Кĕске кăна, пĕр-ик эрнелĕх,
Илемлĕ вăхăт пур çулла:
Уçланкăра куç илĕртмелĕх
Пиçсе çитет мерчен-çырла.
Çемçе кавир пек симĕс курăк.
Çырла тĕрри — кавир çинче.
Çырла çеçки тĕл-тĕл шап-шурă
Вырнаçнă тĕрĕ варринче.
Пиçет çырла. Хĕвел ăшпиллĕн
Парать çĕре хăй ăшшине.
— Çырла! Çырла! — чупать иркӳлĕм
Ача-пăча вăрман енне.
Çак вăхăтра килте-и ларăн?
Çырла пухатăп вăрманта.
... Чун-чĕререн савса мухтарăм
Çак тулăх, тутлă вăхăта.