Сар хĕвелĕ тахçанах пытаннă. Сарлака ял урамне уйăх çеç çутатать. Унта-кунта çăлтăрсем курăнкалаççĕ. Урампа пилĕккĕн пыраççĕ. Кусем — кӳршĕ ялти асламăшĕ патĕнчен хăнаран килекен ачасем. Тăманкка ялĕнче пурăнать вĕсен асламăшĕ. Ачи-пăчипе мăнукĕсем манмаççĕ ăна, пӳртре, кил картинче, пахчара тирпейлесе пулăшма тăтăш кайса çӳреççĕ. Пилĕк мăнукĕ те унăн çав тери ĕçчен те çивĕч. Акă паян та асламăшне кил-çурта тирпейлеме пулăшса ĕшеннĕ ачасем васкамасăр килелле утаççĕ. Каçхи тӳпене сăнама ачасене питех те интереслĕ, уйрăмах чи кĕçĕннисене — Илюшпа Алюш йĕкĕрешсене.
— Алюш, пăх-ха, мĕн чухлĕ çăлтăр! Эпĕ вĕсене халех пурне те шутласа кăларатăп, кур: пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă… — шухăша кайса тăчĕ Илюш.
— Малалла пиллĕк пулать, — аса илтерчĕ ăна аппăшĕ Зина.
— Хам та пĕлетĕп эпĕ, ан чăрмантар, — аллине сулчĕ Илюш, — çĕтерсе ятăн эсĕ мана, халĕ хăв шутласа пар мана çăлтăрсене!
— Илюш, тĕнче уçлăхĕнче темиçе миллиард çăлтăр, эпир вĕсене нихăçан та шутласа тупас çук, — тет Зина.
— Миллиард мĕн вăл? — интересленет Алюш.
— Миллиард вăл — питĕ пысăк хисеп, ун таран шутлас пулсан ыранччен те шутласа пĕтереймĕн, — ăнлантарать Зина.
— Зина, пăх-ха, пăх, çăлтăр ӳкрĕ! — кăшкăрса ячĕ сасартăк Митя шăллĕ.
— Çăлтăр ӳкнĕ чух ăна хăвăн ĕмĕте калама ĕлкĕрмелле, вара вăл пурнăçланĕ, — тет Верук-чиперук.
— Эпĕ мĕнле те пулин аякри çăлтăр çинче пулса курма ĕмĕтленетĕп!— кăшкăрать Илюш.
— Çук, Илюш, ĕлкĕреймерĕн-ха эсĕ, çăлтăрĕ паçăрах ӳкрĕ.
— Çитменнине тата вăл ĕмĕте пурне те илтĕнмелле мар, хăвăн ăшра каламалла, — ăнлантараççĕ Илюша.
— Ун пек пулсан та, эпĕ çав-çавах аякри çăлтăр çине вĕçсе каясшăн, — чарăнмасть Илюш.
— Тен, çитсе те курăн-ха чăнах, ак ӳсĕн те эсĕ, космонавт пулăн, мĕнле те пулин çăлтăр çине ракета çине ларса вĕçсе кайса килĕн те, пире пурне те каласа парăн: мĕнле пурăнаççĕ унта çăлтăр çыннисем…
— Ак, пăхăр-ха, тепĕр çăлтăр ӳкет! — кăшкăрчĕ хальхинче Алюш.
— Атя çав çăлтăра кайса илетпĕр, аякка ӳкмерĕ вăл. Ванюшсен пахчине çеç кĕрсе ӳкрĕ, — тет Митя.
— Тем ан калаç-ха, Митя, çăлтăр вăл пире кăна çавăн пек пĕчĕккĕ курăнать, хăй вара питĕ пысăк тата пирĕнтен питĕ аякра.
— Атя каятпăр унта, атя. Эпĕ пĕлетĕп, çăлтăр çавăнта, çав пахчара выртать, — лăпланмасть ача.
— Юрать, атьăр пурте унта каятпăр, нимĕнле çăлтăр та çуккине хăвăр куçпа хăвăр курăр, — чăтаймарĕ Зина. Ачасем кил еннелле каякан çултан пăрăнсах çăлтăр шырама утрĕç. Утсан-утсан карта патне çитсе тăчĕç.
— Ак, Митя, çитрĕмĕр, малалла мĕнле каймалла? Ку хӳме урлă каçасси пирĕнтен пулмасть пуль тетĕп те çав, — ыйтать Зина. Ача шухăша путса, картана сăнанă пек пăхса тăчĕ.
— Аха, эпĕ пĕлетĕп, — кăшкăрса ячĕ вăл кăштахран. Унтан Митя карта патне пычĕ те икĕ хăмине васкамасăр икĕ айккине сарчĕ. Халĕ кунта пĕчĕк ача кăна мар, икĕ мăн çын кĕмелĕх хушă пур.
— Ах, Митя, эсĕ те çав! Кун пек «вăрттăнлăхсене» ăçтан пĕлетĕн тата эсĕ? — тĕлĕнчĕç пурте.
— Ак çакăнтан Ванюш хăш-пĕр чух пахчана пан улми илме çӳрет. Алăкран кĕме аякка утмалла тет вăл.
— Апла пулсан юрать-ха, атя, кайрăмăр, хăвăн çăлтăрна тупăн-и эсĕ? — чăтаймасть Верук. Ачасем пĕр-пĕрин хыççăн картари шăтăкран кĕрсе кайрĕç.
— Зина, халĕ миçе сехет çитнĕ? — ыйтрĕ çав хушăрах Алюш.
