Кунта кĕрленĕ пурнăç,
Шавланă урамсем.
Телей, пуянлăх курнă
Тăван çĕрте çынсем.
Хирте ӳстернĕ тырă,
Ĕрчетнĕ выльăхне.
Пит пулнă пурнăç ырă —
Çын пухнă пурлăхне.
Ку вырăнта ял ларнă —
Илемлĕ çĕр çинче.
Анчах, шăпа тустарнă
Ăна çак çулсенче:
— Пуласлăхĕ çак ялăн
Ан пултăр малашне! —
Каланă, пуснă алă
Чиновник хут çине.
Вăл янă директивă
Яла кабинетран,
Малашлăх перспективи
Ку ялăн çак кунран
Ĕмĕрлĕхе çухалнă
Çынран ыйтмасăрах,
Яла кăкланă, алнă
Тем пĕр вăрçăсăрах.
Эп çакăнта пулманччĕ
Çич-сакăр çул таран,
Анчах, чĕрем аманчĕ
Курма килсен паян.
Сăнарăм — кураймарăм
Шăв-шавлă пурнăçа,
Шырарăм — тупаймарăм
Хам пĕлнĕ çăлкуçа.
Эп пăхрăм каллĕ-маллĕ:
Йăваннă картасем,
Урамсенче шăп халĕ,
Клуб ларнă ишĕлсе.
Пуш çуртсенче кураймăн
Хуçин ура йĕрне:
Тахçан тухса вăл кайнă
Инçет хула енне.
Ман чунăм пит хурланчĕ
Çакна куçпа курсан...
Ан сӳнтĕр çыннăн шанчăк —
Ан тартăр вăл ялтан.