Савăнар-ха, хаклă тăвансем,
Юратса пурăнар пурнăçа.
Ялкăшчăр ялан пирĕн чунсем
Пĕр-пĕрне ĕмĕрех ыр сунса.
Хушса юрламалли:
Ай, юрлар-ха,
Ай, ташлар-ха,
Çут хĕвелпе савăнар-ха.
Ай, пĕр-пĕрне юратар-ха.
Атте-анне вырăнлă пултăр,
Çăкăртан аслăрах пулар мар.
Ача-пăча савăнса кулгăр,
Ĕçре те пулас вĕри кăвар.
Пултăр çумра юлташ-хурăнташ,
Чиперрĕн пурнасчĕ çĕр çинче.
Хумхантăр ылтăн тулă-ыраш
Пĕр килекен хаклă ĕмĕрте.