— Тăхăр сехет иртни вун пилĕк минут, — хуравларĕ Зина. — Ну, Митя, ăçта-ха санăн çăлтăру?
— Çавăнта йывăç айĕнче йăлтăртатса выртаканни мар-и-ха вăл? — тĕллесе кăтартрĕ Верук. Пурте вăл кăтартнă çĕрте пăхрĕç. Чăн та, çамрăк улмуççи айĕнче темĕн çутатса выртать. Илюш йăпăр-япăр чупса кайса çав япалана илсе килчĕ. Пĕчĕк, ал лаппине те вырнаçакан çаврашкана пĕр тăвансем темле те çавăрса пăхрĕç. Темĕн çырнă-ха унта.
— «Çынсем, Çĕр планета çинче пурăнакансем…», — вулама пуçларĕ Верук, — хă, кăна урăх планета çинче пурăнакансем янă пулмалла, «…эпир сирĕнтен пулăшу ыйтатпăр. Пирĕн пата часрах килĕр, пирĕн инкек сиксе тухрĕ. Çак çырăва çĕр çине пăрахăр кăна…» Малалла вулаймастăп эпĕ, темĕн çырнă кунта.
— Пар-ха, хам вулам, — илчĕ хăй аллине Зина. — Çук, нимĕн те курăнмасть.
— Тен, ăна пĕлме пирĕн кунта çырнă пек тумалла, тытатпăр та пăрахатпăр ку япалана çĕр çине, шалта тем пур пуль унта, — тет Митя.
— Енчен те ку чăнах урăх планета çинче пурăнакансен çырăвĕ пулсан? — ыйтать Алюш.
— Мĕнле çыру, тем ан калаç-ха эсĕ, урăх планетăсем çинче никам та пурăнмасть, — пӳлчĕ ăна Верук.
— Манăн пĕлес килет, — терĕ те Алюш, нумай шутласа тăмасăр çак япалана аппăшĕн аллинчен илчĕ те çĕр çине пĕтĕм вăйран çавăрса çапрĕ. Çак самантрах ачасене урисем айĕнчен çĕр тарнă пек туйăнчĕ, йĕри-тавра пĕтĕмпех çаврăнма пуçларĕ, куçран темĕнле çутă çутатрĕ. Ачасем хăраса пĕр-пĕрин çумне йăпшăнчĕç. Ку тĕлĕнтермĕш мĕнле хăвăрт пуçланчĕ, çавăн пекех хăвăрт пĕтрĕ. Пĕр тăвансем вăрахăн куçĕсене уçрĕç. Кун çуталма та ĕлкĕрнĕ иккен! Анчах тӳпе яланхи пек кăвак мар, темĕнле кĕренрех тĕслĕ, пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Ачасем унталла-кунталла пăхкаларĕç. Ăçта лекнĕ-ха вĕсем? Темĕнле кăвак йывăç евĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ӳсен-тăран ӳсет кунта, курăк пекки те çавăн тĕслех. Такам килет тата вĕсен еннелле… Кам-ши ку? Шап-шурă кĕпе-йĕм тăхăннă хăй, хура шлепки питне хуплать, те арçын вăл, те хĕрарăм, нихăçан та курман ку çынна. Такам-ха вăл, те ырă шухăшлă, те усал шухăшлă. Ачасем каллех пĕр-пĕрин патнерех тĕршĕнчĕç. Палламан çын вĕсен умне çитсе тăчĕ, васкамасăр шлепкине хыврĕ.
— Ах! — тухса кайрĕ пурин те пĕр харăс. Ара, тĕлĕнмелли пурах-мĕн: кам тăрать-ха вĕсен умĕнче? Çутă сарă тĕслĕ пĕркеленчĕк питлĕ, вăрăм хĕрлĕ сарă çӳçлĕ, пысăк хура куçлă… çын тесен çын мар, темĕнле чĕр чун ку! Ачасем тĕлĕннине те хăранине курса çак тĕлĕнтермĕш çакăн пек каларĕ:
— Ан хăрăр, тархасшăн, ан хăрăр, эпĕ сире усал сунмастăп, эсир кунта мĕнле лекнине кăна ыйтса пĕлесшĕн.
Зина хăйне алла илчĕ те:
— Каçарăр та, кам-ха эсир? Эпир çак вырăна мĕнле çитсе ӳкнине те ăнланса юлаймарăмăр, калăр-ха, ăçта эпир? Мĕншĕн кунта йăлтах урăхла?— тесе каларĕ.
— Эсир, ачасем, Кĕвенкеш ятлă çăлтăр çинче. Ку çăлтăр сирĕн планета çумĕнчех, анчах та ăна никам та кураймасть, мĕншĕн тесен эпир ăна лайăх сыхлатпăр. Пирĕн Кĕвенкешри ачасен вунă çула çитиччен асамлă вăй пур. Ку вăл пĕр енчен усăллă, анчах тепĕр енчен çак ачасем шутламасăр тем туса хума пултарас хăрушлăх пур, ача-пăча-çке ĕнтĕ. Пĕр ачан, Олент ятлăскерĕн, вăйĕ вунă çултан иртсен те пĕтмен, халĕ вăл виççĕр çултан иртнĕ ĕнтĕ, Кĕвенкешри тĕп асамçă шутланать вăл, çак çăлтăра кунта пурăнакансене çеç курăнмалла туса хунă. Çĕр планета çинчен ракета е спутник тĕнче уçлăхне тухас пулсан вăл çăлтăра ним сиенĕ кӳмесĕр ун витĕр тухса кайма пултарать, Кĕвенкеше никам та тупаяс çук, — ăнлантарчĕ палламан çын.
