Шап-шурă юр канмасăр çурĕ,
Тавралăх улшăнчĕ пачах.
Ытарайми илемлĕ юрĕ
Ӳкет çӳлтен татах, татах…
Çулсем, çуртсем, уй-хир те ялăм —
Йăлтах шур мамăк айĕнче.
Эп çӳлелле тăсатăп алă
Тытас тесе кашни пĕрче.
Вĕсем вара вĕçсе тараççĕ
Ман тавралла ташла-ташла.
Е ман çинех килсе лараççĕ,
Питрен лăпкаççĕ юлташла.
Ак, тутаран юр сĕртĕнсессĕн,
Эп аса илтĕм-çке сана.
Тен, ман пекех утатăн эсĕ
Юр ташшине сăна-сăна…