Шурă Атăл çийĕн аялтанах пĕлĕтсем шăваççĕ. Тĕтре карса илнĕ юхан шыв хĕрринчи пристаньте пăрахутсем аран палăраççĕ. Хушăран-хушă вĕсем кăшкăртнă сасă кăна çуллахи шăплăха хускатать.
Ир-ирех Ĕпху урамĕсенче иртен-çӳрен çукпа пĕрех. Чукун çул вокзалĕ енчен кăна çул сумки йăтнă вăтăралла çывхарнă арçын утать. Акă вăл урам кĕтесĕнче виçĕ хутлă çурт çумĕпе иртсе тăкăрлăка пăрăнчĕ, кирпĕч хӳмепе юнашар калинккерен кил картине иртсе ик хутлă пӳрт алăкне шаккарĕ. Кăшт тăрарахпа шалта ура сасси илтĕнчĕ:
— Кам унта?
— Уçăр-ха, эпĕ хваттере кĕрес пирки калаçасшăн.
Алăка тĕссĕрленнĕ кĕпе тăхăннă, çитмĕл çулсенчи пĕчĕк кевтеллĕ карчăк уçрĕ.
— Каçарăр чăрмантарнăшăн. Эсир Анна Ивановна пулатăр-и? — ыйтрĕ килнĕ çын.
— Çапла, — çăварне уçрĕ карчăк.
— Вакунра пĕрле килнĕ пĕлĕш пачĕ сирĕн адреса. Акă, кĕске çыру та парса ячĕ.
Анна Ивановна текенни мăйĕ урлă çиппе çыхса çакнă куçлăхне тахăнса хут çине мĕн çырнине васкамасăр вуларĕ, унăн пичĕ-куçĕ самантрах çуталса кайрĕ:
— Ара, эсир Смирновпа пĕрле килнĕ иккен! Чăвашах тет хăвăра.
— Çапла, чăваш. Сирĕн пушă пӳлĕм пур терĕ вăл. Хваттере кĕртеймĕр—ши|
— Пушă пӳлĕмсем манăн — виççĕ те. Иккĕшĕ аялти хутра, пĕри — иккĕмĕшĕнче. Килĕшсен — тархасшăн. Çапах та эп сире иккĕмĕш хутрине сĕннĕ пулăттăм. Унта канăçлăрах пулĕ. Атьăр, кăтартам.
Арçын карчăк хыççăн картлашкапа иккĕмĕш хута хăпарчĕ. Кил хуçи пĕр алăк умĕнче чарăнчĕ, саппун кĕсйинчен уçă кăларса çăрине уçрĕ:
— Пăхăр, килĕшет пулсан... Кунта çур çул каялла кăнтăр енчен килнĕ пĕр коммерсант пурăнчĕ. Унтанпа çын кĕртмен. Вырăн хатĕрĕсене хамах парăп, пӳлĕме те çуса-тасатса тăрăп. Уйăх пурăннăшăн пин çурă тӳлемелле пулать. Хваттер укçине халех паратăр. Чим, вăрахлăха кирлĕ-и пӳлĕм?
— Пĕр уйăх пек пурăнатăп пуль-ха. Кайран куç курĕ, — терĕ килнĕ çын шалалла иртсе.
Пӳлĕмĕ самай пысăк иккен. Чӳречерен сылтăм енчи стена çумĕнче çи витти витнĕ сĕтелпе икĕ пукан, хирĕç — панцирьлĕ тимĕр кравать. Алăкпа çумлăн — тумтир çакмалли шкап. Чӳрече айĕнче сад пахчи. Инçетре Шурă Атăл хăю пек явкаланса выртать.
Вырăнĕ илемлĕ, пӳлĕмĕ те килĕшрĕ хваттере кĕрекен çынна. Чăматанне шаларах кĕртсе лартрĕ те хваттер хуçине укçа шутласа пачĕ.
— Чи кирлине маннă, — мăкăртатрĕ Анна Ивановна. — Сире мĕнле чĕнеççĕ?
— Владимир Петрович. Иванов.
— Ахă, апла иккен, — терĕ те карчăк шăппăн тухса кайрĕ.
Пĕччен юлнă Владимир Петрович тумтирне улăштарса тăхăнчĕ те кравать çине выртрĕ.
Ĕпхӳрех çуралса ӳснĕ вăл. Çирĕм çул каялла çак çуртран икĕ квартал çурçĕр еннерех кăна амăшĕпе иккĕшĕ пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнатчĕç. Ашшĕне Владимир Петрович кăшт кăна астăвать. Вăл виççĕре чухнех çемйине пăрахса пĕр çамрăк хĕрарăмпа пĕрлешнĕ. Çавна май Вовăн ачалăхĕ пылак пулман. Ачине ура çине тăратас тесе кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă амăшĕ: фабрикăра çĕвĕçре ĕçленĕ, канмалли кунсенче те çĕвĕ машини умĕнчен тăман. Çавна пулах унăн сывлăхĕ хавшаса кайнă пулĕ. Апат анмасăр асапланнă пулин те пульницана кайман. Ара, пиллĕкмĕш класа çӳреме пуçланă ывăлĕ тутă-питĕ пултăр тесе тăрăшнă мар-и? Йăнăшнă çав ун чухне çамрăк хĕрарăм. Пач çӳрейми пулсан тин тĕрĕсленме пульницана çитнĕ. «Апат хуранĕн ракĕ», — тăванĕ-пĕтенĕ çуккине кура пытарса тăман тухтăрсем. Икĕ-виçĕ уйăх маларах килнĕ пулсан операци туса сыватма май пулнине те пелтернĕ. Нумай пурăнас çуккине чухланă хĕрарăм, çапах пуçне усман, чĕрĕлессе шаннă. «Чирлесен те вилме тивĕç çук манăн. Ывăлăм ăçта кайĕ ун чухне? Тухтăрсем йăнăшма та пултарнă. Чиперех ураланса кайăп-ха», —лăплантарнă хăйне хăй ик эрне пульницара выртса тухнă хыççăн. Ĕмĕтленни çитеймен çав: тепĕр виç уйăхран тăлăха юлнă Вовăна ачасен çуртне ăсатнă...
Аса илӳ тĕнчинче çӳрекен Владимир Петрович хăй те сисмерĕ — çывăрса кайрĕ. Каç енне тин хваттер хуçи алăка шакканипе вăранчĕ.
— Икĕ хутчен те килтĕм сирĕн пата. Çывăратăр та — вăратас темерĕм. Ахаль те кĕске ĕмĕре çывăрса ирттермелле мар. Мăшăрăр пулассине те çывăрса асăрхамасăр юлăр тата, — шӳтлесе илнĕ пек пулчĕ карчăк. Кăшт тăрарахпа: — Вĕри чей илсе килес-и? — тесе ыйтрĕ.
— Ахалех ан чăрманăр, тавах, — алă сулчĕ Владимир Петрович. — Уçăлмалла тенĕ пек хула курса çӳрес тетĕп-çке.
— Апла пулсан тулти алăк уççине хăвăрпа илĕр. Тахçан таврăнатăр-ха... Алăк шаккаса çӳремелле ан пултăр, — терĕ те хуçи уççине сĕтел çине хурса хăварчĕ.
Малтан хăй вунă çул ытла пурăннă çурта çитсе курма шутларĕ Владимир Петрович. Пилĕк хутлă çурта хăвăрт тупрĕ. Паллаймарĕ хăй яланах асра тытса пурăннă тавралăха. Çирĕм çул каярах пĕчĕк пулнă тирексемпе çăкасем ытама çавăрса илмелле мар кервен йывăçсене çаврăннă. Çуртăн урам енче тăршшĕпех лавккасем кантăксемпе çуталса лараççĕ. Хăй пурăннă подьездри иккĕмĕш хута хăпарчĕ Владимир Петрович, алăк умĕнче чарăнса ун-кун пăхкаласа илчĕ. Умĕнче — тимĕр алăк. Курăнать, пĕр-пĕр пуян çын пурăнать кунта. «Çынна чăрмантарса çӳрени аван та мар-ха. Кама кирлĕ ют çын?» Пĕр вăхăт шухăша кайса тăнă хыççăн алăк патне пырса шăнкăрав тӳмине пусрĕ-пусрех. Çăра шăлт—шалт турĕ те, шалтан сăнчăрпа çаклатнă алăк йывăррăн уçăлчĕ.
— Мĕн кирлĕ? — сиввĕн ыйтрĕ хĕрĕх çулсенчи хура сухаллă арçын.
— Каçарăр чăрмантарнăшăн. Çирĕм çул каярах ку хваттерте эпир аннепе пурăнаттăмăр...
— Вара мĕн? Çирĕм çул хушшинче кунта кам кăна пурăнман? Кашниех килсе çӳреме пуçласан канăçа çухатмалла, — вырăс сăмахĕсене хуçкаласа хуравларĕ алăк уçакан. Çапах сăнчăрне вĕçертсе хваттерĕнчен тухрĕ-тухрех.
Владимир Петрович умĕнче кервен кевтеллĕ Кавказ çынни тăрать. «Чим, ăçта тĕл пулнă эп ку çынна?» — вĕлтлетрĕ шухăш. Кукăр та лаптак сăмса, шăтарас пек пăхакан хура куç, мăйăх айĕнче сарлака çăвар, сылтăм пит çăмарти çинче пысак шĕпĕн...
— Мĕн кирлĕ? — тепĕр хут ыйтрĕ арçын Владимир Петровича тĕсесе пăхса. — Нимте кирлĕ мар. Каçарăр чăрмантарнăшăн, — терĕ те лешĕ, вăрт çаврăнса пусма енне утрĕ.