— Эпир кунта мĕнле лекнĕ вара? — ыйтрĕ Верук.
— Кунта лекме икĕ меслет пур, е эсир сирĕн планета çине янă çырăва вуласа унпа тĕрĕс усă курса, е тинĕс варринче вырнаçнă куçăма-портала тупса кĕнĕ. Ăна эпир сирĕн планета çинчен тĕрлĕ сăнавсем тумалли чĕр чунсене, ӳсен-тăрана илме усă куратпăр.
— Çыру… эпир те çырупа килтĕмĕр кунта, сасă пачĕ Илюш.
— Тăхта-ха эс; мĕн çырăвĕ вăл, мĕншĕн ăна пирĕн пата ятăр? — пӳлчĕ ăна Верук.
— Атьăр-ха, ачасем, хуланалла утар, çул çинче эпĕ сире пĕтĕмпех каласа паратăп, — терĕ Кĕвенкеш çынни. Ачасем унпа пĕрле пыма килĕшрĕç. Мартас, çавăн пек ятлă пулчĕ вĕсен çĕнĕ пĕлĕшĕ, шлепкине каялла пуçĕ çине тăхăнчĕ те хăй килнĕ çулпа каялла утрĕ. Çул çинче вăл акă мĕн каласа пачĕ: вĕсен çăлтăрĕ çине вăрă-хурахсем тапăнма пуçланă. Вĕсене ниепле те чарма пулмасть иккен, мĕншĕн тесен, пĕрремĕшĕ, кусем урăх çăлтăр çинче пурăнаççĕ пулсан та Кĕвенкеше кураççĕ, вĕсем тахçан авал кунтан тухса кайнă, тĕрĕссипе каласан, вĕсем хăйсем те мар ĕнтĕ, вĕсен ват аслашшĕсем-асламăшĕсем; иккĕмĕшĕ, вĕсен ачисем те асамçăсемех, вĕсем — халĕ Рукача çăлтăр çинче пурăнакансем, Кĕвенкеш çине никама курăнмалла мар кĕреççĕ те пĕтĕм пурлăха илсе тухса каяççĕ. Тĕп асамçăн, Олентăн вăйĕ кунта нимпе те пулăшаймасть. Çак пилĕк пĕр тăванăн Кĕвенкеш çăлтăра вăрă-хурахсен тапăнăвĕсенчен хăтармалла пулнă, çавăн пек пулатех тесе ĕлĕк авалах малашлăха курма пултаракан кинемей каланă тет. Çавăнпа та Мартас вĕсене çыру ярса панă, анчах çырăвĕ кирлĕ çĕртен кăшт аяккарах лекнĕ, вара вăл çак ачасем çырăва тупса вуласса шанман та, ачасем килсен вĕсенчен тинĕсри куçăм-портал çинчен те ыйтса пĕлес тенĕ, мĕншĕн тесен вăл Зина, Вера, Митя тата Илюшпа Алюш тĕрĕс çула тупассине ĕненмен те. Кусем вара акă: Кĕвенкеш тăрăх утаççĕ, Мартас мĕн каласа панине тимлесе итлеççĕ. Çулпа утнă май пысăк хула урамне çитнине те сисмеççĕ пулас хăйсем, питĕ интереслĕ туйăнать ĕнтĕ вĕсене ку çăлтăр çинчен пĕлме. Акă ĕнтĕ Мартас вĕсене чи çӳллĕ те мăнаçлăн курăнакан çурта илсе кĕртрĕ. Кунта вĕсене ырă сунса кĕтсе илчĕç, сĕтел хушшине лартса тутлă апат çитерчĕç, унтан кашнине хăйĕн пӳлĕмне илсе кайрĕç, ирхине вăрă-хурахсене тытма вăй пухмашкăн ырă ыйхă сĕнчĕç те тухса кайрĕç.
Юнашар пӳлĕмсенчи шăллĕсемпе йăмăкĕ тахçанах ырă тĕлĕксем курса çывăраççĕ пулсан, Зинăн вара темшĕн ниепле ыйхă килмест. Тĕрлĕ шухăшсем асаплантараççĕ ăна: аттепе анне вĕсене шыраса ураран ӳкрĕç пуль, мĕншĕн-ха шăпах вĕсен çак çăлтăра пулăшмалла пулса тухнă-ха, мĕншĕн шăпах вĕсен вырăнĕнче такам урăххи пулман, тата тем те пĕр кирлĕ-кирлĕ мар шухăш хуçаланать пуçра. Тата ыран ирхине мĕнле пулмалла-ши? Ку çăлтăра пачах пĕлмесĕр вăрă-хурахсене шыраса тупмалла вĕсен. Çапла чылайччен ăшталанса выртрĕ хĕрача, юлашкинчен «Мĕн пулать те, мĕн килет» шухăшпа ыйха путрĕ.
