Те ир ку? Те уйăх çутиллĕ каç? Йĕри-тавра те çеçен хир, те тинĕс-океан? Янкăр тӳпе пек те туйăнать. Ниçта та нимĕнле çурт-йĕр те, чĕрчун та курăнмасть. Ӳсен-тăран та çук кунта. Йывăçсем те ӳсмеççĕ. Шăплăх. Чуна çӳçентерекен шăплăх.
— Хĕрĕм, ут ман хыççăн, ан хăра, — илтрĕ Антонина Васильевна.
Кам сасси? Ăçтан килет ку сасă? Питĕ чуна çывăхскер. Лăпкать, ачашлать вăл чуна. Ара, амăшĕн сасси-çке. Пулма пултараймасть! Амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа нумай çул иртрĕ ĕнтĕ.
— Эпĕ ку, Туня, эпĕ ку. Аннӳ-çке. Ан хăра манран. Эпĕ сана илме килтĕм, — ачашшăн çупăрларĕç палланă алăсем.
Çав вăхăтра Тоня умне çĕртен тӳпенелле кармашакан, лăс-лăс силленекен чикмек пырса тăратрĕç. Амăшĕ çав чикмек тăрăх çӳлелле йăпăр-япăр улăхса кайрĕ те аллипе Тоньăна кăчăк туртса чĕнчĕ:
— Улăх, улăх, хĕрĕм. Манран ан юл. Пусмаран пусма çине улăхать Тоня. Анчах та ниепле те амăшне хуса çитеймест. Пусмисем те çирĕп пек. Вĕсене саваланă сап-сарă хăмаран ăсталанă. Сарлака хăйсем. Темшĕн çак пусмасем пусмассерен унта-кунта силленеççĕ, чӳхенеççĕ, Тоньăна амăшĕ хыçĕнчен ярасшăн мар тейĕн.
Акă ĕнтĕ амăшĕ çӳлти пусма çинче тăрать. Таçтан вĕр çĕнĕ, сап-сарă шултра пĕренесенчен ăсталанă сарă кермен пек çурт тухса тăчĕ. Малтанласа çукчĕ-çке вăл. Амăшĕ çав çуртăн пусми çине пусрĕ, Тоньăна кăчăк туртса чĕнет. Хăпарса çитнĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ, пусма лăс-лăс силленчĕ те, хĕрарăм аялалла персе анчĕ. Çук, сусăрланмарĕ вăл. Нимĕн те ыраттармарĕ. Пуçне тепĕр хут çĕклерĕ те хăй умĕнче çав çурта улăхмалли вĕр çĕнĕ пусмана курчĕ. Питĕ хăвăрт хăпарса кайрĕ Тоня çӳле амăшĕ патне. Алăка уçса ун хыççăн кĕресшĕн пулчĕ çеç — çав вăхăтра арçын сасси янăраса кайрĕ:
— Мĕнле йĕркесĕрлĕх кунта?! Ку турпассене кам пуçтарать?!
Тоня аялалла пăхрĕ те темĕнле çынсене курчĕ. Пурте хура тумпа. Вĕсем тăракан тĕлте — вĕр çĕнĕ турпассем, саваланă хыççăн юлнă çӳп-çав. Хĕрарăм улăхиччен çукчĕ-çке вĕсем унта, йĕри-тавра тирпейччĕ.
— Пуçтарăпăр. Хамах пуçтаратăп. Эпĕ кунта çĕнĕ çын-ха. Çавăнпа ĕлкĕреймерĕм, — тӳрре тухма васкарĕ вăл.
Çапла каларĕ те вăранса кайрĕ. Антонина Васильевна вырăн çинче выртать. Хускалас та килмест унăн. Мĕне пĕлтерет ку? Амăшĕ илме килни ырра мар. Юлашки вăхăтра час-час чирлекен пулчĕ Тоня. Кам чирлемест пулĕ? Пурте чирлеççĕ. Çине тăрса сипленеççĕ те чĕрĕлеççĕ. Хĕрарăм аллипе вырăна хыпашласа тĕрĕслерĕ. Эппин, тĕлĕк çеç курăннă ăна, килтех вăл. Упăшки те çумрах. Пăравус пекех чăхăмла-чăхăмла харлаттарать. Чӳрече карри витĕр ирхи çутă сăрхăнса кĕрет. Курнă тĕлĕк пирки асапланать Тоня. Кун пек уçăмлă, асра юлаканнисем сайра пулаççĕ пурнăçра.
Сурĕк кăмăлпа çĕкленчĕ хĕрарăм вырăн çинчен, аллисем те ĕç патне пымаççĕ.
Антонина Васильевна турăш умне тăрса сăхсăхрĕ:
— Эй, Çӳлти Турă, усал-тĕселтен сыхласамччĕ, мана пурнăçран халех ан уйăрсамччĕ. Эпĕ çамрăк вĕт-ха. Вилĕмрен хăрамастăп та, мăнуксене те утьăкка сиктерес килет-çке. Хĕре качча парасчĕ, кин кĕртесчĕ. Мăнуксене кĕтсе илсе вĕсене ура çине тăма пулăшасчĕ.
Унтан упăшкине тĕрткелесе вăратрĕ те хăй курнă тĕлĕке каласа пачĕ.
— Ырă мар тĕлĕк паллах, анчах ан кулян. Аннӳ уçнă алăкран кĕмен вĕт эс. Арçын сасси Çӳлти Атте Турă сасси пулнă тейĕпĕр. Вăл сана аннӳ хыççăн кайма чарнă. Ман ку тĕлĕк çинчен, пурнăç пирки шухăшламалла.
* * *
Ниепле те тухмасть çак тĕлĕк Антонина Васильевна асĕнчен, пĕр вĕçĕмсĕр хăй çинчен асăрхаттарать. Хăть пĕр саманчĕ, пĕр сăмахĕ те пулин манăçасчĕ. Типсе шурса кайрĕ хĕрарăм. Апат анмасть. Алли-ури ĕç патне пымасть. Тĕлĕнсе пăхаççĕ ун çине паллакансем. Кăшкарĕ çеç тăрса юлчĕ илемлĕ, тăп-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăмран. Чирĕ шалалла кайрĕ пулас. Ăша пусарса калаçма та çын кирлĕ-çке. Чĕмпĕр хулинче упăшкин те, хăйĕн те пĕр тăван та çук.
Тус-юлташсен кашнийĕнех хăйĕн пурнăçĕ. Итлеççĕ, шелленĕ пек ассăн сывлаççĕ те çакăнпа çырлахаççĕ. Тăван тăвалла туртать тесе ахальтен каламан çав. Ӳкĕнет халĕ Антонина Васильевна упăшкипе тăванĕсен çывăхнелле тĕпленменшĕн. Юрать-ха ачисем тимлĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн иккĕшĕ те аслă шкула вĕренме кĕчĕç. Хĕрĕ тухтăр пуласшăн, ывăлĕ вара юрист лавне туртма ĕмĕтленет. Хĕрĕ пĕр çул анчах аслăрах кĕçĕннинчен. Умлăн-хыçлăн килчĕç вĕсем çут тĕнчене. Туслă пурăнаççĕ ачисем. Пĕчĕк чухне те теттесемшĕн харкашни пулман. Улăштарса е пĕрле вылятчĕç. Коля шофер пулса Ленăн пуканийĕсене яла асламăшĕ патне илсе каятчĕ. Ялĕ вара коридорăн пĕр кĕтесĕнче вырнаçнăччĕ.
— Сана лартаймастăп. Эсĕ юнашар утса пыр. Эпĕ хытă хăваламăп машинине, — тетчĕ.
Темиçе роль выляма тиветчĕ вĕсен пĕр вăхăтрах. Антонина Васильевнăна пĕр пулăм аса килчĕ.
— Аван-и, асанне? Эпир çитрĕмĕр. Лена, кучченеçсене хăвăртрах кăлар-ха.
— Эй, нянккасем, эй, чĕппĕмсем, — пырса ыталарĕ Кольăна пуçне шурă тутăр çыхнă, кăштах пĕкĕрĕлнĕ Лена. — Çул çинчен куçа илместĕп сире кĕтсе. Ленук ăçта тата?
— Кучченеçсене пушатать-ха. Асанне, асатте ăçта? Пулла кайман пуль те?
— Эй, няняккам, сирĕнсĕр пулла епле кайтăр аслаçу?
Коля пуçне карттус тăхăнчĕ те кĕтесрен патак илчĕ, уксахларах васка-васка хĕр ачана çаврăннă Лена патне пычĕ.
— Вăт мĕнле пысăккă ӳссе кайнă манăн мăнуксем, — çупăрларĕ вăл «мăнукне».
Çакна курса тăракан ашшĕпе амăшĕ варĕсене тытсах кулчĕç...
— Аннеçĕм, — терĕ пĕр ирхине Лена. — Куратăп, сан сывлăху йăшсах пырать. Больницăна выртсах пур енлĕн тĕрĕслеттермелле сывлăхна.
— Майĕпен-майĕпен майлашăп-ха. Ĕçре эп хама лайăхрах туятăп. Ачасене те шел. Вĕсем урăх вĕрентекене йывăррăн хăнăхаççĕ.
Пĕрремĕш классем унăн кăçал. Чăх чĕпписем амăш патне туртăннă пекех туртăнаççĕ вĕсем учителĕ патне.
— Анне, ачасене те сывă учитель кирлĕ.
— Чиркĕве кайса килесшĕн-ха. Юлашки вăхăтра унта пачах та пулман эпĕ.
Упăшки те пăшăрханать арăмĕн сывлăхĕ пирки. Петр Иванович, пĕр заводра цех начальникĕ пулса тăрăшаканскер, ĕлĕкрех килти ĕçсене арăмĕпе ачисем çине тиеме тăрăшатчĕ. «Сан ав мансăрах икĕ пулăшакан», — текелетчĕ.
Шкула пухусене те пит çӳремен вăл. Мăшăрĕ шкулта ĕçленипе ачасене унăн воспитанийĕ çитет тесе шутланă пуль.
Пĕррехинче питĕ кăсăклă самант пулчĕ. Пыраççĕ урампа Антонина Васильевнăпа Петр Иванович шăкăл-шăкăл калаçса. Çанталăкĕ те вĕсен кăмăлĕ пекех ăшă та янкăр.
— Сывлăх сунатăп. Мĕнле пурăнатăр? Петр Ивановича курманни пайтах пулать. Питĕ ĕçлĕ çын пулас вăл? — ăшшăн кулкаласа пырса тăчĕ вĕсен умне çамрăк, илемлĕ, питĕ килĕшӳллĕ, юлашки модăна пăхăнса тумланнă хĕрарăм. — Çут çанталăкпа киленетĕр пулас?
— Пĕртте тултан кĕрес килмест паян. Пире ĕçĕ те яланах хăйĕн серепинче тытса тăрасшăн та, паян уçăлса çӳреме май тупасах терĕмĕр, — евĕккĕн тавăрчĕ Антонина Васильевна.
— Ан та калăр. Пирĕн килте те пĕр лав тетрадь тĕрĕслемелле. Ну, ыранччен, Антонина Васильевна. Сывă пулăр, Петр Иванович.
Хĕрарăма тĕсесе пăхса ăсатрĕ арçын.
— Кам пулчĕ-ха ку? Питĕ çывăх çын пек калаçать.
Антонина Васильевна пĕрĕхтерсе кулса ячĕ:
— Ой, кулса вилеп! Петя, паянхи тĕлпулу пулман пулсан ывăлун класс ертӳçи кам пулнине те пĕлмесĕрех юлаттăн. Э-эх, воспитатель. Ывăлупа хĕрӳ ӳснине те сисмесĕрех юлтăн вĕт.
