Икĕ пайлă трагикомеди
Комедири çынсем:
Айванкай — 77 çулхи поэт.
Люда — 21 çулхи пăсăлнă хĕр.
Лаппи — 28 çулхи услап.
Праски — 35 çулхи хĕрарăм, Лаппи аппăшĕ.
Дуся — ватă хĕрарăм.
Кĕпук — кӳршĕ пенсионер.
Георги — Айванкай ывăлĕ, 40 çулта.
Пĕрремĕш пайĕ
Пĕрремĕш картина
Пĕр пӳлĕмлĕ хваттер. Сĕтел, икĕ пукан. Кухньăна кĕмелли алăк. Алăка шаккаççĕ. Пӳлĕме сухалне ӳстерсе янă Лаппи тата Люда. кĕресçĕ.
Лаппи. Атя, атя, ют çĕре мар вĕт, хам аппа патне. Юратнă аппа патне... Аппа, ăçта эсĕ? Сана кĕрсе курас терĕм. Икĕ çул курман вĕт. Икĕ çул курман. Икĕ çул.
Пĕр хушă шăп.
Алăкне те питĕрмен.
Люда. Алăка питĕрмесĕр тухса кайма халĕ хăрушă.
Лаппи. Алăка уçасси халĕ маншăн пĕр сурмалăх кăна. Урама тухнă-ши вара е курше кайнă-ши? (Кухньăна кĕрсе тухать.) Çук, ой, тепĕр тесен... (Кĕсйинчен çур литр хĕрлĕ эрех кăларса сĕтел çине лартать). Ларар сĕтел хушшине, сăмахлар, авалхисене аса илер. Икĕ çул курман вĕт сана. Тен, мантăн та пулĕ мана? Эпĕ манман. «Пĕр-пĕрне манмастпăр» тесе сăмах панине те манман. Ма чĕнместĕн е пĕр-пĕр ярханаха тупса ятăн-и?
Люда. Тупса ятăм.
Лаппи. Илтнĕ эсĕ халĕ каччăсене улшуç пекех улăштарнине, эрех ăшне путнине те, час-часах кăвак куçсемпе çӳренине.
Люда. Эсĕ хăвна пĕл.
Лаппи. Пĕлетпĕр.
Люда. Тĕрмене мĕншĕн лекнине мантăн-и?
Лаппи. Унта сан валли те пĕр кирпĕч хунă тет.
Люда. Мана мĕншĕн?
Лаппи. Унта-кунта çапкаланса çӳренĕшĕн. Кукăр алăллă пулнăшăн. Юрать, лар. Каçаратăп сана. Миршĕн ĕçер. Çылăхĕ манăн та, санăн та туллиех. Аппан кухньăра мĕн те пулин пулĕ-ха. (Кухньăран кăлпасси илсе тухать.)
Праски кĕрет.
Праски. Кунта мĕн тăваççĕ, ку мĕнле этемсем? Кравул! Мĕнле лекнĕ эсир кунта? Çаратаç!
Лаппи. Кам çаратать?
Праски. Хур колбасана.
Лаппи. Эсĕ çавăн пекех хыт кукар пулса кайнă-и вара?
Праски. Талонпа илнĕ ăна. Кашни çапкаланчăка колбаса йăттарса ярсан.
Лаппи. Эсĕ, мĕн, аппа, мана паллаймарăн-и? Шăллуна паллаймарăн-и?
Праски. Ман шăллăм çук.
Лаппи. Мĕнле çук. Эсĕ лайăхрах пăх-ха. Эпĕ ку, Лаппи. Сухала ӳстерсе ятăм та. Тăван аппа та паллаймасть. Тăван шăллуна та паллаймастăн-и?
Праски. Пурччĕ ман пĕр шăллăм.
Лаппи. Эпĕ вăл, Праски аппа, эпĕ.
Праски. Çук, вăл тĕрмере ларать, çылăхне каçарттарать.
Лаппи. Эпĕ çылăха каçарттартăм.
Праски. Ытла час-çке.
Лаппи. Çапла пулса тухрĕ. Ку ман пулас арăм, паллашăр.
Праски. Кăна эпĕ паллатăп пулмалла.
Лаппи. Чăнах-и?
Праски. Кăна палламан çын хулара юлман пулĕ. Вăл знаменитая артистка пекех.
Лаппи. Çапла, вăл артистка пуласшăнччĕ те, анчах...
Праски. Анчах сасси çухалчĕ пулĕ.
Лаппи. Сасси хăйăлтатать çав.
Праски. Ĕçсе пĕтернĕ ĕнтĕ. Ташлама пĕлет пулĕ, хуçкаланма.
Лаппи. Ташлама, кăшт хуçкаланать, сикет.
Праски. Чуптума, эрех ĕçме вĕреннĕ пулĕ.
Лаппи. Ăна пултарать пулĕ. Эсĕ ăна ан çиллен, ман аппа вăл тӳррĕн калать. Лар-ха пирĕнпе пĕрле, аппа.
Праски. Акă мĕн, тухса шăвăр-ха кунтан!
Лаппи. Тем, ăнланса илеймерĕм-ха сана.
Праски. Тухса шăвăр тетĕп!
Лаппи. Тăван аппа çакăн пек йышăнасса кĕтменччĕ.
Праски. Вĕçтерĕр, вĕçтерĕр. Кам та пулин йышăнĕ.
Лаппи. Ăçта каяс ĕнтĕ ман аппана пăрахса.
Праски. Хуть те ăçта кай.
Лаппи. Пурте пăрахрĕç мана, пĕр каç та вырттармастăн-и?
Праски. Пĕр каç та.
Лаппи. Эсĕ те çавăн пек чунсăр пулса кайнă-и?
Праски. Сан чуну типсе хытса ларман пулсан хамăр яла кай, ватă аннене кайса пăх. (Макăрать.)
Лаппи. Пултăм эпĕ ялта, ватă анне патĕнче пултăм, анчах йышăнмаççĕ мана унта, тĕрмере ларнă тесе пурте пăрăнса утаççĕ, нимле ĕçе те шанса илмеççĕ.
Праски. Çапла вăл, пĕр шанчăкран тухсан.
Лаппи. Çавăнпа сан пата килтĕм, аппа. Прописка тăвасчĕ çеç, ĕçе вырнаçасчĕ.
Праски. Авă пулас арăму патне кай, унта прописка ту.
Лаппи (Люда. çине пăхать, леш чĕнмест). Çук унăн, нимĕнле прописка та çук, ĕçлемест вăл.
Праски. Ĕçлемесĕрех пурăнать-и? Апла икĕ услап, Шупашкар урамĕ тăрăх ласлатса пуçтарса çӳретĕр-и? Хваттерсене тĕрĕслетĕр-и? Камсен сумки-чемоданĕ уçă. Мĕнле пурăнас тетĕр-ха эсир пĕрлешсен? Хĕрлĕ эрехне кам пачĕ-ха, кама улталарăр, кама çаратрăр, хĕрхенсе пачĕç-и е картла выляса илтĕр-и?
Люда (тăрать). Эпĕ каятăп, чăтса ларма пултараймастăп.
Лаппи. Тăхта. (Людăна аллинчен ярса тытать.) Лар, чăт.
Праски. Чăтма вĕреннĕ пулĕ.
Лаппи. Ох, аппа. Уртаран мана ку сăмахсемпе.
Праски. Ох, шăллăм, пĕтертĕн аттене.
Лаппи. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ ман çапла пулса тухрĕ пулсан. Эсĕ пĕлнĕ-çке пирĕн атте ӳсĕрпе ухмах пулнине.
Праски. Ĕçсен эсĕ те çавах, урса каян, пĕр йăх.
Лаппи. Эсĕ кам йăхĕ вара? Люда., ĕç, мана юратан пулсан ĕç, юратмасан кунтан вĕç.
Шаклаттарса ĕçеççĕ.
Люда. Поэт пекех калаçан.
Лаппи. Поэт та пулма пултарнă эпĕ. Юрать, çимĕпĕр, талонпа илнĕ пулсан... (Юрлать.) Бродяга, судьбу проклиная, тащится с сумой на плечах. Райхаçатра тухнă ман сăвă. Эпĕ инженер пулнă, халĕ эпĕ кам?
Праски. Çын вĕлерекен пулса юлтăн.
Лаппи. Ман атте çын пулман. (Эрех тултарать.) Ултавçăсене каçару çук! (Черкке çĕклесе.) Ĕç, атту пуш вартан хĕç! (Çĕçĕ тытать.)
Люда. хăвăрт тухса чупать.
Тăхта! (Ĕçет.)
Праски. Тарчĕ йыт ами.
Лаппи. Эпĕ ăна çитеп! Ура хырăмĕнчен чикеп. Вара тараймĕ манран, кулма памастăп хамран.
Праски. Пăрах эсĕ ăна, çĕр çын юлашкине.
Лаппи. Çук, пăрахмастăп, тавăратăп кăна, вăл мана тупа тунă.
Праски. Вăл такама та тупа тунă пулĕ.
Лаппи. Эпĕ ăна юратнă, вăл ман савни пулнă. Халĕ тăшман. (Çĕçĕ илсе тухса чупать.)
Праски. Мĕн тăван эсĕ унпа, пĕтнĕ çынпа?
Иккĕмĕш картина
Айванкай пӳлĕмĕ. Сĕтел, пукан, диван. Тепĕр пӳлĕме кĕмелли алăк, кухня, ваннăна кĕмелли алăк.
Айванкай (сăвăласа роман çырать, вулать).
Çӳçĕм юлмарĕ,
Авланасси пулмарĕ,
Нина пурччĕ чип-чипер хĕр,
Темшĕн мана тиркерĕ.
Марук — латсăр, вĕлтĕр-вĕлтĕр.
