Çăлтăрсем питĕ илемлĕ, çутă. Эпир пурте çăлтăрсем çине пăхса киленетпĕр. Вĕсен çути куçа илĕртет. Çăлтăрсем пирки нумай пĕлес килет. Вĕсем мĕнле пулса кайни те шухăша ярать.
Ĕлĕк-авалах тӳпе çинче пĕр çăлтăр та пулман. Ирхине, кăнтăрла вăл çутă кăвак тĕслĕ, каçхине вара сĕм тĕттĕм тĕслĕ.
Пĕр пысăк вăрманта кӳлĕ пулнă. Унта илемлĕрен те илемлĕ хитре вутăш пикисем пурăннă. Анчах та вĕсен хӳресем мар, чăн урасемех пулнă. Каç пулсассăн вара вĕсем шыв хĕррине тухнă та илемлĕ, уçă сасăпа юрă юрланă, ташшине те ташланă. Ялти çынсем каланă тăрăх, çак вутăш пикесем çине хĕр пăхсассăн çав хĕр те вутăш пике пулса тăрать. те Енчен те арçын ача пăхсассăн вăл путса вилет.
Пĕррехинче пĕр çамрăк каччă çав вутăш пикесене питĕ хытă курас килсе каять. Каç пулсассăн вăл кӳлĕ патĕнчи йывăçсем хыçне пытаннă та вĕсем килессе кĕтсе ларнă. Кăшт тăхтасассăн, чăнах та, вутăш пикесем тухнă, хăйсен илемлĕ сассипе юрлама пуçланă, савăнса ташланă. Ирхи шуçăмчченех пулнă унта вĕсем. Каччи вара вĕсенчен куç илеймесĕр пăхса ларнă. Хĕвел пайăркисем курăнма пуçласан кӳлле таврăнма пуçланă. Анчах та самай хыçалта пыраканни йывăç хыçĕнче ларакан качча асăрханă. Вăл нихăçан та çынсене курман, çавăнпа та ытти вутăш пикисене ăна курнине каласа кăтарман. Кайран вара çав каччă çинчен пĕр май шутланă, кашнинчех хурланнă. Сасартăк унăн çынсемпе çĕр çинче пурăнас килсе кайнă. Пĕррехинче вăл кӳлĕрен тухнă та каччă кайнă çулпа утнă. Çак хайхи нумай çӳренĕ, анчах нимĕнле ял та тупайман. Таврăнма тивнĕ, мĕншĕн тесен вăл чылай вăхăт хушши шывсăр пурăнма пултарайман. Каялла таврăннă чухне ялти чӳречесен çутине курнă, кайран тин ял тепĕр енче пулнине ăнланса илнĕ. Вутăш пики питĕ хытă хурланнă. Вăл макăрса янă та хăйĕн аллисемпе шыва сирпĕтнĕ. Анчах та тумламсем каялла кӳлле ӳкмен, пĕлĕт çине хăпарнă, тӳрех çутатма пуçланă. Вутăш пикин пулайман ĕмĕчĕсем пĕлĕт çинче çутатнă. Çавăнтан пуçласа пĕлĕт çинче уйăх тата çăлтăрсем пур. Кашни пулайман ĕмĕт вара çăлтăр пулса тăрать те пĕлĕт çинчен пире çутатать. Каçхи тӳпепе киленнĕ чухне манса ан кайăр, мĕншĕн тесен пирĕн ĕмĕтсем те çавăнтах пулма пултараççĕ.