Çĕн Ӳселĕн варринче
Кукăр-макăр кукăрлса,
Юхать Сĕнче ыткăнса,
Çырансене чăп тулса.
Акана та тухмалла,
Ака туй те тумалла,
Часрах кĕпер хывмалла,
Хир еннелле пăхмалла.
Сĕнче чакса çитиччен
Кĕтсе тăма вăхăт çук,
Халăхпала тытăнсан —
Хăрамалли ним те çук:
Халăх сурать, — кӳл тавать,
Вăл тытăннă — ĕç пулать.
Ак Çĕн Ӳсел тытăнать
Çĕнĕ кĕпер хывмашкăн,
Пĕтĕм яла хускатать
Кĕпер патне пымашкăн,
Ял пуçлăхсем ял тăрăх
Чупкаласа çӳреççĕ,
Теçетниксем чаткă пек
Сиккелесе ӳкеççĕ.
Ватти-вĕтти мĕнĕпех
Шевле пекех выляççĕ,
Сĕнче икĕ еннипе
Икĕ эртел пулаççĕ.
Шыв хĕррине ик енчен
Хурт пек сырса илеççĕ,
Кĕпер хывма пурне те
Ушкăн-ушкăн пӳлеççĕ,
Кам мĕн ĕçлеме пĕлет,
Çавăн пек ĕç параççĕ,
Пăр хускалнă евĕрлĕ
Ĕç пуçласа яраççĕ.
Хăшĕ юпа çапаççĕ,
Хăшĕ йĕпсе шăтарать,
Хăшĕ-хăшĕ пĕр-пĕрне
Йывăç илсе тыттарать.
Пуртă сасси шăп та шап!
Шатăртатса çех тăрать,
Ываçпала сапнă пек
Турпас сикет, ыткăнать.
Валем-валем выртаççĕ
Пăяв-шывсем чăрканса,
Йыт пăтти пек арканса
Йыввăç кӳрсе тăраççĕ
Лашасемпе чуптарса,
Шăри-шари кăшкăрса,
Пушăпала çаптарса.
Вĕренсемпе васкаса
Тăват канат яваççĕ,
Вĕрлĕксемпе майласа
Тăват хачă тăваççĕ.
Юпасене пуçсенчен
Канатсемпе çыхаççĕ,
Хачăсемпе тăратса
Шыв тĕпнелле чышаççĕ.
Кăткăсем пек çыпăçса
Пĕренесем йăтаççĕ,
Пылчăк çине нумайăш
Чĕркуççирен путаççĕ.
Юпасене картласа
Йĕпсе тăхăнтараççĕ,
Пăхма хăруш шыв çине
Шăмпăр-шампăр яраççĕ.
Хачăсемпе тĕртеççĕ,
Канатсемпе туртаççĕ,
Хăраманне хăпартса
Йĕпсе çине лартаççĕ.
Юхать Сĕнче урнă пек,
Епле унта лармалла,
Аялалла пăхсассăн
Пуç çаврăнса каймалла.
Сăвай çапма хăмасем
Кашта хурса сараççĕ,
Кĕрешсемпе çĕклесе
Кĕрĕс-кĕрĕс параççĕ.
Харăс, харăс! — Хоп!.. хоп!.. хоп!..
Тукмаксемпе кӳп те кӳп!
Пĕтĕм çĕре кисретсе
Янраттарса яраççĕ.
Пĕр ушкăнĕ ывăнсан,
Тепĕр ушкăн кĕреççĕ,
Шур сухалсем туяпа
Тайкаланса çӳреççĕ.
Хĕрарăмсем ту пуçне
Пыра-пыра пăхаççĕ,
Арçынсенчен тĕлĕнсе
Пуçĕçене ухаççĕ.
Çĕн Ӳселсем çулленех
Çапла кĕпер хываççĕ,
Пĕтĕм ялпа пĕрлешсе,
Халăхпала тăваççĕ.
Кĕпер патне пухăнсан
Хурт сырнă пек сĕрлеççĕ,
Вăхăт-вăхăт хускалса
Çар халăх пек кĕрлеççĕ.
Ик енчен те юпасем
Харăслатса яраççĕ,
Пĕр-пĕринчен ăмăртса
Хире-хирĕç пыраççĕ,
Хăмисене çĕклесе
Çын пуç урлă кĕртеççĕ:
— Ама пăхса тăратăн?
Кил-кил! часрах, кил! — теççĕ.
Хăшĕ пуçри çĕлĕкне
Тыта-тыта ывтаççĕ,
Хăшĕ-хăшĕ канмалла
Чĕлĕм туртса выртаççĕ.
Хăшĕ-пĕри пăшăхса
Ярханахне яраççĕ,
Юпа çапса пĕтерсен
Хăмисене сараççĕ.
Çӳлтен хĕвел пĕçертет —
Тӳсме хал çук пуçсене,
Çамка тăрăх юхакан
Тарĕ кĕрет куçсене,
Аллисемпе тарсене
Шăла-шăла илеççĕ,
Пăчăхнипе пуçсене
Лăстăр-лăстăр силлеççĕ.
Çирĕм чалăш хушшине
Юхать Сĕнче пĕтрĕнсе,
Тăват-пилĕк çухрăма
Тăрать тĕнче кисренсе.
Ир тытăнса каç пулсан
Çуран каçма çул пулать,
Тепĕр кунне хăвăртрах
Çĕнĕ кĕпер ĕлкĕрет,
Кунĕн-çĕрĕн кăткă пек
Урлă-пирлĕ çын çӳрет.
Çĕн Ӳселĕн варринче
Сĕнче выртать çутăлса,
Хĕлĕн-çăвăн кĕрлесе
Кĕпер тăрать çул пулса.