— Мда-а. Çапла çав. Кольăнне пĕлмен те, Ленăнне вара кунсерен тенĕ пекех курса калаçнă. Ну, мĕнле воспитатель эпĕ?
— Çапла, — кулчĕ арăмĕ. — Пĕр площадкăра вырнаçнă хваттерте пурăнакан хĕрарăма асăрхамасăр юлма йывăртарах.
— Тоня, астăватăн-и пирĕн малтанхи тĕлпулăва? — ачашшăн пăхрĕ упăшки мăшăрне куçран. Куçĕсем ĕлĕкхи пекех хĕм сапаççĕ. Мĕн чул туйăм унта! Калăн ак-ак пĕрремĕш хут туйăмĕсем çинчен пĕлтерет тесе.
— Çук, манман, — йăвашшăн пăхрĕ хĕрарăм упăшкине куçран. — Манма та пултараймастăп. Эсĕ мана халиччен чĕрене хытармалăх пĕрре те кӳрентермен-çке.
— Кăштах пулнă пуль те-ха.
— Кăштах-и? Чĕрне хури чухлĕ те çук пуль. Тавах сана, Петя. Пурнăçра санпа юнашар утнишĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Ӳкĕнес те çук пулĕ тесе шутлатăп.
— Эх, Тоня. Мĕнле кӳрентерĕн-ха сана. Эпĕ сана савнийӳнтен туртса илнĕ чухне хама сăмах панă. Арçын сăмахне. Эпĕ вара сăмаха çилпе вĕçтерме хăнăхман, — ытарлăн çупăрларĕ мăшăрне арçын.
Кун пек пĕрле уçăлса çӳрени сайрарах пулать те, иккĕшĕ те киленеççĕ çут çанталăк илемĕпе. Петр Иванович иртен пуçласа каçчен ĕçре. Канмали кунсенче те канăç çук ун валли.
Юлашки вăхăтра упăшки улшăнсах пычĕ. Ĕçре те пит вăрах тытăнса тăмарĕ. Май пур таран пулăшма тăрăшрĕ. Ĕлĕк алла пылесос тавраш тытманскер халĕ чиперех тусан пуçтарать. Савăт-сапа та çăвать, çĕр улми те шуратать. Ывăлĕ те канăçсăрланать амăшĕн сывлăхĕ пирки. Лена та, Коля та яланах ăшă сăмахпа та, ĕçпе те хавхалантарма тăрăшаççĕ.
— Çитет çут çанталăкран пулăшу кĕтсе. Ыран хам илсе каятăп сана тухтăр патне, — хытарсах каларĕ Петр Иванович пĕр ирхине.
Антонина Васильевна хирĕç нимĕн те каламарĕ.
Кĕçĕн класра вĕренекенсем шăмат кун канаççĕ. Антонина Васильевна ирхине ирех чиркĕве тухса утрĕ. Ăçтан-тăр вăй килнĕ пек туйрĕ хăйне.
Чĕррисемшĕн Турăран сывлăх, вилнисемшĕн леш тĕнчере чун лăпкăлăхĕ ыйтса çуртасем лартрĕ. Ирхи кĕлĕ пĕтичченех пулчĕ чиркӳре хĕрарăм. Хăй пĕлнĕ пек кĕлтурĕ. Кунта çамрăксем те пур. Палланă çынсем те курăнкалаççĕ. Халь совет самани мар.
Антонина Васильевна хăй мĕнле шыва кĕнине аса илчĕ. Çирĕм пĕр çул тултарнă хĕрччĕ вăл ун чухне. Учительсен çемйинче çуралса ӳснĕскер чиркӳрен аякра тăнă паллах. Турăш тавраш пулман вĕсен килĕнче. Пĕчĕк ача çеç пулнă пулин те астăвать çакна: малти пӳлĕмри хĕрлĕ кĕтесре урайĕнчен пуçласа маччана çити Сталин портречĕ вырнаçнăччĕ. Çитĕнсе çитсен хĕр чиркӳре шыва кĕме шутларĕ. Мĕнле пурнăçа кĕртмелле çакна? Студентка, комсомолка-çке. Палланă хĕрарăмпа калаçрĕ те иккĕшĕ чиркĕве пачăшкă патне кайрĕç. Пачăшкă ирĕк панипе çав хĕрарăм паспорчĕпе шыва кĕме килĕшре Тоня.
Ун чухне паспорт кăтартмасăр шыва та кĕртмен чиркӳре, кам хăçан шыва кĕнине виççĕмĕш куннех кирлĕ çĕре, çӳлти влаç тытăмне, пĕлтермелле пулнă.
Хĕрарăмĕ Тоньăран пĕр вун пилĕк çул аслăскерччĕ.
Çапла Турă умĕнче хăй ячĕпех, анчах хут çинче Белова Александра пулса Христос тĕнне йышăнчĕ хĕр. Хĕреснамăшĕ çав хĕрарăм пулчĕ. Ун чухне институт общежитийĕнче пурăнатчĕ Тоня.
Виçĕ кунран ăна вахтăна телефон патне чĕнчĕç.
— Мухтав Турра, пире сыхларĕ. Мĕнле йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ пулăттăн-ши эсĕ хăв паспортупа шыва кĕнĕ пулсан, — хыпăнса калаçрĕ хĕреснамăшĕ.
Виçĕ кунран Белова Александрăна шыраса КГБра ĕçлекен икĕ арçын пычĕ. Эх, тĕпчеççĕ тет, эх, намăслантараççĕ тет. Лешне мĕн? Вăл студентка мар. Комсомолка та мар. Туртса илсен — урай çăвакан мунчалине туртса илĕç. Уборщица пулса ĕçлетчĕ вăл Тоньăсен общежитийĕнче. Ачисем вĕренекен шкула кайса пĕлтерессипе хăратаççĕ тет. Çапах кайса çӳремен пулас. Урăх ниçта та чĕнтермен хĕреснамăшне...
Лăпланса вăй илнĕ пек таврăнчĕ хĕрарăм килне.
— Тоня, кам çапла хăтланать, — кăмăлсăр калаçрĕ упăшки. — Эпĕ машинăпа килсе çитрĕм. Хам маларах калаçса хунă паллă тухтăр патне илсе каясшăнччĕ, эсĕ килтен тухса тарнă.
— Ан кулян. Эпĕ тухтăр патĕнче пултăм. Веçех йĕркеллĕ пулать манăн.
Ăнланчĕ упăшки Тоня мĕнле тухтăр патĕнче пулнине. Урăх нимĕн те шарламарĕ.
* * *
Кашни шăмат кунпа вырсарни кун чиркĕве çӳрет Антонина Васильевна. Турăран пулăшу ыйтать. Хăйне авантарах туйнă пек, анчах та больницăна каймаллине те ăнланать хĕрарăм.
Çулталăк çитрĕ вăл чирленĕренпе.
— Эсĕ шĕпĕн курăкне пĕçерсе унăн шывне пĕчĕккĕн сыпкала-ха, — вĕрентрĕ пĕррехинче пĕрле ĕçлекен хĕрарăм. — Çав курăк ăш-чикри шыçăсене пĕтерет теççĕ.
— Тем тумалла. Ывăнса çитрĕм эпĕ. Пĕрре те шыва хирĕç ишес килмест. Алăпа сулас пуль пурнăç çине. Шел, ачасем çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнине кураймастăп.
— Эс, Антонина, хăвала кун пек шухăшсене, — сассине хăпартсах каларĕ ĕçтешĕ. — Урăх илтем мар. Никам хăлхине те пырса ан кĕтĕр кун пек калаçу. Сан мĕскер, упăшку начар-и? Ачусем йĕркесĕр-и? Пĕтĕм вăйпа, чунпа шăла çыртса пурнăçран çакăнмалла пирĕн. — Вăл пĕр вăхăт хушши лăпланчĕ те унтан малалла калаçрĕ: — Ан ман, арçын вăл хăй валли карта хыçне тухсан та тупать. Эпир ачасене кирлĕ. Ачасене-е. Пурăнасчĕ-ха. Пурăнатпăр та, — пырса çупăрларĕ вăл тантăшне.
— Тавтапуç сана мана хавхалантарса тăнăшăн, — куççулне шăлчĕ Тоня.
— Йĕри-тавра сăна-ха. Мĕнле илемлĕ çут тĕнче. Çак çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайни хăй пысăк çылăх. Çы-ы-лă-ăх, — чăпăрт чуптуса илчĕ Тоньăна ĕçтешĕ.
Илсе кайрĕ-кайрех упăшки Антонина Васильевнăна больницăна. Питĕ тĕплĕн тĕрĕслерĕç сывлăхне. Чылай анализ пама тиврĕ унăн. Юлашкинчен тухтăр хĕрарăм çине шеллерех пăхрĕ те коридорта кĕтме хушрĕ. Упăшкине кабинетра юлма ыйтрĕ.
Пĕтĕмпех ăнланчĕ Антонина Васильевна. Приговор ку. Рак чирĕ унăн. «Рак! Рак! Рак!» — шаккарĕ тăнлавĕнче.
— Нимĕнле стационара та выртмастăп! Рак чирĕпе чирлисем патне каймастăп, Кай-мас-тă-ăп! — кăшкăрчĕ вăл пĕтĕм чун ыратăвĕпе упăшки çăварне уçсанах.
— Тоня, килте ларса калаçăпăр, лăплан, — хăйне алла илме тăрăшса каларĕ арçын чĕтрекен сассипе.
— Кĕтсе илеймĕç! Пурпĕрех вилместĕп, — ĕсĕклерĕ Тоня машинăра.
— Вăт, кун пек эсĕ мана ытларах килĕшетĕн. Пурнăçшăн кĕрешмелле. Акă отпуск илетпĕр те санаторие каятпăр. Кăнтăра мар, хамăр облаçрах аван санаторисем пур. Кăнтăр хĕвелĕ саншăн сиенлĕ пулма пултарать.
— Мана ним те сиенлĕ мар. Эпĕ сывă! Сывă! Сы-ы-вă! Нумайрах канмалла анчах манăн.
— Канмалли майне тупăпăр. Укçине те шеллемĕпĕр. Заводра та пулăшу парĕç, — хавхалантарчĕ упăшки.
Ним те калаймăн, лайăх çын тĕлне пулчĕ Тоня. Хĕр чухне хĕрĕх тус теççĕ те, Тоньăна кăмăллакан каччăсем пайтах пулнă. Питĕ илĕртӳллĕ хĕрччĕ вăл. Тăпăл-тăпăл кĕлетки, йăрăс çинçе пилĕклĕ пĕвĕ, çырăрах çӳçĕ — çаксем пурте килĕшсе хĕре хăйне евĕрлĕ асамлăх паратчĕç. Куçĕсем вара хĕм сапатчĕç. Симĕс тесен симĕс тееймĕн, кăвак тесен кăвак тееймĕн вĕсене. Яланах урăх тĕслĕ пек курăнатчĕç вĕсем.
— Ну, Тоня, эсĕ кун пек куçсемпе хăть мĕнле каччăна та хăв енне çавăрма пултаратăн. Пĕрре çеç мăч-мăч тутарса ил, — шӳтлетчĕç ыр сунакансем.
— Тем ан калаçăр-ха. Пĕртте ун пирки шутламастăп. Турă çырни пулсан мăчлаттармасăрах тупăнĕ-ха.
Халĕ мĕн тăрса юлчĕ хĕрарăмран. Тĕкĕр патне те пыма хăратъ вăл. Типшĕм пит, путса кĕнĕ тĕссĕр куçсем пăхаççĕ ун çине.
