Пуян та сарлака чăваш çĕрĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр хумханса ларакан тулли пучахлă уйĕсем, кайăк-кĕшĕкпе, çырли-кăмпипе пуян вăрманĕ, сарăлса выртакан кăвак шывĕсем — вĕçех Аслă Пӳлер ытамĕнче вырнаçнă.
Аслă Пӳлер халăхĕ нихăçан та пушă лармасть, уйра вăй хурать, ниме тăвать.
Йăла-йĕрке уявĕсене: Мăн куна, Калăма, Çимĕке, Карта пăттине тата ыттине — пĕрле пухăнса ирттерет.
Мирлĕ тӳпе айĕнче пурăнать халăх пĕр нуша курмасăр нумай-нумай çул, анчах та халĕ аялти тĕнчерен Эсрел вăй пухса Çут тĕнчене хăпарать. Эсрел ури пуснă çĕрте курăк ешермест, унăн хаяр сасси таврана янратсан илемлĕ кайăксен юррисем илтĕнме пăрахаççĕ. Хăратнă вăл этеме, хăйне итлемесен, пĕрин хыççăн теприне ĕмĕрлĕхех çемйинчен уйăрнă. Никам та, Таса Ама йывăççи те ăна хирĕç çапăçайман, пурте вăйсăр пулнă.
Часах çак хыпар Пӳлер çыннисем патне те вĕçсе çитнĕ. Çак хула хăйĕн виçĕ паттăрĕпе, тăшманран хӳтĕлекен виçĕ çăлтăрĕпе, Этнерпе, Юманпа, Сентеирпе, паллă пулнă. Çак паттăрсен аслашшĕсем ĕлĕк тăшмана çĕнтернĕ, халĕ вĕсен черет — Эсрелпе вăй виçме. Пӳлер халăхĕ вĕсене, Улăпсене, ĕненет, шанать. Арăмĕсем те, ачи-пăчи те ырă çул сунаççĕ вĕсене.
Виçĕ Улăп хăйсен лашисем çине утланса, ылтăнран тунă Булат хĕçĕсене çӳлелле çĕклесе хуларан тухса каяççĕ (кайиччен вĕсем пĕчĕк хутаççа çĕр тултарса кĕпен шалти кĕсйине чиксе хураççĕ).
Уй-уй урлă, ял-ял витĕр тăшмана куçран пăхма васкать виçĕ Улăп. Тăшманăн усал чĕри тапни те илтĕнет пек, çывăх-çывăх пек туйăнать вăл вĕсене. Эсрел хуçалăхĕ те акă курăнать сăрт тăрринчен, анчах та çул уйрăлса каять. Хăшĕ-ха вĕсенчен чи кĕски тата чи хăрушсăрри? Паллă мар, пĕр çула суйласа илчĕçех. Ку çул хĕрринче йывăçсем те симĕс тум тăхăнман, хура кăмрăк тĕслĕ тум вĕсем çинче. Тураттисем урлă-пирлĕ ӳсеççĕ, паттăрсем малалла çеç шăвăнаççĕ, хĕçĕсемпе турачĕсене касаççĕ, хăйсем валли çул уçаççĕ. Çӳлти турачĕсем Улăпсене ярса илеççĕ, кăтăкласса вĕлерме те, пăвса пăрахма та хатĕр. Тепĕр çын çак йывăçсен ытамĕнчен тухаймĕччĕ те, Пӳлер паттăрĕсемшĕн ку нимех те мар.
