Тĕрĕссине пĕлес тесессĕн
Итле, аваллăх мĕн калать.
Тăван сăмах, тăван кĕтесĕм
Çĕр тĕрлĕ вăрттăнлăх упрать.
Ăçтан эпир çуралнă-килнĕ
Çак аслă çутă тĕнчене?
Мĕнрен хăват та шанчăк илнĕ?
Кĕл тунă хăш турăсене?
Мĕнле çулсем илсе çитернĕ
Пире çут Атăл хĕррине?
Мĕнле сăмах чуна витернĕ?
Мĕн лăплантарнă чĕрене?
Мĕнле çăлтăрсене шутланă
Мĕн авалтан асаттесем?
Çут телее епле туптанă?
Камсем эпир, эй, чăвашсем?
Тĕрĕссине пĕлес тесессĕн
Итле, аваллăх мĕн калать.
Ăна чунпа туйма пĕлсессĕн
Мĕнпур вăрттăнлăхне уçать…
* * *
Пӳлер тесен, кашни пăлханнă.
Хула ятне илтсессĕнех
Пĕри тавар сутма васканă
Ун аслă çутă лапамне.
Тепри васканă туянмашкăн,
Суту-илӳ кунта пуян.
Пĕри сутать сăсар та шашкă,
Тум-тир тем тĕрлĕ пурçăнтан.
Ав, караван килет мăраннăн
Те Индинчен, те Ирантан.
Ал çич тĕве, анчах вăраннăн,
Çăкне çĕклет аран-аран.
Хуçи тем кăшкăрать хавассăн.
Кунта вăл пулнă пĕрре мар.
Тавар сутма–мĕн вырнаçасшăн
Пăлхарсемпе шăп юнашар.
Пăлхарĕсем те пит ăста-çке:
Капăрлăхсем, тăм чӳлмексем…
Юттисенчен пачах юлмаççĕ,
Тен, ирттереç те ăстасем.
Кĕрлет, шавлать хула пасарĕ
Асилтерсе хурт çĕмйине.
Ав, Анăçран та пур таварĕ,
Туян кăна чун ыйтнине.
Пурнать Пӳлер, кĕрлет ун ячĕ
Тавра çеç мар, пур тĕнчере.
Хула илемĕ те хăвачĕ
Кун иртнĕçемĕн ӳснĕрен.
Мĕн-мĕн тума пĕлмеççĕ пулĕ
Ăста пăлхар чăвашĕсем:
Кунта сутаççĕ ылтăн, пулă,
Лере — ăратлă лашасем.
Лаша ретне тухма васкарĕ
Мухтавлă Ылттăнпик патша,
Хăй хĕрĕсем валли суйларĕ
Вун виçĕ çиçĕм пек лаша.
Ах, хĕрĕсем ытла та хӳхĕм,
Чĕри сикет яш каччăсен.
Алра вылять çĕмрен те ухă
Мăнаçлă амазонкăсен.
Çут çăлтăрсем пек туйăнаççĕ
Хăюллă çивĕч куçĕсем.
Хăва хулли пек авăнаççĕ
Хĕрсен илемлĕ пĕвĕсем.
Хĕвел çинче тухйи-нухрачĕ
Кăвар пекех çунса тăрать.
Вун виçĕ хĕр илемĕ, ячĕ
Кашнин чунне савăнтарать.
Куç харшине авать ыйтуллăн
Чи аслă хĕрĕ Ылттăнчеч.
Кăрлач, Ака, Çĕртме те Утă…
Ыттисене çапла чĕнеç.
Вун икĕ ят — вун икĕ уйăх:
Кăрлач та, Нарăс та Çурла…
Кун пек чипер хĕрсем çук урăх
Сăнран пăхсан-чăн-чăн çырла.
…Ӳсет Пӳлер хулин хăвачĕ
Кунсерен мар, сехетсерен.
Çӳрет таçта та ырă ячĕ
Пăлхар чăвашĕсем çинчен…
* * *
Анчах хура тăшман ешкерĕ
Пухса-пухса усал вăйне,
Хура çăхан пекех тĕллерĕ
Куçне шăп Анăç еннелле.
Куçне хупсан та çук ун канăç —
Умра ахах пек хуласем.
Пуян та тулăх Хĕвел Анăç
Енне кĕç тухрĕç тăшмансем.
Чĕтрет тĕнче, юхать куççӳлĕ,
Юнпа тулать хура тăпра.
Малах каять тăшманăн çӳлĕ,
Ун аллине куçать тупра.
Ял-хуласем хыçă юлаççĕ
Хура çĕрпе пĕр тан пулса.
Ĕç çыннине чура тăваççĕ
Е вĕлереççĕ хĕç сулса.
Ак, Çарăмсан хĕрне те çитрĕ
Ылханлă йăх, хура эшкер.
Уксах Тимурăн ĕмĕт çитрĕ —
Умра ларать шап-шур Пӳлер.
Манаçлă, сутă та илемлĕ
Тем çӳллĕш башня-керменсем.
Ытти чух ирĕклĕ çӳренĕ
Кунта ыр чунлă хăнасем.
Паян вара хула шăп-шăпăрт,
Пĕр йытă ӳлесе вĕрет.
Уксах Тимурăн çарĕ хăвăрт
Хум пек хула енне вĕçет.
Анчах Пӳлер тăрук шавларĕ,
Пăтранчĕ тĕксĕм Çарăмсан,
Пӳлер патшин мухтавлă çарĕ
Тăван çĕре ютта паман.
Çапах тăшман ытла та йышлă,
Ытла та выçă та хаяр.
Хула вăйне чакарчĕ, ишрĕ
Хура эшкер, монгол-тутар.