— Атя пасара кĕрсе тухар-ха. Пахча çимĕç, улма-çырла туянар. Халĕ ун пек япаласене ытларах çимелле санăн. Ĕне пĕверне пиçи-пиçми хатĕрлесе çиме хушрĕ тухтăр, — пасар патне каякан çул çине пăрчĕ машинине упăшки. — Эсĕ машинăрах лар. Веçех хам илсе килĕп.
— Кăштах уçă сывлăшпа сывлам-ха. Эсĕ уттар. Эпĕ кунтах пулăп.
— Пирогова, эсех-и ку?! — илтрĕ сасартăк вăл арçын сассине.
Çаврăнса пăхрĕ те пĕр типшĕмрех, лутрарах пӳллĕ, пĕркеленчĕк питлĕ, ял çыннилле тумланнă арçынна курчĕ. Кам-ха ку ăна хĕр чухнехи хушамачĕпе чĕнекенскер? Тоня ку çынна палламасть-çке.
— Эпĕ те-ха. Эсир кам пулатăр вара?
— Д-а-а, аран палласа илтĕм. Ватăлса кайнă эс.
— Çапла пуль те-ха. Кам пултăр-ха? Эсир çапçамрăк тăратăр та, эпĕ сире çавах паллаймарăм.
— Эс мĕн, Куклиева? Пĕр çул каярах вĕреннĕ Алексеев вĕт эп. Эх, мĕнле хĕрччĕ эс! Пĕтĕм хамăр ял, кӳршĕ ял каччисем сан хыçран чупатчĕç. Эпир вăрттăн сăнаттăмăр сана.
— Миçе çул иртрĕ-ха унтанпа? — йăвашшăн кулчĕ Тоня. — Тăхăр класс пĕтернĕренпе курман сана. Вăтăр çул ытла иртрĕ ĕнте. Паллаймарăм çав сана, Автанчик, каччă пек курăнсан та, — кăшт йĕкĕлтерех тавăрчĕ Тоня. — Тавтапуç сана мана, ватăлнăскере, палласа асăрханăшăн.
Тоньăна шкулта йĕкĕлтесе Куклиева тетчĕç. Алексеева Автанчик ят панăччĕ. Вăл усал автан пекех сиксе ларатчĕ хăйне кӳрентерекен çине.
Тĕл пулнăшăн савăнса вĕсем пĕр-пĕринчен ял-йыш çинчен ыйтса пĕлчĕç. Тоня кăмăллăн кулкалать. Ачалăха таврăнчĕ мар-и.
— Ну, Куклиева, чипер юл. Сывлăхпа çӳре.
— Сана та çавнах сунатăп, Автанчик. Ял-йыша салам.
Çапла уйрăлчĕç вĕсем. Тоня чĕринче çутă хĕлхем çуралчĕ. Вăтăр çул иртсен палласа илчĕç ăна. Апла пулсан питех ватăлман та вăл.
Акă икĕ тулли пакет йăтнă упăшки çитрĕ те, вĕсем килелле çул тытрĕç. Ачисене амăшĕн хăрушă чирĕ пирки пĕлтерес мар тесе калаçса татăлчĕç. Халĕ хĕрĕ килте çук-ха. Вăл яла аслашшĕпе асламăшĕ патне кайнă. Час-часах унта кайса çӳре пуçларĕ Лена.
— Эсĕ унта чун уççи тупман-и хăв валли? — шӳтлесе ыйтрĕ пĕррехинче амăшĕ.
— Тен, тупнă та пуль, — хихиклетрĕ хĕрĕ. — Шӳтлеп. Ватăсене те пулăшмалла-çке.
— Питĕ тĕрĕс шутлатăн. Пулăшмаллах. Асламăшĕ каланă тăрăх, ялта пĕр каччăпа паллашнă Лена. Лешĕ Самарăра университетра вĕренет. Канмалли кунсенче, уявсем вăхăтĕнче тĕл пулаççĕ çамрăксем.
Хăш вăхăтра ӳссе çитĕнчĕç ачисем? Хĕрĕ сăнпа амăшне хывнă. Çӳçĕ анчах çутăрах. Хальхи нумай çамрăк эрех-сăрапа, пируспа туслă. Антонина Васильевна ачисем пирки ун пек калаймăн. Анчах хальхи саманара мухтанаймăн та, савăнаймăн та. Паян апла, ыран капла вĕсем. Самани хăйне май çавăрттарать мар-и. Турă упратăрах.
Ывăлĕ тус-юлташпа пит хутшăнсах каймасть. Хĕрсем шăнкăравласан та ерçейменни çинчен пĕлтерет. Паллах, ку та амăшне пăшăрхантарать. Ялан атте-анне çумĕнче пурăнаймастăн-çке. Пурнăçра йывăрлăхсем те нумай. Ун пек чухне çывăх çынсен тĕрекĕ нумай çăмăллăх парать.
Тоня хăйпе пĕртăван аппăшне аса илчĕ. Урăх хулара пурăнать вăл. Качча кайса çемье çавăраймарĕ Лида хăй вăхăтĕнче. Нумайăшне хăй тиркерĕ пулас. Вăл кăмăлланă каччă урăххине суйласа илчĕ. Çапла ĕнтĕ вăл шăпа тени, ăспа илем яланах çул уçса пымаççĕ. Хăшпĕр чухне, тен, чăрмантараççĕ те-и.
Час-часах тĕл пулаймаççĕ аппăшĕпе йăмăкĕ.
Çулталăкра пĕр-икĕ хутран ытла мар. Тоньăн чĕри савăнса кăлт-кăлт тапма пикенчĕ. Кĕçех Çимĕк çитет. Çак уявра вĕсем яланах тăван ялта, ашшĕ-амăшĕн çуртĕнче, пухăнаççĕ. Лида йăмăкĕн ачисене чунтан юратать. Медицина сестрин ĕç укçийĕ пысăк пулмасан та Ленăпа Кольăна парнесĕр хăвармасть.
Ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕчĕç. Ялти çурт халь пушах ларать. Çулла кайкаласа çӳреççĕ-ха унта. Çĕр улми лартаççĕ анкартине. Кишĕр, сухан, кăшман ӳстереççĕ. Улмуççисем пур садра. Хурлăхан, чие йывăççисем çимĕçĕпе хăналаççĕ.
Тоньăн чунĕ тунсăхпа тулчĕ. Тем пек яла каяс килет, ял сывлăшĕпе, ачалăх сывлăшĕпе, унăн техĕмĕпе киленес килет.
* * *
Ниепле те черетлĕ отпуска каяймасть Петр Иванович. Цех пуçлăхĕн яланах мĕнле те пулин ыйтăва татса памалла. Паян ак тата командировкăна тухса каймалли пирки пĕлтерчĕç. Тем пекех чĕри ыратать арçыннăн. Чирлĕ арăмне килте пĕччен хăварас килмест. Анчах мĕн тăвайăн? Аслисем умĕнче ялан тенĕ пекех пуçа усма, ухмах пулма тивет. Вырăссен çавăн пек каларăш пур: «Я начальник — ты дурак. Ты начальник — я дурак».
Тухса кайрĕ Петр Иванович пĕр уйăхлăха командировкăна. Упăшки кун пек вăрăм командировкăсене кайсан мăшăрĕн йĕркелĕхне пĕле тăркачах Тоньăн чĕри канăçлăхне çухатать. Тем тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет пуçа. Халь тата самана та ахăрсах кайрĕ. Хĕрарăмсем ниме пăхмасăр иртĕхеççĕ. Упăшкине те шансах пĕтереймĕн, чирлĕ арăмне пăхса ывăннăскере тем шухăш та кĕме пултарĕ.
Ашшĕ яла шăнкăравласа Ленăна киле таврăнма хушрĕ, хăй командировкăра иккенне пĕлтерчĕ.
Тепĕр куннех вĕçтерсе çитрĕ хĕрĕ.
— Анне, атте шăнкăравламан пулсан эсĕ ман çинчен мансах каяттăн-и тен? — шӳтленĕ пекрех, пăшăрханнине пĕлтересшĕн мар пулса çупăрларĕ амăшне Лена.
— Ара, хĕрĕм, кашни кун пурăнмалла-çке. Енчен те санăн хăвăн çемйӳпе аякри пĕр-пĕр хулара е ялта пурăнма тивсен? Эпĕ кăшт чирленĕшĕнех ĕçне, çемйӳне пăрахса килмелле-им?
Лена кăçал виççĕмĕш курсран вĕренсе тухрĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл мĕнле тухтăр пулмалли специализацие суйласа илет. Кăçалхи çул вĕсен практика занятийĕсем те нумай пулчĕç. Терапевт пуласшăн Лена. Питĕ нумай вулать. Тĕрлĕ медицина литературине çырăнса илеççĕ çемьере. Туять Лена амăшĕ йывăр чирлине. Мĕнле чир иккенне те тавçăрать. Онкодиспансерта та пĕрре мар пулнă вăл практикăра. Рак чирĕпе чирлисем мĕнлерех курăннине пĕлет. Анчах та хăй тавçăрнине кăтартмасть. Йăшсах пырать амăшĕн сывлăхĕ. Юрать-ха халь отпускра вăл.
Пĕр ирхине вырăн çинчен те çĕкленеймерĕ Антонина Васильевна. Ачисем «васкавлă пулăшу» чĕнтерсе больницăна ăсатрĕç. Хучĕç-хучĕçех ăна онкодиспансера. Тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн чир шала кайнине, операци тумаллине пĕлтерчĕç.
— Килĕшместĕпех, — пат касса татрĕ хĕрарăм. — Мĕн чухлĕ пурăнма çырнă, çавăн чухлĕ пурăнăп. Операци тунă хыççăн чĕрĕлсе юлнă çынсене курман-ха эпĕ халиччен. Упăшка таврăнтăр-ха. Унпа та канашламалла.
— Мĕнех, — терĕ лăпкăн арçын тухтăр. — Сирĕн хăвăрăн ирĕкĕр. Пирĕн ирĕксĕр операци тума юрамасть. Чĕрĕ çын-çке.
Пиллĕкмĕш кун выртать Антонина Васильевна больницăра. Палатăри стенасене, чӳречене, краватьсене, сĕтел-тенкеле сăнать хĕрарăм. Кунта пĕрре те ытти больницăри пек мар. Стена штукатуркисем катăла-катăла аннă. Кравачĕсем кивĕ, çаврăнса выртмассерен чирлĕ çынсен сассисемпе хутăшса нăйкăшаççĕ. Чӳрече хашакĕсене миçе çул сăрламан-ши? Санитаркăсем те сахал кĕреççĕ палатăна. Тусан шăлни те, урай çуни те питĕ сайра пулать кунта.
— Чирне кура — сумĕ, — сасăпах каласа ячĕ Тоня.
— Эх, хĕрĕм. Эс те ун çинчен шутласа выртатăн-и? Мана пырĕ ĕнтĕ. Эпĕ çитмĕлтен иртнĕ, — сас пачĕ юнашар кравать çинчи типсе-хăрса кайнă кинеми куççульне шăлса. — Эсĕ çамрăк вĕт-ха. Санăн пурăнмалла.
Уколсем тукалаççĕ-ха. Темле таблеткăсем те параççĕ. Кунти апата пачах та çиеймест Антонина Васильевна. Ывăлĕпе хĕрĕ кунсерен килтен тĕрлĕ апат пĕçерсе килеççĕ. Мĕн чул çиейĕ ăш-чикĕ ракпа чирлĕ хĕрарăм? Палатăри çынсене пурне те валеçсе парать килти апата.
