Çак пăтăрмах чăннипех те чăн пулнă тесе калас килет, тен çук, пĕлместĕп, пĕтĕмлетӳне хăвăр тăвăр. Анчах каласа параканни чун-чĕререн ĕнентерсе каласа пачĕ.
Совет самани вăхăтĕнче арăмĕпе упăшки пĕр çăлтăрлă çуллахи каç колхоз уйне çĕрулми вăрлама кайма шутланă. Шутланă — тунă, çĕрулмине миххе тултарма пуçланă. Хĕрсе пуçтарнă чухне сисмен те, çăлтăрлă тӳпе çап-çутă çуталса кайнă. Колхоз уйĕ кăнтăрлахи пек çап-çутă курăнса тăнă. Пуçĕсене çĕклесе пăхнă та хытсах кайнă: вĕсен çинче çап-çаврака формăллă «турилкке», айккисенчен вара çап-çутă пайăркасем вĕсем çине анаççĕ. Арăмĕ мăнтăрккаскер, лаплаттарса çĕре ӳкет те пуçне аллисемпе хуплать. Айккинелле пăхать те, хыткан упăшки çав «турилкке» çине пăхнă та тунката пек хытса кайнă. Çав вăхăтра арăмĕн пуçне пĕр хаçатра вулани аса килнĕ. Тахçан пĕр арçынна «турилккесем» хăйсемпе пĕрле илсе кайни. Çак хĕрарăм хăранипе кăшкăрса янă: «Вырт! Вăрласа каяççĕ! — тесе кăшкăрса упăшкине туртса ӳкерет. Хайхи «турилкке» пĕр виç-тăват минут пек тăрсан пач! çухалать, йĕри-тавра тĕттĕм пулса тăрать. Хăраса ӳкнĕскерсем çĕрулмисĕрех киле мĕнле çитсе ӳкнине астумаççĕ.