Ашшĕпе амăшĕн питĕ илемлĕ хĕр ача çуралнă. Ăна Чиперпи ят панă. Унăн çӳçĕ хĕвел пек сап-сарă пулнă, йăлтăртатса тăнă. Куçĕсем вара… Янкăр тăрă пĕлĕт тĕслĕ, кăн-кăвак. Тути кĕлчечек пек хĕп-хĕрлĕ. Хитре çеç мар, ĕçчен те пулнă Чиперпи. Ашшĕ-амăшне те пулăшнă, урамри ачасемпе те выляма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем хушшинче вăл чи хитри, чи ăсли, чи маттурри пулнă. Çемьере урăх ача пулман. Çавăнпа та Чиперпи пĕчченех ӳснĕ. Кил таврашĕнче йытă та, кушак та тытман. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен хĕрне куç пек сыхланă, питĕ-питĕ юратнă. Сасартăк тем пуласран сыхласах çӳренĕ.
Пĕр каçхине çывăрма выртсан Чиперпин ниепле те ыйхи килмен. Пӳртĕнче тĕттĕм. Ашшĕпе амăшĕ, кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем, часах çывăрса кайнă. Чиперпи ыйхă вĕçсе кайнипе урама тухса кĕме шухăшлать. Урамра тӳлек çанталăк иккен. Çӳл тӳпере çăлтăрсем выляççĕ, уçă çил вĕрсе иртет, хушăран йытă сассисем илтĕнеççĕ. Пӳрт умĕнчи сак çине ларать те Чиперпи çăлтăрсене сăнама пуçлать. Ытла та илемлĕ-çке вĕсем: пĕри тепринчен çутăрах. Çăлтăрсемпе киленсе ларнă вăхăтра тăруках ун çывăхнех пĕр çутă çăлтăр ӳксе анать. Халиччен кун пеккине курманскер, хĕр ача тĕлĕннипе хытса кайнă пек пулать. Кăшт тăрсан пăхать те – пӳрт умĕнчи улмуççи айĕнче çăлтăр йăлтăртатса выртать. Тем хушăра çăлтăртан арçын ача пулса та тăрать. Чиперпи чĕнейми пулса ларать. Кăшт сывлăш çавăрса илсен вăтанарах та тĕлĕнерех çапла ыйтать: «Эсĕ кам пулатăн ара?»
— Тӳпери çăлтăр эпĕ, анчах та çĕр çине ансассăн çын пулса тăратăп, - тет тĕлĕнтермĕш каччă.
— Çӳллĕ тӳпере пурăнатăн пулсан мĕншĕн çĕр çине анас терĕн вара?- кăсăкланать хĕр ача.
— Эсĕ çăлтăрсем çине тинкерсе пăхнине асăрхарăм та анса курас терĕм, — хуравлать Çăлтăртей. — Питĕ илемлĕ пит-куçлă хĕр ача иккен эсĕ.
— Эсĕ те питĕ илемлĕ каччă. Туссем пулăпăр эппин. Çăлтăртей тата Чиперпи! Хитре янăрать. Анчах та эсĕ ман пата мĕнле анса çӳрейĕн-ха?
— Ан кулян, эпĕ çамрăк вĕт. Тата эпĕ питĕ хăвăрт вĕçетĕп.
— Юрать апла.
Икĕ çамрăк тус часах пĕр чĕлхе тупрĕç. Шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç, уткаласа та çӳрерĕç, пĕр-пĕрин çинчен ыйткаласа пĕлчĕç.
Çăлтăртейĕн çемйи пысăк иккен: ашшĕ, амăшĕ, икĕ пиччĕшĕ тата икĕ йăмăкĕ. Вăл хăйне çĕр çинче те тӳпери пекех ырă туять. Ку Чиперпие килĕшрĕ. Мĕншĕн тесен унăн çак кăмăллă каччăпа татах та тĕл пулас килчĕ.
Ăнсăртран тĕл пулса туслашнă икĕ çамрăк тул çутăлас умĕн тин пĕр-пĕринчен уйрăлчĕç: яш каччă каялла çăлтăр пулса тăрса çӳлелле вĕçсе кайрĕ. Чиперпи вара вĕçсе каякан тусĕ çине куç илмесĕр пăхса тăчĕ-тăчĕ те пӳртелле кĕрсе кайрĕ.
Часах выртман пулсан та ирхине Чиперпи вырăн çинчен çăмăллăнах тăчĕ. Ашшĕпе амăшне вăл Çăлтăртей çинчен савăнса та хумханса каласа пачĕ. Лешсем вара хĕрне ĕненмерĕç, тĕлĕк курнă пуль-ха ĕнтĕ терĕç. Чиперпи уншăн пĕрре те пăшăрханмарĕ — вĕсем çăлтăра курман-çке-ха.