Акă упăшки командировкăран çитрĕ. Мăшăрĕ больницăна лекнине пĕлсен пĕр эрне маларах таврăнчĕ вăл. Арăмĕ патне кĕриччен малтан тухтăрпа калаçса пăхма шутларĕ.
— Операци тумасан пилĕк-ултă çул пурăнма пултарать. Операци тусан та шанăç сахалрах. Метастазăсем пур. Операци хыççăн вĕсем пысăк хăвăртлăхпа сарăлма пултараççĕ.
Шăппăн уçрĕ Петр Иванович палата алăкне. Тоньăна хăватлă укол тунă пулас, вăл канлĕ тĕлĕрет. Палатăра шăп. Пĕр кинеми анчах алăк сассине илтсе сулахай енчен сылтăм енне çаврăнса выртрĕ. Вăл килнĕ хăна çине темле тунсăхлăн, тĕмсĕлсе пăхрĕ. Петр Иванович Тоня еннелле аллине сĕлтсе хăй ун патне килнине пĕлтерчĕ. Унтан алăк патĕнче тăракан тенкеле илсе арăмĕн кравачĕ çумне ларчĕ.
— Эсир упăшки пулĕ-ха. Сире Тоня ялан ырăпа асăнать. Ачăрсем те питĕ йĕркеллĕ сирĕн. Амăшне пăрахмаççĕ, лайăх пăхаççĕ. — Хĕрарăм калаçма чарăнчĕ те тарăннăн сывласа илчĕ. Унтан хăйăлтатса тухакан сассипе малалла сăмахне тăсрĕ: — Ман пата килсе пăхакан çук. Тăвансем аякра. Ывăла арăмĕ ямасть пулас. Кинĕм ман вĕреннĕ пысăк çын. Йĕрĕнет манран. Эпĕ хам, мĕн, стройкăра ĕçлесе ватăлтăм. Упăшкам пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ те, ывăлăма пĕчченех пăхса ӳстертĕм. Вăл манăн пысăк начальник. Ерçеймест те пуль.
Шăпăр-шăпăр юхать тăварлă куççуль кинемейĕн йывăр пурнăçпа, чирпе пĕркеленнĕ пичĕ тăрăх.
Калаçнă сасса илтсе Антонина Васильевна куçне уçрĕ. Мĕнлерех çутăпа, савăнăçпа тулчĕç хĕрарăмăн тĕссĕрленнĕ куçĕсем упăшкине курсан. Питне хĕрлĕ тĕс кĕчĕ. Тути чĕтренсе илчĕ. Савăнăç куççулĕ пăчăртанса тухрĕ.
— Тавах сана эс пурришĕн, маншăн пурнăçра чăн тĕрек пулнишĕн, — вăйсăррăн пăшăлтатрĕ хĕрарăм упăшкин ăшă, вăйлă аллисене çупăрласа.
Тухтăрпа мĕн калаçнине арăмне пĕлтермерĕ арçын.
— Илсе кай мана киле. Эпĕ кунта текех выртма пултараймастăп, — тархасласа пăхрĕ Тоня упăшкине куçран.
— Каятăп. Паянах илсе каятăп, — çупăрларĕ арăмне Петр Иванович.
Палатăри ытти хĕрарăмсем те кравачĕсене чĕриклеттерсе хускалкаласа илчĕç. Миçе мăшăр куç сăнать халь çак пĕр-пĕрне чунтан савакан, хисеплекен мăшăра! Çав куçсенче ăмсану та, вĕсемшĕн савăнни те, çакăн пек мăшăрсем пурринчен тĕлĕнни те палăрать.
Килте стенасем те пулăшаççĕ тесе ахальтен каламаççĕ çав. Тоня йăл-йăл кулать. Вăл чи малтан ваннăйне кĕрсе çăвăнчĕ. Тĕрĕссипе каласан, упăшки çуса кăларчĕ ăна. Таса тумтир тăхăнса таса вырăн çине выртсан хăйне вăй кĕрсе кайнă пекех туйрĕ хĕрарăм.
Акă упăшки тĕрлĕ курăк ярса хатĕрленĕ, пыл хушнă чей илсе килчĕ. Аран-аран çăтать хĕрарăм техĕмлĕ чее. Мăшăрĕ Тоня умне чĕркуçленсе ларчĕ те унăн типшĕм аллисене хăй аллине илчĕ. Ачашшăн çупăрларĕ вĕсене арçын.
— Чĕрĕлетпĕр. Чĕрĕлетпĕрех эпир, — пăшăлтатрĕ вăл шывланнă куçĕсене тартса.
* * *
Петр Иванович отпуск илчĕ. Икĕ путевка пачĕç ăна.
— Тоня, атя майĕпен хатĕрленме пуçлар. Инçете каймастпăр. Хуларан вăтăр çухрăмра вырнаçнă санатори.
— Темле ĕнтĕ. Хал çитерейĕп-ши эпĕ унта кайса çӳреме?
— Веçех аван пулать. Пӳлĕмĕ люкс текенни. Холодильникĕ, телевизорĕ, телефонĕ — веçех пур унта. Кирлех пулсан — апатне те номерах илсе пыраççĕ. Ак курăн-ха. Çитсенех хăвна аван туйма пуçлатăн. Унта хырлăх вăрман Минераллă шывпа сипленетĕн.
Тухтăрсем санаторипе курорт карттине çырса парасшăнах марччĕ Антонина Васильевна валли. Ӳкĕтлесех çыртарчĕ Петр Иванович.
Виçĕ эрне пулчĕç вĕсем санаторире. Чăнах та, Антонина Васильевна хăйне самаях лайăх туйма пуçларĕ. Кунсерен минераллă шывпа сипленни те, хырлăхри таса сывлăш та пулăшрĕç паллах. Мĕн каламалли! Пластикăран тунă савăта тултарнă шывпа танлаштараймăн ăна. Врачсем асăрхаттарнине пăхмасăрах кунĕпех çав минераллă шыва ĕçрĕ Тоня. Лешсем кунне виçĕ хутчен апатланиччен çур сехет маларах çуршар стакан ĕçме хушнăччĕ. Нимле чей те, сĕткен-компот тавраш та çăвара ямарĕ вăл виçĕ эрне хушши.
— Вăт, анне, мĕнле пулăшрĕ сана санатори. Тен, пирĕн хваттере сутса унта пурăнма куçмалла? Çурт е хваттер туянмалла? Хуларан инçе мар, кунта кунсерен машинăпа çӳреме пулать.
— Пурнăç кăтартĕ-ха, — лăпкăн тавăрчĕ амăшĕ.
Кĕçех вĕренӳ çулĕ пуçланмалла.
— Тоня, ман шухăшпа, сан кăçаллăха ĕçе тухмалла мар. Шкулăр ăшах мар. Учителĕн яланах илемлĕ, типтерлĕ тумланса çӳремелле. Сивĕ шкулта çӳхе чăлхапа туфли тăхăнса çӳреме юрамасть халĕ санăн. Учитель ĕçĕ питĕ канăçсăр ĕç. Халĕ врачран справка илсе пĕр çуллăха академилле отпуск илме ирĕк паракан закон пур...
Çемье канашлăвĕнче çапла йышăнчĕç те. Больницăра сипленсен килте чылай вăхăт бюллетеньпе ларма пулать. Анчах Антонина Васильевна яхăнне та ямарĕ ку шухăша. Ирсерен урама тухса уçăлса çӳреме пуçларĕ. Çын çинче пулма тăрăшрĕ. Музейсене, библиотекăсене, куравсене çитсе курчĕ. Ĕçленĕ чухне унта кайма нихăçан та вăхăт çитмест.
Питĕ хăвăрт ывăнакан пулчĕ хĕрарăм. Кăнтăрла пылпа хутăштарнă курăк чейĕ ĕçсен лăштах пулса çывăрса каять. Апат таврашне хальлĕхе упăшки пĕçерет. Ачисем те пулăшаççĕ ашшĕне. Килте яланхи пекех тирпей. Хĕрарăм тени ури утнă чухне ахаль лараймасть. Ĕç патне туртăнать Тоня та. Шĕпĕн курăкне пĕçерсе унăн шывне ĕçет. Хушнă тăрăх çирĕм-çирĕм пилĕк тумламран ытла ĕçмелле мар та, Тоня питех уяса тăмасть. Кунĕпе виçĕ апат кашăкĕнчен сахал ĕçмест. Пурăнас килсен тем те тăвăн çав. Питĕ йӳçĕскер ку курăк шывĕ.
Пурăна киле кунне виçĕ хут çуршар стакан ĕçекен пулчĕ. Çулла ялта чухне пайтах хатĕрленĕччĕ ку курăка.
Виçĕ уйăхран больницăна кайса тĕрĕслеттерчĕ сывлăхне Антонина Васильевна. Анализсемпе рентген ӳкерчĕкне тишкерсен тухтăр Тоня çине ыйтуллăн тĕсесе пăхрĕ:
— Чир аталанма чарăннă. Мĕнпе сиплентĕр?
— Халăх меслечĕпе, — йăвашшăн пăхрĕ хĕрарăм тухтăра куçран.
— Çав меслетпех сипленĕр малалла та. Пысăк шанăç, пурнăçа юратни, ĕмĕтленни хăшпĕр чухне эмелрен те сиплĕрех.
Вăхăт шăвать. Хĕл те иртсе кайрĕ. Çуркунне çывхарса килнĕ май пĕтĕм чĕр чун, ӳсен-тăран чĕрĕлме васкать мар-и. Çын та çавах. Тоня та малашлăх çинчен шухăшлать. Акă ывăлĕ те каçсерен килтен тухса кая пуçларĕ. Хĕрпе паллашнă пулас. Вăрах çӳрени те пулкалать. Ĕнер те питĕ кая юлса таврăнчĕ. Амăшĕн чĕри лăпкă мар. Ывăлĕнчен эрех шăрши кĕнине туйрĕ. Куçĕсем тĕрлĕ енне пăхаççĕ хăйĕн.
— Эп текех пĕчĕк ача мар, — лаплаттарса хучĕ амăшĕ асăрхаттарнине хирĕç.
— Эсĕ текех нимĕн те ан кала. Ирхине хам калаçатăп унпа, — çывăрмалли пӳлĕме илсе кĕчĕ арăмне Петр Иванович.
Мĕн калаçнă ашшĕ ывăлĕпе? Мĕн каласа ăн кĕртнĕ? Çав кунран пуçласа Коля вăрах çӳреме пăрахрĕ.
— Тен, паллаштарăн пире хăвăн хĕрӳпе? — ыйтрĕ пĕррехинче амăшĕ.
— Çук вăл текех. Санпа паллашмалли хĕр мар вăл. Пирус паккать, эрех-сăра лĕрккет. Сана ун пек кин кирлĕ мар вĕт. Тĕрĕс-и, анне?
— Тавтапуçах сана ун пеккине ăнланатăн пулсан. Аван хĕрсем те сахал мар пурнăçра.
— Нумаях та мар, анне. Ну, юрĕ. Турă парсан пӳрт умнех килсе тăрĕ пĕр-пĕр лайăх пике, — шӳтлесе ирттерчĕ ывăлĕ.
Çĕр-шыв типсе çитсен Антонина Васильевна Петр Ивановичпа калаçса пăхма шутларĕ. Унăн яла пурăнма каяс килет. Ашшĕ-амăш çурчĕ пушах ларать-çке. Пĕлтĕр газ кĕртрĕç унта, шывĕ та пӳртрех.
— Çĕр çинче çӳрес килет. Çемçе курăк тăрăх çарран утас килет. Çĕртен хама вăй-хал килнине туятăп эпĕ. Ял çынни-çке. Юр кайсанах çерем тăрăх çарран чупса ӳснĕ.