— Укçа кирлĕ мар-и сана? Кăшт пама пултаратăп, — карлăк урлă тайăлса, мăшкăлланă пек ыйтрĕ тепĕр хут.
Сăмах хушмарĕ Владимир Петрович. Урама тухсан васкамасăр Шурă Атăл еннелле утрĕ.
Пĕлĕтсĕр тӳпери хĕвел хăй çулĕпе анăçалла кусса анать. Ăшă, лăпкă таврара. Хулари пек машинăсен кĕрлевĕ те илтĕнмест кунта. Çанталăка кура шур Атăл та лăпкă. Юхан шыв варрипе иртекен пăрахутсемпе баржасем кăна шыв çийне хускатса хумсем çĕклеççĕ. Вĕршĕнсем çунаттисемпе шыва перĕнсе вак пулă тытаççĕ. Инçе мар хăвалăхра темле кайăк чăйăлтата-чăйăлтата çуйхашать. Каç килнине кура Шурă Атăлта шыва кĕрекен сахал, çыран хĕрринче саксем те пушах. Вĕсенчен пĕрин çине вырнаçрĕ Владимир Петрович, кăшт канса илнĕ хыççăн каялла хулана çул тытрĕ.
Таврана каç сĕмĕ анса килет. Юпасем çинчи хунарсем те çутăлса кайрĕç. Инçе мар вырнаçнă «Урал» ресторан та тĕрлĕ тĕслĕ çунакан афишăсемпе капăрланчĕ. Паян иртенпех апатланманнине аса илнĕ Владимир Петрович ресторан еннелле утрĕ.
Ресторанра çын нумаях мар. Çавăнпа официант самантрах ыйтнă апат-çимĕçе сĕтел çине килсе лартрĕ. Чиперех апатланса ларнă вăхăтра ун умне лутра арçын пырса тăчĕ, шĕлепкине хывса хуçкаланса илчĕ:
— Салам, Владимир Петрович! Килĕшрĕ-и эп тупса панă хваттер? Килĕшмесен урăххине тупса пама пултаратăп. Кала кăна...
— Тавах, Иван Петрович. Хваттерĕ чиперех пек-ха. Лар çумлăн, — палланă çынна курнипе кăмăлĕ уçăлнă пек пулчĕ Владимир Петровичăн. — Пĕчченех е мăшăрупа эс?
— Тăр ухмах кăна арăмĕпе ресторана килет. Хе-хе, хĕрарăм тесен... Кирлĕ пулсан, çак тавара пĕр лав тупса пама пултаратăп!
— Халь хĕрарăм хуйхи çук-ха ман, — аллине сулчĕ Владимир Петрович.
— Э-э, пурнăç пĕрре килет. Халь совет самани мар: кашни хăйшĕн пурăнать. Укçаран хаклăраххи ним те çук. Укçа — власть, власть — вăй! — хăлаçланчĕ самай ӳсĕр Смирнов.
— Кун пек шухăш—ĕмĕт маншăн мар.
— Суятăн, Владимир Петрович. Пур çын та мулшăн пурăнать, — пуканне çывăхарах куçарса шăппăнрах калаçма тăрмашрĕ Смирнов. — Манпа туслă пулсан çын пулатăнах. Эп укçаллă çын. Ма паян ресторанра хăналанатăп тетĕн-и? Пĕр ĕçлĕ килĕшĕве паллă тăватăп. Ăнт!
— Каçарăр та, кайма вăхăт манăн, — çак йăлăхтармăш çынран часрах хăпас тесе ура çине тăчĕ Владимир Петрович. Офицанта чĕнсе апатшăн тӳлерĕ те Смирновпа сыв пуллашмасăрах алăк енне утрĕ. Сĕтел çинчи апат тĕкĕнменпе пĕрех ларса юлчĕ.
*
Ăшă та лăпкă каçхине Владимир Петрович сад пахчинчи сак çинче ларать. Хӳме çумĕнчи лапсăркка çăкасем çеçкере. Вĕсен ырă шăрши таврана сарăлнă. Çумлăнах шăпчăк çаврăмăн—çаврăмăн юррине кĕвĕлет. Каçхи илемпе чиперех киленсе ларатчĕ—ха Владимир Петрович, сасартăк иккĕмĕш хутри чӳрече яр уçăлчĕ те, сĕрме купăс кĕвви илтĕнсе кайрĕ. «Ĕмĕр сакки сарлака
Тетпĕр эпир хăш чухне...» — çепĕçте уçă сасă янратрĕ таврана. Чăваш юррине илтнĕ Владимир Петрович шак! хытса ларчĕ. Кам сĕрме купăс калать? Юрлаканни кам? Çакă ăна кăсăклантарса ячĕ. Юрă вĕçленсен пӳрте кĕчĕ, иккĕмĕш хута хăпарса уçă чӳречеллĕ алăка шаккарĕ. Уçакан пулмарĕ. Çурт хуçинчен ыйтса пĕлес тесе каллех аяла анчĕ — Анна Ивановна ниçта та курăнмарĕ. «Темскерле ăнланмалла мар вăрттăнлăх пур кунта. Çакăн тупсăмне ыран пĕлетĕпех», —шут тытрĕ Владимир Петрович хăй пӳлĕмне таврăнсан. Выртсан та часах çывăрса каяймарĕ, курни-илтни пуçĕнчен тухмарĕ. Ир енне шăв-шав илтнипе вăранчĕ.
— Çапса пăрахам сана пĕрех хут! Çĕр каçа юрă янратма кам ирĕк панă сана?! Кăнтăрла юрласа ытларах укçа пухасчĕ! Парам сана концерт! — шăп-шап! тунипе ĕсĕклесе макăрни илтĕнчĕ леш пӳлĕмре.
Çакна илтнĕ Владимир Петрович шалт аптрарĕ: мĕн пулса иртет ку çуртра? Карчăка сассинченех палларĕ-ха. Макăраканни кам? Çуртра тепĕр çын пурăннине асăнманччĕ-çке кил хуçи. Нивушлĕ сĕрме купăс каласа юрлакан хĕрарăм та кунта пурăнать? Ним тума аптăранипе пӳлĕмрен тухса тепĕр хут юнашар алăка шаккарĕ — уçакан пулмарĕ. Пӳлĕмри çутă та лап! сӳнчĕ. Каллех хăй патне таврăнчĕ Владимир Петрович, ыйхи вĕçнĕрен текех выртмарĕ, çутăласса кĕтрĕ. Кун çути таврăнсан каллех сад пахчине тухрĕ, сак çине ларса малалла мĕн пулассине кĕтрĕ. Акă тепĕр сехет-сехет çурăран пӳрт алăкĕ уçăлчĕ те, крыльца çине хул хушшине сĕрме купăс хĕстернĕ хĕр тухса тăчĕ. Тăп-тăп кевтеллĕ, сарă вăрăм çӳçлĕ, сенкер кĕпеллĕ хĕр. Пуçне çӳлелле çĕклесе крыльца çинчен анчĕ, сылтăм аллинчи туйипе таклаттаркаласа хапха енне хуллен утрĕ. «Ах, суккăр-çке ку!» — тавçăрса илчĕ арçын. Хĕр калинккерен тухрĕ кăна — ун патне пĕр вун-вун икĕ çулсенчи виçĕ хĕр ача пычĕ.
— Валя, эсир-и ку? — вырăсла ыйтрĕ суккăр хĕр.
— Эпир-ха, сана ăсатса яма килтĕмĕр, — терĕ аслăраххи.
Хĕр ачасенчен пĕри сĕрме купăспа сĕркĕче аллине илчĕ, иккĕшĕ хĕре ик енчен çавăтса парк еннелле утрĕç. Малалла мĕн пулассипе кăсăкланакан Владимир Петрович та вĕсенчен юлмарĕ. Паркпа çумлă ик хутлă çурт умĕнче чарăнчĕç. Ушкăнпа куçсăр хĕре сак çине лартрĕç. Сĕрме купăсне алла илчĕ лешĕ, юрă пуçларĕ:
Под окном широким,
Под окном высоким,
Вишня белоснежная цветет...
Шăмат кун пулнине кура çуртра пурăнакансем те килтех. Акă пĕр чӳрече уçăлчĕ, тепри... Çĕре вĕлтĕр—вĕлтĕр вĕçсе хут укçа тăкăнчĕ. Хăш-пĕрисем хăйсемех туха-туха хĕр арки çине хучĕç. Иртен-çӳренсем те айккинче юлмарĕç. Хĕр ачасем вĕсем пăрахса панă укçана самантрах пуçтарса пычĕç. Пухăннă пек укçана мăйĕ урлă хĕреслетсе çакнă сумкине чикрĕ хĕр, унтан ытти хĕр ачасемпе тытаса парк еннелле утрĕ. Унти кафере пукан çине вырнаçса ларсан каллех сĕрме купăс ăсне алла илчĕ. Кафере пайтах çын хĕвĕшет. Юрăçă тавра кăшăлах халăх пухăнчĕ. Ытларахăшĕ хĕре пĕлет иккен. Апла пĕрремĕш хут кăна килмен вăл кунта. Часах ун патне икĕ йĕкĕт пычĕ.
— Танюша, пĕр-пĕр савăнăçлăрах юрă юрласа пар-ха, — чĕрçи çине çĕр тенкĕ хучĕ çамрăксенчен пĕри.
— Хĕрĕм, çамрăклăха аса илмелĕх «На сопках Манчжурии» выляса параймăн-ши? — терĕ орден-медальсем çакнă шур сухаллă ватă.
