Туй пĕркенчĕкĕ евĕр шур юр
Хĕл-пике хăй валли хатĕрлет.
Сар хĕвел айĕнче, авă, кур,
Ылтăн-кĕмĕл çиппе тĕр тĕрлет.
Эрешлет чӳрече тăрăшса,
Пăрлă чăнтăр çыхать каçсерен.
Çутă уйăх пăхать чалăшса
Çăлтăр сапнă хура тӳперен.
Ăсатса хăй кĕске ĕмĕрне
Тунсăх юрă юрлать хĕл-пике.
Вăхăт çитĕ кайма, ун чухне
Йĕрсе ярĕ вăл сив куççульпе.
Туй тени вăл хаваслă иртет,
Кĕр-кĕр шавлĕç уйсем, çырмасем.
Туй кӳми иртсе кайнă çĕрте
Шăтса тухĕç кăвак çеçпĕлсем.