Паян пĕри, ыран тепри.
Вăл та тиркет, атьсемĕр.
Оля пурччĕ: сăлайлă-майлă,
Ватă тесе сивлерĕ.
Çавăнпах-çке авланмарăм.
Ăçта çӳрет-ши пулас арăм?
Алăка такам шаккать.
Сасă. Пулăшăр.
Айванкай. Мĕн амак?
Сасă. Пулăшăр, пулăшăр!
Айванкай (алăка уçса ярать, унта пĕр хĕр тăрать — вăл Люда.) Мĕн пулнă?
Люда. Пулăшăр, пусмăрларĕç.
Айванкай. Пусмăрларĕç? Камсем?
Люда. Пĕр хулиганĕ пусмăрлать, эпĕ парăнмарăм та, вăл çĕçĕпе чикрĕ пĕçĕрен. (Макăрать.)
Айванкай. Ах, тĕнче! Ах, путсĕрсем. Каç та пулман, вĕсем асма пуçланă та.
Люда. Пĕçĕрен юн юхать, бинт пур-и сирĕн?
Айванкай. Бинтне тупăпăр-ха. (Людăна çавăтса кĕрет, пукан çине лартать.) Вăт мĕн хăтланаççĕ вĕсем, ытла асса кайрĕç çамрăксем.
Лаппи сасси. Ой, мучи, эсĕ ăна лайăхрах сыхла. Вăл ун пек, кун пек... Б.. мар. Хе-хе.
Ăйванкай. Ку мĕнле хулиган! Эпĕ сана халех милицие тыттарса яратăп. (Людăна бинт парать.)
Сасă. Çакна курнă-и эсĕ, йӳтенĕ старик? (Ăлăка тапса хăварать.)
Айванкай. Ах, шуйттан çури. (Телефон патне пырать, шăнкăравлать.) Алло, алло! Кирлĕ чух телефонĕ те ĕçлемест. (Тухать.)
Люда. бинт чăркине салтать, часах Айванкай кĕрет.
Пĕри те çук.
Люда. Урамра персе вĕлерсен те пĕри те пулăшма тухас çук. Пулăшăр-ха çыхма. Эсир ырă çын пултăр-ха. Джинсы улăштарасчĕ, сирĕн спорт йĕмĕ таврашĕ пур-и?
Айванкай. Вăл пулĕ-ха. (Спорт йĕмĕ парать.) Васкавлă пулăшăва чĕнес мар-и?
Люда. Кирлĕ мар.
Айванкай. Мĕнле кирлĕ мар. (Телефон трубкине тытать.) Алло! Ой, ĕçлемест-çке, çав услап ватса хăвармарĕ пулĕ те.
Люда. Пулăшăр-ха çыхма.
Айванкай. Ха, путсĕрсем. Миçен тапăнчĕç-ха?
Люда. Иккĕн.
Айванкай. Иккĕн?
Люда. Тапăнчĕç.
Айванкай. Аха.
Люда. Унтан çапăçса кайрĕç.
Айванкай. Çапăçса кайрĕç? Апла дуэль пулнă?
Люда. Мĕнле дуэль?
Айванкай. Ĕлĕк хĕршĕн пăшалпа перĕннĕ. Эпир те çамрăк чух улахсенче, мунчара чулпала çапăçаттăмăр, хăш каччине юратан-ха?
Люда. Пĕрне те юратмастăп.
Айванкай. Юратмастăн?
Люда. Юратмастăп, вĕсем çапăçаççĕ, сыхласа çех çӳреççĕ. Пурăнма памаççĕ.
Айванкай. Начар сан пурнăç.
Люда. Начар, тем тумалла?
Айванкай. Пурăнмалли вырăна улăштармалла е качча каймалла.
Люда. Каймалла та...
Айванкай. Кам чарать?
Люда. Чĕре.
Айванкай. Чĕре?
Люда пĕççине бинтпа çыхма пуçлать.
Люда. Пĕр каччине юратма пăрахмастăп тесе тупа патăм та... халь ман ăна курас килмест.
Айванкай. Акă тата, ма сивĕнтĕн? Урăххисем патне чупать-и?
Люда. Унтан та хăрушăрах.
Айванкай. Мĕн пулчĕ?
Люда. Пулчĕ çав, тĕрмере ларса тухрĕ.
Айванкай. Мĕн туса?
Люда. Ашшĕне вĕлернĕ пирки.
Айванкай. Ашшĕне вĕлернĕ пирки тетĕн?
Люда. Ашшĕне çав. Халĕ мана вĕлерес тесе çӳрет. Пĕтĕмпех урса кайнă.
Айванкай. Ой, ой, тĕнче пăсăлса кайрĕ, тĕттĕмлĕх пĕтерет.
Люда. Тĕттĕмлĕх? Ашшĕ учитель пулнă, ачи университет пĕтернĕ, инженер ятне илнĕ.
Айванкай. Мĕнле-ха апла?
Люда. Çаплах. Ашшĕ эрех юратнă, ӳсĕрпе амăшне час-часах мăшкăлланă, хĕненĕ, ачин чунĕ тăвăлса çитнĕ пулĕ. Пĕрре çапла ашшĕ киле ӳсĕр килнĕ те тӳшек-минтер таврашне кил картине пылчăк çине тухса ывăтнă. Ĕне-сурăхсене пӳрте хуса кĕртнĕ.
Айванкай. Мĕн вăл, ухмаха ернĕ-им?
Люда. Ӳсĕрпе ухмах пулнă çав. Арăмĕ чарма пырсан арăмне хĕнеме пуçланă, çав вăхăтра ывăлĕ пырса кĕнĕ, вăл та хĕрĕнкĕ пулнă. Ашшĕне тытнă та тапта-тапта хĕненĕ. Леш тӳсеймен, ан вĕлерсем теме çех ĕлкĕрнĕ. Вăт сана инженер! Ашшĕ-амăшĕ те учительсем, вĕреннĕ çынсем пулнă.
Айванкай. Вĕренеççĕ, дипломсем илеççĕ, анчах çын пулса çитеймеççĕ. Пăсăлса кайрĕ халăх. Çылăхран хăрамаççĕ, намăса пĕлмеççĕ. Çавăнпа асаççĕ.
Люда (макăрать). Мĕнле каяс ĕнтĕ ман киле?
Айванкай. Такси чĕнсе илĕпĕр, ан хăра.
Люда. Ман пальтона хывса илчĕ.
Айванкай. Ан кулян, ман арăмăн пальто юлнăччĕ, çавна тăхăнан.
Люда. Пальто кĕсйинче икçĕр аллă тенкĕ укçа пулнăччĕ. Укçи те хамăн марччĕ, ăçтан тупса парас ĕнтĕ ман вăл укçана.
Айванкай. Ку начар вара, милицие пĕлтермеллеччĕ. Халех пĕлтермелле.
Люда. Ăçта вăл милици? Кирлĕ мар чухне пур вĕсем. Вилесмар-ши пĕрех хут?
Айванкай. Ан ухмахлан, пурнăçпа вылямаççĕ, халĕ эсĕ çамрăк, хитре. Пурăн та пурăн. Качча кайăн, ача тăван.
Люда. Мĕн тума кун пек пурнăç?
Айванкай. Майлашĕ-ха, кама та пулин юратса пăрахăн.
Люда. Ăçтан тупас ман 250 тенкĕ? Атте çук, анне хăй те аран-аран пурăнать. Кăна пĕлсен вăл хуйхăрсах вилет.
Айванкай. Ăçта ĕçлетĕн эсĕ, вĕренетĕн-и?
Люда. Автошколта секретарь-машинистка пулса ĕçлетĕп. Халĕ ĕçрен кăларса яраççĕ ĕнтĕ мана. Патшалăх укçи вĕт.
Айванкай. Секретарь-машинистка тетĕн?
Люда. Аха.
Айванкай. Манăн романа çапса памăн-ши? Хамах çапаканччĕ те пурнене ыраттартăм.
Люда. Çапçа парас, анчах манăн машинка çук-çке-ха.
Айванкай. Манăн машинка пур.
Люда. Çапса паратăп, анчах эсир мана вăхăтлăха пулăшмăр-ши? Эпĕ тавăрса паратăп, ан хăрăр, расписка паратăп.
Айванкай. Распискине парăн та-ха.
Люда. Шанмастăн-и мана?
Айванкай. Шанатăп, çынна шанас пулать, йывăрлăхра пулăшас пулать.
Люда. Вăл сăвăра-юрăра кăна, пурнăçра урăхла.
Айванкай (сунтăхран укçа илсе шутлать). Пурнăçра та пулма пултарать. Кунта шăп 250 тенкĕ, илĕр.
Люда. Мĕнле ырă çын эсир.
Айванкай. Çынна ырă тусан чĕрере аван. Хавхалансан сăвă çыран, юрлан, ташлан, савăнăçпа пурнан.
Люда. Мĕнле тав тăвас ĕнтĕ ман сире?
Айванкай. Йăлтăр кăвак куçупа пăхса хĕрлĕ çырла тутапа йăл кулсан мĕн тата кирлĕ мана, хавшанă ватă чĕрене.
Люда. Тĕнчере ырă çынсем пĕтмен-ха. (Айванкай аллине чăмăртать, питне, унтан тутаранах чуптăвать.) Эсĕ маншăн атте пекех пултăн.
Айванкай. Аçу çук терĕн-и-ха?
Люда. Ман атте ӳсĕрпе аташса кайса тăман айне пулса вилнĕ.
Айванкай. Эрех вăл çынна ухмаха ертет, пĕтерет.
Алăка такам хытă тапса хăварать.