— Темле ĕнтĕ, — иккĕленчĕ упăшки. — Çулла кайса пурăнма пулĕ-ха. Каникулсем пуçлансанах ачасем те пырĕç. Хам та отпуск илетĕп.
— Каятăпах. Атя леçсе яр мана. Пĕр пилĕк-ултă чăхпа автан туянар. Килти çăмарта пулать. Качака туянса ярсан та лайăх пулмалла. Ăшă сĕт ĕçес килет.
— Каларăн та, Тоня. Качакаран кутăн выльăх çук пуль. Мĕнле сĕмсĕр вăл тата. Астăватна аннӳ сăмахне? Çурта качака ан кĕтĕр тесе ятлаçатчĕ. Леш хирĕçри Маюк аппан качаки хĕвелтен малтан вăранса иртĕхетчĕ. Вĕçерĕнсе кайсан мĕнпур кӳршĕсен пахчине «тĕрĕслесе» тухатчĕ.
— Ара çав. Астăватна мана пĕррехинче мунча çумне хĕссе хунине? Эсĕ тухса ĕлкĕрмен пулсан хырăма тĕксе шăтаратчĕ пуль.
— Епле манăн?! — ахăлтатса кулса ячĕ упăшки. — Эсĕ куç-пуçна чарса пăрахнă, çăварна карнă, сассу тухмасть. Халь кулатăп та, ун чухне сехре хăпнăччĕ хамăн та.
— Ой, эпĕ мĕнле хăраса ӳкнине пĕлинччĕ эс! — мăшăрĕпе пĕрле ахăлтатса кулчĕ Тоня та.
— Ну, юрĕ. Качака илсе сана хăрушлăха кĕртес мар. Вăй-халу та халь ĕлĕкхи мар. Вăл выльăхпа тытăçаяс çук. Кирлех пулсан ялта качака тытакансем пур. Сĕтне сутăн та илме пулать.
— Ялта сĕчĕ çителĕклех-ха. Хулари пек порошокран хатĕрленĕ сĕт-турăх мар унта.
Тоньăн сăн-пичĕ çуталса кайрĕ. Куçĕсем хĕр чухнехи евĕрлĕ кулса пăхаççĕ. Çакна курса Петр Иванович ун еннелле туртăнчĕ, ыталаса илсе çӳлелле çĕклерĕ.
— Пурăнатпăр-ха. Пĕрле чухне пире нимĕнле инкек-синкек те, чир-чĕр те çĕнтереес çук.
— Ватлăх та-и? — пĕчĕк хĕр ача пек айваннăн кулать Тоня. Хăй упăшки çумне ачашшăн тĕршĕнет.
— Юратакансем ватлăха та инçе-инçе тапса вăркăнтарма пултараççĕ.
— Килĕшетĕп. Çĕр çула çити пирĕн пата ан çывхартăр, — шӳтлет Тоня.
— Çапла, хытăрах тапатпăр та — ыратнипе сехри хăпать унăн.
— Тем пекехчĕ, — салхуланчĕ хĕрарăм.
— Çапла пулать те, — арăмĕн куççульпе тулнă куçĕсене чуптурĕ арçын...
Пуçланчĕ ялти пурнăç. Петр Иванович чăх-чĕп ферминчен чăхсем кайса илчĕ. Кунĕпех пахчара чакаланать Тоня. Ывăнса çитсен пăлтăра кĕрсе диван çине выртса канать. Ирсерен выç варла чĕрĕ çăмартапа ăшă сĕт хутăшне ĕçет. Кӳршĕри Микула мучи виçĕ литрлă банкăпа тин çеç юхтарнă пыл илсе килчĕ.
— Кашни ир пĕр апат кашăкĕ чухлĕ çак сиплĕ пыла çи. Çу уйăхĕнче пухнă пыл тем пекех сиплĕ. Укçа-и? Укçа çинчен калаçнă ан пул. Эп санран укçа илсен техĕмĕ манра юлать. Эй, пежем! Ман чĕрçи çинчен анмастăнччĕ пĕчĕк чух. Эсĕ карчăкпа маншăн хамăрăн хĕр пекех. — Микула мучи шывланнă куçĕсене тартма тăрăшрĕ. — Ну, юрĕ, хĕрĕм. Каç пулттипе пирĕн пата пырса лар. Карчăкăм хĕпĕртесех кайĕ. Темĕн аптăрасарах тăратъ-ха вăл çак кунсенче.
— Тавах, Микула мучи, — пырса çупăрларĕ старике Тоня. — Кăштах выртса канатăп та сирĕн пата çитетĕп.
Вăрах пăхса тăчĕ Тоня мучи хыçĕнчен. Ача-пăча памарĕ Турă Марье кинемипе Микула мучие.
Тоньăн хĕрĕпе ывăлĕ ялта чухне туха та пĕлмеççĕ вĕсем патĕнчен. Караслă пылне лĕклентеричченех çиеççĕ. Сутсан та питĕ йӳнĕ хакпа сутать мучи пылне. «Ял халăхĕ капла та укçасăр нушаланать. Чир-чĕртен сипленме, сывлăха çирĕплетме илет-çке çынни», — пуплешет вăл.
Кунĕпех тĕрлĕ курăк чейне ĕçсе киленет Тоня. Ачисем те акă каникула килсе çитрĕç. Пурнăç кĕрлесе çеç тăрать. Ывăннине те туйми пула пуçларĕ хĕрарăм. Упăшки те отпуск илсе килчĕ.
— Тоня, икĕ путевка параççĕ. Тен, санаторие кайăпăр? Пĕлтĕр каннă çĕре.
— Акă ман санатори. Акă ман курорт, — хавассăн кулать арăмĕ. — Капла пулсан эпĕ пĕтĕмпех яла куçса килме хатĕр. Шкул та юнашарах.
— Эпĕ вара? Ачасем?
— Эсĕ пĕчĕк ача мар. Мансăр та пурăнма пултаратăн. Ачасем çитĕнчĕç ĕнтĕ.
Лена çулталăкран диплом илет. Кольăн та вĕренесси икĕ çул анчах юлчĕ.
— Çук, апла мар. Шутласа пăхмалла. Ял хуçалăх пуçлăхĕпе калаçса пăхас. Тен, пĕр-пĕр механик кирлĕ мар-и вĕсене? Эпĕ ял хуçалăх институтне пĕтернĕ-çке. Инженер-механик. Мана хама та ял пурнăçĕ килĕшет. Эпĕ те ял ачи.
— Ун пекех хăтланар мар пуль кăçаллăха. Ачасене пăрахса хăварар мар пуль.
— Ара, халь кăна каларăн-çке вĕсене пурнăç тинĕсне кăларса ямалла тесе.
— Мĕнле пăрахăн хăвăн ĕçне? Сана унта хисеплеççĕ, хаклаççĕ.
— Хаклаççĕ, хаклаççĕ. Кăштах хирĕçлесен ĕнсе чикки те параççĕ.
— Аçупа аннӳ мĕн калĕç? Вĕсем те ватăсем-çке. Чăваш арçынĕ арăмĕн çуртне кайса пурăнни сумлă мар. Ку пирĕн вăхăтлăха çеç пулнине шанас килет. Пĕр хĕл каçам-ха кунта. Чĕмпĕр юнашарах-çке.
— Санпа та килĕшме пулать. Ну ăслă хĕрарăм та эс манăн. Сан пекки сайра пулать.
— Сан пекки те, — ăшшăн кулкалать Тоня. Пĕрпĕрин çине пăхса илчĕç те харăссăн пĕренене шак-шак! тутарчĕç.
— Куç ан ӳктĕрех! — ахăлтатса кулса ячĕç иккĕшĕ те куçĕсемпе телей хĕлхемĕ сапса.
* * *
Петр Ивановичăн çуралнă çĕрĕ — Самара облаçĕнче. Совет тапхăрĕнче Куйбышев облаçĕ тетчĕç ăна. Пур унта чăваш ялĕсем. Хăçан, кам килсе тĕпленнĕ малтанах çав вырăс ялĕсем хушшинче ларакан пысăках мар чăваш ялне? Хвостиха теççĕ ăна вырăсла. Чăвашла ячĕ — Хӳре ял. Тĕрĕс те. Сăнарах пăхсан ытти пысăк ялсен хӳри пекех курăнать вăл. Унтан инçех мар Атăл хĕрринче питĕ пысăк вырăс ялĕ вырнаçнă. Историпе паллашнă май çакă курăнать: хайхи ял Орлов граф именийĕ пулнă иккен. Йĕри-тавра вара — пысăках мар ялсем. Вĕсем те Орлов именийĕ шутне кĕнĕ. Çавсен хушшинче тĕпленнĕ те ĕнтĕ чăвашсен Хӳре ялĕ. Ялсенче крепостла хресченсем пурăннă. Орлов граф хай именийĕнче пĕрре кăна мар пулнине калаççĕ. Питĕ илемлĕ вырăнсем унта.
Атăл хĕррипе вырнаçнă ял выçлăх вăхăтĕнче çынсене пулăпа, çырла-кăмпапа çăлса хăварнă теççĕ. Вăрманĕ вара Атăл юппин сулахай енче вырнаçнă. Ăçтан хăваласа килнĕ крепостнойсем пулнă-ши Петр Ивановичăн йăхташĕсем? Вăл пит интересленмен кун пирки.
Ытти ялсемпе танлаштарсан Хӳре ял хăйĕн илемĕпе палăрса тăрать. Чăвашсен кил-çурчĕсем хăтлă. Йĕри-тавра хапха-хӳме. Кашни килĕрех сад пахчи. Епле илемлĕ вĕсен ялĕ çуркунне! Калăн пĕр пы-ы-сăк сад. Ытти ялсем пачах урăхла. Унта çурт-йĕрсем те япăхрах, сад пахчисем те çукпа пĕрех. Чăваш чăвашах ĕнтĕ. Вăл мĕн авалтанах хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Ял хуçалăхĕнче те пур çĕрте те чăвашсем малта. Вырăс хĕрарăмне колхоз ĕнисене сума яраймăн. Петр Иванович амăшĕ доярка пулса тăрăшатчĕ хуçалăхра. Ашшĕ фермăри выльăхсем валли апат турттаратчĕ. Ик ача çитĕнчĕç вĕсем çемьере. Аппăшĕ Лида Петьăран икĕ çул аслăрах. Типтерлĕ, ĕçчен çемьере çуралса ӳснĕскерсем ялти шкула ăнăçлă пĕтерсе пĕлĕвĕсене малалла ӳстерчĕç. Лида Куйбышеври экономика институтне пĕтерчĕ. Петя тăхăр класс хыççăн ĕлĕкхи Орлов граф именийĕнче йĕркеленнĕ ял хуçалăх техникумне механика вĕренме кĕчĕ. Ялтан инçех мар. Общежитийĕ хăтлă. Ку техникум çĕршывра колхозсем йĕркеленме пуçласанах уçăлнă. Чаплă техникумсенчен пĕри шутланать вăл. Мĕнле кĕрлесе тăратчĕ унти пурнăç. Тĕрлĕ кружоксем мĕн чухлĕччĕ унта. Спорт тата художествăллă пултарулăх енĕпе облаçра пĕрремĕш вырăнсене йышăнатчĕ. Юрăпа ташă ансамблĕ мĕне тăратчĕ! Ăна Петр Николаевич Плясунов ертсе пыратчĕ.
Хаваспах çӳретчĕ Петя çав ансамбле. Ертӳçĕ темшĕн ăна ыттисенчен ытларах уйăратчĕ, килĕштеретчĕ. Çакна малтан çамрăк, йăваш чăваш ачи ăнланса илме те пултарайман.