Кăшт сайралать пулин те речĕ,
Çук, пăлхарсем те парăнман!
Малти ретрех, ав, Ылттăнчеч те,
Ун савнă мăшăрĕ Пачман.
Шăп хĕрĕх пилĕк кун кĕрешрĕ
Ылттăнпик çарĕ тăшманпа.
Пӳлер хули тек чăтаймарĕ,
Вăл чыхăнчĕ вĕри юнпа…
Вун ик хĕрне патша ăсатрĕ
Лаша çине утлантарса.
— Эсир чĕр юлăр, — пăшăлтатрĕ
Хăй вилĕм çитнине туйса.
— Эсир ман чун, эсир-ман юнăм!
Эсир — ман çутă ĕмĕтсем!
Эсир чăн ирĕк, хӳтлĕх тупăр,
Сиртен ан кулччĕр тăшмансем!
Куççуль тăкса хĕрсем вĕçтерчĕç
Тытса лаша çилхисене.
Çапах та чĕререн итлерĕç
Юратнă ашшĕн сăмахне.
* * *
Те ир, те каç — йăлтах сĕм тĕттĕм,
Çунать хула, çунать тĕнче.
Куçа çиет куççуль те тĕтĕм,
Тумлать чĕр юн сив хĕç çинчен.
Ытла та урнă-çке ташманĕ
Чĕркуçленменшĕн ун умне,
Ют чĕлхепе янрать ылханĕ,
Сурать вăл юнлă сурчăкне!
Ватти-вĕтти, ача, хĕрарăм —
Хура тăшманшăн — пурпĕрех!
Йăлтах хаяррăн вăл вакларĕ,
Çаратрĕ тĕпĕ-йерĕпех.
— Хула çунать! Аппа! Аттеçĕм!
Мĕн-ма ăсатран эс пире?
Пур алтаспан, юратнă хĕçĕм
Хӳтĕлемешкĕн Пӳлере!
— Йăмăкăмсем! — Кăрлач каларĕ,
Çынна куçран епле пăхас?
Эпир хевтесĕр таркăн мар вĕт,
Халлех кĕрешĕве тухас!
Пире тăванăмсем кĕтеççĕ,
Çитет усса ларма алла!
Кашни шутра халь хӳтĕлевçĕ!
Кĕтет Пӳлер, тăван хула!
Пĕртăвансем, ак, вĕçтереççĕ,
Васкаççĕ юланутçăсем…
Çук… Кая юлчĕç... Шăл йĕреççĕ
Уксах Тимурăн тарçисем.
Хула шăпланнă. Чĕмсĕр Вилĕм
Хуçаланать урамсенче...
Хĕрсен халь çук юратнă килĕ,
Кĕл çеç вĕçет куç умĕнче…
Тăшман эшкерĕ хĕпĕртерĕ,
Чипер хĕрсем-çке тыткăнра,
Çук Ылттăнпик, çӳк аслă хĕрĕ,
Çапах вуниккĕш — алăра!
Хĕр куçĕсем хаяррăн çунчĕç
Шăтарасла тăшман чунне.
Вун ик шур акăш пулчĕç тăчĕç,
Тăрук çĕкленчĕç тӳпене!
Тăшман кулли пулас темерĕ
Вун икĕ ирĕк чунлă хĕр.
Шур акăш ушкăнĕ тĕрлерĕ
Çӳл тӳпере çап-çутă йĕр.
Сĕт пек шап-шурă акăш çулĕ
Курнать илемлĕн, тупата.
Шур Пӳлерти пин-пин çын чунĕ
Чăн канлĕх тупнă пуль унта.
Вун икĕ хĕр халь — çутă çăлтăр,
Илем кӳреççĕ тӳпене.
Ялан пăхаççĕ йăлтăр-йăлтăр
Куç илейми Пӳлер çине.
Тăвансене вĕсем шыраççĕ
Кая юлнишĕн ӳкĕнсе,
Çут çăлтăр çумăрĕ çăваççĕ,
Илеççĕ вăрттăн хӳхлесе.
Вара, çитсессĕн Çимĕк каçĕ
Вĕсем анаççĕ çĕр çине,
Вĕсем те ăшшăн асăнаççĕ
Пӳлерĕн паттăр халăхне.
Унтан çунат çине лартаççĕ
Анчах çуралнă ачсене,
Пӳлер тавра кĕç çаврăнаççĕ
Ăш пил параççĕ вĕсене.
Пĕрне сыхлать Кăрлач е Нарăс
Çуралнă кун хĕлле пулсан.
Çу кунĕнче васкаççĕ харăс
Çĕртме те, Утă та Çурла.
Кашни ачан пур çутă çăлтăр,
Кашнин сыхлавçă тӳпере.
Кашни ача телейлĕ пултăр,
Ан мантăр Аслă Пӳлере!
* * *
Çапла калать Пӳлер халапĕ,
Çав халапра суйи, тен, çук.
Ун çутă ячĕ, сумĕ, чапĕ
Çут çăлтăр евĕр сӳнес çук.
Эпир мухтавлă халăх йăхĕ,
Эпир — Пӳлерĕн ачисем!
Хĕвел — çут çăлтăр — ыррăн пăхĕ,
Нихçан та пĕтмĕç чăвашсем!
Эпир вут-çулăм витĕр тухнă,
Çапах тăшман кулли пулман!
Шур акăш çулĕ витĕр тухнă
Хальхи Çут Çăлтар — Андриян.
Эп чăваш хĕрĕ, савăнатăп
Эп çутă çăлтарлă йăхран,
Чăваш пулнишĕн мухтанатăп,
Тăванăм, эс те ан вăтан!!!