Юрларĕ хĕр, аллинчи сĕрме купăсĕ пĕрре хурлăхлăн макăрчĕ, тепре çĕкленӳллĕн, савăнăçлăн янăрарĕ. Самай вăхăт иртсен тин пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ юрăçă сĕрме купăсне пукан çине хучĕ, умне лартнă апата çиме пикенчĕ. Пĕчченех ларать-ха вăл. Владимир Петрович хĕр умне пырса тăчĕ:
— Апачĕ тутлă пултăр. Çумлăн ларма юрать-и? — ыйтрĕ чăвашлах.
Çакна илтнĕ хĕр шарт! сикрĕ. Кашăкне сĕтел çине хурса курман куçне выляткаласа илчĕ:
— Кам эсир? Мĕн кирлĕччĕ сире?
— Ан хăрăр манран. Владимир Петрович тесе чĕнеççĕ мана. Сирĕнпе пĕр çуртрах пурăнатăп хальлĕхе.
— Пĕр чăваш каччи хваттерте пурăнать тенĕччĕ Анна Ивановна. Çав чăваш эсир пулатăр апла, — куланçи пулчĕ хĕр.
— Çапла. Сирĕншĕн кам пулать Анна Ивановна? Аннĕр—и?
— Анне?.. Çук, çук, — чĕтренсе илчĕ юрăçă сасси. — Çук манăн никам та. Анне эп виççĕре чухнех çĕре кĕнĕ. Атте тепĕр вунă çултан чирлесе вилчĕ. Анна Ивановна — аттен аппăшĕ. Вун икĕ çул ĕнтĕ унпа пурăнма пуçлани.
Пĕр самант сăмах хушмасăр ларчĕç. Калаçăва Владимир Петрович сыпăнтарчĕ:
— Таня, куçсăр юлни вăрах пулать-и санăн?
— Вун çиччĕ тултарнăранпа.
Кун çинчен Анна Ивановна тĕплĕнрех каласа пама пултарать.
— Вĕренмелле санăн. Музыка ăсталăхне алла илмелле. Юрă ăсти пулма вăйлă сассу та, сăн-питӳ те пур. Кала-ха, куçна тухтăрсене кăтартнă-и?
— Çук, кама кирлĕ куçсăр тăлăх? Атте чĕрĕ чухне музыка шкулĕнчи сĕрме купăс класĕнче виçĕ çул вĕрентĕм эпĕ. Кайран май килмерĕ. Анна Ивановна кашнинчех вăрçăнать, суккăр çынна вĕренни кирлĕ мар тет. Урамра юрласа укçа пуçтарма хистет. Мĕн тăваям ăна хирĕç?
— Ку çынна ирĕксĕрлесе кĕлмĕçе çавăрни. Паянах кил хуçипе калаçатăп. Ку мăшкăла тӳссе пулмасть!
— Çук, кирлĕ мар! Ун чух каллех хĕнет вăл мана. Ахаль те ыратман вырăн çук. Ку та темех марччĕ-ха. Кашни кун виç çĕр тенкĕ юрласа пуçтармалла манăн. Унсăрăн патак тивет. Акă, хулсем тӳсмелле мар ыратаççĕ, — кĕпе çаннине хăпартса кăвакарнă хулне кăтартрĕ хĕр. — Хама тивекен пенси укçине те вăлах илсе тăрать. Çын çинче сăмах кăларас пулсан вĕлерессипе хăратать. Килте юрлама чарать. Ĕнер çавăншăнах патак лекрĕ. Урамра кăна мар, килте те юрлас килет манăн. Чун уççи çав кăна. Сĕрме купăс тытсан пур хуйхă-суйхă манăçа тухать.
— Капла пурăнма май çук, Таня. Çав чун иллирен хăтăлмалла сан. Çĕнĕ пурнăç пуçламалла. Куçа сиплемелле, вĕренмелле. Санăнни пек вăйлă сасса хальччен илтмен те эпĕ. Май пур таран пулăшăп, мана итле кăна, — терĕ Владимир Петрович.
— Ырă чунлă çын эсир. Хальччен пĕлмен çыннах пулăшма шутлатăр та. Шел, хăвăра курмастăп. Хам пĕлекенсене утти-сассинченех паллатăп-ха. Пирĕн пата хваттере вырнаçма Смирнов сĕнчĕ тенĕччĕ пысăк аппа. Унăн хĕрĕ — Галя — манăн çывăх тантăш. Ашшĕ — çăткăн çын. Хăратăп унран. Владимир Петрович, пухăннă пек укçана шутласа памăр-и? Ан вăтанăр, вăрланă тупра мар. Виç çĕр тенкĕ пухăнман пулсан каллех лекет мана, — çӳçенсе илчĕ хĕр.
— Хăвăр пурăнакан çурт камăн вара? — кăсăкланчĕ арçын.
— Атте лартнă çуртах вăл. Хăй вилсен Анна Ивановна аллине куçрĕ. Ун чухне эп вуннăра кăна пулнă та-ха. Мана пăхса пурăнатăп тесе хăй çине куçарттарнă ăна. Халь манăн ним те çук. Чура вырăнне тытса усрать. Тăраниччен апат та çитермест хуть. Çын килес пулсан пӳлĕме питĕрсе лартать.
— Текех никамран та ан хăра. Малашне капла алхасма памастпăрах ăна. Çак тăват çĕр тенке те ăна ан пар. Ав, сана ăсатакан хĕр ачасем килеççĕ, каям-ха эп, — терĕ те Владимир Петрович хăйĕн ик çĕр тенкине те Таньăн енчĕкне чиксе аллинчен тыттарчĕ.
* * *
Смирновсен çемйи кирпĕч çуртра пурăнать. Кил-йышĕнче арăмĕпе хĕрĕ кăна. Çурчĕпе çумлă пысăк сад пахчи. Чăх-чĕппе хур-кăвакал шутсăр нумай, вун пилĕк сысна çури сарайĕнче ир пуçласа каçчен çĕр çĕмĕрет. Кун чул выльăх-чĕрлĕхе усрама çăмăл мар. Çавăнпа арăмĕ, урăх çĕрте ĕçлеменскер, мĕн тĕттĕм пуличченех картишĕнче чупкалать: выльăх апачĕ пĕçерет, тислĕк тасатать... Смирнов хăй «Межрайбаза» кантурĕнче ĕçлетчĕ-ха. Пилĕк çул каялла пасарта хупах уçрĕ те ĕçрен тухрĕ. Пасара кĕрекен «Трактирь Смирнова» тесе çырнă кирпĕч çурта тӳрех асăрхать. Эрех-сăра, вĕри апат пулнăран халăх татăлмасть унта. Уйрăмах — канмалли кунсенче. Смирнов укçа-тенке перекетлĕ тыткалакан çын. Пĕр пус та тарама каймасть унăн.
Укçи-тенкине арăмĕпе хĕрне шанса памасть, пĕр хăй кăна пĕлекен вăрттăн çĕрте пытарса усрать. Кашни кунах пухăннă укçине алла тытса шутлассинчен ырăрах ĕç çук та пек уншăн. Акă паян та ĕç хыççăн хăй пӳлĕмне кĕрсе алăкне тачă хупрĕ те кустăрмаллă шифоньерне куçарса, стена ăшне бетонласа лартнă сейфне уçрĕ, унтан пĕчĕк арча кăларса сĕтел çине лартрĕ. Уçрĕ кăна — куçне хут укçа тĕркемĕсем асамлăн курăнчĕç. Чĕтрекен аллипе арчаран кăларчĕ вĕсене, сĕтел çине купаларĕ. Çак вăхăтра алăка шаккарĕç. Смирнов сетел çинчи тупрана йăпăр—япăр пуçтарчĕ те арчине сĕтел айне лартрĕ. Пӳлĕме арăмĕ — Зинаида Ивановна — кĕрсе тăчĕ.
— Кам чĕннĕ сана?! Мĕн кирлĕ?! — хар! кăшкăрчĕ упăшки.
— Галя валли çуллахи пушмак туянмалла. Халь тăхăнаканми йăлтах çуркаланса пĕтнĕ. Укçа кирлĕ...
— Укçа? Укçа ура айĕнче выртмасть. Ăна тупма пĕлмелле е ĕçлесе илмелле. Эсир, ханттарсем, салатма кăна пĕлетĕр. Вăл кирлĕ — ку кирлĕ... Эп мĕн, укçа çапса ларап—и?
— Намăс-симĕсе кăшт пĕлесчĕ сан. Килти выльăха кам пăхса усрать? Ир-каçăн ĕçлесе ураран ӳксен те ырă сăмах илтес çук санран. Хăй ĕçлесе илекен сакăр пине те Галя хăвнах парса тăрать. Çав укçа пушмак туянма та çитмест-и? Çарран çӳремелле-им унăн?
— Эс ман укçана ан хапсăн! Ху пух та — шутла! — ура çине сиксе тăчĕ кил хуçи.
— Эс пĕччен пухман вăл укçана. Пирĕн тӳпе те пур унта, — каялла чакрĕ арăмĕ.
— Сиртен каярах вилесчĕ. Пĕр пус укçа сире хăварассăм çук. Çунтарса ярас луччă! — Смирнов сĕтел сунтăхĕнчен пилĕк çĕр тенкĕ илчĕ те арăмĕ енне вăркăнтарчĕ.
— Каллех харкашатăр. Укçа пуха-пуха ăсран тайăлнă пуль эс, атте. Телей укçа кăна тесе шутлатăн-им? — сăмах хушрĕ шăв-шава илтсе килнĕ хĕрĕ.
— Ха! Укçа тетне? Унсăр пурăнса пăхăр-ха. Тахçанах выçă та çаппа-çарамас çӳремелле! Çакна ăнланаймастăр çавах: укçа — пурнăç тыткăчи. Укçа патăм, мĕн кĕтсе тăратăр тата?!
