Пур пĕр вырăн çĕр çинче.
Пурăнать унта асамлăх.
Эп тухса кайсан инçе,
Ăшшине сыхлать вăл манлăх.
Çур çитсессĕн çеçкине
Çĕмĕртсем шап-шур çураççĕ.
Шăпчăксем юррисене
Ирчченех янăратаççĕ.
Çырмара шăнкăртатса
Шыв юхать. Вăл сивĕ,тарăн.
Ăш хыпсан, ăна сыпса,
Ӳт-пӳне эс уçăлтарăн.
Йăлкăшаççĕ çăлтăрсем
Каçсенче. Тӳпе те тăрă.
Чĕкеç пек вăр-вар хĕрсен
Ян каять юрри хир тăрăх.
Ирхине, каçпа, çĕрле
Çак çĕре асран ямастăп.
Эп пулам таçти çĕрте —
Нихăçан ăна манмастăп.