Ăша та тӳлек çуллахи каç. Юхан шыв хĕрринче уйрăмах илĕртӳллĕ: шапасем хăйсен юррине юрлаççĕ, инçех те мар шăрчăк чĕриклетет, хăвалăхра шăпчăксем юрăсем шăрантараççĕ. Шыв çийĕ тип-тикĕс. Вăштăр çил килет те шыв çийĕ чӳхенсе илет, ун хыççăн каллех лăпкăн юхма пуçлать. Ванюк пĕчченех çак илемпе киленсе пулă тытса ларать. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ çамрăкăн каçсерен çак вырана килмесĕр? Чунĕ туртать çакăнта. Кунĕпе ĕçленĕ хыççăн канма çакăнта килет вăл. Çак вырăн вара уншăн питех те хаклă, мĕншĕн тесен вăл пĕрремĕш юратăване çакăнта тĕл пулнă. Чунтан юрататчĕ вăл Гальăна. Галя та килĕштеретчĕ качча, анчах те вĕсем хушшинчен темле хура кушак чупса каçрĕ. Ванюк тем пекех савнă хĕрĕпе çураçасшăн пулчĕ, анчах Галя яхăнне те ямарĕ, юлашкинчен ялтан тухса кайрĕ. Чылай вăхăт иртрĕ унтанпа, анчах Ванюк Гальăна манаймарĕ, урăх хĕрпе те калаçасшăнах пулмарĕ. Халĕ вара çулĕсем те иртсе пыраççĕ. Çумра мăшăр çукки , кил-çуртра ача-пăча сасси илтĕнменни хăш чухне хытах шухăшлаттарать Ванюка. Чун киленĕçне вара шыв хĕрринче тупать. Кунта вăл тĕнче илемĕпе киленет, пулă тытать, çитменнине шухăшлама та никам та чăрмантармасть.
Вăлта хулкки выляса илет — Ванюк пула шывран туртса та кăларчĕ. Пуллине васкамасăр витрене ячĕ. Аллине ăман илме тăсрĕ, анчах мĕн ку? Тавралăх çап-çутă çуталса кайрĕ, куçа уçма та май çук. Ванюк ăнран кайнă пек пулчĕ, сулăнса кайрĕ. Кăшт вăхăт иртсен тăна кĕчĕ. Куçне уçрĕ те—шыв тăрăх çап-çутă кĕпер тăсăлса выртать. Ун тăрăх сап-сар çӳçлĕ, яштака пӳ-силлĕ хĕр утать. Ванюк тĕлĕннипе тата хăраса кайнипе сиксе тăчĕ, анчах çав самантра умĕнчи кĕпер таçта кайса кĕчĕ, хĕрĕ те куçран çухалчĕ. Каччă пĕр хушă юпа пек хытса тăчĕ. Шыв çине тем чуль тинкерсен те нимĕн те курмарĕ. «Чан-и ку, е тĕлĕк?» — хăйпе хăй калаçрĕ йĕкĕт. Унтан пулă тытмалли хатĕрсене пуçтарчĕ те килелле утрĕ. Хапхи умне çитсен те килелле кĕме васкамарĕ, тенкел умне лачĕ те шухăша путрĕ…
— Ванюк таврăннă-çке, — терĕ амăшĕ. Пӳрте кĕрсе апат çи. Çимесрех тухса кайрăн та, хырăму та выçмасть-им. Тем шухăша кайса çӳрекен пулса кайрăн, ачам. Сисетĕп: чуну вырăнта мар. Пурнăç пурнасси уй урлă каçасси мар çав. Пĕччен вутă та çунмасть. Мĕнле те пулса хăвана валли мăшăр тупас теместĕн-и? Мана мĕн? Эпĕ хамăнне пурăнса ирттернĕ, автансăр яла каясси кăна юлать. Эпĕ саншăн кулянатăп вĕт. Хĕрарăм пĕччен те пурăнать, арçынна пĕччен пурăнма питех те хĕн. Мăшăр пулсан çавах урăхларах…
— Эх, анне. Пур-ши санран ырри? Маншăн тек-текех ан кулян-ха эсĕ. Пурте йĕркеллех пулать. Анчах ман мăшăр пуласси çут тĕнчене килмен пулас-ха. Вăхăт çитсен авланăп. Атя, эппин, пӳрте кĕрер.
Ванюкăн çиесси те, çыврасси те килмерĕ. Юхан шыв хĕрринче пулса иртни куç умĕнчен каймарĕ: «Аннене каласа пăшăрхантарам мар-ха. Микул тусăма калам-ши? Э-э, çук. Вăл кулма юратаканскер часах ят кăларса ярĕ. Ăсран тайăлтăн-им теме те пăхĕ. Çук-ха, хальлĕхе никама та каламăп. Тен кун пек тĕлĕнтермĕшсене татах та курăп...» — çапла шухăшласа Ванюк çывăрма хатĕрленчĕ…
Çук. Çыврасси пулмарĕ Ванюкăн. Çĕрĕпех енчен енне çаврăнса выртрĕ. Çитменнине тата, куçне хупать кăна — сап-сар çӳçлĕ хĕр тухать те тăрать. Ирчченех çапла нушаланса выртрĕ. Капла çыврасси пулмасть тесе ир-ирех тăчĕ те картишĕнчи ĕçсене турма пуçларĕ.