Арăмĕпе хĕрĕ кайсан арчине вырăнне лартрĕ Смирнов, ларчĕ те шухăша кайрĕ. «Ытти усламçăсем тахçанах ют çĕршывра кăларнă çăмăл машинăсемпе çиçсе çӳреççĕ. Эп кăна «Жигулипе» çӳресе намăс курап. Ыттисем кĕвĕçмелĕх туянас çĕнĕ «Мерседес» е «Тойота» текеннине». Çак самантра каллех алăка шаккарĕç. «Тата кам чăрмантарса çӳрет-ши?» — пăшăрханса ура çине тăчĕ кил хуçи.
— Кам унта? Кĕрĕр.
Пӳлĕме Анна Ивановна кĕчĕ, пĕр вăхăт алăк умĕнче хуçкаланса тăнă хыççăн Смирнов умне пырса пуç тайрĕ:
— Каçар чăрмантарнăшăн, Иван Петрович. Иртнинче ху калаçмалли пур терĕн те, çавăнпа килтĕм.
— Ирт, лар. Чăнах та пĕр ĕçлĕ сĕнӳ пур манăн. Вăрттăн калаçмалли, — тăрса алăка тачă хупрĕ Смирнов.
Вăрахчен калаçса ларчĕç. Кайма пуçтарăннă карчăка Смирнов юлашкинчен:
— Вăт калаçса килĕшрĕмĕр те. Асту, çак сăмах çын хăлхине ан кĕтĕр. Ку ĕçшĕн ним мар вăрман касма яма пултараççĕ, — тесе ăсатрĕ.
*
Ашшĕ патĕнчен тухсан Галя кӳршĕ пӳлĕме кĕрсе диван çине ларчĕ, шухăша кайрĕ. Килти пурнăç уншăн тахçанах чĕр тамăка çаврăнчĕ. Ашшĕпе амăшĕ кунсерен хирĕçеççĕ. Сăлтавĕ укçара. Амăшне питĕ шеллет Галя. Мĕн чул тăрăшсан та тав сăмахĕ илтмест ашшĕнчен. Ашшĕ ют хĕрарăмсемпе çыхланни те çĕнĕлĕх мар. Çавна пула час-часах амăшĕ çине алă çĕклет. Халĕ Анна Ивановна килнине те лешĕн сассинченех чухларĕ-ха. Сисет, ахальтен килмен карчăк. Каллех пĕр—пĕр киревсĕр ĕç тума канашлаççĕ пулас. Мĕн çинчен калаçнине пĕлес тесе çухе хăма çапса уйăрнă пӳлĕмĕн стени çумне тĕршĕнчĕ хĕр.
— Хăш халăх çынни вара вăл? Суту-илӳ ĕçĕпе аппаланаканскер—и? — илтĕнчĕ карчăк сасси.
— Исса ятлă чечен. Пасарти сутуçă, Вăрттăн-харттăн наркотик та суткалать. Пасарти Кавказ усламçисем ăна пăхăнса тăраççĕ. Кашниех ăна кунсерен пилĕк çĕр тенкĕ тӳлет.
— Э-э, апла пуян çын вăл. Аллă пин тӳлет тетне? Ытларах ыйтмаллаччĕ, — кăмăлсăрланчĕ карчăк.
— Такама кирлĕ пуль сан суккăр хĕрӳ. Аллă пин те укçа-ха.
— Кунсерен ик çĕр-виç çĕр тенкĕ пухать, хăш чухне ытларах та илсе килет вăл. Кил-çурт ун çинче тытăнса тăрать. Ху пĕлен: тĕрме стажĕ ĕçринчен те пысăкрах ман. Çавăнпа пенси сахал тухать. Пĕр вăтăр пинне хама парсан килĕшме те пулĕччĕ.
— Юрĕ апла. Вăтăр пинĕ сана пулĕ, çирĕм — мана. Ыран килтен ан кăлар-ха ăна. Хайхи Исса каçхине илме килсен хакĕ—шывĕпе татăлăпăр.
— Кала—ха, Иван Петрович, мĕн тăвасшăн вĕсем суккăр хĕрпе? Выльăх сутмастпăр çапах та. Хăй ăçта илсе каяççĕ тесен мĕн каламалла тата? Пĕчĕк ача мар вăл.
— Унпа мĕн тăвасси ма кирлĕ пире? Илекене — тавар, пире — укçа. Ыйтас-тăвас пулсан, ку çын сана куç сиплекен больницăна илсе каять те. Паянах хăйĕнпе асăрхануллăн калаçса ил. Ыран пырсан сăмах-юмах ан тухтăр.
— Юрĕ, пурте йĕркеллĕ пулĕ, — шантарчĕ карчăк пӳлĕмрен тухнă май.
Çак калаçăва илтнĕ Галя шарт! сикрĕ. «Мĕн тумалла? Çак путсĕрсем Таньăна сутма шут тытнă. Часрах милицие пĕлтермелле кун çинчен. Таньăна хăйне те. Чим, вĕсем патĕнче Владимир Петрович ятлă чăваш каччи хваттерте тăни çинчен пĕлтернĕччĕ вăл юлашки тĕл пулу вăхăтĕнче. Ăна систермелле мар—ши малтан? Паянах каяс — карчăк кĕртес çук. Ыран ирпе унпа тĕл пулмаллах».
Çутăлнă-çутăлманах çитсе çурт алăкне шаккарĕ — уçакан пулмарĕ. Аптăранă енне хӳме çумĕнчи сак çине ларчĕ хĕр, Владимир Петрорич тухасса кĕтрĕ. Ашшĕпе Анна Ивановна çăткăн çынсем пулнине тĕппипех ăнланчĕ. Çак кăна паллă пулмарĕ: мĕн тума кирлĕ çав чечена куçсăр хĕр? Тарçă вырăнне тытма пулмасть ăна. Тен, карчăк пек урамра юрлаттарса укçа пуçтарттарасшăн? Кăна та шанмалла мар пек. Куçĕ курмасть пулсан та сывлăхлă хĕр Таня. Çак шухăшсем Гальăна анратсах ячĕç.
Çурт алăкĕ уçăлса хупăнчĕ те, ансăр сукмакпа арçын килни курăнчĕ. Çакна асăрханă хĕр калинкке умне пырса тăчĕ. Хытанка кевтеллĕ, çырă çӳçлĕ, чăлт шурă кĕпе çийĕн хура костюм тăхăннă, вăтăралла çывхарнă арçын утать ун енне..
Хĕр çине сăнавлăн пăхса илчĕ вăл, чарăнса тăчĕ.
— Ырă ир пултăр сире. Эсир Владимир Петрович пулатăр-и? — хăюлăх çитерсе ыйтрĕ хĕр.
— Хăвăра та çаплах пултăр. Каçарăр та, паллаймарăм-ха сире. Мĕн сăлтавпа ирех кирлĕ пултăм-ши? — чăвашла калаçакан хĕре курнипе тĕлĕнчĕ арçын.
— Эпĕ Иван Петрович Смирновăн хĕрĕ — Галя. Сирĕнпе тĕл пулса калаçмалли пуртан кĕтсе тăратăп. Çав калаçупа Таньăн пуласлăхĕ çыхăннă, — пуçне усрĕ хĕр.
— Атьăр апла парка. Унта пире никам та чăрмантармĕ, — сĕнчĕ Владимир Петрович.
Калаçу сыпăнмарĕ, пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕç. Хĕр пуçпаса сăмах хушасса кĕтрĕ арçын, лешĕ калаçăва пуçлама пĕлеймерĕ. Ирхи паркра çын та çук-ха, пĕр ватă арçын çӳп-çапа шăлса пуçтарать. Асăрхарĕ Владимир Петрович: хăй хваттере кĕнĕ çурт енне темиçе те çаврăнса пăхрĕ Галя. «Мĕн хăратать хĕре? Мĕншĕн Таньăн пуласлăхĕ çинчен асăнчĕ?» — ăнкарса илме тăрăшрĕ вăл. Галя хăй пуçласа сăмах хушни шухăшне татрĕ.
— Калас тенине тӳррĕнех калам, Владимир Петрович. Анна Ивановнăпа атте Таньăна аллă пин тенкĕлле пасарта ĕçлекен пĕр çынна сутасшăн. Ĕнер каçхине вĕсен калаçăвне илтрĕм. Сутăн илсе мĕн тăвасшăн унпа лешĕ? Паллă мар маншăн. Таньăна сиплеме илсе каятăп тесе улталамалла çав Исса ятлă çыннăн. Паян çĕрле илсе каймалла. Çакна илтрĕм те ним тума пĕлместĕп. Атте карчăка паян Таньăна килтен кăларма чарчĕ. Епле пулсан та пĕлтермеллех ăна кун çинчен. Тархасшăн, пулăшăр, Владимир Петрович. Шанчăк сирте кăна.
— Пулаççĕ вĕт йĕксĕк çынсем! Аçупа Анна Ивановна укçашăн тем тĕрлĕ киревсĕр ĕç тума пултарнине ăнлантăм-ха. Таньăпа та темиçе кун каярах çакăнта тĕл пулса калаçрăмăр. Ăна хурахсен аллине памастпăрах! Халех милицие евитлемелле. Санăн та ху курни-илтнине ăнлантарса заявлени çырмалла пулать.
— Атте пĕлсен вĕлерет мана куншăн. Ахаль те çын вырăнне хумасть, — пуçне усрĕ Галя.
— Куншăн ан хăра. Çак киревсĕр ĕçшĕн виççĕшĕн те саккун умĕнче явап тытмалла пулать, — лăплантарчĕ Гальăна Владимир Петрович уйрăлнă чухне.
Ирхине Таньăна Анна Ивановна вăратрĕ.
