Мĕнле илемлĕ эсĕ, ялăм,
Пуян ем-ешĕл йăмрапа.
Чĕри васкамĕ-çке никамăн
Çак вырăнтан инçе кайма.
Хур-кайăксем те çур çитсессĕн
Вĕçсе килеççĕ кăнтăртан,
Çавăн пекех пире те эсĕ
Туртатăн хăв патна ялан.
Мĕнле илемлĕ эсĕ, ялăм,
Ӳссе пырсамччĕ çулсерен.
Мĕнле вара сана мухтамăн,
Мĕнле юратмăн чĕререн!