— Петя, паян пĕрер сехетлĕхе юл-ха. Санпа кăштах уйрăм ĕçлес килет манăн, — терĕ пĕррехинче ертӳçĕ ачана мамăк пек çемçе, анчах та çăра çӳçĕнчен шăлса.
— Мĕн, Петр Николаевич, пит япăх ташăçă пулать-ши манран? — йăвашшăн, шикленерех пăхрĕ ача ертӳçĕне куçран.
— Япăх мар, япăх мар, — ăшшăн кулчĕ лешĕ. — Япăххисемпе, кутăннисемпе эпĕ вăхăта ирттерместĕп. Санра Турă панă хĕлхем пур. Çав хĕлхеме вăйлăрах явăштарас килет манăн.
— Петя, мĕншĕн ертӳçĕ санпа нумайрах ĕçлет? Солист пулса ташлаттарать. Пирĕн ушкăнра санран аванрах ташлакансем те пур-çке, — тесе ăмсанатчĕç ыттисем.
Нимĕн те чĕнместчĕ ун пек чух сăпай чăваш ачи. Чĕрре кĕме юратмасчĕ вăл. Тен, çавăнпа пуль унăн çитĕнĕвĕсем ӳссе пыратчĕç.
Нумай çул иртсен пĕлчĕ Петр Иванович çав ертӳçĕ чăваш пулнине. Ун чухне лешĕ пурнăçран уйрăлса кайнăччĕ ĕнтĕ.
Петя пĕлмен. Анчах та ертӳçĕ пĕлнех ĕнтĕ вăл чăваш ачи пулнине. Çак йăрă, çӳллех мар, ырханкка, анчах та питĕ тăрăшуллă, пултаруллă ачара вăл, тен, хăйне курнă. Нумай-нумай çĕрте пулса курчĕ Петя ансамбльпе пĕрле. Питĕ паллăччĕ çав йыш облаçра. Мускав таранах çитетчĕ пултарулăхне кăтартма.
Час-часах аса килет Петр Ивановича унти пурнăç. Пĕрремĕш юратăвне те унтах тĕл пулчĕ çамрăк каччă. Люда тесе чĕнетчĕç черченкĕ, илемлĕ, питĕ мăн кăмăллă хĕре. Вăл та ташă ушкăнне çӳретчĕ. Час-часах пĕрле ташлаттаратчĕ вĕсене ертӳçĕ. Асăрхатчĕ пулас çамрăк каччă çак хĕре килĕштернине, ун çине ачашшăн тĕмсĕлсе пăхнине. Петя саватчĕ те çав, майра хĕрĕ урăххи тавра явкаланатчĕ. Люда кăмăллакан каччă хăйне принц пекех тыткалатчĕ. Ташă королĕ тетчĕç ăна. Çӳллĕскер, хитрескер ушкăнри ытти каччăсенчен уйрăларах тăратчĕ. Май пур чухне чăвашсене кӳрентерме пăхатчĕ. Каярахпа Люда унран йывăр çын пулнине те калаçкаларĕç. Те тĕрĕс пулнă çак пулăм, те тĕрĕс мар — Петя интересленмен. Майĕпен тухса пĕтрĕ çак хĕр сăнарĕ унăн чĕринчен те, асĕнчен те.
Час-часах алла тытать Петр Иванович ун чухнехи сăн ӳкерчĕксене. Ун пек чух çамрăклăха пуçĕпех чăмать. Ташласа çĕнсе илнĕ дипломсене ятарлă рамăра упрать. Паян та сăн ӳкерчĕксене алла илчĕ. Акă варринче ертӳçĕ — Петр Николаевич. Пĕвĕпе пысăках марччĕ вăл. Йăм хура çӳçлĕ, çĕмĕрт пек хура, çивĕч, анчах та питĕ ырă куçлăччĕ. Çула пуçтарăнас умĕн ачасене хăй список хатĕрлесе паратчĕ. Тухса каяс умĕн çав список тăрăх тĕрĕслетчĕ. Салтаксем пек тăратчĕç ун умĕнче çамрăксем. Нихăçан та сассине хăпартмастчĕ вăл. Пĕрре анчах илтрĕç ачасем ертӳçĕ сас хăпартса калаçнине. Калаçăвĕ леш куштан вырăс ачи ытти халăхсем çинчен киревсĕр калаçсан пулчĕ.
— Эй, чуматары! Чуваши, мордва, татары! Встань по два. Мы русские — начальники ваши, — тесе кăшкăрчĕ вăл пĕррехинче репетицисем иртекен залри алăка яри уçса.
Çакна ун хыçĕнчен кĕрекен ертӳçĕ илтрĕ.
— Апла иккен, — терĕ вăл малтанласа лăпкăн. — Эсĕ начальник иккен, эпĕ пĕлмен те. — Унтан сассине кăштах хăпартрĕ те çапла каларĕ: — Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, пирĕн ушкăнри чăваш, мăкшă тата тутар ачисем санран чылай аван вĕренеççĕ. Стипенди илеççĕ, ашшĕ-амăшĕн капла та çӳхе кĕсйисене пуш-пушах хăварасран именеççĕ. Ан ман: начальник пулма çӳллĕ пĕв, хитре сăн, мăнкăмăллăх тата сĕмсĕрлĕх пулни çеç сахал. Çирĕп ăс-тăнпа тăрăшулăх та питĕ кирлĕ кунта. Ну, тăр хăвăн вырăнна, начальник, — терĕ вăл куларах.
Çав самантра пĕтĕм ушкăн ахăлтатма пуçларĕ.
— Ну, начальник юлташ, паянтан, тен, ертуçĕ вырăнне йышăнăн! — илтĕнчĕ хăюллă тутар ачин Мударисовăн сасси. — Эп вырăс мар та, сан пек шăл тасатмасăр пуçа каçăртса çӳреместĕп. Çынсенчен пирус тĕпĕсене те вăлтмастăп. Йĕрĕнсе вилетĕп ун пеккисенчен.
Пурте пĕр харăс шăпланчĕç. Люда именсе пуçне пĕкрĕ. Унăн куçĕсем шывланчĕç. Куштан Коля Стрельцов вара залран тухса сирпĕнчĕ. Ташă кружокне урăх пымарĕ вăл. Темле йĕркеленнĕ çав пуçтахăн пурнăçĕ — Петя пĕлмест. Людăна та вĕренсе тухнăранпа курман вăл.
Техникум хыççăн çамрăка салтака илсе кайрĕç. Виçĕ çул хушши сыхларĕ Петя Тăван çĕршыва хĕвел тухăç чиккинче. Тĕрекленсе, илемленсе таврăнчĕ каччă яла. Палласа та илеймĕн тăруках. Пĕвĕпе те çӳллĕрех, кăмăлĕ те самаях çирĕпленнĕ каччăн. Салтакран таврăнсан ашшĕпе амăшĕ ăна ялтах хăварасшăнччĕ. Пĕртен-пĕр ывăлĕ-çке. Килĕшнĕччĕ те ĕнтĕ Петя. Кăмăллать вăл ял пурнăçне. Ялтан инçех мар вырнаçнă район центрĕнче ĕç вырăнĕ те тупнăччĕ. Механик кирлĕччĕ унта. Анчах та пĕр тĕлпулу унăн пурнăçне веçех урăхла çавăрса хучĕ.
...Шавлать, кĕрлет ял варринче вырнаçнă пысăках мар, анчах та питĕ хăтлă, илемлĕ Культура керменĕ. Паян кунта уяв, ял çамрăкĕсене салтака ăсатаççĕ. Нумаййăн мар вĕсем. Кӳршĕ ялти çамрăксене шутласан пĕр вунă пулас салтак. Вĕсен колхозĕ виçĕ яла пĕрлештерсе тăрать. Ял совечĕ те пĕрре.
Виççĕмĕш шăнкăрав пулчĕ те, клуба халăх лăк тулли кĕрсе тулчĕ. Хăшĕн валли ларма та вырăн çук.
— Петя тете, килĕр ман çума, — илтрĕ каччă пĕр çамрăк сасса. Кӳршĕ ачи Саша иккен.
Петя йĕри-тавралла сăнаса пăхрĕ — ура çинче тăракан ватăсемпе хĕр упраçа курмарĕ, вара Саша çумне пырса ларчĕ.
— Ял çамрăкĕсене салтака ăсатассипе çыхăннă уява пуçлатпăр, — пĕлтерчĕ сцена çине шурă пирĕшти пек шуса тухнă пике.
Петьăн чĕри тыткăна лекнĕ кăвакарчăн пек тăпăртатать, сикет. Турăçăм! Мĕн тери чипер, мĕн тери асамлă ку пике! Сасси тата, сасси! Кун пек илемлĕ тембрлă, асамлă сасса хăй пурнăçĕнче каччă нихăçан та илтмен. Калăн, мĕнле хĕр халиччен курман, илтмен кĕвĕ инструменчĕ кăларать ку асамлă хумсене тесе.
Малтан ял хуçалăхĕнчи парторг саламларĕ пулас салтаксене, ун хыççăн колхоз председателĕ сăмах илчĕ. Вăл пурне те хаклă парнесем пачĕ, халиччен ял хуçалăхне пулăшса пынăшăн тав турĕ.
— Ан манăр. Çак тăван кĕтес, тăван хуçалăх сирĕншĕн яланах шанăçлă тĕреклĕх пулĕ! — вĕçлерĕ вăл сăмахне.
Çав вăхăтра пĕри нĕшĕклени илтĕнчĕ. Петя çаврăнса пăхрĕ те пĕр кинеми куçне ал тутрипе шăлкаланине курчĕ.
— Маюк аппа, ма макăратăн? Инкек пулман пуль те? — шикленерех ыйтрĕ вăл.
— Ах, ачам. Савăннипе макăратăп мар-и. Ытла та аван, çыпăçуллă калаçать-çке пирĕн председатель. Çынни те вăл япăх мар та-ха.
Ял совет председателĕ те çаплах вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне. Саламлакансем татах пулчĕç: ялти шкул директорĕ, учительсем. Ашшĕ-амăш ятĕнчен хуçалăхри агроном Гурий Иванович калаçрĕ. Институт пĕтерсе инженер специальноçне алла илнĕ ывăлне те салтака ăсатаççĕ кăçал.
Ялти шкул ачисем хатĕрленĕ концерт пурин кăмăлне те уçрĕ. Учительсем те номерсем хатĕрленĕ иккен. Акă сцена çине шур акăш пикепе ялти физкультура учителĕ тухрĕç. Мĕнле илемлĕн янăрать çак дуэтăн юрри. «Албанское танго» текен юрра юрлаççĕ вĕсем.
Прости меня, но я не виновата,
Что я любить и ждать тебя устала...
Юхать юрă, çынсене тыткăнласа шухăша ярать.
Петя пуçне усрĕ. Хальлĕхе унăн никама савмалли те, кĕтмелли те çук-ха. Чĕри яш тирсе илчĕ. Çуркунне çитнĕ май тунсăх ытларах та канăçсăрлатма пуçларĕ. Юрату ыйтать унăн чунĕ. Юрату.
— Ку пике кам? Ăçтан килсе лекнĕ вăл пирĕн яла? — шăппăн ыйтрĕ Петя çумĕнче ларакан Сашăран.
— Куçна ытла ан чар. Унăн каччи пур, Чĕмпĕртен килсе çӳрет. Пирĕн учительница вăл. Кĕçĕн классене вĕрентет. Чĕмпĕрти педагогика институтне пĕтернĕ.
— Каччă упăшка мар, шăллăм. Ăна пăрса яма та пулать, — шӳтлесе ирттерчĕ Петя.