— Паян килтен тухмастăн. Хаклă хăнасем килмелле, — асăрхаттарчĕ карчăк.
Темшĕн хальхинче кăмăллăнах калаçрĕ пек-ха мăн аккăшĕ. «Тен, Владимир Петрович калаçнă та, çавăн хыççăн кăмăлĕ улшăннă? — шухăшларĕ хĕр. — Мĕнле хăнасем килеççĕ?»
Çак самантра алăк умĕнче ура сасси илтĕнчĕ.
— Кам унта? Алăк уçă, кĕрĕр, — ура çине тăчĕ Таня.
— Эпĕ-ха ку, Владимир Петрович. Калаçмалли пурччĕ, — пӳлĕме кĕрсе алăк патĕнчех чарăнса тăчĕ арçын.
— Анна Ивановна сирĕнпе тĕл пулнине килĕштермест. Эсир килнине пĕлсен каллех лекет мана. Иртĕр, ларăр пукан çине.
Владимир Петрович шалалла иртрĕ, анчах ларса тăмарĕ. Хăй пĕлнине часрах хĕре пĕлтересшĕн пулчĕ.
— Мăн аккупа Смирнов хăрушă çынсем. Укçапа мулшăн çывăх çыннисене те сутма хатĕр. Паян сана сутса яма кавар тунă. Кăна тантăшу — Смирновсен хĕре Галя — пĕлтерчĕ ирхине. Ан хăра, ним те тăваймĕç сана. Ирхинех Гальăпа милицие пĕлтертĕмĕр кун çинчен. Анна Ивановнăна ним те ан кала. Каçхине лешсем килсен те хăвна ним пĕлмен пек тыткала. Эпĕ те, милиционерсем те çумлăнах пулăпăр. Кӳрентерме памăпăр сана, — терĕ те Владимир Петрович хăй пӳлĕмне кайрĕ.
Пĕччен юлнă хĕрĕн ăшĕ вĕçрĕ çак калаçу хыççăн. Хăйне сутма, таçта ăсатма кавар тунине ниепле те ăна илеймерĕ. Ăна выльăх вырăнне кăна шутлаççĕ апла пулсан. Кама кирлĕ тăлăх турат? Анна Ивановна тăван тивет пулсан та чура вырăннех тытса усрать.
Ĕнер кĕртсе панă хура тул пăттине сивĕ чейпе сыпса çирĕ Таня, сĕрме купăсне илсе кил картине тухрĕ те сад пахчинчи сак çине вырнаçса ларчĕ.
«Кайăк хурсем карталанса
Кайрĕç кăнтăра.
Сивĕ çил çеç çывăрать пуль
Ăшă йăвара», — çепĕççĕн юхрĕ чăваш юрри.
Юрласа пĕтереймерĕ — пӳртрен Анна Ивановна тухрĕ те хĕр патне тăлт-тăлт утса пырса сĕрме купăсне туртса илчĕ.
— Килте ан юрла тесе миçе каламалла сана?! Тытса перем луччă нăйăлти сĕрме купăсна! Урамра çапкаланса çӳренĕ вăхăтра аванрах юрласчĕ. Ун чух укçине те нумайрах илсе килĕттĕн. Садра юрласа ларнăшăн укçа паракан çук! — çатракаланчĕ карчăк.
— Çитĕ мана мăшкăллама! — пĕрремĕш хут сассине хăпартрĕ хĕр ача, тӳрех ура çине сиксе тăчĕ.
— Ха! Урнă йытă хуçине те çыртать тет. Эс те çавах. Куçна сиплеме укçа тӳлесех çын тупрăм. Уншăн ак мĕнле тав тăватăн иккен! — хыттăн вăрçăнса пӳрте кĕрсе кайрĕ карчăк. Кăшт тăрарахпа алăк уçăлчĕ:
— Пĕр витре шыв ăшăтса мунчана леçрĕм. Кай, çăвăнса тасал! — кăшкăрчĕ Анна Ивановна.
«Епле ырă çын иккен ман мăн акка. Сутса яриччен çăвăнса тасалма та ирĕк парать», — тарăхса шухăшларĕ хĕр пӳрте кĕнĕ май.
Кил картинче мĕн пулнине уçă чӳречерен веçех курчĕ Владимир Петрович. Çак хивре калаçăва хутшăнас мар терĕ кăна. Таньăна сипленме ярасси çинчен суйнине те хăй хăлхипе илтрĕ.
* * *
Каç пулас умĕн çурт умне çăмăл машина çитсе чарăнчĕ. Пĕри кабинăрах юлчĕ, тепĕр тăватă арçын кил картине кĕрсе пӳрт алăкне шаккарĕç.
— Кĕрĕр, иртĕр. Тахçантанпах кĕтетĕп. Ларăр сĕтел хушшине, —хыпкаланса ӳкрĕ карчăк.
— Вăт халь паллашма та юрать. Ку — эп каланă Исса, — пуçне сĕлтрĕ Смирнов чĕрĕп питлĕ çын çине, пурте сĕтел хушшине вырнаçсан.
— Ахмад...
— Нурулло, — сăмах хушрĕç тепĕр иккĕшĕ.
— Ну, кинемей, ăçта сан тавару? Кăтарт, — терĕ Исса текенни пĕрер чĕркке эрех ĕçсен. — Хăв пек ват кăркка мар—и?
— И-и, хаклă çыннăм! Пĕр кашăк шывпа çăтса ямалли хĕре тиркеме çылăх! Пичĕ-куçĕ патша хĕрĕнни пек, кевтти хăваран яштака. Куçĕ кăна курмасть, пурпĕр аллă пинпе пама шалккă, — куçне шăлкаларĕ карчăк. — Халь хамăр хушăри килĕ-шĕве паллă тăвар-ха. Таварне каярах кăтартăп.
Ĕçрĕç, çирĕç. Малтан пит шарламанскерсен кăшт ларарахпа чĕлхисем уçăлчĕç. Исса текенни хăйпе илсе кĕнĕ сумкăран тĕрлĕ эрехпе апат—çимĕç кăларса карчăка тыттарчĕ.
— И-и, каплах расхутланмалла та марччĕ! — пăшăрханнă пек пулчĕ лешĕ. — Кун чуль кучченеçе ĕçсе-çисе те пĕтереес çук. — Çав вăхăтра ăшĕнче: «Хыт кукар темерĕн! Ытларах илсе килме те юратчĕ», — тесе ӳпкелешсе илчĕ. — Чим, ырă çыннăм, хĕре сутăн илсе мĕн тăвасшăн унпа?
— Мĕн тăвассине сан мĕн ĕç? Тавар — санăн, укçа — манăн, — лĕх-лĕх кулчĕ Исса. — Эсĕ, чее тилĕ, пуç çавăрса ан лар. Тавай кунта хĕре!
— Малтан укçапа татăлар. Шан сире, кăнтăр çыннисене! Яка пăр çине лартса хăварăр тата.
Исса текенни урăх тавлашса тăмарĕ, пиншакĕн шалти кĕсйинчен укçа тĕркемĕ кăларса сĕтел çине пăрахрĕ.
— Кунта аллă пин. Юрĕ, тата пилĕк пин бакшишле хушса паратăп. Урăх пĕр пуе та ан ыйт!
— И-и, тав сана, ырă çыннăм! — куркине çĕклерĕ карчăк. — Чиччас ертсе килетĕп тавар текеннине.
— Эп те санпа пырам-ха, — ура çине тăчĕ хальччен чĕнмесĕр ларнă Смирнов. Çӳлти хута хăпарсанах карчăка хулĕнчен кăлт тĕртрĕ: — Ну, ват супнă, тавай мана тивекен укçана!
— Кайран пайлăпăр, каярахпа. Калаçса килĕшнĕ тăрăх, çирĕм пинĕ санăн, — каялла чакрĕ лешĕ.
— Çирĕм мар, çирĕм пиллĕк. Тăр ухмах вырăнне ан хур мана. Унсăрăн... Тавай, халех пар ман тӳпене!
— Санăн хӳтлĕхсĕр ватă çынна çаратса пултăр, — укçине хĕвĕнчен кăларса шутлама пуçларĕ карчăк. — Акă тыт çирĕм пилĕк пин, тăранман куç!
— Эс пит çăварна ан кар! Юлашки шăлна çăтса ярăн тата. Юрĕ, эс хăвах аяла чĕнсе пыр ăна. Эпĕ хăнасем патне анатăп.
Хваттер хуçипе Смирновăн калаçăвне илтрĕ=ха Владимир Петрович. Çак пăтăрмаха хутшăнас темерĕ, малалла мĕн пулассине кĕтрĕ.
— Таня, уç! — алăка шаккарĕ Анна Ивановна.
— Мĕн кирлĕ? Эп паçăрах çывăрма выртнă, — лăпкăнрах калаçма тăрăшрĕ хĕр ача, алăка уçса.
— Сана сиплеме илсе каякан ырă çынсем çитрĕç. Аяла анма чĕнеççĕ. Пуçтарăн часрах, кирлĕ пек япалусене, сĕрме купăсна хăвпа пĕрле ил, — васкатрĕ карчăк.
«Ăçта Владимир Петрович? Ăçта милици? Нивушлĕ мана хӳтĕлеймеççĕ? Енчен те мĕн те пулин сиксе тухсан хама хамăн хӳтĕлеме тивет», — аялти хута аннă вăхăтра шухăшларĕ хĕр.
Аялти хутра шăв-шав тăрать. Тĕрлĕ чĕлхепе хыттăн калаçаççĕ. Пуçтарăннисем самай хĕрĕнкĕ.
— Акă пирĕн чиперкке те çитрĕ! Эсĕ сĕрме купăс нăйăлтаттарма, юрлама питĕ ăста теççĕ. Апла савăнтар-ха пире. Малтан пĕрер курка тытса парас пулать.
