Çуллахи ăшă кун. Хĕвел юратса хăйĕн çепĕç пайăркисене пĕтĕм тавралăха сапалать. Çанталăкĕ паян лăпкă, çапах та вăхăтăн-вăхăтăн ăшă çил вĕркелет, йывăçсен тăррисене хумхантарать. Тавралăха сип-симĕс чаршавпа витнĕ тейĕн. Сип-симĕс курăк çинче кунĕпех ача-пăча путек пек сиккелесе, выляса çӳрет. Вăрманта та аван: уçă сывлăш, кайăксем хĕвеле, ăшă çанталăка, тĕнчене савса илемлĕ те çепĕç юрăсем шăрантараççĕ. Вĕсен юрри чуна савăнтарать, кăмăла çĕклет. Янкăр кăвак тӳпере пĕр пĕлĕт татки те куçа курăнмасть, çумăрĕ паян çумастех пулĕ. Кӳлĕре ача-пăча шыва кĕрет, ăшă шывĕ вĕсене хайĕн ытамне илсе ачашлать. Каç кӳлĕм çанталăк кăштах сулхăнланать. Нумай вăхăт хушши çумăр çуман пирки вăхăт-вăхăтпа тавралăха тусан тĕтре пек карса илет, унтан майĕпен çухалать.
Çулла, ман шутпа, ырлăхра пурăнакансем — хур-кăвакалсем. Вĕсем кунĕ-кунĕпе шывра ишеççĕ, чăмпăлтатаççĕ, кăштах апатлансан сулхăна кĕрсе выртаççĕ.
Пĕррехинче эпĕ кукамай патне юнашарти яла кайма шутларăм. Нумай пулать хамăн юратнă кукамая курманни. Çуллахи вăхăтра кун вăрăм, анчах ĕçĕ нумай. Пурпĕрех вăхăт тупса кукамай патне çитсе килесех терĕм. Хăвăртрах çитес шухăшпа çурран мар, велосипедпа тухса вĕçтертăм.
Манăн кукамай юмахсем каласа пама ăста. Мĕнле кăна юмах, пурнăçра пулса иртнĕ тĕлĕнмелле ĕçсем çинчен пĕлмест пулĕ вăл. Вăл каласа панине эпĕ яланах тимлесе итлетĕп. «Кукамай, ăçтан эсĕ çакăн чухлĕ истори пĕлетĕн?» — ыйтатăп эпĕ яланах. Вăл вара мана пуçран ачашласа, хăйĕн ырă, ăшă куçĕпе пăхса пĕрмаях çапла хуравлать: «Çĕр çинче эпĕ сахал мар пурăнатăп. Ку юмахсене, хăш-пĕр историсене чăн пурнăçран илнĕ, тен вĕсем чăнахах та пулнă».
Чăн та, манăн кукамай пурнăçра темĕн те курнă: выçлăх çулне, вăрçă нушине чăтса ирттернĕ, çапах та пуçа усса, кулянса ларман. Вăл маншăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче, эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп.
Паян та вăл мана ăшшăн кĕтсе илчĕ, тутлă апатпа хăналарĕ, пĕр интереслĕ истори каласа пачĕ...
Ĕлĕк-авал юнашарти ял çумĕнче Асамлă тырă ятлă кӳлĕ пулнă. Ку кӳлĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Ытти кӳлĕре пекех юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех кунта хур-кăвакал хуçаланнă: ишнĕ, чĕп кăларнă, апат шыранă. Анчах та ку кӳлĕ асамлă пулнă теççĕ. Кунта хăш-пĕр хурсем асамлă тырăсем тупса çинĕ. Мĕнпе асамлă-ши вара вĕсем? Асамлăхĕ ак мĕнре иккен: енчен те хур-кăвакал çак тырра тупса çиет пулсан — вăл çын пек калаçма пултарать.
Кашни кун хурсем шыв хĕрне аннă. Шывĕ вĕсем киличчен тап-таса пулнă, çил унăн хумĕсене вĕрсе чуптарнă. Пĕррехинче çапла икĕ хур кӳлĕ хĕрне аннă та çак тырра тупса çăтса янă. Пĕр хурĕ Шурашка ятлă, тепри — Хурашка. Шурашка типтерлĕ хур пулнă, пылчăкпа вараланасран сыхланнă, хăйне тасаткаласа çеç тăнă. Хурашкана вара вараланни нихăш енчен те шухăшлаттарман, пĕрре те кулянтарман. Çапах та вĕсем питĕ туслă пулнă, чăн-чăн юлташсем пекех пĕр-пĕрне ăнланнă.
