Пĕррехинче шкул хыççăн киле таврăнсан эпĕ питĕ ывăннипе ыйха путнă. Тĕлĕкре ман пата таçти-таçти аякри ют галактикăран çын евĕрлĕ çăлтăр вĕçсе килчĕ. Вăл пĕтĕмпех йăлтăртатса тăрать, ытти ун çинче веçех çынăнни пекех — ури те, алли те пур, куçĕ, хăлхи — пурте вырăнтах. Анчах та малтанлăха эпĕ унран шиклентĕм, çав хушăрах тĕлĕнтĕм те. Калаçакан çăлтăр курман-çке ку таранччен! Калаçăва пĕрремĕш вăл пуçласа ячĕ. «Эпĕ Ăраскал ятлă. Сан пата Килĕшӳ планетинчен вĕçсе килтĕм», — терĕ вăл. Ăраскал каланă тăрăх эпĕ çакна ăнлантăм: çак çăлтăр кашни уйăхрах çĕр çинчен пĕрер çын илсе каять. Çав çынсене манăн çĕнĕ тус хайсен планетине илсе кайса килĕшӳллĕ мĕнле пурăнмаллине кăтартать, туслăх вăйĕн хăватне уçса парать. Çакăн хыççăн ют çĕре кайнисем пурте каялла таврăнаççĕ, пĕр-пĕринпе туслă, тавлашмасăр, харкашмасăр пурăнаççĕ, ырă ĕçсем кăна тума тăрăшаççĕ.
Çапла калаçнă хыççăн Ăраскал мана хăйĕн Телей карапĕ çине ларма хушрĕ. Эпĕ хирĕçлесе тăма хăяймарăм, лартăм. Куçа хупса та ĕлкĕреймерĕм — çитмелли çĕре çитрĕмĕр те. Ăраскал хăйĕн Телей карапĕнчен тухрĕ, ун хыççăн эпĕ те. Вăл мана Килĕшӳ планети тăрăх çулçӳреве çавăтса кайрĕ.
Планета çыннисем питĕ ырă кăмăллă, пичĕсенче кулă çиçет, куçĕсем ырă. Пурте çутă сарă тумсемпе.Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ пулмалла. Ытларах наука енĕпе кăсăланаççĕ иккен. Вăрçа, тавлашнине, пĕр-пĕрне кӳрентернине кăмăлламаççĕ.
Тавралăхĕ ку планетăра та çĕр çинчи пекех. Апла пулин те вĕсем çут çанталăка юратаççĕ, ăна хытă упраççĕ. Йĕри-тавра пĕр çӳп-çапă та çук. Кунта тавралăха варалакансене пысăк айăп тăваççĕ иккен — виçĕ каç хушши пĕлĕтри çăлтăрсене сыхлаттараççĕ, пĕрне те ӳкме памалла мар. «Ку ĕç çав тери йывăр, пуçтах çăлтăрсене тытса чарма вара тем кирлĕ мар. Йывăçа касса сиен кӳренекенсен вара пĕрре вырăнне 100 тĕп лартмалла», — пĕлтерет мана Ăраскал çăлтăрĕ.
Юлашкинчен çăлтăрăм мана хăйсен планетинчи пурнăçĕпе, йăли-йĕркисемпе паллаштарчĕ. Кашни ир ку планетăра пурте пĕр харăс тăрса «Яланах пултăр мир» юрра юрланинчен пуçланать. Унтан пĕр килте пурăнакансем пĕр-пĕрне ыталаса чуп тăваççĕ, куна ăнăçлă ирттерме ырă сунаççĕ. Малалла кашни хăйĕн ĕçĕпе васкать. Хуть те ăçта пулсан та вĕсем мĕн-пур çынпа савăк кăмăлпа çеç калаçаççĕ. Енчен те кам та пулин хăйне урăхларах, кичеммăн е усаллăн тыткаларĕ пулсан — «Эсĕ чирлемерĕн пулĕ те», — тесе хыпăнса ӳкеççĕ. Кун пек чух Ăраскал патши патне Аслă Суда та чĕнтерме пултараççĕ.
Чи пысăк уявсен шутне Сарă Çулçă уявĕ, хаваслăх кӳрсе юрлакан Кайăксен туйĕ тата Ырлăхпи патшан (Ăраскал планетăри Турă ячĕ) Çуралнă кунĕ кĕреççĕ. Вĕсенче ăраскалçăсем пурте шап-шурă тăхăнаççĕ, хул пуççисем çине шурă кăвакарчăнсем лартаççĕ, аллисенче пурин те Лотос чечекĕ пулмалла. Ку вăл Юратупа туслăх паллине пĕлтерет иккен. Эпĕ Ăраскал çăлтăрне çăвар карсах итлерĕм. Каласа панипех мана ку планетăн çыннисем килĕшсе кайрĕç. Хам ку тĕнчере пулса курнипе питĕ хĕпĕртерĕм, çапах та манăн киле каймаллине те асра тытатăп. Ĕмĕт çăлтăрĕ манăн шухăша чухларĕ, каялла киле леçсе яма пуçтарăнчĕ. Телей карапĕ çине ларсан пĕр самантра тенĕ пек хамăр пӳрт хыçĕнчи çӳллĕ тирек çумĕнче анса лартăмăр. Эпĕ ăна чунтан тав турăм, малалла та унпа тĕл пулсси пирки калаçрăм. «Паллах, Дима, сирĕн тăрăхра пулас пулсан сана курмасăр каймăп. Кĕт мана, тусăм», — алă парса каларĕ çăлтăрăм. Çак сăмахсемпе пĕрле вăл мана пысăк ылтăн тĕслĕ кĕнеке тыттарчĕ. Унăн хуплашки çине «Килĕшӳпе юратура пурăнакансем телейлĕ» тесе çырнă. «Ку кĕнеке сана парне пултăр. Вула та ăна, пире аса ил», — пĕлтерчĕ Ăраскал. Унтан хăйĕн карапĕ çине ларчĕ те куçран çухалчĕ.
Çав самантра эпĕ вăранса кайрăм. Пĕр кана нимĕн те ăнланаймасăр выртрăм. Ку тĕлĕк иккен! Анчах та мĕн тери ырă, лăпкă туятăп эпă халĕ хама. «Чим-ха, тĕлĕкре мана кĕнеке парнелерĕç вĕт», — вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш. Çавăнтах хыпаланса йĕри-тавра пăхатăп. Сĕтел çинче виçĕм кун вулама пуçăннă «Телейлĕ ачалăх кунĕсем» кĕнеке выртать...
Çак тĕлĕк хыççăн эпĕ пурнăç çине пачах урăхла пăхма пуçлăп, хамăн тус-юлташсене, çывăх çынсене те ырăлăхпа юрату туйăмĕсене хисеплеме вĕрентĕп.