Паллашнă ятпа пултăр, — терĕ Нурулло текенни.
— Мĕн кирлĕ сире манран? Эрех ĕçместĕп, ан хистĕр те, — тути патне илсе пынă куркана айккине сирчĕ хĕр.
— Ĕçмест пулсан — ан хисте. Юрлатăр луччă, — алă сулчĕ Исса.
Сĕрме купăс кĕввипе Таньăн çепĕç те çирĕп сасси çĕрлехи лăпкă сывлăшра хумлăн-хумлăн юхрĕ.
— Бис! Браво! — кăшкăрашрĕç пухăннисем хĕр юррине вĕçлесен.
— Тата юрлаттарас!
— Çитĕ! Çула пуçтарăнма вăхăт. Тул çутăличчен кунтан çухалмалла пирĕн, — пĕтĕмлетӳ турĕ Исса.
— Ниçта та каймастăп сирĕнпе! — кăшкăрчĕ хĕр чун хавалĕпе, хăй çавăнтах хĕвĕнчен çĕçĕ туртса кăларчĕ. — Пырса перĕнĕр кăна — чиксе пăрахатăп!
Тем пăшăлтатрĕ Исса юлташĕсене. Лешсем самантрах хĕр çине сиксе ӳкрĕç, аллисене пăрса çĕççине туртса илчĕç те çăварне пăкăласа çыхса пăрахрĕç. Вăй питти арçынсене хирĕç ним те тăваймарĕ Таня. Çак шăв-шава коридорта итлесе тăракан Владимир Петрович йăпăр-япăр хăй пӳлĕмне кĕчĕ, лампочкăна виçĕ хут сӳнтерчĕ. Милици çыннисене систермелли вăрттăн паллă пулчĕ ку. Тепĕр самантранах çурта кĕмелли алăк тăпсипе пĕрлех кĕрĕслетсе ӳкрĕ те пулĕме пичĕсене маскăсемпе хупланă автоматлă çынсем чупса кĕчĕç:
— Аллăрсене çĕклĕр! Пурте стена енне çаврăнса тăрăр!
Çакна кĕтмен арçынсем çухалсах кайрĕç. Исса текенни кăна сасартăк сĕтел айне выртса пистолет туртса кăларчĕ. Персе ĕлкĕреймерĕ: маскăллă икĕ кервен çын унăн аллисене хыçала пăрса лартрĕç.
— Яр! — хăрăлтатрĕ хурах.
Çак вăхăтра пӳлĕме Владимир Петрович кĕчĕ.
— А-а, сутăнчăк! Пире сутнăшăн нумай тӳлерĕç-и? — шăлне шатăртаттарчĕ Смирнов.
Чăваш каччи чĕнмерĕ. Вăл сĕтел патне иртрĕ те малтан Смирновпа карчăка, унтан Исса текеннине тĕсесе пăхрĕ. Тӳрех палларĕ: умĕнче — хăй пурăннă хваттерте темиçе кун каярах курнă çын тăрать. Хура çӳç-сухал, тăрăхларах пит çинче сарлака лаптак сăмса, хура куç, шĕпĕн... «Исса, Исса... Чим, Чечняра тĕл пулма тивменччĕ-ши ку çынпа? Иккĕленмелли çук, çавă ку, чăнах та!» — тинех аса илчĕ вăл.
— Вăт, тĕл пултăмăр та санпа, Исса. Çĕр чăмăрĕ çаврака иккен. Тахçанах шалчу тулмаллаччĕ сан, — сăмах хушмасăр тӳсеймерĕ Владимир Петрович.
— Сана, йытта, ун чухнех персе пăрахмаллаччĕ. Шеллерĕм, чĕрĕ хăвартăм. Юрĕ, Аллах пулăшсан тепре те тĕл пулăпăр-ха, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ кашни сăмаха. — Ун чухне курсанах палларăм-ха сана. Кунта тепре тĕл пуласса кăна кĕтменччĕ.
— Хупла çăварна, йĕксĕк! — автоматпа çурăмĕнчен тĕртрĕ ăна майор тумне тăхăннă спецназовец. — Эсир халĕ пирĕнпе пыратăр, — Смирновпа Анна Ивановна енне çаврăнчĕ майор.
— Эпĕ çак кил хуçи. Мана тытса кайма сăлтав çук, — шăрт-март тăчĕ карчăк.
— Кунта мĕн пулни-иртнинче ман ĕç çук. Эп ĕçпе килнĕ çын, — тӳрре тухма тăрăшрĕ Смирнов та.
— Кам мĕнле çын пулнине следстви татса парĕ. Хăвăр ирĕкпе пырасшăн пулмасан «тимĕр сулă» тăхăнтартсах илсе каятпăр. Илсе тухăр пиллĕкĕшне те, —хушрĕ майор.
Кухньăра виççĕн юлсан çеç лăпланса çитрĕ Таня. Веçех хăрушă тĕлĕк пек туйăнчĕ ăна.
— Тавтапуç сире çăлса хăварнăшăн. Халь хамăн пӳлĕме кайма юрать-и?
— Чарса тăмастăп. Канăр. Ан пăшăрханăр, хăрушлăх иртрĕ халь. Çак ушкăна тивĕçлипе явап тыттарĕç, — лăплантарчĕ майор. — Владимир Петрович, çак Иссана ăçтан пĕлетĕр? — кăсăкланчĕ вăл иккĕшĕ кăна юлсан.
— Çар тивĕçне Чечняра пурнăçлама тиврĕ. Шăп çавăн чух Гудермес çывăхĕнче тĕл пулнăччĕ унпа. Çак боевик ун чухнех çын вăрласа сутассипе палăрнăччĕ
* * *
1994 çулхи çуркунне Володя Иванова çара илчĕç. Псковри сывлăш—çар десантçисен дивизинче çур çул ытларах кăна пулчĕ — вĕсен полкне Чечен Республикине ăсатрĕç. Грозный хулине Дудаев боевикĕсенчен тасатнă чухнехи çапăçусенче пĕрремĕш кунран пуçласах хутшăнма тиврĕ чăваш каччине — вут-çулăм витĕр сывă, тĕрĕс-тĕкелех тухрĕ. Кĕçех ăна Гедермес хулине куçарчĕç. Лăпкă марччĕ унта. Кăнтăр кунĕнче çапăçу пулмарĕ пулсан, çĕрле яланах сыхă пулма тиветчĕ. Кун çутинче мирлĕ çынсем пек курăнакан чеченсенчен нумайăшĕ хĕç-пăшаланнă боевиксене çаврăнатчĕ каçхине. Хуçасăр юлнă çуртсене çаратасси, çын вăрласси анлă сарăлнăччĕ. Çын вăрлас енĕпе палăрнă бандăн ертуçи Исса ятлă пулни те паллăччĕ.
Пĕр каçхине Володя БРТпа хула урамĕсене дозора тухнăччĕ. Иванов отделенийĕ палăртнă маршрутпа темиçе те хутларĕ. Ир енне каялла таврăннă чух БТР умне пĕр вырăс хĕрарăмĕ чупса тухрĕ.
— Пирĕн çурта боевиксем тапăнчĕç. Упăшкапа ывăла хăйсемпе илсе кайрĕç, — пăлханса пĕлтерчĕ вăл.
— Хăçан пулчĕ ку? Нумаййăн-и вĕсем? Машинăпа-и? Хăш еннелле илсе кайнине асăрхаса юлаймарăр-и? — тĕпчерĕ сержант.
— Иккĕнчĕ вĕсем. Иккĕшĕ те автоматсемпе. Халь кăна симĕс «Жигулипе» кайрĕç, — хуларан тухакан çул çине кăтартрĕ хĕрарăм. — Машинин номерне асăрхаса юлаймарăм çав. Çак урамри пиллĕкмĕш çуртра пурăнатпăр эпир. Мĕн тумалла халь манăн? — макăрса ячĕ хĕрарăм.
— Тул çутăлсанах комендатурăна пырса заявлени çырăр. Ан хăрăр, сирĕн килте ик салтак хурала юлать. Упăшкăрпа ывăлăра çав хурахсен аллинчен хăтаратпăрах, — лăплантарчĕ Иванов.
Хĕрарăмпа уйрăлсанах сержант раципе хула комендатурипе çыхăнчĕ, блокпостсене асăрхануллăрах пулса хуларан тухакан машинăсене чарса тĕрĕслеме ыйтрĕ. Тепĕр самантран БТР хĕрарăм кăтартнă çулпа хула хĕрринелле васкарĕ.
Çуллахи çĕр кĕске. Шуçăм çути килчĕ. Ку лайăх-ха, кун çутинче боевиксем темех тăвас çук. Çумăр кĕреслеттерсе çăва пуçлани кăна салтаксен кăмăлне пусса тăчĕ. Кун пек çанталăкра хурахсен йĕрĕ çине ӳкме йывăр пулать. Çавăнпа тĕп çулран уйрăлакан юплĕ çулсене чарăна-чарăна тĕрĕслерĕç — машина йĕрри палăрмарĕ. Акă блок поста çитиччен çухрăм çурă пек юлсан БТР хĕреслĕ çул патĕнче чарăнчĕ.
— Сулахая çăмăл машина пăрăнса кĕнĕ, — пĕлтерчĕç салтаксем.
— Малалла! — хушрĕ водителе сержант.
БТР пылчăклă кукăр-макăр çулпа малалла васкарĕ. «Ку çулпа инçе каяймĕç. Пурпĕр хăваласа çитетпĕрех. Паллах, хурахсем хĕç-пăшаллă. Çавăнпа асăрхануллăрах пулмалла», — шутларĕ Иванов.
