Пурăннăçемĕн кăткăсрах кунçулăмăр —
Пăшăрхану та, шухăш та нумай.
Хĕвеллĕ-и кунсем е çиллĕ-çумăрлă —
Куç хăнăхать витĕртерех курма.
Усалсĕмпе ырсем, чеелĕхпе тӳркăмăл
Ик çар çынни пек хирĕç тĕл пулсан
Тытăçăва кĕрсе каймашкăн çăмăл —
Тăрас килмест сив турăш пек пăхса.
Чее ăсчахсене эп ăмсанмастăп:
Ирсĕрлĕхе курмиш этем — усал.
«Пĕлместĕн пурăнма» тесе ан асăн,
Суя килпет туянмăп чыс сутса.
Çак çĕр çинче çулсем нумай та аслă.
Çулсем хĕресленеççĕ тĕл пулса.
Кашни çул юппинчех, çĕн алăк каснăн,
Виçсе хаклатăп пĕтĕм пурнăçа.