Янту çинче Янтуш ларать,
Пуçне чиксе хурланать.
Пин-пин шухăш пуçĕ тавра
Шур пĕлĕт пек çавăрать.
Атăл çинчен юрлать купсар,
Ирĕклĕхпе тĕмсĕлет.
Купăсçăна ӳсĕр купса
«Чăваш чĕппи» тесе хĕнет,
Çамрăк пуçа нуша касать,
Хурлăх таптать кăлахах.
Сарă хĕвел кăна таса,
Вăл çеç шеллет тăлăха.
1959, утă, 2.
Юнкăпуç, Мăн Сĕнтĕр