Кун çути тавралăха хăй ытамне илчĕ. Çумăр çаплах чашлаттарса çăвать, аслати вĕçĕмсĕр çĕре кисретет. Пĕр аллă утăмран нимĕн те курăнмасть.
— Сержант юлташ! Умра çăмăл машина! — асăрхаттарчĕ салтаксенчен пĕри. Иванов кабина чӳречи çумне тĕршĕнсе малалла тинкерчĕ. Чăнах та, БТРтан пĕр вăтăр утăмра симĕс «Жигули» пылчăклă çулпа пăркалана-пăркалана пырать. Акă машина вĕтлĕх енне пăрăнма пуçларĕ те ланкашкара лакса ларчĕ. Кабинăран автоматлă икĕ арçын сиксе тухрĕç.
— Чарăнăр! Перетпĕр! — асăрхаттарчĕ сержант. Лешсем çаплах чарăнманнине курса автомачĕпе вĕсен пуçĕсен çийĕпе шатăртаттарчĕ.
Боевиксем хирĕç пере-пере вăрман енне чупрĕç.
— Çулне пӳлмелле! Унсăрăн тараççă! — кăшкăрчĕ сержант водителе.
Таракансемпе вăрман хушши кĕскелсех пырать.
— Сержант юлташ! Тарса хăтăлаççĕ кусем! Пеме ирĕк парăр! — тӳсĕймерĕ пулемет умĕнчи салтак.
Сержант аллине кăна сулчĕ — пулемет тăкăлтатнă сасă янăрăса кайрĕ. Малта чупаканни çийĕнчех çĕре йăванчĕ, тепри автоматне пăрахса аллисене çĕклерĕ. БТР çинчен сиксе аннă салтаксем ăна самантрах çыхса пăрахрĕç.
— Теприне кайса пăхăр: сывă-и вăл е аманнă? Машинине тĕрĕслĕр. Тыткăнрисем унтах пулмалла, — хушрĕ сержант.
Чăнах та, çыхса пăрахса çăварĕсене пăкăланă арçынсене машина кабининче тупрĕç. Лешсем ним ăнланаймасăр чĕлхе çухатнă, ун-кун кăна пăхкаласа тăчĕç.
— Теприне тупаймарăмăр. Вилнĕ пек пулса выртрĕ те тарса ĕлкĕрчĕ пулмалла, — пĕлтерчĕç боевика пăхма кайнă виç салтак.
— Инçех тарса ĕлкĕреймĕ. Шырама пуçлатпăр. Боевик автоматлă, хирĕç тăрас пулсан,чĕрĕлле тытмасса та пултаратăр, — пĕтĕмлетӳ турĕ отделени командирĕ.
Салтаксем вăрмана асăрханса кĕчĕç. Çумăр çаплах чарăнмасть. Çанталăк тĕксĕм. Пĕр чĕрĕ чун та курăнмасть таврарă. Вĕтлĕхре пытаннă çынна мар, утакан-чупакана та асăрхаса юлма кансĕр. Умра — тарăн вар. Унта та салтаксем никама та асăрхамарĕç. Салтаксен сулахай енче пыракан сержант хăйĕнчен инçе мар ту хушăкне асăрхарĕ, унта пĕчченех çитсе тĕрĕслеме шутларĕ.
Умĕнче — пысăк çăварлă шăтăк. Анлăшĕ-урлăшĕ пĕр хăлаç та пулать. «Эх, хампа граната илмеллеччĕ. Кун пек шăтăк-хушăкра растяжка çине ним мар пырса перĕнме пулать», — вĕлтлетрĕ шухăш. Юрать-ха пиçиххирен çакнă хунарĕ пур. Автоматне хатĕр тытса шала кĕчĕ сержант. Сулахай аллинчи хунар çути ту хушăкĕн стенисене тĕпчевлĕн хыпашларĕ. Самай пысăк пӳлĕм пекки палăрчĕ. Тăршшĕ вунă утăма яхăн, сарлакăшĕ — улттă-çиччĕ. Çак «пӳлĕм» вĕçĕнче ещĕксем речĕ-речĕпе лараççĕ, вĕсемпе çумлăн — хăмаран çапкаласа тунă вăрăм сĕтел, унăн икĕ енче — хăма саксем, тимĕр кăмака... «Чим, бандитсен йăви вĕт ку!» —тавçăрса илчĕ чăваш каччи. Шалта никам та курăнмарĕ. Володя Иванов малалла иртрĕ. Çак самантра ăна хыçалтан вирлĕн туртса çапрĕç. Нимĕн те ăнланаймарĕ сержант, куçĕ хуралса килчĕ, хунар çутинчи япаласем айăн-çийĕн çаврăнса кайрĕç. Вăл аллинчи автоматпа хунарне туртса илнине кăна астуса юлчĕ.
Тăна кĕрсен вăл хăй ансăр та хытă çĕрте выртнине ăнланчĕ. Пуçне çапса çурнă. Сылтăм куçне юн кĕвелсе ларнă, уçăлмасть. Сак çинче выртать-мĕн. Краççын лампи çĕр хăвăлĕнчи пӳлĕме вăйсăррăн çутатать. Сĕтел хушшинче хура сухаллă çын автомат рожокне авăрласа ларать. Лампа çутинче унăн пичĕ аванах курăнать: лаптак сăмса, сарлака çăвар, сылтăм пичĕ çинче пысăк шĕпĕн... Ту хушăкне пĕччен кĕрсе йăнăшнине халь лайăх ăнланчĕ сержант. «Ăçта манăн салтаксем? Нивушлĕ çак шăтăк-хушăка тупса тĕрĕслеме ăнкараймаççĕ?» Тĕм тĕрлĕ ыйту — хурав çук. Тăрса ларасшăн пулчĕ — пултараймарĕ. Алли-урине çыхса лартнă иккен. Выртакан йăшăлтатнине леш çын та сисрĕ, лампа илсе сержант патне пычĕ.
— Ну, мĕн тумалла санпа? — куçран пăхрĕ вăл. — Халех леш тĕнчене ăсатас-и? Кăшт пурăнассу килет-и? Аçу-аннӳ ăçта пурăнать? Чĕрĕ юлма та шанăç пур-ха санăн. Çĕр пин доллар ыйтса киле çыру çырăн та, укçи кунта çитсен хуть Çĕпĕре тухса кай. Укçи-тенкине тупса параймасан санран шашлык тума тивет. Анлантăн-и?
— Кун пирки иккĕленместĕп, — кашни сăмаха уçăмлă калама тăрăшрĕ Володя. — Тӳрех калам: кун чул укçа тупаймастăп. Эп ача çуртĕнче ӳссе çитĕннĕ, пуян атте-анне çук.
—Хе—хе, эсир пурте малтан çапла юрлатăр. Автомат кĕпçинчен вилĕм пăхсан укçи-тенки самантрах тупăнать. Юрĕ, каçчен вăхăт пур-ха санăн. Хăçан, ăçта укçа тупасси çинчен уйла. Исса ятлă эп. Ман çинчен илтнĕ пуль? Сан яту-пуçу мĕнле? Кама асăнса çурта лартмалла кайран? — лĕх-лĕх кулчĕ боевик. — Каçчен сана кунтах хăварăп. Асту, кунти чул алăка уçса таракан хальччен пулман. Кăшкăрса-макăрса ахалех ан нушалан. Пурпĕр никам та илтес çук. Каçар та, сых ятне аллуна тимĕр сулă тăхăнтартма тивет. — Боевик наручник тăхăнтарса ăна чула çапса лартнă сăнчăртан çаклатрĕ, вара тин ал-урана çыхнă пăявсене салтрĕ. Унтан автоматне илчĕте стена çумĕнчи чула куçарса, унти шăтăка кĕрсе çухалчĕ.
«Ăхă, вăрттăн шăтăк та пур. Ăçта илсе тухать-ши вăл? Çак сăнчăртан епле хăтăлмалла тата? Вăхăта ахаль ирттерме те юрамасть. Хурахсем таврăниччен часрах тухса тармалла кунтан. Ещĕксенче тĕрлĕ хĕç-пăшал пуль-ха. Çак тупрана алла илсен никам та хăрушă мар мана», — шута кайрĕ сержант.
Сĕтел çинче лампа çунать. Ун çутинче çак чул хутаçра мĕн-мĕн пурри аван курăнать. Сăнчăр тăршшĕ ещĕксем патне çитеймест. Кĕтесре — тимĕр-тăмăр купи. Тен, унта мĕн те пулин тупăнĕ? Тăсăлса выртса купа патне кармашрĕ салтак. Çук, алли çитмерĕ. «Чим, енчен те кăкарнă алла тăсса кутăн выртсан, урапа çаклатса илме пулмĕ-и пĕр-пĕр япала?» Тавçăрулăхĕ çитнĕшĕн савăннă салтак купари тимĕр-тăмăра урипе хăй патне туртма пуçларĕ. Çук çав, лекмерĕ хăйне кирли. Çак ĕçĕн усси пулассине шанма та пăрахнăччĕ — урине самай сулмаклă япала лекрĕ. Тӳрех чухларĕ: тимĕр пăрăх тавраш ку. Пăрăх ăшĕнчен виçĕ кĕтеслĕ тимĕр таткисем, ытти тем те пĕр сиксе тухрĕç. Çаксем пурте хăйне кирлĕ хатĕрсем пулчĕç-тăчĕç. Вĕсемпе çапса-хăйăрса сулахай аллинчен кăкарнă сулăран аран-аран хăтăлчĕ сержант. Малтан ещĕксене тĕрĕслесе тухрĕ. Вĕсенче сехет механизмĕллĕ минăсем, пулемет-автоматсем, гранатăсемпе патронсем тупрĕ. Хăй валли автоматпа виçĕ граната илчĕ, виç минăна тепĕр ик сехетрен сирпĕнмелле туса каялла ещĕкех хучĕ. Пĕтĕм чун хавалĕпе хăвăртрах çак чул тыткăнран тухса тарма хыпаланчĕ, анчах чул алăка ниепле те уçаймарĕ. Гранатăпа сирпĕтсе уçас шухăш та кĕчĕ пуçне, ăна пăрахăçларĕ. Взрыв хумĕпе ещĕксенче пурри сирпĕнме пуçласан — пĕтрĕ пуç! Тепĕр хăрушлăх та пур: взрыва пула боевиксен йăви ишĕлсе анма пултарать. Мĕн тумалла? Чечен тухса кайнă шăтăк тĕлне пĕлет-ха. Ăçта илсе çитерĕ вăл? Енчен те çав шăтăк хурахсен тепĕр йăвипе çыхăннă пулсан? Тытăçу-çапăçусăр пулмастех ун чухне. Епле çаврăнса тухĕ ĕç-пуç? Пĕртен-пĕр çул — çав туннельпех тухма тăрăшмалла.
