Анне пĕçернĕ çăкăра
Алла илетĕп эпĕ,
Шап-шур алшăллипе вара
Асăрханса витетĕп.
Шăрши ун хăвăрт сарăлать
Пӳртри пур пӳлĕм тăрăх.
Чĕре хаваслăхпа тулать –
Çĕн çăкăрпа пӳрт тулăх.
-Юратнă кăмăллă аннем.
Канса илсем пĕр хушă.
Анчах пĕçернĕ çăкăрсем
Сан аллусем пек ăшă.
Кун каçипе ĕçре ялан,
Çĕр тĕрлĕ ĕç тăватăн.
Ак, халĕ те кăмакаран
Çĕн çăкăр кăларатăн.
Çемçе те техĕмлĕ çăкри
Сĕтел çинчен ан кайтăр,
Ялан-ялан ватти-вĕтти
Ун умĕнче пуç тайтăр.