Ку мĕн амак? (Алăка пырса тĕкет, уçăлмасть.) Акă япала, тултан питĕрсе хăварнă-ши? (Алăка уçса коридора тухать, кĕрет.) Никам та çук, телефон проводине татса хăварнă, вăт шельмăсем.
Дуся кĕрет.
Дуся. Авă мĕншĕн шăв-шав пырать. Эпĕ мĕн тетĕп? Авланса ятăн-им?
Айванкай. Авланса ятăм.
Дуся. Вăхăт ĕнтĕ, вăхăт, çитет пĕччен пурăнса.
Айванкай. Ара, ара, кичем пĕччен пурăнма.
Дуся. Кичем пулмасăр, анчах ытла çамрăк-çке. Ку сан мăнук вĕт.
Айванкай. Эпĕ, мĕн, ватă-им?
Дуся. Ара, эсĕ халĕ вунçиччĕрен ирттерен, çитмĕл çиччĕре пулин те. Чун çамрăк.
Айванкай. Ваттипе пĕрлешсен хăв та ватăлса каян. Унтан-кунтан сурма пуçлать. (Коридора тухса кĕрет, телефон трубкине тытса.) 02, милици? Мана кунта хулигансем тапăнчĕç-ха, Красина 12, кв. 66. Айванкай. Ытла иртĕнтерсе ятăр вĕсене эсир.
Люда ваннăна кĕрсе каять.
Дуся. Кур-ха, мĕнле, çара пĕççине кăтартса çӳрет, тапранса каймарĕ-и-ха сан?
Айванкай. Тьфу! Намăссăр!
Дуся. Эсĕ ху намăссăр, внучка çавăтса кĕнĕ.
Айванкай. Ăнлан-ха эсĕ.
Дуся. Ăнланатăп, чун çамрăк чĕре ватă пулин те. Акă мĕн калам сана, ку хĕре халех кутран тапса каларса яр.
Айванкай. Мĕнле чунсăр эсĕ.
Дуся. Кăларса ямасан шалăпă çыратпăр. Кунта партак уçтармастпăр. Çамрăк хĕре пăсатăн, сана куншăн лекет.
Айванкай. Кай-ха эсĕ çăва патне.
Дуся. Ху кай. Арăму тахçанах кĕтет пулĕ сана.
Айванкай. У-у чĕлхе сан, вĕлтĕренпе çех чĕпĕлтеттермелле е вĕри çатма çулаттармалла.
Дуся. У-уй юратса пăрахрăн-им?
Айванкай. Юратса пăрахрăм, авланас терĕм.
Дуся. Авланмалла, тахçанах авланмалла.
Айванкай. Тепĕр тесен, сан ĕç çук. Халĕ демократи.
Дуся. У-у, йутенĕскер, ачусем пĕлсен лайăх авлантараççĕ ак сана.
Айванкай. Сан мĕн ĕç пур ман çумра?
Дуся. Хăвна та кунтан тасататпăр.
Айванкай. Тасал-ха кунтан, ман юна пăсса ан çӳре. (Кухньăна кĕрет.)
Дуся. Халĕ ун пек юрлама пуçларăн-им? Курăпăр, мĕнле юрлăн-ха кăшт пурăнсан.
Ваннăран çăвăнса Люда тухать, спорт шăлаварĕ тăхăнса янă.
Саламлатăп сана, хĕрĕм, пултаран, çамрăккипе çӳрен. Ухмах старике те улталан.
Люда. Мĕн?
Дуся. Пурăнма пĕлен тетĕп.
Люда. Пурăнма?
Дуся. Тĕрĕс тăван. Çавăр вĕсен йӳтенĕ пуçĕсене.
Люда. Мĕн калатăр эсир, ăнланмастăп-ха.
Дуся. Пултаратăн теп, укçи нумай, вăл часах вилет. Пĕтĕмпех хăвна юлать. Хваттер пулать.
Люда. Мĕн эсир? Мĕн палкатăр?
Дуся. Анчах ачисем питĕ усал-çке, пĕри ĕçке ернĕ, тепри... лекĕ-ши сана пĕр пус?
Люда. Мĕн калаçатăр эсир?
Дуся. Хе-хе, чухламастăн-и, эх, чеескер. Куркаланă эпир сан пеккисене.
Люда. Ан çыпăçăр ман çума тикенек пек.
Дуся. Уй-уй-уй, эсĕ ху çыпăçрăн ку старике, кунтан тухса каймасан эпĕ сана пурнăç парас çук.
Айванкай кĕрет.
Айванкай. Ха, мĕнле хаяр эсĕ, эпĕ сана ун пекех усаллине сисмен.
Дуся. Эпĕ те сана ун пек ухмаххине пĕлмен.
Айванкай. Атя-ха вĕçтер, юна пăсса ан çӳре.
Дуся. Халĕ çамрăкки тупрăн та мана пăрахрăн пулать.
Айванкай. Хăв айăплă, Кĕпукпа ма çӳрен?
Дуся. Сана мăшăр мар вăл, ухмах, улталать сана, каланă тейĕн, е Тăхтамана вĕлернĕ пек наркăмăш парса вĕлерет.
Айванкай. Çынна çĕçĕпе чикнĕ, вилме пултарать. Пулăшмалла-и ăна е, сан пек, алăка хупса питĕрĕнсе лармалла-и?
Дуся. Ырă çынна ахалех çĕçĕпе кам чиктĕр?
Айванкай. Ой, санпа. Кама та пулин тĕнчере ырă туса курнă-ши?
Дуся. Мана вĕсем ырă тунă-и? Кĕсри кĕçенмесен ăйăрĕ пымасть. (Тухса каять.)
Люда кĕрет.
Люда. Мĕнле çын вăл?
Айванкай. Ой, кӳршĕ, пенсие тухнă та ĕçсĕр аптăраса çӳрет. Çынсем мĕн тунине тĕрĕслесе çӳрет. Кирлĕ-кирлĕ мар çĕре сăмсине чикет. Вара çăхавсем çырать. Мĕн ĕç пур унăн эпĕ мĕнле пурăннине тĕрĕслеме? (Сĕтел çине апат антарать.) Килях апат çиме. Мĕн ятлă-ха эсĕ?
Люда. Люда. теççĕ, анне ачашласа Люся тесе чĕнет.
Айванкай. Хуть те мĕнле чĕнсен те пурĕпĕрех, кăмакана çех ан лартчăр. Люда., Люсенька, ларăр-ха сĕтел хушшине. Тутанса пăхăр-ха эпĕ пĕçернĕ ăшă яшкине.
Люда. Эпĕ хам та яшка пĕçерме юрататăп.
Айванкай. Хĕрарăм тени вăл апат пĕçерме тата упăшкине йăпатма пĕлтĕр. Хавхалантартăр, хăр-хар ан пултăр.
Люда. У-у кунта çырли те, улми те, эрех çеç çитмест.
Айванкай. Э-э, хĕрĕм, эрех ĕçме пăрахни ĕнтĕ миçе çул...
Люда. Çамрăк чухне ĕçнĕ пулĕ ĕнтĕ?
Айванкай. Çамрăк чухне те иртĕнмен, эпĕ спортсмен пулнă вĕт. Режима пăсман. Формăран тухман. Вăрçа кайнă чух çех.
Люда. Пĕр пурнăç, пĕр вилĕм тенĕ... Çавăнпа маттур курăнатăр эсир. Сире никам та вăл çулта тесе каласçук.
Айванкай. Эпĕ кашни ирех пĕрер сехет уçă сывлăшра зарядка тăватăп.
Люда. Маттур, маттур. Халĕ эсир тепĕр çамрăкран ирттеретĕр.
Айванкай. Чĕре аван-ха ман, вăй пур.
Люда. Вара пĕчченех пурăнатăр-и?
Айванкай. Пĕчченех-ха.
Люда. Ма арăм тупса ямастăр, апатне пĕçерĕччĕ, кĕпи-йĕмне çăвĕччĕ.
Айванкай. Тупмалла та, тĕл пулаймарăм хама валли. Чун варли.
Люда. Тупăн-ха, ачусем пур-и?
Айванкай. Вĕсен хăйсен çемйи. Пĕри авланчĕ те, икĕ пӳлĕмлĕ кооператив илсе патăм, тепри качча кайрĕ. Арăм вилсе выртрĕ. Акă эпĕ виçĕ пӳлĕмпе тăрса юлтăм. Мĕн тума кирлĕ мана виçĕ пӳлĕм?
Люда. Мана хваттере ямăр-ши? Эпĕ сире апат пĕçерсе панă пулăттăм, кĕпе-йĕм çуса парăп. Сире машинистка кирлĕ вĕт?
Айванкай. Кирлĕ те-ха.
Люда. Хваттершĕн укçине тӳлетĕп эпĕ. Ан хăрăр.
Айванкай. Укçи-мĕнни. Укçара мар телей. Пенси илеп, сăвă тухать, гонорар пулать.
Люда. Апла пурăнма пулать.
Айванкай. Аптрамастăп-ха. Акă ачасем вара халĕ те ман ĕнсе çинчех пурăнасшăн.
Люда. Ан тĕлĕнтерĕр.
Айванкай. То пĕрин курорта каймалла, то теприн машина илмелле. Çуралнă кун мĕн те пулин илсе парас пулать. Эпĕ аттене вунултă çултах пулăшма пуçланă, вĕсем...
Люда. Эсĕ ан пар!
Айванкай. Ан пар? Хам ачасем-çке-ха. Тепĕр тесен укçине леш тĕнчене илсе каяймăн.
Люда. Вăл çаплах ĕнтĕ, укçине леш тĕнчене илсе каяймăн. Авланмаллах пулнă сан.
Айванкай. Ачасем авлантармарĕç. Çак çулта ан ухмахлан терĕç.
Люда. Кам пăхать сана?