Ирхине ирех ачасене Мартас килсе вăратрĕ. Çĕрĕпех йĕркеллĕ çывăрайманскер, Зина хăй ăçта лекнине те ăнкарса илеймерĕ, кравать çинче пĕр хушă куçне сăтăркаласа ларнă хыççăн кăна тăна кĕчĕ вăл. Апатланнă хыççăн пĕр тăвансем хуларан тухса утрĕç. Илюшпа Алюш халĕ те вăранса çитеймен-ха, курăнать, анасласа кăна пыраççĕ. Çапла вара ачасем Кĕвенкеш тĕлĕнтермĕшĕсене сăнаса пырса аслă çул тăрăх утрĕç. Мĕн тумалла, ăçта каймалла, нихăшĕ те ăнланмасть. Тахçан темле карчăк пиллĕк пĕр тăван çинчен каланă та, халĕ вĕсен нушаланмалла! Пуçа вырнаçмасть ку ниепле те! Вăрă-хурахсем тапăннă тет. Хăйсем нивушлĕ нимĕн те тăваймаççĕ, асамçăсем вĕт хăйсем. Ним ăнлантармасăр кăларса ячĕç те, хуть те мĕн ту халь, анчах вăрă-хурахран хăтар. Ашшĕ-амăшĕ те вĕсене шыраса хăшкăлчĕ ĕнтĕ, вĕсене мĕнле ăнлантарса памалла-ши, çăлтăр çинче пулнă тесен ĕненмеççĕ-вĕт. Çакăн пек тĕрлĕ шухăш канăç памасть Зинăна. Тата пуринчен ытла çак самантра вăл çав вăрă-хурахсене тарăхать: вĕсене пулах асапланаççĕ вĕт! Çак çăлтăр çинчен часрах каяс килет, киле, часрах киле каяс! Часрах хушнă ĕçе тăвас та ку Кĕвенкешрен хăтăлас. Илюшпа Алюш, Митя капла шутламаççĕ пулас. Акă çул хĕрринчи тĕрлĕ тĕслĕ вĕт чулсене ăмăртмалла пуçтараççĕ. Тем тумалла тет-ха кун чухлĕ чулпа. Акă аякра вăрман та курăнма пуçларĕ. Эй, вăрман-и-ха çак? Темĕнле армак-чармак йывăçсем, вуллинчен пуçласа çулçисем таранах хура тĕслĕ хăйсем. Мĕнле вăрман-ши ку? Вĕсемпе пĕрле кам та пулин пĕрле пырсанччĕ хăть, каласа парĕччĕ: мĕнле вăрман ку, кам-та пулин пурăнать-и кунта, ырă-и вăл, усал-и? Çапла шутласа пырсах Зина вăрман патне çитнине те унăн умне пырса тăрсан кăна сисрĕ.
— Зина, мĕнле шутлатăн, кĕрер-и ку вăрмана, темĕнле килĕшмест-ха вăл мана, — шăппăн каларĕ Верук.
— Темле, мана та çак хура туратсем питех килĕшсе каймаççĕ те, унта кĕмеллех пек туйăнать мана.
— Мĕншĕн çавăн пек шутлатăн вара эсĕ? — тĕлĕнчĕ Верук.
— Пĕлместĕп, анчах та темĕнле шалти туйăм мана ку вăрмана кĕме хистет, — хуравларĕ Зина. Вара пурте тĕксĕм вăрмана утрĕç.
— Мĕнле хăрушă ку вăрманта… — ун-кун пăхкаласа илсе каларĕ Алюш, аппăшне аллинчен тытса. Чăнах та, питĕ хăрушă ку вырăн: хуп-хура йывăçсем тискеррĕн кашлаççĕ, тĕмсем хыçĕнчен илемсĕр чĕр чунсем пăхкалаççĕ. Хушăран сивĕ çил вĕркелет, йывăçсем тата та хытăрах шавлама пуçлаççĕ, пуç тăрринче пин-пин самолĕт е вертолĕт вĕçсе иртнĕн туйăнать.
Утрĕç-утрĕç ачасем, илтеççĕ — кунта вĕсемсĕр пуçне такам пур. Иккĕн хăйсем. Икĕ çын калаçни илтĕнет, тем пуплеççĕ, вăрман шавланипе нимĕн те илтĕнмест. Анчах сасăсем çывăхарсах пычĕç. Ачасем кусене тĕмсем хыçне пытанса ларса итлес шут тытрĕç. Акă лараççĕ вĕсем тĕмсем хыçĕнче. Кăштахран вĕсем çулпа икĕ çын утса килнине курчĕç, темĕн çинчен тавлашаççĕ тата хăйсем, пĕрин аллинче пысăк ещĕк. Зина вĕсен калаçăвне итлеме пуçларĕ.
— Эсĕ пире ялан чăрмантаратăн кăна, сана нихăçан та урăх пĕрле илместĕп! — ятлать пĕри теприне.
— Эпĕ-и? Эпĕ сана ним туса та чăрмантарман, пурлăхне те санăн чухлех пуçтартăм, хуçисем вăранасса пĕлнĕ-и-ха эпĕ? — килĕшмест тепри.
— Нокша, хуçисем вăранассине кам хытăрах шавлать, çавăн пĕлмелле!
— Эпĕ шавламан, шăши пек шăп-шăпăрт çӳрерĕм!
— Вазăна кам урайне ӳкерсе ватрĕ? Хаклăччĕ пуль вăл, эсĕ ăна та пĕтертĕн, путсĕр.
— Каçар, Бянор, каçар, анчах та вĕсем пире кураймаççĕ вĕт, çитменнине тата эпĕ çак ещĕке илсе ĕлкĕртĕм, — аллинчи япалине кăтартрĕ Нокша, — йывăр-ха вăл, мĕнле те пулин хаклă япала пытарнă-тĕр унта.
— Юрать ĕнтĕ, кайран курăпăр, халĕ канмалла пирĕн, Рукача çине таврăнас та выртса çывăрас,— лăпланчĕ тинех Бянор. Малалла мĕн каланине ачасем ăнланса юлаймарĕç, хайхи сасăсем вăрман шавĕпе пĕрлешсе кайса çухалчĕç. Тепĕртакран тĕм айĕнчен ачасем асăрханса тухрĕç.
