Çу вĕçленчĕ. Çитрĕ кĕркунне.
Сивĕсем пуçланчĕç майĕпен.
Сулхăн çапрĕ хир-вăрмансене,
Çил ачи чупать халь çĕрĕпе.
Тумтирне хываççĕ йывăçсем:
Чăштăр-чăштăр сарă çулçине
Пăрахаççĕ аяла вĕсем,
Вылятса тăкаççĕ çĕр çине.
Янкăр тăрă халлĕхе тӳпе.
Шывĕ сивĕ кӳлĕ-пĕвере.
Айлăмра тăрать час-час ирпе,
Курăка çуса, кăвак тĕтре.
Эрешмен карти, каркаланса,
Силленет çилпе ăвăслăхра.
Тăрнасем çӳлте, карталанса,
Ушкăнпа вĕçеççĕ кăнтăра.
Çамрăк каччă çеç тракторĕпе
Ывăнмасăр сухалать çĕре.
Туй тумашкăн кĕр мăнтăрĕпе
Ӳкĕтлет каçпа вăл сар хĕре.