Айванкай. Хамăр пăхатпăр терĕç, халĕ килсе те пăхмаççĕ, хăйсен çемйи, ачисем, пĕрин те ман пата килме вăхăт çук. Укçисем пĕтсе çитсен килеççĕ вара йăпăлтатма, папа та папа теççĕ. Ун чухне эпĕ кирлĕ вĕсене.
Люда. Начар сан пурнăç.
Айванкай. Кичем те, аптрамастăп, пуçа усмастăп, хам романри геройсемпе пурăнатăп, телевизор пăхатăп, авă ялта Настя йăмăк пĕчченех пурăнатăп тет, чăххи-чĕпписемпе, качакапа калаçатăп тет, кичемленсе çӳреме вăхăт çук тет, ĕç хыççăн ĕç тупăнса пырать тет. Ывăнса çитсен выртса çывăратăп тет. Вăт çапла ĕмĕр иртет. (Стакан çине сĕт тултарать.) Акă сĕтне те ĕç.
Люда. Сăра çук-и?
Айванкай. Сăра ĕçме пăрахнă.
Люда. Пăрахнă?
Айванкай. Юрамасть, аденома, шăк тухмасть.
Люда. Апла сирĕн авланас пулать.
Айванкай. Тухтăрсем те çапла калаççĕ.
Люда. Тата мĕн?
Айванкай. Ачасем хирĕç-çке-ха. Тата кам качча килтĕр мана?
Люда. Килекенни тупăнĕ-ха личнăй секретарь пулма, эпĕ пĕлетĕп вĕсем мĕншĕн хирĕç пулнине.
Айванкай. Эпĕ те чухлатăп, вĕсем ман пурлăх, укçа çамрăк арăма юласран хăраççĕ.
Люда. Çамрăк чух аçуна пулăшнă, халĕ ачусене, хăвшăн хăçан пурăнан. Хăçан? Вилсен-и? Ой, ăшă пулса кайрĕ-ха.
Айванкай. Ара, хывăнăр.
Люда. Аван мар пулĕ, килте мар вĕт?
Айванкай. Эсир килти пекех пулăр.
Люда. Кӳршĕ арăмĕнчен хăратăп.
Айванкай. Эй, унăн мĕн ĕç пур?
Люда. Ман выртса канасчĕ, эпĕ питĕ ывăнтăм.
Айванкай. Койка çине сарса парăп.
Люда. Ан чăрманăр, мана кунта та юрать. (Диван çине ларать.)
Айванкай. Тиркемесен выртăр, ара.
Люда. Вырăнĕ сивĕ, мана ăшă япалапа витĕр-ха.
Айванкай утиял парать.
Ман пĕçĕ çине грелка хумăр-ши?
Айванкай грелка илсе килсе Людăна парать.
Акă çакă сылтăм пĕçĕ çине хурăр... Ай мĕнле аван.
Айванкай. Аван-и?
Люда. Аван, арçын алли лекни пĕтĕмпе чуна хускатать.
Айванкай. Апла эппин...
Люда. Эсир тухтăр пекех... массаж та тума пĕлетĕр-и?
Айванкай. Çамрăк чух, спортсмен пулнă чух, массаж тунă ĕнтĕ.
Люда. Мана та сулахай урана массаж туса ярăр-ха.
Айванкай. Манман-ши эпĕ ăна?
Люда. Эсир çамрăк чухнехине аса илсе... акă çакăнтан çӳлерех, чĕркуççинчен çӳлерех. Сăтăрăр, ачашласа йăвалăр, тата, тата хытăрах... ах, ах, мĕнле аван.
Айванкай. Ух! Эсир мана капла ухмаха ертсе яратăр.
Люда. Пӳрнӳсем хытăха сирĕн. Сурана сурчăк усăллă теççĕ.
Айванкай. Ой, пĕлмен. (Сурана салтса чуптăвать, çуллать.)
Люда. (Айванкая чуптăвать). Мана хăтаракан тата, ачашласа сăтăрса тăракан.
Алăка шаккаççĕ.
Эпĕ тепĕр пӳлĕме, сан вырăну çине выртатăп, утаймастăп, çĕклесе кай.
Айванкай диван çинчен тăрса Людăна тепĕр пӳлĕме çĕклесе каять. Васкамасăр алăка пырса уçать.
Айванкай. Кĕрĕр.
Георги тата Дуся кĕреççĕ.
Дуся. Саламла аçуна.
Георги. Саламламалла саламатпала.
Айванкай. Эсĕ ӳсĕр-им? Ытла урса кайнă.
Георги. Ĕçмесĕрех... ӳсĕрĕлсе кайрăм-ха. Урса мар, ухмаха тухăн. Ку хыпар чăнахах-и вара?
Айванкай. Мĕнле хыпар?
Георги. Эсĕ ухмаха ернĕ терĕç те, больницăна ăсатмалла мар-и сана?
Дуся. Леш псих текеннине-и?
Айванкай. Сана урăлтаркăча вунпилĕк талăка.
Георги. Дуся каларĕ те, эпĕ ĕненмерĕм малтан, ăçта вăл сан çамрăк арăму, курасчĕ.
Айванкай. Курăн-ха.
Георги. Ман халех курас килет, ман анне пулать-çке-ха вăл, мама, ăçта эсĕ?..
Дуся. Çамрăк арăмна пытарма ĕлкĕрнĕ те, ара, унăн еркĕнĕсем пур-çке-ха, сыхлас пулать, пытарас пулать, унсăрăн...
Айванкай. Эсĕ вăслатма та ĕлкĕртĕн-и? Кай-ха кунтан, сансăрах татăлăпăр.
Дуся. Каятăп, каятăп. Кайран чĕнсен те килместĕп. Сахал мар сан пӳлĕмусене тасатса панă. Çамрăккине тупрăн та, халĕ эпĕ кирлĕ те мар.
Георги. Ăçта вăл? Эпĕ ăна халех тапса кăларса яратăп.
Айванкай. Ун пек тума хушмастăп.
Георгий пĕр пӳлĕмне кĕрсе каять, Людăна çавăтса тухать.
Георги. Атя вĕçтер кунтан.
Люда (çĕре ӳкет). Ай-ай-ай.
Айванкай. Чирлĕ вăл, эх, ывăлăм, мĕншĕн çакăн пек пултăн-ха эсĕ?
Георги. Мĕнле пултăм?
Айванкай. Институт пĕтернĕ, учитель пулнă. Халĕ кам эсĕ? Эрех пиркиех шкултан тасатрĕç. Тăван аннӳ тӳсеймерĕ, паралич çапрĕ, вĕлертĕн аннӳне, халĕ мана вĕлерес тетĕн-им, тасал кунтан.
Георги. Вунпилĕк тенкĕ парсанах тасалап.
Айванкай. Сана текех куçăм ан куртăр.
Георги. Вунă тенкĕ эппин... Пилĕк тенкĕ те çитет. (Чĕркуçленсе ларать.)
Айванкай. Ой-ой-ой. Ăçта сан арçынлăх? Этемлĕх!
Георги. Вилетĕп, пуç ыратать.
Айванкай ывăлне пилĕк тенкĕ парать. Георги каять. Пӳлĕмрен Люда. тухать.
Люда. Вăл сирĕн ывăл пулчĕ-и?
Айванкай. Ывăл.
Люда. Авланнă-и?
Айванкай. Авланнă, арăмĕ епле тӳсет, пурăнаççĕ харкашса.
Люда. Институт пĕтернĕ-и?
Айванкай. Институт пĕтернĕ, учитель пулса та ĕçлекеленĕ.
Люда. Халĕ ăçта ĕçлет?
Айванкай. Грузчик пулса ĕçлет.
Люда. Ай-хай.
Айванкай. Пĕр кун ĕçлеççĕ те виçĕ кун ĕçеççĕ, акă мĕн тарăхтарать.
Люда. Йывăр сан пурнăç.
Айванкай. Аптрамастпăр. Уншăнах пуçа усмастпăр.
Телефон шăнкăртатать.
Итлетĕп. Эпĕ кил хуçи. Пĕр çын. Мĕнле çын? Арăм çухалнă? Вара мĕн? Эпĕ угрозыск-милиции-мĕн? Сирĕн арăм ман патра пурăнать тетĕр-и?
Люда. Вăл мана пусмăрлаканни, çĕçĕпе чикекенни.
Айванкай. Акă мĕн, çамрăк çыннăм, кунта ман патăмра нимĕнле сирĕн арăмăр та çук. (Телефон трубкине хурать.)
Люда. Тĕрĕс.
Телефон сасси.
Айванкай (телефон трубкине тытcа). Каллех эсир-и? Каларăм-çке сана ман патра нимĕнле сирĕн арăмăр та çук тесе.
Телефонти сасă. Эпĕ пĕлетĕп, эпĕ куртăм — вăл сирĕн пата тарса кĕчĕ.
Айванкай. Апла эсир-и ăна пусмăрлаканни?
Люда. Вăл, анраскер, хăпма пĕлмест манран.
Телефонти сасă. Эй, эсĕ, поэт Айванкка, чĕн-ха Людăна.
Люда. Çук тейĕр.
Айванкай. Ĕмĕрте суйса курман. (Телефонпа.) Мĕн тума кирлĕ вăл сире, ачам?
Телефонти сасă. Ман унпа калаçмалла.
Люда (Айванкая ярса тытрĕ). Ман унпа калаçас килмест.
Айванкай. Вăл санпа калаçасшăн мар пулсан?
Телефонти сасă. Эпĕ каятăп, манăн ăна курмаллаччĕ.
Люда. Ман ăна курас килмест.
Айванкай. Вăл сана курасшăн мар пулсан... Ăнлантăн-и ĕнтĕ?