— Зина, ăнлантăн-и эсĕ, кусем Рукача çинчен килнĕ вăрăсем-çке! — терĕ Верук.
— Тĕрĕс, тата вĕсем паян такамăн кил-çуртне çаратнине ăнлантăм, — хушрĕ Зина, — халĕ мĕн тăвăпăр-ши, ачасем? Тен, вĕсен хыççăн пымалла?
— Атьăр часрах, кайрăмăр! — савăнса кайрĕ Алюш, палламан çынсем хыççăн чупма та хатĕр вăл.
— Алюш, Алюш, аплах ан шавла-ха, тен вĕсем аякках кайман, пире илтĕç те часрах тарĕç. Халĕ эпир пурте шăппăн та асăрхануллăн çак вăрă-хурахсем хыççăн утăпăр. Пирĕн халĕ вĕсем ăçта кĕрсе кайнине курса юлмалла, вĕсен таçта куçăм-портал пур, пирĕн ăна тупмалла, вĕсен çăлтăрĕ çине лекмелле, малалла куç курать унта…
Вара ачасем каллех çулпа утрĕç, кашни сасăна итлерĕç, чее тилĕсем пек йăпшăнчĕç. Анчах Нокшăпа Бянора ниепле те хăваласа çитеймерĕç, кăштахран вĕсем вăрман хĕррине те çитсе тăчĕç.
— Зина, халĕ эпир вĕсене тупаймастпăр-и? — ыйтрĕ салхуллăн Митя.
— Авă пыраççĕ вĕсем, — пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ Илюш. Чăнах та, хайхисем темĕнле тăвайкки çинчен анаççĕ иккен. Ачасем вĕсене татах та сăнарĕç. Акă вĕсем аяла анчĕç, пĕри кĕсйинчен темĕн кăларчĕ те, тăвайкки ăшĕнче пĕр çын кĕмелĕх кăвакрах тĕслĕ хăвăл уçăлчĕ. Рукача çыннисем пĕрин хыççăн тепри çавăнта кĕчĕç, куçăм-портал хупăнчĕ. Ачасем ним тăхтаса тăмасăр унталла чупрĕç. Çул çинче Илюш пысăках мар тăсăка япалана тупрĕ. Унăн çинче хĕрлĕ кнопка. Ача ку япалана йăпăр-япăр кĕсьене пуçтарса чикрĕ те аслисем хыççăн чупрĕ. Тăвайкки айне чупса çитнĕ-çитмен ачасем куçăм-портала шырама пуçларĕç: малтан Нокшăпа Бянор кĕрсе кайнă вырăна темĕнле те тĕпчесе тухрĕç, пĕр тĕрĕслесе тухман вырăн хăвармарĕç; кайран вĕсем çĕр хăвăлне уçма урăхла меслет шырама пуçларĕç: куçăм-портала асамлă сăмахсемпе итлеттерме шутларĕç, анчах кăлăхах. Темĕнле тархасласан та, темĕнле ӳкĕтлесен те алăк уçăлмарĕ. Çакăн çине Илюш пăхса тăчĕ-тăчĕ те, йăлăхтарчĕ пулас ăна ку япала. Вăл айккине пăрăнса тăчĕ, пĕчĕк нăрăпа вылярĕ, вĕтĕ чулсемпе перкелешрĕ. Кайран вăл çул çнче тупнă япала çинчен аса илчĕ, ăна кĕсьерен туртса кăларчĕ те тӳрех кнопка çине пусрĕ. Акă иккен мĕнле уçăлнă ку алăк! Зина савăннипе шăллĕ патне чупса пычĕ те ăна ыталаса илсе пит çăмартинчен чуп турĕ.
— Илюш, ăçтан тупрăн эсĕ ку япалана? Вăл пире питĕ пулăшрĕ вĕт! -хĕпĕртенине пытармарĕ Верук та.
— Çул çинче йăванатчĕ те, эпĕ ăна илес терĕм, — хуравлать Илюш.
— Тĕрĕс тунă эсĕ, маттур, — мухтарĕ ачана Зина.
— Халĕ атьăр часрах Рукача çăлтăр çине. Эсĕ вара, Илюш, ку япалана лайăх пуçтарса хур, ан çухат, — терĕ Верук. Пĕр тăвансем алăран тытăнчĕç те куçăм-портала пĕр-пĕрин хыççăн кĕрсе кайрĕç. Куçăм-портал тӳрех хупăнчĕ. Ах, илемлĕ-çке иккен Рукача çăлтăр! Малтанласа пăхсан кунта Кĕвенкеш çинчи пекех туйăнать, анчах хушăран ачасен умне ал лаппи пысăкăш тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем курăнаççĕ. Вĕсем чечексем çине пырса лараççĕ те малалла вĕçеçсĕ. Çанталăкĕ вара мĕнле лайăх. Ăшă çилĕ питрен ачашлать, тӳпере хĕвел пăхать. Таçта аякра пысăк хула курăнать. Ачасем çавăнталла утрĕç. Çул çинче вĕсем чухăн тăхăннă пĕчĕк ачасене курчĕç, вĕсемпе калаçса пăхма шутларĕç.
— Мĕн ятлă эсĕ? — пырса ыйтрĕ Зина чи пĕчĕккинчен.
— Эпĕ — Венир, эсир вара камсем? — пуçне çĕклерĕ ача.
— Эпир — хăнасем, кунта сирĕн çăлтăра курма, кунти çынсемпе паллашма килтĕмĕр, вăт эсĕ, — ыйтрĕ хĕрача тепринчен, — мĕн ятлă?