Çав каç паллашрĕç вĕсем. Паллашрĕç те — ĕмĕрлĕхех пĕрне-пĕри тупрĕç. Тоня Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш ялĕнчен иккен. Институт пĕтерсен направленипе Куйбышев облаçне лекнĕ. Ку ялти шкула кĕçĕн çулхи ачасене вĕрентме янă ăна.
— Чăваш ялĕ пулнине пĕлсен хаваспах килĕшрĕм, — пĕлтерчĕ хĕр.
Пĕр-пĕрне кăмăлларĕç çамрăксем. Мĕн çинчен кăна калаçмастчĕç-ши вĕсем тĕл пулнă вăхăтсенче! Хĕрĕн тавракурăмĕ анлă. Петя та, халăх калашле, улăм ури çинчен ӳксе юлман. Чылай вулать, нумай пĕлет каччă.
— Эпĕ сирĕн савнă тус пуррине пĕлетĕп. Тен, манăн пĕчĕк шанăçа сӳнтермелле пуль, — хăюллăн каларĕ пĕррехинче Петя. — Çулăмĕ пысăклансан чĕре çунса кĕлленесрен хăратăп.
— Каччă упăшка мар-ха вăл. Хĕр чухне хĕрĕх тус темеççĕ-и-ха, — шӳтлесе ирттерчĕ хĕр.
Пĕр вырсарни кун кăнтăр апачĕ хыççăн Петя Анат касра пурăнакан юлташĕ патне çитсе килме шутларĕ. Урăх урампа та çитме пулатчĕ унта. Темшĕн урисем Тоня пурăнакан урамалла уттарчĕç. Общежити патнелле çитсе пынă чухне палланă сасă илтĕнчĕ:
— ...Урăх килсе ан çӳре. Ман ку çула.
Пуçне сасă илтĕннĕ енне пăрчĕ те пĕр яштака каччă пуçне усса утнине курчĕ. Ăсатаканĕ Тоня иккен. Петя юнашар ӳсекен чăтлăха чăмрĕ. Асăрхамарĕ хĕр ăна. Тоня куçран çухалсан вăл юрласа ячĕ:
Прожил бы спокойно
Долгие года,
Если б ты случайно
Не прошла тогда...
«А-а, тармĕ-ха юлташ манран. Тоня патне васкас!» — хистерĕ шалти сас. Васкать каччă. Чунĕ юрлать унăн. Паçăртарах йывăçсем çинчи чечексене шурă юр пек вĕçтерекен çил те лăпланчĕ пек. Калăн, пĕтĕм тавралăх Петьăн чĕри юрланине итлет. Петьăн чĕри юрланине, леш каччăн чĕри ĕсĕкленине. Питĕ салхуллăн утатчĕ çав вăл. Тоня мĕн тăвать-ши халь? Юрламасть пуль. Тен, вăл та ĕсĕклет? Пĕр савмасăр çӳремен пуль çав каччăпа виçĕ çул. Вĕсен кӳршĕ ял каччи тесе каланăччĕ Тоня. Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăнать. Тен, вăл та мар пуль, тен, урăх-хи?.. Каланăччĕ вĕт-ха хĕр чухне хĕрĕх тус тесе.
«Каяс мар-ха халĕ Тоня патне. Мĕнле пулсан та унăн кăмăлĕ пăсăк, — шутларĕ каччă. — Йĕпе çине сапа пулĕ тата. Йĕркеленсе пыракан туслăха пĕтерсе хурасси те ансат».
Петя хĕре мĕн курнине каламарĕ. Тоня та нимĕн пулман пекех тыткаларĕ хăйне. Виçĕ уйăхран каччă хĕре качча тухма ыйтрĕ, хăйне район центрĕнче хваттер парассине пĕлтерчĕ. Шкулта ĕç вырăнĕ те пур иккен.
— Эпĕ тăван тăрăха кайма ĕмĕтленетĕп. Эсĕ Чĕмпĕре куçса пырсан эпĕ те сана качча тухма килĕшетĕп, — пĕлтерчĕ хĕр пуçне именчĕклĕн пĕксе.
— Килĕшетĕп! Эпĕ сан хыççăн кирек ăçта кайма та килĕшетĕп! — савăнса кăшкăрса ячĕ каччă. Хĕре алă çине йăтса илчĕ те пӳлĕм тăрăх чупкалама пуçларĕ.
— Чим-ха, эс çуранах, алă çинче йăтса каясшăн мар-и Тоньăна?! — кулса ыйтрĕ пулĕме пырса кĕнĕ Люба.
Люба — Тоньăпа пĕр пӳлĕмре пурăнакан учительница. Вăл ялти шкулта хими предметне вĕрентет.
Кĕçех чаплă туй кĕрлеттерчĕç. Тоньăн ашшĕпе амăшĕ те çамрăксене Чемпĕр тăрăхне куçса пыма ыйтрĕç. Мĕн тăвăн? Чĕрисем тем пек ыратрĕç пулин те çамрăксене хирĕç каяс темерĕç Петьăн ашшĕпе амăшĕ. Хĕрĕ юнашарах-çке. Район центрĕнче экономист пулса тăрăшать.
Çапла килсе тĕпленчĕç çамрăксем Чĕмпĕре. Петя автозавода ĕçе вырнаçрĕ. Малтан вĕренекен пулса токарь-наладчик ĕçне алла илчĕ. Каярахпа пултаруллă çамрăка мастер ĕçне шанса пачĕç. Чĕмпĕрти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕчĕ Петя. Кĕрет мар йĕркепе вĕренсе аслă пĕлӳллĕ механик пулса тăчĕ.
Ĕлĕкхи саманара çамрăксене çурт-йĕр енĕпе çăмăлрахчĕ. Общежитинчи пĕр пӳлĕмре виçĕ çул пурăннă хыççăн икĕ пулĕмлĕ хваттер пачĕç çамрăк çемьене. Вунă çул хушшинче хăтлă хваттерте икĕ ачаллă пулчĕç вĕсем. Коля пилĕк çула çитсен Петр Ивановича цехри профсоюзсен комитетне чĕнтерчĕç.
— Ташлăр, Петр Иванович, — кулкаларĕ комитет секретарĕ Антонина Ивановна.
— Ĕнтĕ ташла-ташла та ывăнтăм ывăл çуралнăранпа, — шӳтлерĕ арçын, — сăлтавĕ мĕнре-ши?
— Сăлтавĕ пысăк вара. Сире виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер параççĕ. Çĕнĕ çуртра.
Çак сăмахсене илтсен Петр Иванович хăй цех ертӳçи пулнине мансах ташша ячĕ. Эх, çапать ташша! Çамрăк чухнехинчен пĕрре те кая мар çаптарать «Матрос ташшине». Антонина Ивановна пӳлĕмрен шăппăн тухнине те сисмен. Лешĕ юнашар пӳлĕмре ĕçлекенсене чĕннĕ иккен.
— Браво! Браво! — кăшкăраççĕ хĕрарăмсем.
— Петр Иванович, вы же профессиональный танцор!
— Баловался в юности, — именчĕклĕн кулчĕ арçын.
Антонина Васильевнăн та ĕçĕ ăнса пычĕ. Нумай дипломсемпе мухтав грамотисене тивĕçрĕ вăл. Ĕçĕнче хаклаççĕ, ачасем юратаççĕ.
* * *
Каçхине уçăлма тухрĕ мăшăр. Утаççĕ Антонина Васильевнăпа Петр Иванович ял урамĕпе шăкăл-шăкăл калаçса. Çанталăк та вĕсен кăмăлĕ пекех ырă, тӳлек. Çынсем кĕтӳ кĕртсе килти ĕçĕсене вĕçленĕ пулас. Нумайăшĕ пӳрт умĕнчи сак çинче ларать. Çамрăксем ялти Культура керменĕ еннелле васкаççĕ. Эй, самани, кунта та хулари пекех, аллине сăра банки, çăварне пирус хыпнă çамрăксем нумай иккен. Хĕр упраç та каччăсенчен юласшăн мар. Пурте тенĕ пек вырăсла перкелешеççĕ.
— Пăсăлчĕ самана. Пĕтĕмпех телевизор тăвать çакна, — кулянса калаçрĕ Петр Иванович. — Хаçат-журнал пăсать тесен — ăна халь сахал вулаççĕ çамрăксем. Телевизорпа интернет йĕркерен кăлараççĕ. Нимле чару та çук.
— Ан та кала, — шăппăн калаçрĕ Тоня. — Çĕршыва аркатас тесен — çамрăксене пăсаççĕ вĕт. Çапла пулса тухать те ĕнтĕ.
— Нумайăшĕ ашшĕ-амăш укçипе тӳлевлĕ вĕренсе диплом илет. Ак нумаях пулмастъ пирĕн цехра тăватă курс пĕтернĕ студентсем практикăра пулчĕç. Пĕлĕвĕсем те çук. Куçĕсем те пуш-пушах. Темле тĕллевсĕр пăхаççĕ, — калаçăва тăсрĕ Петр Иванович.
— Пурнăçĕ çапла кайрĕ. Ломоносов пекки те, Митрофанушка евĕрли те пĕр пек дипломах илет. Ĕçе вара, камăн ашшĕ-амăшĕ сумлăрах, çавă вырнаçать.
— Ну, юрĕ. Чĕрене ыраттарни кăна. Петя, тахçантанпах ватăсене кайса курман. Ачасем пулкалаççĕ те унта, анчах та вĕсен тăван ывăлне те курас килет пуль. Ялан ман çинчен шутлас мар. Атя-ха ку эрнере пуçтарăнса çула тухар.
— Çук. Сана вăл вăрăм çула илсе тухас мар. Йывăр пулать. Тата машинăра сывлăш та кунти мар. Ачасемпе кайса килĕп.
— Ан пăшăрхан. Ыран Чĕмпĕре çитсе çĕр каçатпăр. Кăштах канатпăр. Ирпе ирех, машинăсем сахалрах çӳренĕ вăхăтра, çула тухатпăр, — çапла каларĕ те Тоня тăп чаранчĕ.
— Сывлăх сунатăп. Миçе çул иртрĕ сана курманни! — илтрĕ вăл палланă сасса.
Хĕрарăм тĕсерех пăхрĕ те хăйĕн ĕлĕкхи савнине — кӳршĕ ялти Ваççана курчĕ. Вăл шурă костюмпа, çамрăк чухнехи пекех йăрăс пӳллĕ. Питех улшăнман та темелле.
— Миçе çул-ши? — çамкине пĕркелентерсе, çулсене шутланă пек кăтартса кулам пекки турĕ Тоня.
— Çирĕм виçĕ çул, — шухăшлăн каларĕ арçын. — Çак ялти мăн аккана килсе курас терĕм. Отпускра халь.
Петр Иванович вĕсен калаçăвне итлесе тăмарĕ, малалла утрĕ.
— Эх, Тоня! Пĕтĕм шанăçа, ĕмĕте татрăн эсĕ манăнне, — шăппăн каларĕ Ваççа. — Арăм та, ачасем те лайăх манăн. Ӳпкев çук пурнăçа. Анчах та эпĕ санпа ĕмĕрлеме шутланăччĕ пурнăçа, — çапла каларĕ те малалла утса кайрĕ.
— Пĕрле вĕреннĕ эпĕ унпа, — пĕлтерчĕ Тоня упăшкине.
Тĕрĕссине каларĕ. Çак арçын виçĕ çул çӳренĕ кӳршĕ ял каччи пулнине çеç шарламарĕ. Петя та палламарĕ ăна. Вăл ку çынна хăй ĕмĕрĕнче пĕрре çех курнă-çке. Курма та аякран çеç.