Хăйсем çын пекех калаçма пултарассине вĕсем тӳрех ăнланайман. Майĕпен вăхăт иртнĕ, çанталăк та кĕр еннелле сулăннă, сивĕте пуçланă. Каçхине кил хуçи, Иван мучи, хурсене вырнаçтарс пирки сăмах тапратнă, çанталăк сивĕтсех кайиччен пĕр-икĕ хурне пусса пуçтарса хурас тесе шутланă.
Ирхине Иван мучи ĕçе пикеннĕ, ушкăнтан икĕ хур суйласа илнĕ. Хуçан аллине Шурашкапа Хурашка лекнĕ. Хурсем çунаттисемпе çапкаланă, урисемпе тапаланă, анчах та ним усси те пулман. Вилĕм çитрĕ пирĕншĕн тесе хурсем пуçĕсене уснă. Анчах çав вăхăтра алăка такам шаккани илтĕннĕ. Хуçана кӳршĕ Витали чĕнет иккен, урама тухса кĕме ыйтать. Шурашкапа Хурашка савăннипе ниçта кайса кĕреймен, хуçа тухсанах тарма шутланă. Кĕтмен çĕртен Шурашка çын пек калаçма пуçланă.
— Хурашка, пирĕн мĕнле те пулин тармаллах кунтан, — тенĕ Шурашка, — унсăрăн эпир пĕтетпĕр çакăнта.
— Тĕрĕс, эпĕ те санпа килĕшетĕп, — хуравланă Хурашка. — Анчах ăçта кайăпăр-ха эпир?
— Ан кулян, тăванăм, ăçта та пулин çитĕпĕрех, хамăр валли вырăн тупăпăрах. Атя-ха, вăрман çулĕпе каяр, — тенĕ Шурашка.
— Çук, Шурашка, вăрманта хăрушă, тен çырма урлă кайăпăр?
— Юрĕ, кайса пăхар эппин.
Туссем майĕпен çырма урлă каçрĕç. Кун каç еннелле сулăнчĕ, хĕвел те анса ларчĕ, тавралăх тĕттĕмленме пуçларĕ. Хурсем пĕчĕк кӳлĕ умне пырса тухрĕç, хăва тĕмĕсем çумнерех вырнаçса ларчĕç. Кӳлĕре вĕсем хурсем ишсе çӳренине курчĕç, вĕсем те çынсем пек калаçма пултараççĕ имĕш. Ку кӳлĕре те асамлă тырă пĕрчисем пуррине пĕлтерчĕ хурсенчен чи асли, вăл кунта ытти çĕртипе танлаштарсан нумайрах иккен. Ăçтан-ха çак тырă пĕрчисем кунта килсе лекнĕ? Мĕнле майпа? Ку ыйту çине никам та хурав парайман.
Çак кӳлĕри хурсен ушкăнĕнчен икĕ хурĕ çухалса юлнă пулнă, вĕсене шырама каясшăн пулнă вĕсем.
— Пирĕн икĕ тантăш таçта çухалса е аташса юлнă. Эпир вĕсем çухалнине асăрхаман та. Çырма хĕррине кайса пăхмалла пулĕ вĕсене, çитменнине пирĕн пек калаçма та пĕлмеççĕ хайсем, — пĕлтерчĕ хурсен аслийĕ.
Çакна илтсен Хурашкапа Шурашка савăнса кайнă, хăва тĕмĕсем хыçĕнчен тухнă.
— Тăвансем, эпир çав çĕтнĕ икĕ хур вырăнне юлар-ха, — хуллен каланă вĕсем.
Хур ушкăнĕ вĕсене хăйсем патне хаваспах йышăннă. Икĕ эрне вĕсем пĕр çемье пекех туслă пурăннă. Пĕр кунхине кӳлĕ хĕрне Иван мучи килнине асăрхарĕç хурсем. Вăл хăйĕн çухалнă хурĕсене шырать иккен. Шурашкапа Хурашкана курсан вăл çав тери хĕпĕртенĕ. Вĕсене киле хăваласа таврăннă. Анчах та вăл вĕсене урăх пусасшăн пулман, малалла пурăнччăрах тесе шутланă.
Хурсем киле таврăннăшăн çав тери хĕпĕртенĕ. Шурашка савăннипе çакăн пек сăмахсем каланă:
— Хурашка, эпир çавăн чухне енчен те тарман пулнă пулсан паян кунччен пурăнаймастăмăрччĕ вĕт.
— Çапла.
Çакăн пек хурсем ăшă витере хĕл каçнă, тата тăватă-пилĕк çул туслă, шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă,— пĕтерчĕ хăйĕн сăмахне кукамай.
Часах хĕвел те анчĕ, эпĕ кукамая тав турăм, сывпулашрăм та килелле вĕçтертĕм. Ку интереслĕ историйе часрах атта-аннене, юлташсене каласа парас килчĕ.