— Стик, — хуравларĕ ача.
— Эпĕ вара — Гутор, — хушрĕ тепри. Зина, Верук, Митя, Илюш тата Алюш та хăйсен ячĕсене каларĕç.
— Халĕ эпир паллашрăмăр, эсир пире Рукача çинчен каласа парăр-ха, тархасшăн, эпир кунта нимĕн те пĕлместпĕр-çке, — ыйтрĕ Верук.
— Юрать, — килĕшрĕ Стик. — Пирĕн çăлтăр çыннисем тахçан Кĕвенкеш çăлтăр çинче пурăннă. Анчах та пĕррехинче вĕсем юнашар хулара пурăнакансемпе хирĕçсе кайнă, вĕсен урăх çăлтăр çине куçма тивнĕ. Малтан вĕсен ĕçĕсем лайăхах пынă-ха, çынсем кирлĕ чухлĕ апат-çимĕçне туса илнĕ, çĕрĕ те паха пулнă. Пурăнсан-пурăнсан вара ку çĕр тухăç пама пăрахнă. Халăх выçăпа аптăрама пуçланă. Пĕлетĕр-и, Рукачари тата Кĕвенкешри ачасем вунă çула çитиччен асамлă вăйпа усă курма пултараççĕ, кайран вара ку вăй пĕтет. Çак çĕре тухăçлă тума вара пирĕн асамлă вăй та пулăшаймасть. Тĕп асамçă Алент та нимĕн те тăваймасть. Рукачари чи асли — икĕ пин çултан иртнĕ Ротси старик кăна çапла ăнлантарать: Алентăн йĕкереш хăраххи Олент Кĕвенкеш çинче пурăнать, вĕсене вара иккĕшне пĕр вăй панă. Çавăнпа та вĕсем хăш-пĕр япалана тăваймаççĕ, çитменнине вара икĕ çăлтăр ачисен те вăйĕсем пĕтме пуçланă тет, икĕ пĕртăван мирлешмесен вĕсен хăйсен те, Рукачапа Кĕвенкеш ачисен те вăйĕ пĕтет. Тата пирĕн çăлтăр çинче çĕр тухăçлă пулманран халăх выçăпа аптăрать. Апат-çимĕçе ют çăлтăр çинче пурăнакансенчен туянма тивет. Укçа-тенки часах пĕтнĕ, Алентăн аллисем усăннă, çапах та вăл халăха тăрантармалли меслет тупнă-тупнах. Халĕ пирĕн аттесемпе аннесем, аппасемпе пиччесем юнашар çăлтăрсем çине вăрлама çӳреççĕ. Кашни кун вĕсене тĕрлĕрен ăнать, ĕнер вĕсем Сентеп ятлă çалтăр çинчен пĕтĕм халăха эрне тăрантармалăх пурлăх илсе килчĕç пулсан, паян Бянорпа Нокша Кĕвенкеш çинчен пĕр ещĕк кăна йăтса килчĕç, пĕлетĕр-и, мĕн унта шалта? Унта Рант ятлă пĕчĕк арçын ача ларнă. Вăл çĕрле вăраннă та теттесемпе вылясшăн пулнă. Шăпах çав вăхăтра пӳлĕме Нокшăпа Бянор кĕнĕ, Рант ещĕк ăшне кĕрсе ларма ĕлкĕрнĕ. Нокша пӳртре шавлама пуçласан хуçисем вăраннă, лешĕ вара ещĕке йăтса тухса каяссинчен нимĕн лайăхраххи те шутласа кăларайман. Рант хăранипе çул тăршшĕпе шăп-шăпăрт ларнă, ăна кунта çитсен кăна тупнă. Халĕ вăл Алент килĕнче, Алент ăна киле мĕнле тавăрасси пирки шухăшлать.
— Мĕншĕн-ха ачана киле ăсатса ярас мар, мĕн шутламалли пур унта?— тĕлĕнчĕ Верук.
— Çук çав, Алент ун пек тума пултараймасть, вăл Кĕвенкешри çынсенчен вăрлама тивнĕшĕн питĕ ӳкĕнет, ăна уншăн намăс.
— Алентăн хăйĕн йĕкĕреш хăраххипе тĕл пулса калаçмаллах ĕнтĕ, вăл хăйĕн пĕр тăванне каçарĕ пуль тесе шутлатăп эпĕ, унăн тахçанах Олентран кăна пулăшу ыйтмалла пулнă, вара вăрламалла та пулмĕччĕ.
— Вăл Олентран укçа-тенкĕ ыйтман, вĕсен хушшинче тата темĕнле вăрттăнлăх пур пулас, анчах вăл ăна никама та каламасть, ку вăрттăнлăха унăн амăшĕ кăна пĕлет.
— Амăшĕ? Алентăн амăшĕ кунта-и? Нивушлĕ вăл хăйĕн иккĕмĕш ывăлĕпе калаçса пăхасшăн мар? Пирĕн вĕсемпе часрах кайса тĕл пулмалла,— терĕ Зина.
— Эпир те сирĕнпе пĕрле пыратпăр! — сиксе тăчĕç Стик, Гутор тата Венир. Утрĕç вара вĕсем хуланалла, хальхинче саккăрăн, Кĕвенкешпе Рукача çăлтăр çыннисене пулăшас текенсем.
Акă тăраççĕ вĕсем Алентăн керменĕнче, Олентăн шăллĕне кĕтеççĕ. Акă вăл хăй те кĕчĕ: каснă лартнă пиччĕшĕ-çке!