Телефонти сасă. Эпĕ ăна пурпĕр пурăнма памастăп.
Айванкай. Эсĕ хăш ĕмĕртен татăлса аннă вара? Сан япалу пулчĕ-им Люда.? Эсĕ чура ĕмĕрĕнчен килтĕн-и?
Телефонти сасă. Эсĕ вара Люсьăна укçапа çавăрма шут тытнă.
Айванкай. Эсĕ вара çĕçĕпе парăнтарма шут тытнă. (Телефон трубкине хурать.) Ăçта ĕçлет вăл?
Люда. Ниçта та ĕçлемест.
Айванкай Ăçта пурăнать вăл, кам тăрантарать ăнă?
Люда. Пĕлместĕп, аппăшĕ патĕнче пулĕ, тин çеç тĕрмерен тухнă вăл, ялта амăшĕ пĕччен тет.
Айванкай. Ма амăшĕ патне яла каймасть?
Люда. Ялта ĕç çук тет. Тĕрмерен тухнă çынна кам ĕçе илтĕр? Кунта хулара пропискăсăр ĕçе кĕме çук. Мĕнле пурăнмалла ун, пĕлместĕп.
Айванкай. Тăнсăр служащисем нумай, çавăнпа йĕрке çук. Çутçанталăка пĕтерсе лартрĕç, халĕ мĕнле сыхласа хăварасси çинчен обществăсем йĕркелеççĕ, унччен мĕн пăхнă-ши? Мĕн тума кирлĕ вăл — шутласа кăларни, çутçанталăка пăсать тăк. Тĕнчене пĕтерсе лартать пулсан...
Телефон шăнкăртатать.
Да... тикенек, каллех эсир. Тархасшăн ан чăрмантарăр мана. (Трубкине хурать.) Эпĕ магазина тухса кĕрем-ха.
Люда. Сăра илсе кĕрĕр ман валли. Эпĕ унччен сирĕн романа вуласа тухам.
Айванкай. Роман пулмасан та повесть пекки пулатех. (Пĕр тĕрке алçыру парать.)
Люда (алçырăвне вулать). Ватă чĕре — çамрăк чун. Интереслĕ ят.
Айванкай. Ватă старик пĕр çамрăк пикене хĕрӳллĕ юратса пăрахни çинчен.
Люда. Интереслĕ... Интереслĕ... Хальхи саманара пулса иртекен япала.
Телефон шăнкăртатать, пĕр самант никам та пымасть. Унтан трубкăна Айванкай пырса тытать.
Айванкай. Ну, тата мĕн кирлĕ?
Хĕр сасси. Эпĕ-ха ку, папа. Эсĕ мĕн тарăхса кăшкăран? Мĕн пулнă?
Айванкай. Пулнă-ха, сан укçа пĕтрĕ пулĕ-ха?
Хĕр сасси. Çук-ха, чăнах-и вара, папа?
Айванкай. Мĕн чăнах-и?
Хĕр сасси. Эсĕ авланнă тесе пĕлтерчĕç мана.
Айванкай. Вара?
Хĕр сасси. Пире намăса ан яр, папа.
Айванкай. Сывă пул. (Трубкине хурать.) Вăт мĕнле тăрăшаççĕ вĕсем маншăн. Эпĕ вĕсене намăса яратăп иккен. (Сумка илсе шăхăркаласа маттуррăн тухса каять.)
Люда алăка уçсах аллисемпе чупса парса ăсатать, алăка питĕрет, унтан тӳрех сунтăха тĕрĕслеме пуçлать, икĕ перекет кĕнеки туртса кăларать, вулать.
Бессрочнăй, çирĕм пин. У-у, пуян кукша пуç. (Тепĕр кĕнекине вулать.) Кунта вунă пин... Çирĕм пин те вунă пин вăтăр пин. (Перекет кĕнекисене хурать, пĕр тĕрке укçа кăларать.)
Алăка шаккаççĕ.
(Укçан сахал пайне сунтăха, ыттине хĕвне чикет, роман вулама тытăнать.)
Лаппи сасси. Люся, Люся, Люда, эпĕ ку, уç, уç! Эпĕ пĕлетĕп эсĕ кунта иккенне. Ма чĕнместĕн?.. Ну, каçар, эпĕ сана текех тивмĕп. Илтетĕн-и эсĕ, çапах та тем пулсан та тупа панă вĕт... Пурăнса та пăхнă, эсĕ мана мансан... эсĕ мана пăрахсан, пĕлместĕп. Сана та вĕлеретĕп, хам та çакăнса вилетĕп. Уç! тепĕр тесен... Уçмасан алăка ватса кĕретĕп.
Алăка темиçе хутчен тапса çĕмĕрсе кĕрет. Люда тепĕр пулĕме тарать.
Лаппи. Ăçта пытантăн эсĕ? Ăçта эсĕ? (Стена çумĕнчи чемпион парнисене курса.) Ой, чемпион, медальсем, дипломсем, грамотăсем. (Иле-иле çĕре перет.)
Тепĕр пӳлĕмрен Люда. хыпăнса кĕрет.
Люда. Мĕн тăван эсĕ, чарăн, ăсна çухатрăн-и?
Лаппи. А-а, йытă ами! Старик патне кĕрсе пытанса хăтăлатăп терĕн-им? Ăçта вăл старик, эпĕ ăна вĕлеретĕп! (Çупса ярать.)
Люда. Мĕн тăван эсĕ? Вăл тарпа, юнпа илнĕ медальсене тĕкĕнме сана çылăх.
Лаппи. А-а, проститутка! (Çапать.)
Люда. Э-э, тĕрме пыйти.
Лаппи. Эпĕ сана халех пыйтă вĕлернĕ пек вĕлеретĕп. (Людăна ярса тытать.)
Люда. Эсĕ вĕлерме вĕреннĕ. Кăравул! Кăравул!
Лаппи. Ан кăшкăр. Çĕр çын юлашки! Эпĕ сана пурпĕрех нимĕр тăватăп!
Дуся кĕрет.
Дуся. Лайăхрах ăна, ашкăнчăка, лайăхрах. Ват çын пуçне ан çавăрса çӳретĕр. Çамрăксене ан улталатăр.
Люда. Эпĕ сана пурпĕрех юратмастăп.
Лаппи. Эппин, мĕншĕн тупа турăн? Мĕншĕн суйрăн? Суйнăшăн вĕлеретĕп!
Люда. Вĕлер! Хăрамастăп!
Дуся. Асту, вĕлерсен каллех тĕрмене лартĕç.
Лаппи. Мĕн, çав кукша пуçа юратса пăрахрăн-им?
Люда. Сан ĕç çук, хăть кама юратам.
Дуся. Хăйне мар, укçине юратать.
Лаппи. Сан ĕç çук, тасал.
Дуся тухать.
Пĕлетĕп сана... Унăн укçи нумай тет, атя вăрла, çарат, вара пĕрле Хура тинĕс хĕрне кайса çурт туянăпăр (Людăна ярса тытать.) Мĕн мăкăрĕ кунта?
Люда. Яр, ыртатать.
Лаппи кăкăр умĕнчи укçана кăларса илет, хăй кĕсйине чикет.
Лаппи. Вăт маттур. Хура тинĕс хĕрне пĕрле кайăпăр, у-у, кунта тата пур.
Люда. Пар!
Лаппи. Памастăп.
Люда. Вăл манăн, хамăн.
Лаппи. Суян! Ăçтан вăл сан пулма пултартăр ĕçлеместĕн пулсан.
Люда. Вăл мана пачĕ.
Лаппи. Хăв та патăн-и?
Люда. Унпа сан ĕç çук.
Лаппи. Халĕ ĕнтĕ пурăнатпăр. (Людăна ярса тытать, ташлать.)
Тинĕс хĕрне куçăпăр,
Çĕнĕ пурнăç тăвăпăр.
Иртнĕ куна манăпăр,
Юрласа çех пурнăпăр.
Люда. Яр, атту чăрмалатăп!
Лаппи. Чăрмала. Тăрмала, çапла пирĕн пурăнмалла. (Людăна çавăрса çапать, ун çине выртса пусмăрлама тытăнать. Кĕсйинчен укçине кăларса илет, хĕвне чикет.)
Дуся кĕрет.
Дуся. Çитет, хуçи килет.
Люда. Эсĕ мана аçуна вĕлернĕ пек вĕлерес тетĕн-им?
Лаппи. Çук, чăмăртаса, юратса.
Айванкай кĕрет, Дуся тухса тарать.
Айванкай. Ку мĕнле япала, мĕн тăван эсĕ кунта?
Люда. Хăтарăр мана, çăлăр.
Айванкай (Лаппине сумкăпа çапать, Люда. çинчен тĕртсе ярать.) Мĕнле лекнĕ эсĕ кунта?
Лаппи. Мана Люда кĕртрĕ.
Люда. Ма суян, вăл çăра ватса, алăка çĕмĕрсе кĕчĕ.
Айванкай. Мĕнле майпа çăра ватса ют çĕре кĕме хăйнă эсĕ?
Лаппи. Ман арăма мĕншĕн пытаран? Ма унпа пурăнан, пуçана?
Айванкай. Мĕн?
Лаппи. Пуçана теп.
Люда. Хăçан пулнă эпĕ сан арăму?
Лаппи. Пулнă çав.
Люда. Пĕр çĕр каçнипе-и?
Лаппи. Вара?
Люда. Эсĕ мĕнлине пĕлсен ман чун писрĕ санран. Вăл, вăл ашшĕне вĕлерекенни, мана çĕçĕпе чикекенни.