Туннельре питĕ тăвăр. Утма мар, упаленме кăна май пур. Автоматне çурăмĕ хыçне хĕреслетсе çакнă салтак малалла тапаланчĕ, хушăран-хушă канмалла тенĕ пек выртса тавралăха тăнларĕ. Туннельре шăпах. Ăнланчĕ: вăрттăн шăтăк çулĕ сулахай еннелле çаврăнчĕ. Апла пулсан ту хушăкне хирĕçле сăрт айĕпе чавнă ку туннеле. Çакă шăтăк çулĕпе упаленнĕ хыççăн пит-куçа уçă сывлăш хумĕ килсе çапрĕ. Туннель вĕçĕ инçе мар апла. Автомата аллипе тытрĕ, пуçĕпе темле хыт япалана перĕнчĕ. Хыпаласа пăхрĕ: шăтăка çиелтен хупланă чул иккен. Унăн пĕр айккинчен кун çути вăйсăррăн сăрхăнать. Çӳлте сас-чӳ илтĕнмест-и тесе пĕр тапхăр выртса илтерĕ. Чула тĕртсе пăхрĕ — хускалмарĕ лешĕ. Кунта та тавçăрулăх пулăшрĕ: ик метр пек каялла шуса анса кинжалĕпе шăтăкăн ик енне пушмак пуçĕ кĕмелĕх шăтăксем турĕ, урапа тапса тĕртсе хайхи чула куçарчĕ-куçарчех.
Пуçне кăларса таврана сăнарĕ. Çумăр чарăннă. Пĕлĕтсем хыçĕнчеи хĕвел анăçалла кусса анать. Апла пулсан кунĕпех ту хушăкĕнче выртнă вăл. Çак синкерлĕ вырăнтан хăвăртрах пăрăнасшăн пулчĕ каччă. Пĕшкĕнсе чупа—чупа вĕтлĕхрен тухрĕ те хăйсем ирхине çаврăнса кĕнĕ ансăр сукмакпа аслă çул еннелле чупрĕ. Блок-пост патне çитесси нумай та юлманччĕ — хыçра хăватлă взрыв кĕрлерĕ, боевиксен йăви пулнă вырăнтан хуп-хура тĕтĕм юпи палкаса тӳпене çĕкленчĕ...
Исса ушкăнне тытса арестленĕренпе çиçĕмле хăвăртлăхпа аталанса пычĕç ĕçсем. Тепĕр кунхине Владимир Петрович, Таня, Зинаида Ивановнăпа Галя милици уйрăмĕнче пулса хăйсем мĕн пĕлнине çырса пачĕç.
Киле таврăннă чухне Владимир Петровичпа Таня скверти сак çине ларчĕç.
— Веçех йĕркеллĕ веçленчĕ. Пурнăç урапи малаллах кусать. Çитес кунсенче сана куçна сиплеме Шупашкара илсе кайăп, — терĕ Владимир Петрович.
— Чăрманни кăна пулать сире. Кам эп сирĕншĕн? Хальччен курман-илтмен хĕр, — пуçне усрĕ Таня.
— Капла каласа кăмăла ан хуç. Темиçе кун хушшинчех çывăхран-çывăх çын пулса тăтăн маншăн, — хĕре аллинчен тытрĕ каччă. — Таня, эп вун çич çулхи йĕкĕт мар. Çавăнпа калас тенине те тӳрремĕнех калам. Мана качча тухма килĕшнĕ пулăттăн-и?
— Чун-чĕрене ан хускатăр çак сăмахсемпе. Мĕне кирлĕ сире куçсăр хĕр? Мана та сăмах тивĕ пурăнарахпа, хăвăр та ĕмĕрĕпех ӳкĕнсе пурăнăр. Калаçас мар кун çинчен...
— Эпĕ сана васкатмастăп. Ху шухăшна каярахпа та пĕлтерме пултарăн. Манăн Шупашкарти юлташ — паллă офтальмолог. Ĕнен, сана сиплесе куракан тăватех вăл. Хăвна шелленипе пĕрлешме сĕнет тесе ан шухăшла. Пуçласа курсанах килĕштертĕм сана. Урăх аса илтремĕп каланă сăмаха. Килешнипе килĕшменнине ху пĕлтерессе кĕтĕп, — терĕ Владимир Петрович юлашкинчен.
Тепĕр эрнеренех вĕсем Шупашкарта пулчĕç, тӳрех куç чирĕсене сиплекен клиникăна çитрĕç. Хĕр кăна мар, каччă хăй те куç тухтăрĕ мĕн каласса тӳсĕмсĕр кĕтрĕ.
— Операци тумалла. Тепĕр эрне-эрне çурăран куракан пулать, —терĕ профессор çывăх кунсенче операци тăвасса шантарса.
Операци ăнăçлă иртрĕ. Кунсерен ик-виçĕ хут та пырса çӳрерĕ Таня патне чăваш каччи.
— Ыран çыхнине салтăпăр. Ирхине тăхăр сехетре килме ан ман, — пĕлтерчĕ профессор эрне иртсен.
Тепĕр кун ирхине палăртнă вăхăтран чылай маларах клиникăна çитрĕ Владимир Петрович. Таня палатăра пĕчченехчĕ.
— Енчен те усси пулмарĕ пулсан, ахалех чăрмантартăм, расхутлантартăм ĕнтĕ сире, — пăшăрханса калаçрĕ хĕр.
— Сергеев питĕ ăста офтальмолог. Шантарчĕ пулсан, иккĕленмелли çук. Çавăнпа пăшăрханма та кирлĕ мар, — лăплантарчĕ хĕре Владимир Петрович.
Профессор та çитрĕ. Таньăна çавăтса пукан çине лартрĕ, васкамасăр марльăна салтма пуçларĕ.
— Çыхнине веçех салтсан эп хушмасăр куçна ан уç, — асархаттарчĕ хĕре.
Чĕнмерĕ лешĕ. Пăлханнипе шурса кайнăскер, пуçне пăркалама та хăрарĕ пĕр хускалмасăр ларчĕ. Акă, çыхнине салтса илсен, тута херрипе куланçи пулчĕ.
— Васкамасăр, мейĕпен уç куçна, — хушрĕ профессор.
Çакна куç сиктермесĕр пăхса ларчĕ Владимир Петрович, хăй те хĕртен кая мар хумханчĕ. Акă унăн куç хупанкисем чĕтренсе илчĕç те хĕр майĕпен куçне уçрĕ.
— Владислав Николаевич! Владимир Петрович! Эпĕ куратăп! Куратăп — ыталаса илчĕ профессора Таня. Унтан Владимир Петровича питĕнчен чуптурĕ.
— Лар, ытла хумханма юрамасть санăн, — хĕре каллех пукан çине лартрĕ Сергеев. — Ха, телейлĕ çын эс, Владимир Петрович. Мана Таня ыталарĕ кăна сана вара чуптусах илчĕ. Ну, телей сунатăп сире...
Республика лапамĕнчи ем-ешĕл сквер сулхăнĕнче ырă кăмăлпа та, тулли савăнăçпа уçăлса çӳрерĕ телейлĕ мăшăр.
— Ак епле çын иккен эсир, Владимир Петрович. Юмахри пурнăçа мана тепĕр хут тавăртăр. Хăвăра курман пулсан та, чун-чĕремпе çапларах çын пулнине маларах та туяттăм, — пуçне каччăн хул пуççийĕ çине тайрĕ хĕр. — Пĕрлешес пирки ман шухăш-кăмăлăма пĕлесшĕнччĕ эсир. Ыйтнине хурав памаллах ĕнтĕ. Хуравăм çапла: сирĕн мăшăрăр пулма килĕшетĕп эп. Анчах пĕрлешсен епле вĕренме пултарăп—ха?
— Вĕренетĕн, манран чару пулмĕ. Çине тăрсан пысăк сцена çине тухатăнах. Чим, ма «эсир» тесе калаçатăн? «Эс» çине куçма вăхăт çитрĕ мар-и?
Çакна хирĕç сăмах хушмарĕ хĕр, каччăн аллине икĕ аллипе хытă-хытă
чăмăртарĕ кăна.
Ултă çул иртрĕ унтанпа. Пирĕн туссен пурнăçĕнче те пысăк улшăнусем пулса иртрĕç çак вăхăтра. Таня Ĕпхӳри искусствăсен институтне пĕтерсе юрăçă пулса тачĕ, яланлăхах Ĕпхĕве пурăнма куçрĕ. Çемьере ывăл ача çитĕнет. Паллă офтальмолога сума суса Владислав ят хучĕç ăна.