— Ырă сунса кĕтетĕп, хăнасем, мĕн ĕçпе килтĕр эсир ман пата? Чимĕр-ха, эсир Çĕр планета çинчен пулас… Çĕр çинчен килнĕ пиллeк пĕр тăван Рукача çăлтăра хăтарĕ тесе калатчĕ ватă Пелис… — шухăша кайрĕ Алент.
— Каçарăр та, хисеплĕ Алент, манăн сирĕн патăра темиçе ыйту пур. Кĕвенкешрен тухса кайма мĕн хистерĕ сире? — ыйтрĕ Зина.
— Пĕлетĕр-и, ачасем, кăна тӳрех каласа та кăтартаймăн, — хаш! сывларĕ Алент. — Аннене чĕнем, тен, вăл мана пулăшать, — терĕ те вăл, пӳлĕмрен тухса кайрĕ. Ачасем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç кăна, Алент каялла таврăнчĕ, ун хыççăн ватă кинемей утать, унăн амăшĕ ĕнтĕ вăл.
— Акă, анне, çак ачасем Çĕр планета çинчен килнĕ. Весем: Зина, Вера, Митя, Илюш, Алюш; ачасем, ку манăн анне, Вария тесе чĕнеççĕ ăна, — паллаштарчĕ пурне те Алент.
— Сывлăх сунатăп, ачасем, эсир пирĕн пата мĕн ĕçпе килтĕр? — ыйтрĕ Вария.
— Эпир Çĕр планета çинчен, сирĕн тата Олентăн çăлтăрĕсене тата сире хăвăра пулăшма килтĕмĕр, — хуравларĕ Верук. — Ман шутпа, сирĕн часрах унпа мирлешмелле, унсăрăн инкек пулать.
— Çапла пуль те çав, анчах пĕтĕмпех эсир шутланă пек çăмăл мар, Олент мана нихăçан та каçармасть тесе шутлатăп, — терĕ Вария.
— Сире? Мĕншĕн-ха капла шутлатăр? Эсир унăн амăшĕ-çке, Олент — унăн шăллĕ!
— Пĕлетĕп-ха, пирĕн унпа мирлешмесен инкек пулать. Халĕ Рукача çăлтăр çĕрĕсем хавшаса пыраççĕ, кăштахран Кĕвенкеше те çак япала çитет. Вара икĕ çăлтăрĕ те пĕтеççĕ. — тунсăхлăн каларĕ кинемей. Ачасем пĕр-пĕрин çине пăхрĕç.
— Каласа парăр-ха, мĕншĕн сирĕн Кĕвенкешрен тухса каймалла пулчĕ? — ыйтрĕ Зина.
— Тахçанах пулнăччĕ вăл, ун чухне пирĕн çемье Кĕвенкеш çинче пурăнатчĕ. Ку çăлтăр çинче çынсем нихăçан ачасем йĕкĕреш çуралнине курман. Олентпа Алент кун çути курсан вара пурте тĕлĕнчĕç, эпир пысăк уяв туса ирттертĕмĕр. Анчах та пĕррехинче инкек сиксе тухрĕ: Олент ывăлăм йывăр чирлесе ӳкрĕ. Ăна сыватмăша илсе каймалла пулчĕ, тухтăрсем вара ăна пулăшма çук тесе каларĕç. Эпир Литос упăшкапа кулянса ӳкрĕмĕр, тен, ăна асамлă вăйпа сыватма пулать тесе шутларăмăр, анчах пирĕн май килмерĕ, Алентпа Олент йĕкĕрешсем пулнăшăн ăна Алентăн вăйĕ кăна пулăшма пултарĕччĕ, кăна пире Ротси ăсчах каларĕ, пĕчĕк ачасен вăйне вара усă курма юрамасть, Олентăн шăллĕ вара ун чух икĕ çулта кăначчĕ. Вара тухтăрсем пире ачана сыватмăшрах хăварма сĕнчĕç, пур пĕрех вăл эрнерен ытла пурăнаймасть терĕç. Эпир ним тума пĕлменрен килĕшрĕмĕр, килте виççĕн пурăнма пуçларăмăр. Çулсем иртрĕç, Алент ывăлăм çитĕнчĕ, çемьере тата тепĕр инкек сиксе тухрĕ: Литос сарăмсăр вилчĕ. Шăпах çав çул эпĕ Олент чĕрĕ пулнине пĕлтĕм: мăшăрăма пытарнă чух масар çине Кĕвенкеш çăлтăрĕн пуçлăхĕсем килнĕ пулнă, çав кун вĕсем те хăйсен тусне пытарнă; çав çынсен хушшинче Олента куртăм, Алент ывăлăм мĕншĕн ют çынсем патне кайса тăнă-ши тесе шутларăм. Тепĕртакран Алент хăй ман пата пычĕ. Вара эпĕ тахçанах вилнĕ тесе шутланă ывăлăм тупăннине ăнлантăм, питĕ савăнтăм. Анчах та вăл мана курсан питех хĕпĕртемерĕ курăнать, эпир ун патне пырсанах сивлеккĕн пăхса илчĕ те çаврăнса пăхмасăр масар çинчен тухса кайрĕ. Тепĕр темиçе кунтан пире Алентпа иксĕмĕре Кĕвенкешрен тухса кайма хушрĕç. Хулара пире хӳтĕлекенсем тупăнчĕç, Кĕвенкешĕн икĕ хули пĕр-пĕрин хушшинче хирĕçсех кайрĕç вара, юлашкинчен эпир пурăнакан хула çыннисем пурте çĕнĕ çăлтăр çине куçса кайрĕç, эпир те вĕсемпе пĕрле. Олент ман çине питĕ хытă çилленнĕ тет, хăйне сыватмăшра пăрахса хăварнăшăн кӳреннĕ вăл. Халĕ пĕлместĕп, мĕн тумалла? Рукача çыннисем выçăпа аптăраççĕ, урăх ним те тăвайманран вăрлама çӳреççĕ. Акă паян Бянорпа Нокша ещĕкре пĕчĕк ачана йăтса килнĕ, ăна тата килне мĕнле тавăрмалла-ши?
