— Кам телейлĕ? Ухмах çын телейлĕ!
Сĕмсĕрсемшĕн пурнăç пыл та çу!
— Ухмах мар пек, ăслă та мар эпĕ,
Çавăнпа телейĕм пур та çук...
— Ăс нумайăн ăрăсĕ сахал-çке,
Ăслине кашни-пĕр тапăнать...
Çапла мар-им, хаклă шурсухалçă?
— Çаплине çаплах, пăртак кăна...
Асĕ-пăсĕ пур-ха вăл шăшин те,
Арçурин те пур-ха шур сухал.
Ыр тăвасĕ çук тăк нихăшин те —
Халăхри хисепĕ пит сахал!
— Пурлăх-çуклăх ырлăхĕ сахал çав,
Ырри çукăн ĕмĕчĕ тискер.
— Тĕрĕс пурăнан сахал-махалçăн
Пулакан-ха ăрăсĕ чипер.
2000, раштав, 14.