртатса пурăнатчĕ. Чирлесен эпир кайса пулăшаттăмăр. Ывăлне час-часах аса илетчĕ. Мĕн тăвăн, анне чĕри çапла вĕт, мĕнле усал тусан та хăвăн тĕпренчĕкӳ вĕт.
Пĕр кунхине ял урамĕнче икĕ çын курăнса кайрĕç. Пĕри — арçын, тепри — хĕрарăм. Хĕрарăм аллинче утиялпа чĕркенĕ япала пурччĕ. Хĕрарăмĕ 30-35 çулсенче, лутра пӳ-силлĕ, тулли кĕлеткеллĕ. Çийĕнче самаях кивелнĕ пальто, уринче тĕпленĕ кăçатă. Арçынни вара унран та начар тумланнă: çĕтĕк-çатăк фуфайка, галифе шăлавар, сăран атă. Праски кинеми килĕ умĕнче чарăнчĕç те хапхаран кĕрсе çухалчĕç.
Тепĕр кунне Павăл арăмĕпе ачине илсе килнĕ текен хыпар тухрĕ. Эпир малтанах тĕлĕнтĕмĕр: миçе çул çухалса пурăнчĕ те халь килне таврăнчĕ иккен. Тата арăмĕпе ачи. Яла таврăннă хыççăн кашни кун, куç уçмасăр тенĕ пек эрех-сăмакун ĕçетчĕç. Мĕскĕн Праски кинеми мĕнле чăтатчĕ-ши? Яла таврăнсан Павăлпа арăмĕ пĕр кун та ĕçе тухса курман. Праски кинеми ĕнси çинче пурăнчĕç. Пĕтĕм ял вăрçатчĕ харам пырсене. Анчах мĕн тăвăн? Амăшĕ сĕчĕпе ăс кĕмен çынна кайран ăçтан ăс кĕтĕр ĕнтĕ. Нумай чăтса пурăнаймарĕ амăшĕ. Пĕр кунхине япалисене пуçтарчĕ те ваттисен çуртне каятăп тесе тухса кайрĕ. Лешсем вара савăнсах кайрĕç, кашни кун килти япалисене сутса ĕçетчĕç.
Пĕрре кĕркунне, каç пулсан, эпĕ урама шыв тăкма тухрăм. Пăхрăм, хапха патĕнче такам йăнăшни илтĕнсе кайрĕ. Мĕн-ши ку тетĕп? Çывăхарах пырса пăхрăм та тĕлĕннипе пĕр сăмах та чĕнеймерĕм. Ман умра — Павăл ачи, 3 çулхи Андрей йĕрсе ларать, хăй шăнса хытнă. Эпĕ ăна шелленипе йĕрсе ятăм. Ачана хăвăртрах алла илтĕм те пӳрте кĕтем. Андрей ман çине пăхса илчĕ те çапла каласа хучĕ: «Таня аппа, мана анне илме килсен парса ан яр. Юрать-и? Мана сирĕн патра лайăх: кунта ăшă, никам та кăшкăрмасть». Эпĕ ăна пуçĕнчен ыталаса илтĕм: «Çук, çук, Андрей сана никама та парса ямастăп», — терĕм. Хам йĕресрен аран-аран тытăнса тăратăп. Çав каçхине вара Андрей пирĕн патрах çывăрчĕ, тепĕр кунне те ямарăм. Çапла пирĕн патра уйăх ытла пурăнчĕ. Намăссăр ашшĕ-амăш ачине килсе пăхма та шутламарĕç, вăл ăçтине ыйтмарĕç те. Калăн, вĕсен ачи çĕр çинче çук тесе.
Павăл арăмĕ ялта нумаях пурăнмарĕ. Пĕр кунхине никама каламасăр-тумасăр ялтан тухса кайнă. Павăлĕ те ун хыççăн çухалчĕ. Ачи çинчен пĕри те аса илмерĕç. Эрнерен вара Праски кинеми каялла килчĕ, тӳрех пирĕн пата пырса мăнукне илсе кайрĕ. Ял çыннисенчен пĕлнĕ пулас Андрей пирĕн патра иккенне. Эпĕ вĕсене ярасшăн марччĕ. «Пирĕн патрах пурăнăр», — терĕм. Яхăнне те ямарĕ ватă çын: «Хам чĕрĕ чухне çурта пушă лартмастăп. Андрейпе иксĕмĕр шăкăл-шăкăл калаçса пурăнăпăр. Çапла-и, Андрей?» — терĕ. Çапла каланă хыççăн вăл мăнукне çавăтса тухса кайрĕ. Анчах весен лăпкă пурнăçĕ нумая пымарĕ. Арçын ача пуç мими шыççипе чирлерĕ те тек ураланаймарĕ. Паянхи пекех куç умĕнче вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупни. «Асанне, ман вилес килмест. Асанне, парса ан яр мана. Асанне...» — терĕ Андрей аран-аран тухакан сассипе. Кинеми нимĕн те чĕнеймерĕ, куççульне шăлса илчĕ те тĕпеле кĕрсе кайрĕ. Андрей асламăшĕ йĕнине курсан: «Таня аппа, ма йĕрет асанне? Эпĕ вилместĕп вĕт, çапла-и?» — тесе макăрса ыйтрĕ. «Çапла, çапла, Андрей», — хăвăртрах хуравлама васкарăм эпĕ чуна ыраттарса. Черчен чуна мĕн каламаллаччĕ-ха манăн? Ашшĕ-амăшĕн чунсăрлăхне пупа З çулхи ача ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Ытла кĕске ĕмĕрлĕ пулчĕ, мăнтарăн ачи...
Куççульпе калаçăва вĕçлерĕ анне. Эпĕ, пĕр хускалмасăр итлесе лараканскер, тарăн шухăша кайрăм. «Мĕнле-ха вăл пурнăç, ытла та шеллевсĕр. Çакăн пек путсĕрсем çĕр çинче пурăнаççĕ, çылăхсăр чунсем çĕре кĕреççĕ. Тивĕçлĕ мар вĕсем çак таса çĕр çинче утса çӳреме! Вĕсен вырăнне Андрей пек ачасем пурăнмалла, пирĕшти пек таса ачасем...»
Чуна ыраттаракан калаçу тыткăнĕнчен, анне пӳрте кĕнĕ хыççăн та хăтăлаймарăм, пĕр хускалмасăр картлашка çинче лартăм. Мĕн айăпа кĕчĕ пулать-ха çылăхсăр Андрей аслă Турă умĕнче. Ашшĕпе амăшĕн чулланнă чĕрисем эрех черкки ăшне путнă. Вĕсем атте-анне ятне тивеçлĕ мар, çын сăнне тахçанах çухатнă. Пĕчĕк Андрей паян çĕр айĕнче выртни манăн черене хĕскĕч пекех хĕстерчĕ...