— Тем тесен те, сирĕн Кĕвенкеш çине каймалла, Олентпа калаçмалла, çавăнпа та тăхтаса тăмасăр çул тытар, Ранта та пĕрле илер.
— Хам та çаплах шутлатăп-ха, анчах вăл пире каллех хăваласа ярасран хăратăп, — иккĕленет Вария.
— Çук-çук, сирĕн унпа калаçмаллах, унсăрăн икĕ çалтăр та пĕтет, сирĕн ун пек тăвас килмест вĕт, — ӳкĕтлет Зина.
— Юрать, ачасем, кайса пăхăпăр ĕнтĕ, мĕн пулать те, мĕн килет… — килĕшрĕ Вария кинемей. Вĕсем Алентпа канашларĕç, тепĕртакран Алент пӳлĕмрен Ранта илсе килчĕ, стена патне пычĕ, аллисемпе тĕрлĕ хусканусем турĕ. Ун ăшĕнче куçăм-портал уçăлчĕ. Ачасем, Алент тата Вария кинемей çавăнталла кĕчĕç. Хальхинче вĕсем пушă хула урамне çитсе тăчĕç. Верук унталла-кунталла пăхкаларĕ:
— Ăçта лекрĕмĕр-ха эпир?
— Эпир халĕ Лейфом хулинче, эпир те тахçан çакăнта пурăннă, — хуравларĕ Вария кинемей.
— Тепĕр хулана çитме нумай каймалла-ши?
— Çук, эпĕ унта лекме куçăм-портал тума пултаратăп, — терĕ Алент, тепĕр куçăм уçрĕ, пурне те Кĕвенкешĕн тĕп хулине — Пордина илсе çитерчĕ. Ачасем турех Олентăн керменне чупса кайрĕç, Алентпа унăн амăшĕ урамрах тăрса юлчĕç. Нумай кĕтрĕç-и вĕсем, сахал-и, анчах та тепĕртакран алăкран Зина, Вера, Митя, Алюш, Илюш тата пĕчĕк Рант чупса тухрĕç, вĕсен хыççăн Олент васкаса утса пырать. Амăшне ыталаса илчĕ вăл, пит çăмарти тăрăх куççуль чупса анчĕ.
— Анне… каçар мана, тархасшăн… эпĕ сире хăваласа яма хушнă чух пит ухмах пулнă-çке… каçар мана, анне, каçар… — пăшăлтатрĕ вăл.
— Олент, ывăлăм… — каларĕ çеç Вария кинемей. Унтан Олент хăйĕн шăллĕне ыталаса илчĕ, Алентпа амăшне кермене илсе кĕртрĕ. Ачасем вĕсене чăрмантарас темерĕç, урамрах тăрса юлчĕç. Вĕсем пĕчĕк Ранта килне кайса ячĕç, тĕксĕм вăрман хыçĕнчи уйри тăвайкки айккинчи куçăм-портала тупрĕç, каялла Çĕр планета çине таврăнчĕç. Зина унталла-кунталла пăхкаларĕ: вĕсем каллех сад пахчинче иккен, тӳпе те малтанхи пекех тĕттĕм. Алăри сехечĕ çине пăхрĕ — тăхăр сехет иртни вун пилĕк минут. Вĕсем çăлтăр çине кайса килнĕренпе пĕр минут та иртмен-и вара? Е шăп пĕр талăк иртнĕ? Ачасем киле кайма васкарĕç. Митя карта хăмисене майлаштарса лартрĕ, вара пĕр тăвансем каллех çул тăрăх килелле утрĕç.
— Зина, пĕлетĕн-и, манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ-вĕт! — каларĕ Илюш.
— Мĕнле ĕмĕт?
— Ас тăватăн-и, манăн мĕнле те пулин çăлтăр çине кайса курасшăнччĕ…
— Паян вара эпир пурте тӳрех икĕ çалтăр çинче пулса куртăмăр! Верук, мĕнле шутлатăн, Кĕвенкешпе Рукача çинче пĕтĕмпех лайăх пулать-и?
— Веçех лайăх пулать, эпĕ ăна пĕлетĕп! — хуравлать Вера.
— Ăçтан пĕлетĕн тата? — кулать Зина.
— Мĕншĕн тесен манăн чĕре веçех лайăх пулать тесе калать! — кăшкăрать Верук.
— Ура!!! — кăшкăрчĕ Илюш та.
— Ура-а-а-а!!! — кăшкăрчĕç ачасем.
Кăштахран пилĕк тĕксĕм мĕлке тĕттĕмре çухалчĕ, ачасен сассисем те илтĕнми пулчĕç. Аякра-аякра, тĕнче уçлăхĕнче икĕ çăлтăр пĕрлешсе çĕнĕ планета пулса тăчĕ, пĕртăвансен асамлă вăйĕ пĕрлешрĕ. Кĕвенкешпе Рукача çыннисен çĕнĕ телейлĕ пурнăç пуçланчĕ.