Айванкай (çĕрте йăваланса выртакан дипломсемпе грамотăсене курса). А-а, ку мĕне пĕлтерет, шуйттан тăсланки? Ку таранччен эпĕ никама та мăшкăллаттарман. (Лаппине какăртан ярса тытать.) Эсĕ, мĕн, эпĕ ватă тесе манран мăшкăллас тетĕн-им? (Телефон патне пырасшăн.)
Лаппи ăна чарать, Айванкай Лаппие телефон патĕнчи пукан çине тĕревлесе милицие пĕлтерме ĕлкĕрет, алăка уçса кăшкăрать.
Пулăшăр! Хулигансем!
Лаппи тепĕр пӳлĕме кĕрсе каять.
Куршĕ сасси. Кам унта, сирĕн балкон çинче, перилăран ярса тытнă та çакăнса тăрать, ывăлу-и-мĕн?
Айванкай. У-у, шуйттан тăсланки. 7 хутран персе ансан унран нимĕн те юлмасть вĕт. Явапне ман тытас пулать. Атя-ха ухмаха çăлма.
Люда. Ухмах çав.
Кĕпук килсе кĕрет. Айванкай тата Кĕпук балкона тухса каяççĕ, часах Лаппине сĕтĕрсе кĕреççĕ.
Кĕпук. Ай-уй, унтан персе ансан нимĕр пулатăн, тăнсăр юлатăн.
Айванкай. Тăнĕ халĕ те çук унăн.
Кĕпук. Вилеттĕн вет, ачам.
Айванкай. Вилеттĕн.
Лаппи. Халĕ мана пурпĕрех.
Дуся кĕрет.
Дуся. Хăвна çаратма килнĕ, эсĕ ăна вилĕмрен хăтаран.
Люда. Мĕнле ырă кăмăллă çын эсĕ?
Айванкай. Атя, атя вĕçтер милицисем киличчен. Авă мĕнле пулса кайнă эсĕ?
Лаппи. Çаплах, пурнăç тăвать, çаплах ырă кăмăллă пулсан тĕрмерен тухнă çынна шеллесе памăн-ши пĕр пин тенкĕ. Милосердие. Темле пулсан та сирĕн студент пулнă.
Дуся. Ĕçсе яма-и?
Айванкай. Авă ăçта çитсе ларнă эсĕ?
Лаппи. Эх, эсир вĕрентнĕ... Апла, Люда, юлатăн?
Люда. Юлатăп.
Лаппи. Юлах, эсĕ кукша пуçа сыхла, вăл сан пек йӳтенкĕсене сахал мар ухмаха ертнĕ. (Тухса каять.)
Айванкай. Мĕнле лекнĕ вăл кунта?
Дуся. Юрату. Эпĕ мĕн каларăм, ĕнтĕ кĕтсех тăр, ăçта та пулин шаккаççĕ сана. Вăт сана дуэль.
Айванкай. Ĕçе вырнаçтарас пулать ăна.
Дуся. Ăçта?
Кĕпук. Мĕншĕн çăлтăр эсир ăна?
Дуся. Чăнах, тĕнчере пĕр ухмах сахалтарах пулатчĕ. (Тухса каять, ун хыççăн Кĕпук тухать.)
Люда. Эсĕ маттур иккен. Пултаран.
Айванкай. Пултарнă ĕлĕк чух, çамрăк чух.
Люда. Халĕ те аптрамастăр-ха, эпĕ сирĕн «Чун çамрăк» романа вулама пуçларăм.
Айванкай. Мĕнле пек?
Люда. Мана питĕ килĕшрĕ. Ватă çын çамрăк хĕре юратса пăрахни.
Айванкай. Чăнах-и? Пулма пултарать-и ун пекки?
Люда. Пултарать. Анчах хĕрĕ ватă çынна юратса пăрахсан тата аванрах пулмалла.
Айванкай. Ку мĕншĕн тата?
Люда. Ватă çыннăн ырă кăмăлĕшĕн, вăл хĕре пулăшнăшăн. Кăна эсир ăçтан илнĕ, пурнăçран-и, хăвăртан-и?
Айванкай. Пурнăçран та, хамран та, унтан-кунтан та. Вăл çамрăк хĕре курсан хăйне пĕр çухрăмран каччă пек туять.
Люда. Илсе килтĕн-и?
Айванкай. Илсе килтĕм.
Люда. Куншăн сана чуптумаллах. (Кĕленчене кăтартса.) Акă çакăншăн. Акă эсир маншăн питĕ ырă турăр. Эпĕ сире аттене юратнă пекех юратса пăрахрăм.
Айванкай. Аçуна юратнă пекех-и?
Люда. Эпĕ сире савнине юратнă пекех юратма пултаратăп. (Айванкая ыталаса чуптăвать.)
Айванкай (сывлăшне аран çавăрса). Эсĕ мана капла ухмаха ертен.
Люда. Мĕн, çамрăк хĕре чуптума аванах мар-им?
Айванкай. Аван та.
Люда. Мĕн тата? (Эрех тултарать, ĕçет.)
Айванкай. Чуптуманни нумай пулать те манса кайнă. Эх, ăçта тарать-ши çамрăклăх? Çамрăкланайрасчĕ ман халĕ.
Люда (Айванкая чуптăвать, эрех парать). Коньякне илсе килсен тата лайăхрах чуптăватăп, çамрăклататăп.
Айванкай Мĕнле каччă пулнăччĕ эпĕ. Эх, хĕрсем питĕ юрататчĕç мана. Кив Вăрмарта чипер Санька, Чупайра кăн-кăвак куçлă Таиç. Хамăр ялта — Нинук пулнă.
Люда. Апла нумай хĕре юратнă эсир?
Айванкай. А-а! Вĕçкĕн пулнă, эх, ăçта кайрĕç кăтра çӳçсем. Икĕ мулкача хăвалакан пĕрисĕр тăрса юлнă. Эпĕ пулнă ĕнтĕ вăл.
Люда. Мĕнле апла?
Айванкай. Пĕрне, Кив Вăрмарти чипер Санькине, Кавалти Ăншăрт Иванĕ вăрласа кайрĕ. Теприне — Чупайрине — амăшĕсем ирĕксĕр качча пачĕç, ялти Нинăна сивĕтрĕç, çапла çухатса пĕтертĕм эпĕ чиперккесене.
Люда. Мĕнле шел сана, ан хуйхăр, тупăн-халĕ. (Ачашлать.)Халĕ 17-ре çех.
Айванкай. Ăçтан тупăн-халĕ?
Люда. Ытала мана, ачашлап сана, ытала лайăхрах, парăнăп сана.
Юрлаççĕ.
Айванкай. Кăн-кăвак куçăм, сап-сарă çӳçĕм, вилтĕм те кайрăм эсĕ пăхсан. Пулăп-и ватă, кăн-кăвак пуçлă, пурпĕр çӳретĕп саншăн çунçа.
Люда. Чăнах-и?
Айванкай. Ăçтан тупăнтăн эсĕ, ман ылтăн чăмакки, тĕлĕк куратăп-и эпĕ? Е йӳтесе аташатăп.
Люда. Тĕлĕк мар. Чăнласах.
Айванкай. Ман телейĕм, пĕтертĕн эсĕ мана. (Ыталаса Людăна питрен чуптăвать.) Ухмаха ертрĕн.
Люда. Хĕрӳллĕн чуптăватăн-ха эсĕ. Çамрăксенчен ирттерен.
Диван çине йăванса каяççĕ. Алăка шаккаççĕ. Люда. тепĕр пӳлĕме кĕрет, Айванкай аран-аран тăркаласа алăка уçать. Дуся кĕрет.
Айванкай. Мĕн пулнă, пушар тухнă пек шаккатăн?
Дуся. Çунса каятăн пулĕ терĕм. Ачашланма чăрмантартăм-и? Асту, çунса каян акă ватă чĕрӳпе.
Айванкай. Мĕн кирлĕ сана?
Дуся. Хуллентерех хăтлан.
Айванкай. Ах, турă, хăçан пăрахăн-ши эсĕ вăл йăлана?
Дуся. Мĕнле йăлана?
Айванкай. Вăрттăн итлесе сыхласа çӳрес йăлана.
Дуся. Эсĕ этем ĕретлĕ пурăнма пуçласан.
Айванкай. Эсĕ питĕ этем ĕретлĕ пурăнан. Мĕн кирлĕ сана?
Дуся. Эпĕ çана йĕп панăччĕ.
Айванкай. Э-э-эх! (Пӳлĕме кĕрсе каять, часах тухать.) Çак йĕппеччĕ сана пĕр çемçе вырăнтан.
Дуся. Сана пĕтĕрĕнсе ларнă шăнăрунтан. (Тухса каять.)
Люда кĕрет.
Люда. Вăл кĕвĕçет. Сире юратать пулмалла.
Айванкай. Унăн юратăвĕ, чĕрĕ ăвăс тĕтĕмĕ пек, куçа йӳçĕтет.
Люда. Эпĕ сирĕн патра пурăннăшăн кĕвĕçет.
Айванкай. Кĕвĕçтĕр, вăл çынни çавнашкал, эсĕ лайăх пурăнма пуçласан чирлесех каять.
Люда. Ун пек çын та пулать-и?
Айванкай. Пулать тет çав, икĕ-виçĕ питлĕ çынсем нумайланса кайрĕç.
Дуся (алăка уçса). Мана çисе тăрантăн-и?
Айванкай. Эй, тухатмăш амăш, шăпăр çине çех лартса ямалла сана. Сĕм-сĕм вăрмана, чăтлăха.
Дуся. Хăв ыталанса кай çамрăк арăмупа хура мунчана. (Алăка хытă хупса хăварать.)
Айванкай. Ну, мĕн тунă эпĕ ăна çав териех сăхма мана?
Люда. Юрату вăл — сăхтарать, тем те тутарать.