— Ачамсем! Мĕнле, килĕшетпĕр-и аннĕрпе? Вăл пире асаннĕрпе аслаçăр патне илсе кайма ыйтать.
— Килĕшетпĕр! Килĕшетпĕр! — пĕр харăс кĕрлерĕç çамрăксем.
Ленăн куçĕсем йăл-ял çиçеççĕ. Ара, савнă каччипе тĕл пулать-çке вăл. Час-часах пер-пĕрне шăнкăравлаççĕ çамрăксем. Анчах та телефонпа калаçни тĕл пулни мар-çке. Юра халь каникулта. Тепĕр çул юрист дипломне алла илет.
Чĕмпĕре çитсе каç выртрĕç те ирхине ирех ашшĕн тăван ялне тухса вĕçтерчĕç. Çулĕ, пĕр шутласан, вăрăмах та мар. Виçĕ сехетре çитме пулать çăмăл машинăпа. Чарăнусем те тукаларĕç çул çинче. Амăшне йывăр килесрен хăраççĕ мар-и.
Мĕнле савăнчĕç ватăсем ывăлĕ çемйипе килсе çитсен! Кӳршĕ-арши те пуçтарăнчĕ. Анаткасра пурăнакан Улатимĕр мучи те кăштăртатса çитрĕ. Улатимĕр Петьăн ашшĕпе пĕртăван. Сакăр вуннăран иртнĕ пулин те çирĕп туять хăйне. Ашшĕпе амăшĕ те сывлăх енчен аптрамаççĕ пек. Ĕне тавраш тытмаççĕ, чăх-чĕп вара картиш туллиех.
Ĕç хыççăн район центрĕнчен Лида та килсе çитрĕ. Пĕчченех пурăнать вăл халь пысăк хăтлă хваттерте. Пĕлтĕр упăшки çĕре кĕчĕ унăн. Пайтах чĕре чирĕпе нушаланчĕ. Мĕнле çирĕп, улăп пек патвар арçынччĕ Николай. Кăмăлĕ питĕ лайăхчĕ. Юлашки татăкне çынна пама хатĕрччĕ вăл. Ывăлĕ Артур та ашшĕне хывнă. Турă парсан — кам валли-тĕр пурнăç тĕрекĕ пулать.
Килте уяв. Сĕтел паха апат-çимĕçпе пуян. Хаклă йышши эрехсем те пур. Пурте ачисен кучченеçĕ. Ленăпа Коля кӳршĕри çамрăксемпе пĕрле клуба пуçтарăнчĕç. Пӳрт умĕнче пухăннă лешсем. Тоня урама тинкерет, çамрăксене сăнать. Хăшĕ-ши кунта Юра текенни? Тен, кунта çук та вăл. Акă Лена вĕçнĕ пекех ыткăнчĕ урама. Самантрах пĕр яштака, сарă çӳçлĕ илемлĕ каччă çумне пырса тăчĕ. Чăпăрт! чуптуса илчĕ лешĕ ăна пит çăмартинчен. Çакă пулас Юра текенни.
Чылайччен калаçса ларчĕç тăвансем кĕрекере.
— Эсĕ ывăнтăн пулас. Темĕн шурса кайнă пек. Çул та ывăнтарать паллах.
— Тĕрĕс те, Петя. Выртса канма та юрать пуль.
— Эпĕ çенĕкре, шăналăк хыçĕнчи кравать çинче, вырăн хатĕрлерĕм. Атя ăсатса ярам, — ачашшăн çупăрларĕ упăшки.
Тоня чирĕ пирки Петьăн ашшĕпе амăшĕ те, тăванĕсем те нимĕн те пĕлмеççĕ-ха. Ялта пурăннă хыççăн мăшăрĕ самаях чĕрĕлчĕ те, ытла сăнаса пăхмасан асăрхаяс та çук.
Аван, канлĕ Петр Ивановича тăван килĕнче. Çулсем иртсе пынă май тăван кĕтес тата та çывăхрах пек.
Хăнасене ăсатсан Лида савăт-сапа пуçтарма пуçларĕ.
— Пулăшас сана кăштах, Лида, — пырса çупăрларĕ аппăшне Петя. «Упăшки вилнĕренпе аппа сăнран палăрмалла улшăнчĕ», — шутларĕ вăл.
Тĕрĕс те, Лида сăнĕпе шуранкарах. Куçĕсем те, ĕлĕкхи пек, хĕлхем сапмаççĕ.
— Лида, астăватăн-и эпĕ сана мĕнле тарăхтарнине?
— Питех тарăхтарман та пуль. Туслăччĕ эпир иксĕмĕр.
— Питĕ туслăччĕ, тĕрĕс. Эпĕ ашкăнчăкрахчĕ ĕнтĕ, — кула-кула калаçрĕ арçын чашăк-тирĕк çунă май. — Эсĕ урай çуса тухаттăн кăна — эпĕ урам енчи чӳречерен кĕреттĕм те вараланнă çара урасемпе ташша яраттăм. Эх, хăвалаттăн вара мана йĕпе мунчалапа картиш тăрăх.
— Яланах хăваласа çитейместĕм çав.
— Хăваласа çитсен хытă лекетчĕ вара мана. Эх, ыраттарать те иккен йĕпе мунчала.
— Çавăнпа манаймастăн та ĕнтĕ.
— Мана валли ĕç юлчĕ-и унта кăштах, — илтĕнчĕ Тоньăн савăнăçлă сасси. — Ну çывăрнă та. Эсир ахăлтатнине илтмен пулсан ирччен те вăранаймастăм пуль.
— Каçар ĕнтĕ пире, — пырса ыталарĕ ăна Лида.
— Каçармастăп, — кулать Тоня. — Халĕ манпа ларса чей ĕçмесен кӳренетĕп. Питĕ чей ĕçес килет.
— Айн момент! — шӳтлесе илчĕ Петя. — Хам хатĕрлетĕп сирĕн валли чей.
— Ачасем таврăнман-им-ха урамран?
— Вĕсене ирччен кĕтмелле мар пуль.
— Ан пăшăрхан. Пирĕн ялта çамрăксем пит пăсăк мар, — лăплантарчĕ Лида. — Юлташĕсем те вĕсен шанчăклăскерсем.
Юратать Тоня çак киле. Çирĕм виçĕ çул Петьăпа пĕрлешни. Çак вăхăтра вăл хунямăшĕнчен пĕр сивĕ сăмах та илтмен. Лидăпа та питĕ килĕштереççĕ. Ачисем мĕнле туслă тата. Артур килеймерĕ паян. Ерçеймерĕ пулас. Хирург пулса ĕçлет-çке. Вăл Самарăра пурăнать. Авланман-ха.
Темĕнччен калаçса ларчĕç тăвансем. Кăвак çутă килеспе тин ыйхă çинчен аса илчĕç.
Çывăрса каяймасть Тоня. Петя та харлаттарма пуçларĕ. Анне чĕри мар-и, кĕтет ачисене. Тем шухăш та килсе кĕрет çакăн пек чухне. Акă алăк шалтлатса хупăнчĕ те, Ленăпа Коля калаçни илтĕнчĕ.
— Ан янăра-ха эс, — вĕрентет шăллĕне Лена. — Çынсене ыйхăран вăрататăн.
Тоня йăл кулса илсе сылтăм енне çаврăнса выртрĕ. Шăплăх çавăрса илчĕ ялти сумлă, тирпейлĕ чăваш кил-çуртне.
Ирхи апат хыççăн майланса ларнăччĕ çеç, пăлтăрта ура сасси илтĕнчĕ.
— Кĕме юрать-и?
— Кĕрĕр, тархасшăн,—евĕккĕн йыхăрчĕ Тоня.
Ун умне пĕвĕпе çӳллех мар, сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă каччă кĕрсе тăчĕ. Чăн-чăн юмахри паттăр. Куçĕсем йăвашшăн, ăслăн пăхаççĕ. Вĕсенче темле ыйту пур пек. Теме кĕтни сисĕнет.
— Эсир кам пулатăр? Çамрăксем патне килнĕ пулас-ха.
— Эпĕ Юра. Мана эсир кирлĕ. Ак çак пакета, чечек çыххине илсемĕрччĕ. Вĕсем сире валли. Лена килте çук-им?
— Эпĕ килтех, килтех! — вĕçсе тухрĕ Лена çывăрмалли пӳлĕмрен. Хăй питĕ илемлĕ тумланнă. Юра та уяв тумĕпе. Курăнать: калаçса татăлнă вĕсем ку тĕлпулу пирки.
— Анне, атте ăçта? Асаннепе асатте те кирлĕ пире.
— Халех пурне те тухса чĕнĕп. Картишĕнче тăрмашаççĕ-ха вĕсем. Коля та унтах.
Пурте пуçтарăнса пӳрте кĕчĕç. Çăвăнса тĕрлĕ вырăна майлашса ларчĕç. Юра хумханни куç кĕрет.
— Юра, эс пуçла. Атя кала хăвăртрах, — аяк пĕрчинчен тĕкрĕ Лена Юрăна.
— Эпир... эпир... пĕрлешесшĕн, — персе ячĕ каччă хăюсăррăн.
Пӳртре шăп. Петр Иванович ассăн сывласа илчĕ те сăмах хушрĕ:
— Мда. Пĕрлешесси ансат пулăм мар. Сӳтсе явмалла пулать.
— И-и-и! — алне сулчĕ амăшĕ. — Хăв кампа сӳтсе яврăн? Нимĕн явмасăрах суйласа илтĕн мăшăрна. Мухтав турра, аванах йĕркеленчĕ пурнăçу.
Ленăпа Коля чăхлатса илчĕç.
— Апла пулсан аçу-аннӳпе курса калаçмалла пулать. Паян каçхине эпир вĕсене хамăр патăрта кĕтетпĕр, — татса пачĕ Петр Иванович.
Апат хыççăн арçынсем картишне тухрĕç, хуçалăхра майламалли тем чухлех.
Каç пулсан, кĕтӳ ансан, Юрăн ашшĕпе амăшĕ тата амăшĕн йăмăкĕ килсе çитрĕç кучченеçсемпе. Тоня пурне те паллать, лайăх пĕлет. Ялти шкулта учитель пулса ĕçлеççĕ вĕсем. Пĕр вăхăталла пуçланчĕç вĕсен ĕç биографийĕсем.
Вĕренӳ çулĕ пуçланиччен туй кĕрлеттерме калаçса татăлчĕç.
Мĕн тăвăн? Пĕр çул хушши çамрăксен уйрăм пурăнма тивет. Самарăпа Чĕмпĕр хушши нумаях мар-çке, канмалли кунсенче тĕл пулма пулать. Автобуссемпе маршруткăсем часах илсе çитереççĕ пĕрпĕрин патне.
«Турă парсан кĕçех мăнуксене кĕтсе илĕп», — ĕмĕтленчĕ Антонина Васильевна.
...Тоня тĕлĕк курать. Çĕртен çӳлелле, тӳпенелле, кармашакан пусма тăрăх амăшĕ анать. Пĕр сăмах та чĕнмест хăй. Анса çитрĕ те Тоня патнелле утать. Аллинче пы-ы-сăк çаврака çăкăр. Тăсать, тăсать ăна амăшĕ хĕрĕ еннелле. Тоня майĕпен-майĕпен çывхарать амăшĕ патне. Ма кунта вăл каллех? Вăл вилнĕ-çке.
Каплаттарса ярса тытрĕ хĕрарăм çăкăра. Туртса илчĕ те — вăранса кайрĕ.
«Анне çăкăр пачĕ. Çăкăр вăл пурнăç. Апла пулсан пурăнатăп. Пурăнатăпах», — пăшăлтатрĕ хĕрарăм...