«Ята çĕртместĕп» драмăран, 1959
Пар чĕлхе хутаçне, сутăнми таса вырăс Ашмарин!
Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухам халăх тупнă ăс-хал пучахне!
Тăм чĕлхеллĕсенчен сан ăсна картасси те пулмарĕ,
Ăçтан тупчăр вăй-хал çуратмашкăн хăйсен ăсчахне?
Сахал мар, сахал мар таткаларĕç пире урлă-пирлĕ,
Хупласа хуман мар сăмах тупнă тута-çăвара!
Тен, пире чăтăм мар, тепĕртак хăрхаярлăх та кирлĕ,
Е эпир чĕмсĕрне шеллекен тупăнать-ши вара?
Кашниех пирĕнтен кĕрешӳçĕ пулма çуралман-тăр...
Кĕрешӳçĕ пулмин! Тăван халăх ачи пулмаллах!
Пирĕн çыртнă чĕлхе паянтан вутпа çулăм салаттăр —
Кăнса вырттăр пире пăркăчланă тӳре те аллах!