Айванкай. Ăнмарĕ ман юратупа, ăнмарĕ.
Люда. Ан кулян-ха ытлашши.
Айванкай. Кулянса мĕн тăвăн? Уссăр юна пăсни кăна. (Сăвă çырма ларать.)
Мĕн тума эп сана куртăм,
Хытнă чĕреме йăлтах çуртăм,
Юратупа çунать ман чунăм,
Вунсаккăрти пекех пултăм.
Халĕ чупса каяс пек туйăнать,
Чĕрем те хытăрах тапать,
Анчах пуçăм темшĕн сулăнать,
Урам та ярса пуссанах ывăнать.
Ах, Люда., Люда., ан пулсам маншăн
Ютă — йытă.
Юратупа чăмăрта, ытала, чупту —
Çырла пек хĕрелтĕр туту.
Люда Айванкая ыталать, чăмăртать, чуптума пуçлать.
Вĕлерен, яр, пуç çаврăнать, ӳкетĕп.
Люда. Тӳс, ачам, тӳс, аттем, паян кун пулăп санăн опекун.
Айванкай. Апла коньякне кайса илмех тивет.
Люда. Кайса илсем, мана çăлаканăм. (Айванкая ыталать.)
Айванкай сунтăхне уçать.
Айванкай. Ăçта, ăçта кайнă вара ман укçа, ниушлĕ çав тăсланкă хĕстерсе кайрĕ?
Люда. Пулма пултарать.
Айванкай. Эсĕ илмен-и укçана, Люда.?
Люда (сăхсăхса). Мĕн эсир? Тупата туршăн илмен, çакăнта аçа çаптăр, çĕр çăттăр мана. Çав укçашăн çавнашкалах ан пăлханăр, асаттем.
Айванкай. Эсĕ илнĕ пулсан каçаратăп, мĕншĕн тесен, мĕншĕн тесен... ман малтанхи юратăва аса илтертĕн, ман пăрланнă чĕрене ирĕлтерен. Хам канăçа çухатрăм, юратса пăрахрăм сана.
Люда. Эпĕ илтĕм, чунăм, расписка паратăп сана.
Айванкай. Чунпа суймасăр каланăшăн расписка та илместĕп санран.
Люда. Эсĕ мана çăлакан. (Айванкая чуптăвать.)
Дуся кĕрет.
Дуся. Чуптуса ывăнмарăр-и?
Айванкай. Мĕнле ырă эп паян. Кӳр, сана та чуптăвам.
Дуся. Кирлĕ мар. Тăнне çухатма та ĕлкĕрнĕ. Хăйне çаратаççĕ, вăл телейлĕ тет.
Айванкай. Телей укçара мар.
Люда. Тĕрĕс, папай.
Дуся. А-а, эсĕ çавăнпа çаратрăн-и ăна? (Людăна çӳçрен ярса тытать.) Кӳр укçана.
Люда. Ай, ай, яр!
Дуся. Ямастăп.
Люда. Ямастăн-и?
Дуся. Пар укçана.
Люда. На! (Икĕ аллипе икĕ айккинчен çапать.) Çи! (Дусьăна хырăмран тапать.)
Дуся çĕре ӳкет. Люда тухса тарать.
<р3>Иккĕмĕш пайĕ р3>
Виççĕмĕш картина
Айванкай хваттерĕ, вăл пĕчченех. Диван çинче сăвă çыра-çыра çывăрса кайнă, вăл тĕлĕк курать, ун умне Люда. пырса тăрать.
Люда (Айванкая, кукша пуçне ачашласа). Ман кукша пуçăм, ман кавăн пуçăм. Сăвăсем çыратăн, тем те пĕлетĕн. Анчах ман хырăм юлнине туймастăн. Ĕненменсен тытса пăх. Санран вăл.
Айванкай. Мĕн?
Люда. Ача пулать, те Ванюк, те Санюк пулать.
Айванкай. Мĕн?
Люда. Эпĕ ăна пăрахап тетĕп.
Айванкай. Кама?
Люда. Ачана.
Айванкай. Мĕншĕн пăрахатăн?
Люда. Эсĕ юратмастăн вĕт ачана?
Айванкай. Кам калать?
Люда. Хам пĕлеп.
Айванкай. Мĕн пĕлен?
Люда. Ывăлупа хĕрӳ те пурăнмаççĕ санпа.
Айванкай. Пĕри качча кайнă, тепри авланнă, хăйсен çемье...
Люда. Сана пăрахнă. Больницăра аборт тăвасшăн мар. Пĕр карчăк тупрăм. Анчах вăл укçа ыйтать.
Айванкай. Мĕн чухлĕ?
Люда. Çĕр тенкĕ.
Айванкай. Илĕр. (Укçа парать.)
Айванкай вăранать, каллех çывăрса каять. Люда курăнать.
Люда. Мана хăтаракан, ман чунăм. Карчăк патĕнче пултăм эпĕ. Çĕртенкĕ мар, икçĕр ыйтать, хăркăм.
Айванкай. Ил. (Укçа кăларса парать.)
Люда. çухалать. Айванкай вăранать, каллех çывăрса каять. Люда. курăнать.
Люда. Ман тусăм, Христусăм, леш тухатмăш, 200 мар, 500 тенкĕ ыйтать, пилĕк уйăх иртнĕ. Аборт тума хăрушă тет.
Айванкай. Илех, илех. 500 тенкине.
Люда укçа илет те çухалать. Айванкай вăранать.
Мĕн амак, тĕлĕкре пулчĕ тем. (Каллех çывăрса каять.)
Люда тухать.
Люда (Айванкая ыталаса). Манăн асаттем, хăрать вăл, аборт тумарĕ. Çуралтăр, тен, санăн тĕслĕ пулĕ, тен, сан пек юрăçă пулĕ? Юрласа çех пурăнăпăр. Çуралсан ача кипкисем илме укçа кирлĕ пулать.
Айванкай хĕвĕнчен укçа кăларса парать.
Ку çуллахи валли, хĕллехи валли кирлĕ пулать. Ача ĕçки тумалла тата.
Айванкай. Ме, ме, ил, ят хума, ĕçкĕ тума.
Люда çухалать.
(Вăранса каять.) Фу ты, Люда., Люда., тĕлĕкре пулчĕ-и ку? (Каллех çывăрса каять.)
Кĕпук курăнать.
Кĕпук. Маттур. Пултаратăн. (Çухалать.)
Дуся курăнать.
Дуся. Пĕтĕм яла култаран. Ухмах старик. Йӳтенĕскер.
Люда кĕрет.
Люда. Пулнă пулнах, туй пулмаллах. Виçĕ пинне паран пулĕ?
Дуся (Людăна çӳçрен ярса илет). Акă сана, акă сана пин, акă виçĕ пин.
Георги курăнса каять.
Георги. Мана, мана, миçе пин лекет?
Айванкай. Çухалăр кунтан.
Люда, Дуся, Георги çухалаçсĕ. Телефон сасси. Айванкай вăранса каять.
Айванкай. Усал тĕлĕк. (Алçырăвĕсене тĕрĕслет, хуратать, çырать, чĕрсе пăрахать, утса çӳрет).
Айванкай. Эпĕ айăплă-и вара? Вăл инкеке лекнĕ пулсан ăна пулăшмалла-и, пулăшмалла мар-и? Эсĕ кама та пулин пулăшнă-и пурнăçра е çук?
Телефон шăнкăртаттарать.
Пуçра çӳçĕм юлмарĕ, авланасси пулмарĕ. (Трубкăна тытса.) Итлетĕп, салам. Хуллен, хуллен, майĕпен, тĕлĕкри пек пурăнатăп. Сĕрĕм тивнĕ пек. Кăмăлсем-и? Чаплинăнни пек чаплах мар. Чакаланап, çыркалап. Çамрăклăха аса илеп, юрату сцени тухмасть-ха. Кама та пулин юратса пăрах? Эпĕ юратса пăрахрăм та-ха... Паян тĕлпулăва-и? Чăлха фабрикине-и? Хĕрарăмсемпе-и? Тем тумалла. Пĕлместĕп-ха. Пыратăп. (Трубкине хурать.)
Дуся кĕрет.
Хуп-хура куçăм, кăн-кăвак куçăм,
Вилтĕм те кайрăм эсĕ пăхсан.
Пуçра çӳçĕм юлмарĕ, авланасси пулмарĕ.
Дуся. Юратупах аташан.
Айванкай. Аташмастăп, шанатăп. Кайран нимсĕр юлатăп.
Дуся. Çав кирлĕ сана, аташука. Кичем-и-мĕн пĕччен пурăнма?
Айванкай. Кичем, нимĕн те тăвас килместь.
Дуся. Эсĕ юрла, савă кала юрату çинчен. Люда çинчен...
Айванкай. Качака çинчен калас мар-и?
Дуся. Кала, кала ют пахчана кĕни çинчен, купăста çини çинчен. Таса мар пурăнан, урайне шăлман.
Айванкай шăпăр илсе шăлма пуçлать.
Кӳр шăпăрна, хам шăлса парам.
Айванкай. Хамах, хамах, хам.
Дуся. Хам, хам, кĕпине çуман... мĕн пăхать çамрăк арăму.
Айванкай. Çухалчĕ ман çăлтăр.
Дуся. Ан пăшăрхан, ан кулян, персе çитет акă. Укçи пĕтсе çитсенех.
Айванкай. Улталарĕ вăл мана.
Дуся. Çав кирлĕ сана, тăманана, айвана.
Айванкай. Пичетлесе паратăп терĕ, пуçларĕ тепĕтермерĕ. Таçта кайса çухалчĕ, хăй çинчен те пĕлтермерĕ. Леш тăсланки ярса илмерĕ-ши?
