Мăр-мăр-мăр кушак çури
Тулта канлĕн çывăрать,
Ирхи сар хĕвел шевли
Унпа тимлесех вылять.
Ак вăл Мăрăлккан куçне
Вăйпах уçма тăрăшать,
Мĕскĕн кушак çурине
Пĕртте канăçне памасть.
Ах, пĕрре те Мăрăлккан
Уçас килмест-çке куçне,
Тутлă çывăрнă çĕртен
Татас килмест ыйхине.
Хĕвел ачин, Çут Шевлен
Пĕртте çывăрас килмест,
Мăр-мăр кушак çурипе
Татах вылясси килет.
— Уçам çеç-ха куçăма,
Лектеретĕп кĕç сана,
Чĕрнем çивĕч, туххăмрах
Лекĕн эсĕ тыткăна, —
Çапла хытă тарăхса
Сиксе тăчĕ Мăрăлкка,
Кап тытасшăн Шевлене
Пулчĕ малти урипе.
Çук, Шевле те ухмах мар,
Тарчĕ пĕлĕтсем хыçне.
Кĕçех, тепĕр самантран
Татах тухрĕ ун умне.
Çавăн пек Мăрăлккапа
Кун ирттерчĕ Çут Шевле.
Тĕттĕм каç хуçи килсен
Тин çухалчĕ тӳпере.
— Халĕ канлĕ ыйхăпа
Çывăрăп тинех выртса, —
Шухăшларĕ Мăрăлкка
Куçне-пуçне сăтăрса.
Выртрĕ канлĕн тăсăлса
Ешчĕк ăшĕнчи çурта,
Мăр та мăр мăрăлтатса
Туртрĕ тутлăн ыйăха.
Çывăратчĕ Мăрăлкка
Ним сисмесĕр ешчĕкре,
Таçтан темле çутăлкка
Каллех татрĕ ыйхине.
Тӳпери çут çăлтăр хăй
Аннă Мăрăлкка патне.
Çăлтăр ачин Çутăлккан
Çыврас килмен каçхине.
Вăй вылясшăн Çутăлкка
Сиккелет те сиккелет,
Туххăмрах вăл Мăрăлккан
Тутлă ыйхине сирет.
Айккинчен те тĕккелет,
Куçĕнчен те çутатать,
Кăтăклать те чĕпĕтет,
Ахăлтатсах хăй кулать.
Çутă çăлтăр ялкăшать,
Куçран-пуçран хыпашлать.
Мăрăлкка аптранипе
Тăрăст урипе тапать.
— Эс мĕскер çак хăтланан,
Йăлтăр-ялтăр çутатан?
Кам эс, мĕнле чăмăркка,
Нихăçан сана курман?
Кушак çури тяппипе
Çутăлккана тытасшăн,
Çук, пулмасть çав ниепле,
Пĕçертет, çĕр çăтасшĕ!
Ап-ап-ап текелесе
Мĕскĕн Мăрăлкка ларать,
Мĕн амакĕ ку тесе
Татах çăлтăра пăхать.
Çăлтăр ачи Çутăлкка
Лара-тăра та пĕлмест,
Пилĕк вĕçлĕ чăмăркка
Пит чеен куçне хĕсет:
— Эх, эс мĕскĕн Мăрмăркка,
Çывăратăн кунĕпех.
Тӳпенелле эс пăх-ха,
Çăлтăр унта купипех.
Пĕринчен тепри чечен,
Пĕринчен тепри маттур.
Сăнаç сана тӳперен,
Вăй вылясшăн санпа, кур.
Тен, эс, пĕчĕк Мăрмăркка,
Манпа пĕрле пыратăн?
Çăлтăр çинче хăнара
Пĕр каç пулса куратăн.
Ав эс пăх-ха çӳлелле
Алтăр çăлтăр çинелле,
Алтăр çăлтăр çич çăлтăр
Чĕнет пире хăй патне.
Кушак çури савăнсах
Пăхрĕ çăлтăр çинелле.
Хирĕç мар вăл халь, паллах,
Çитме çӳл тӳпенелле.
Çапла иккĕш калаçса
Татăлчĕç те, самантрах
Тӳпенелле шăхăрса
Çитрĕç темĕн хушăрах.
Апайтурах, эх тĕнче,
Мĕн кăна-ши çук кунта?!
Кушак çури халиччен
Курман кун пек ырлăха.
Алтăр çăлтăр килĕнче
Халь вĕсем Çутăлккапа.
Сĕтел хатĕр çуртĕнче
Кĕтме пĕчĕк хăнана.
Çичĕ çăлтăр пĕр тăван,
Ашшĕ-амăш, ачисем
Тараватлăн хăнана
Сăйлаç пĕтĕм кăмăлтан.
Кăкшăмпала ăшă сĕт,
Сарă çу та сар чăкăт,
Хăйма, аш-пăш туп-тулли,
Авнать вĕт сĕтел ури!
Тутине çула-çула
Ларать пĕчĕк Мăрăлкка.
Сăйлать ăна Çутăлкка
Сĕтел çинчи апатпа.
Пулмасть çав нумай çиме,
Кĕмест нумай хырăмне,
Курман çав кун пеккине
Хăйĕн хуçи килĕнче.
Тутлă апат çинипе
Çыврас килсе кайнипе
Хăйĕн пĕчĕк тяппипе
Сăтăркалать вăл куçне.
Вара çак Мăрăлккана
Канлĕн, тутлăн çывăрма
Йăтса хучĕç самантра
Алтăр çинчи сăпкана.
Çăлтăр çинчи сăпкара
Çыврать пĕчĕк Мăрăлкка,
Тутлă тĕлĕксем курать,
Çăлтăрсемпе калаçать.