Чиперпи кунĕпех хавас кăмăлпа çӳрерĕ, амăшне кил хушшинчи ĕçсене тума пулăшрĕ. Каç енне ăна ыйхă пуса пуçларĕ. Кăштах выртса илем-ха тесе пуçне минтер çине хучĕ те тĕлĕрсех кайрĕ. Сасартăк вăранса кайрĕ. Ашшĕпе амăшĕ çывăраççĕ иккен. Хĕр ача хăй сисмесĕрех урама чупса тухрĕ. Сак çинче ăна Çăлтăртей кĕтсе ларать иккен. Пĕр-пĕрне курсан иккĕшĕ те савăнса кайрĕç. Нумайччен уçăлса çӳрерĕç вĕсем, тăраничченех калаçрĕç: пĕри тӳпери пурнăç çинчен каласа кăтартрĕ, тепри — çĕр çинчи пурнăç çинчен.
Тепĕр кунне Чиперпи ашшĕпе амăшне каллех çăлтăрпа курса калаçни çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсем каллех хĕрне ĕненмерĕç. Пирĕн хĕр чирлесе кайман-ши тесе те шухăшласа пăхрĕç.
Каç пулсан çамрăксем каллех тĕл пулчĕç. Чиперпи Çăлтăртее ашшĕ-амăшĕ ăна ăсран тайăлма пуçланă тесе шутлани çинчен каласа пачĕ. Каччă ним чухлĕ те тĕлĕнмерĕ уншăн. «Акă мĕн тăвăпăр: эпĕ тепре килсессĕн аçупа аннӳ патне кĕрĕпĕр те ĕнентерĕпĕр вĕсене», — терĕ. Чиперпи унпа килĕшрĕ. Çапах та çăлтăрпа тем пуласран шикленчĕ.
Тепĕр каçхине Чиперпи ашшĕ-амăшĕ çывăрма выртичченех урама тухрĕ. Часах çутă çăлтăр йăлтăртатса вĕçсе анса чипер каччă пулса тăчĕ. Вара вĕсем алла-аллăн тытăнса пӳртелле кĕрсе кайрĕç. Çалтăртее курнипе чĕнейми пулса хытса тăнă ашшĕ-амăшĕ умне пырса тăчĕ те Чиперпи çапла каларĕ: Атте, анне, эсир хăраса ан ӳкĕр. Эпĕ ăсран тайăлман. Ку каччă – манăн çутă çăлтăрăм. Ĕненĕр мана, эпĕ чăннине калатăп». Ашшĕпе амăшĕ хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç вара хĕрне. «Эпир кун пеккине халиччен курман пулсан та — ĕненетпĕр, — терĕç вĕсем. Чылайччен калаçса ларчĕç вĕсем пĕрле. Кил хуçисем Çăлтăртее питĕ килĕштерчĕç. Çăлтăра ăсатса ячĕç те çывăрма выртрĕç.
Ватă çынсем çапла калаççĕ: «Çăлтăр ӳкнине курсассăн пурнăçра ырă улшăнусем пулаççĕ». Чиперпи çăлтăр ӳкнине курчĕ те — тус-юлташ тупрĕ, унăн ашшĕпе амăшĕ çăлтăрпа паллашрĕç те — çемьери, килти ĕçсем лайăх тытăнса пыма пуçларĕç.
Чиперпипе Çăлтăртей кашни каçах тĕл пулса калаçрĕç, кулчĕç, ĕмĕтленчĕç. Вĕсен çутă ĕмĕчĕ вара — пĕрле пуласси. Анчах та… Çăлтăрăн тӳперех çутатмалла. Чиперпи вара… Вăл та çемьере пĕртен-пĕр ача, ăна килтен кăларса ярас çук. Çапах та хăйсен шухăшне çамрăксем ашшĕ-амăшне пĕлтерме шутларĕç. Паллах, лешсем хирĕç пулчĕç. Калаçсан-калаçсан, шухăшласан-шухăшласан, чунĕсенче йывăр пулсан та — килĕшрĕç. «Ӳссе çитсен чĕпсем те йăваран вĕçсе тухса каяççĕ. Пирĕн хĕр те ӳссе çитрĕ, мăшăр тупрĕ, телейлĕ пултăр çеç. Пĕртен-пĕр хĕрĕмĕрĕн ĕмĕтне татар мар», — терĕç.
Пĕр лăпкă та уяр каç çĕр çинче ӳссе çунат сарнă Чиперпи çăлтăр пулса çӳлелле вĕçсе хăпарса кайрĕ. Ашшĕпе амăшĕ вара каçсерен тӳпенелле тинкерсе пăхаççĕ. «Авă пирĕн чи çутă çăлтăр — Чиперпи», — теççĕ вĕсем савăнса та хурланса.