Дуся. Пулма пултарать хăвна та шаккаççĕ акă.
Айванкай. Мана мĕншĕн?
Дуся. Каччăран хĕрне туртса илнĕшен. Çамрăксемпе аташнăшăн.
Айванкай. Эпĕ айăплă-и вара? Вăл инкеке лекнĕпулсан ăна пулăшмалла-и, пулăшмалла мар-и? Эсĕ кама та пулин пулăшнă-и пурнăçра е çук?
Дуся. Тепĕр старик тупнă пулĕ-ха, сан пек айваннине. Хе-хе-хе. (Блокнотне уçса пăхса.) Ак кунта мĕн чухлĕ адрессем: çамрăксем, стариксем, членсем, кандидатсем...
Айванкай. Милосердия теççĕ ăна. Эпĕ ăна савнине юратса пăрахнă пек юратса пăрахрăм.
Дуся. Ой, йутенĕ, çылăх сана ун пек калаçма та.
Айванкай. Эпĕ ун пирки роман çырас тенĕччĕ, хам çинче чăтса ирттерес тенĕччĕ.
Дуся. Çыртăн, хăрса юлтăн, кăмрăк пултăн. Эпĕ сана мĕн каларăм, итлемерĕн. Акă халĕ ĕнтĕ чавсуна çырт.
Ачаллă хĕрарăм кĕрет. Вăл — Люда.
Люда. Сывă-и, мана çăлакан атте. Юратнă асаттем. (Айванкая чуптăвать.)
Айванкай. Люда, Люда, эсех-и ку, ман сӳнмен, çăлтăрам.
Люда. Эпех, эсĕ мĕншĕн пит шуралса кайнă вара, асаттем.
Дуся. Саншăн çунса хăрса кайрĕ, апат çимест, ыйăх килмест тет, нимĕн тума пĕлместь, вырăн тупаймасть. Вырăн çинчен тăраймасть.
Айванкай. Ăçта çухалса çӳрерĕн эсĕ çак таранччен? Çыру çырмарăн, пĕлтермерĕн, мана эсĕ шеллемерĕн.
Люда. Май килмерĕ, больницăра пултăм, сана пĕлтерсе Чĕрӳне хавшатСа çӳрес темерĕм.
Айванкай. Мĕн пулчĕ тата?
Люда. Ача çуратрăм.
Айванкай. Ача çуратрăн?
Люда. Пăх-ха мĕнле хитрескер.
Айванкай. Чăнах, хитрескер.
Люда. Сан тĕслех.
Дуся. Чăнах сан тĕслех, чăнах.
Айванкай. Ман тĕслĕ?
Люда (шăппăн) Санран вăл.
Айванкай. Манран?
Люда. Санран çав.
Дуся. Ак хайхи. Кăна шăппăн мар, кăшкăрас пулать. Вăрттăн тунă пулсан та. Вăт маттур, вăт мыскара. Роман мар, мыскара çырмалла сан, тăм шăхлич. Тытса кур ĕнтĕ ачуна, хăв юну вĕт. Тĕнче кулли, ял кулли.
Айванкай. Люда, эпĕ астумастăп-ха сан патна пынине. Эсĕ такампа арпаштаран пулĕ ачам.
Люда. Эпĕ сире çавăн пек чунсăр тесе шутламан. Эпĕ сирĕн вырăн çинче выртнине те маннă-и вара?
Айванкай. Ăна астăватăп-ха.
Люда. Эпĕ санăн йĕмне тăхăннăччĕ, ăна та маннă пулĕ?
Айванкай. Ăна манман.
Дуся. Чуптунине хам курнă.
Люда. Тен сан йĕмӳнтен лексе хырăм юлнă?
Айванкай. Тур çырлах, ун пек мĕнле пултăр вăл?
Дуся. Пултарать тет çав, пĕр артистка çамрăксен театрĕнче пĕрмай арçын ачасен рольне вылянă тет те ача çуратса панă тет. Илтмен-и вара?
Айванкай. Тĕнче намăсĕ.
Люда. Мана намăс мар-и? Качча каймасăрах ача çуратса панă тесен. Сирĕн патăрта вĕт, сан вырăну çинче. Халĕ ĕнтĕ ман мĕн тăвас? Вилес-и?
Дуся. Ха-ха-ха!
Айванкай. Пуç çаврăнса кайрĕ-ха, ан ахăлтат-ха, ĕнтĕ мĕн тумалла?
Дуся. Çырăнмалла, ачи ятне хуртармалла.
Люда. Халь ача валли ăна-кăна туянмалла.
Айванкай. Ăна туянăпăр-ха, вăт тĕнче.
Дуся. Тĕнче тĕрлĕ, халĕ телевизорпа та çӳç шăтараççĕ те, хырăм та юлма пултарать...
Люда. Укçуна хăв ачу çине куçармалла.
Дуся. Ак хайхи, ывăлне пĕлтерес. (Тухса каять.)
Айванкай. Укçана куçармалла? Çук ман укçа.
Люда. Çук-и вара? Хăвăр çынна хĕрхенмелле, пулăшмалла тетĕр. Эпĕ пĕлмен эсĕ çавăн пек чунсăр иккенне, санăн романра çынсем çав тери ырă кăмăллă, эсир хăвăр хыт кукар, йăлтах урăхла çын... Сирĕн перекет кĕнекисем иккĕ.
Айванкай. Эсĕ ăçтан пĕлен?
Лаппи кĕрет.
Люда. Пĕлетĕп эпĕ, пĕри бессрочнăй — унта çирĕм пин, тепри...
Айванкай. Çитет.
Лаппи. Çук, çитмест, ачу çине çыртар, унăн ӳсмелле, вĕренмелле, çын пулмалла, унсăрăн...
Айванкай. Эсĕ мĕнлескер тата, хуçаланан кунта?
Лаппи. Паллаймарăн-им? Пуçана эп, сан пуçана.
Айванкай. Кутана мар-и тата?
Лаппи. Мар. Свидетель пур, ман арăма туртса илсе ача тутартăн та, халĕ кутăнланма-и, суда паратпăр, алимент илетпĕр, проституткăпа çыхланса кайнăшăн — тĕрме.
Дуся тата Георги кĕреççĕ.
Дуся. Хĕрхенĕр ĕнтĕ ватă çынна. Халăх пĕлет, ят каять, ял кулать.
Лаппи. Култăр, пĕлччĕр, мĕнле аван çыратпăр, ăшра мĕн? Пылчăк. Юрать, суда памастпăр, ачине çех хăваратпăр, пăхтăр. (Алăри ачана Людăран илсе диван çине вырттарать. Людăна çавăтса.) Атя, атя, пăхтăр ашшĕ пулсан. Çын тутăр.
Айванкай. Мĕнле-ха апла?
Люда. Çапла, папай. Пĕлетĕп эпĕ, эсĕ аван çын.
Лаппи. Çыратăн-и, куçаратăн-и укçуна ачу çине? Халех вунă пинне кăларса паратăн-и?
Георги. Тăхта, атте, ан васка, чăн-чăн ывăлу та кунтах. Ăна та пайçăр ан хăвар.
Айванкай. Пурне те тивĕçлĕ пай лекет. Ак тĕлĕк. Халех тыттарап, çапла, эпĕ аван çын, айван çын. (Телефон трубкине ярса тытать.) 02, эпĕ-ха ку — Айванкай, кĕтетĕп сире. Ман кунта хăнасем.
Лаппи. Авă мĕнле эсĕ! Тен, хĕрхенĕн, ăса кĕрĕн?.. (Людăна çавăтса.) Сывă юл.
Людăпа Лаппи тухса каяççĕ.
Айванкай. Чунсăрсем!
Дуся (ачана тытса). Чăнах та айванах-мĕн эсĕ. Акă сана ватă чĕрене çамрăк чун, тыт. Савăнмалли, чĕрене хавхалантармалли. Хе-хе-хе! (Георгие.) Ку сан шăллу пулать.
Георги. Чăнах-и? Ну-ка, атте тĕслех-и?
Люда кĕрет.
Люда. Култарас мар-ха тĕнчене. (Ачана пырса тытать.) Çĕлен мар-ха эпĕ, хам ачана пăрахса хăварма.
Лаппи кĕрет.
Лаппи. Ачи вăл пирĕн, çапла, папай. Сирĕн пулăшмаллаччĕ пире, çĕнĕ уйрăмсене.
Дуся. Сирĕн пулсан сирĕн пултăр, сывă пултăр, анчах сирĕн пек ан пултăр.
Люда. Сан пек кĕвĕç ан пултăр. Сывă юл, ватă чĕре, çамрăк чун. (Айванкай алçырăвĕсене илсе çапать.)
Айванкай. Сывă пулăр. Ырă пулăр, ватăлăхран ан кулăр. (Людăн блокнотне кăларса парать) Илсе кай хăвăн сочиненине, тен, кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ.
Лаппи. Пар кунта. (Блокнотне илсе чĕрсе ывăтать). Çитет пулĕ алхасса.
Дуся. Çитет кун пек алхасса, пĕлес пулать намăса.
Люда ачине диван çине пырса хурать те тухса тарать. Лаппи ун хыççăн чупать. Айванкай ачана пырса тытать.
Айванкай. Ачине-паппине, тяппине. Малалла пăхсан — малаш, каялла пăхсан — каяш, тĕрĕс çултан ан аташ, çывăр, палламан тавраш.
Люда чупса кĕрет, ун хыççăн Лаппи.
Люда. Çук, манăн вăл, манăн. (Ачана пырса илет.)
Лаппи. Пирĕн.
Айванкай. Сирĕн пулсан, сирĕн пултăр. Тăлăха ан юлтăр, чăн çын пултăр, мăшкăл ан куртăр.
Чаршав