Каç пулчĕ, çăлтăрсем çутатма пуçларĕç. Çак самантра кашни паттăр тӳпери çăлтăрсем çине пăхса хăйĕн арăмĕн сăнне, ачи-пăчин сассине аса илчĕ. Каçа пăхмасăрах вĕсем малалла çил çунат пек вирхĕнеççĕ, акă — тăшман хуралтисем. Хĕвел çути те, çăлтăрсен çути те, Улăпсене вăй паракансем, лекмеççĕ ку тĕле. Эсрел халăхĕ хăйĕн пекех хаяр: Улăпсене хирĕç тăчĕç. Юнлă çапăçу пуçланчĕ. Пĕр эсрел çыннине пирĕн паттăр хĕçĕпе чĕринчен амантнă та унтан юн вырăнне кĕсел шывĕ юхать. Вăйлă юхнипе часах çав вырăнта кӳлĕ пулса тăрать. Çав кĕсел шывĕ усал, çут çанталăка сиен кӳрекен çынсене хăй айне путарать. Тăшман çарне çав кӳлĕ хăй патне çăтса антарать. Паттăрсем çеç тăрса юлаççĕ. Анчах та тăшман Юманпа Этнере наркăмăшлă сăнăпа, хĕçпе лектернĕ. Вĕсен вĕри юнĕ лекнĕ тĕлте курăк ешерме тытăннă. Сентеир юмăç каланă сăмахсене аса илет, юлташĕсем çине пуçне хурса куççульне юхтарать. Юманпа Этнер чун-чĕмĕсем хăйсенчен тухса Сентеира малалла каймалли пирки аса илтереççĕ, пулăшса пыма хатĕррине пĕлтереççĕ.
Сентеир халĕ тăшмана тавăрма хатĕр. Акă, Эсрел умнех килсе тăчĕ вăл. Тăшман çапăçусăрах парăнма сĕнчĕ, паттăр килĕшмерĕ. Хĕрсе пырать çапăçу. Сентеир Улăп, Эсрел пуçне касса ячĕ, çĕнтерӳ çывăх терĕ пуль, анчах та тăшман пуçĕ икĕ хут нумайланчĕ. Йывăр пулсан та тӳсет паттăр. Сентеир тăшман аллисене касса пăрахас терĕ (касса пăрахсан хĕç тытаймасть тесе шутларĕ), касрĕ. Çук, пулмарĕ ĕç, халĕ икĕ алă вырăнне ултă алă пулса тăчĕ. Шанăç пĕтрĕ Сентеирăн, вилĕм те çывхарать тейĕн тăшман хĕçĕнчен. Акă, паттăртан инçех мар тем çуталса илчĕ, çутă çăлтăр вăл. Ку çăлтăр — Сентеир ашшĕ, хăйĕн ачине çăлма килнĕ. Çăлтăр-ашшĕ Сентеир пек ача пулса тăчĕ. Эсреле вăл аташтарсах ячĕ, икĕ пуçĕ те икĕ Сентеир çине пăхать. Эсрел, Сентеир çине тапăнас тесе, ун ашшĕ патнелле вирхĕнчĕ. Çав вăхăтра чăн-чăн Сентеир урайĕнче çĕрĕ тупрĕ, унта икĕ чул: пĕри — симĕс тĕслĕ (унта шуйттанăн пурнăçĕ пулнă), тепри — кăвак (унта вăйĕ пулнă). Сентеир юлташĕсен чун-чĕмĕсем килчĕç те çав чул татăкĕсемпе мĕн тумаллине каларĕç. Халĕ вăл чул катăкĕсене илчĕ те Булат хĕçĕпе ватрĕ. Эсрел вăйсăрланчĕ, пĕтрĕ. Тавралăх çуталса кайрĕ, ашшĕн те, юлташĕсен те чун-чĕмĕсем çухалчĕç. Патвар каччă Кĕсел кӳлли патĕнче, унта пăхсан… Унта çынсен кĕлеткисем çеç ишсе çӳреççĕ.
Сентеир Аслă Пӳлер хулине таврăнчĕ. Халăх ăна хаваспа кĕтсе илчĕ. Мирлĕ пурăнаççĕ вĕсем. Нимĕнле хăрушлăх та çук.
Вăхăт иртет… Сентеир чирлесе ӳкет. Вилес умĕн хăйĕн ывăлне çапла пиллесе хăварать:
— Эсĕ, ывăлăм, паттăр пул, нимĕнрен те ан хăра, халăхшăн таçта та кайма хатĕр пул. Акă тыт çак Булат хĕçне. Вăл сана пулăшĕ. Эпĕ сана йывăр вăхăтра çăлтăр пулса сан патна килĕп…
Виçĕ юлташ, Сентеир, Юман, Этнер, пĕрлешрĕç. Çăлтăрсем пекех çиçеççĕ вĕсен ячĕсем.