— Вăй патăр. Ирех ĕçе пикеннĕ иккен. Картишĕнче сасă илтĕнчĕ те тӳрех сан пата килтĕм вĕт. Урăх кам патне каяс-ха. Эсĕ мана хам ывăл пекех, — терĕ Таиç кинемей.
— Иртсем малалла, Таиç кинемей. Мĕн çăмăлпаччĕ?
— Ĕнер каçхинех килесшĕнччĕ, иртет пулĕ терĕм. Ирхине пăхатăп та, ĕне ури шыçсах кайнă. Тем амакĕ тĕлне пулнă пулинех. Урине пăхас — пĕччен пăхаймастăп. Пырса пăхса параймăн-ши? Вăхăту та çук пулĕ те...
— Юрĕ-çке. Пырăп.
— Пĕччен пурнăç пурнăç-и вăл? Çамрăк чух çакна тем уясах кайман. Халĕ вара, ватлăхра, хытах шухăшлаттарать. Вилме выртсан пĕр сыпкăм шыв паракан та пулмĕ. Сана шансан кăна. Ĕнине те çу каçарсан сутса ярăп. Мана нумай кирлĕ-им? Пĕр хырăма тăрантаркалăп, вилсен пытарма укçине пухса хунă. Вăйĕ те çук. Пĕлтĕрхи пек шыв пулмасан ăçта кайса кĕрес. Пĕр картлам шывне ăсса килме те чĕр нуша. Ĕне пĕр картлампах тутă пулаймасть, — чунне уçрĕ кинемей.
Таиç кинемейпе калаçма хавас Ванюк паян ăна итлесшĕнех пулмарĕ. Ахальтен çеç сăмах хушрĕ:
— Çапла, питĕ йывăр килчĕ пĕлтĕрхи çул. Шывсăр аптрасах çитрĕмĕр вĕт. Выльăхсем валли вакран шыв йăтрăмăр, хамăр валли ĕçме те шыв çук…
— Мĕн-ха, ачам. Санпа тем пулман пулĕ те.
— Çук, кинемей. Темех пулман. Атя ĕне урине пăхăпар, — терĕ те Ванюк ĕне еннелле утса кайрĕ.
— Çук, ку ача манран темĕн пытарать. Темле инкек сиксе тухман пулинех, — тесе кинемей Ванюк хыççăн утрĕ.
— Кинемей, кур-ха. Ĕнен чĕрни ӳтне шала касса кĕрсе кайнă. Халех эпир ăна сиплĕпĕр, — терĕ те Ванюк ĕçе пикенчĕ.
Таиç кинемей Ванюка мĕн кирлине хатĕрлесе пачĕ, çав хушăрах качча тимлĕ сăнарĕ:
— Палăрмаллах улшăннă ку ача. Ытти чух ялан хавасскер паян тем шухăша путнă. Чунĕ те лăпкă мар…
— Пулчĕ те. Ури тӳрлениччен кĕтĕве ан яр. Курăкне хамах çулса килсе парăп, — терĕ Ванюк.
— Э-э, ачам, ун пекех ан ăшталансам. Курăкне ăна хам та çулса парăп-ха. Чăрмантарнăшăн каçарах. Санăн хăвăн та темле хуйхă сиксе тухман пулинех. Нимех те пулман терĕн те, анчах чуну лăпкă маррине туятăп.
— Таиç кинемей, эсĕ мана ăсран тайăлнă темĕн-и?
— Çук. Ун пирки ан калаç, анчах чунна уçсан хăвнах çăмăл пулĕ.
— Итле эппин.
Ванюк кинеме мĕн курнине пĕтĕмпех каласа пачĕ. Таиç кинемей шыв сыпнă пек итлесе тăчĕ. Каччă хăй сăмахне вĕçлесен çапла каларĕ:
— Ах, ачам. Эсĕ илтмен-и-ха ку халапа? Илтмен те пулĕ хальхи çамрăксем. Эпир çамрăк чухне çакăн пек халап çӳретчĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ, халапне те мана пуçларĕç пулас.
— Мĕнле халап-ши? Каласа параймăн-и?
— Юрĕ. Итле. Ĕлĕк-авал пурăннă тет пĕр пуян. Ку таврара ун пек пуянни пулман. Паймăк тенĕ ăна. Темиçе арман тытнă, выльăхĕ кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе улăхсенче çӳренĕ. Таврари пур пурлăхлă çĕр ун аллинче пулнă. Хăй çав тери тискер, кутăн пулнă пулас. Никама хĕрхенмен, пĕрремĕш арăмне те хĕнесе хĕне ярса вĕлернĕ. Тата çак пуянăн кашни çулах çурхи шывпа арман пĕви татăла-татăла кайнă иккен. Хайхи пуян тарăхсах çитет, унтан тарçисене таврари чи илемлĕ хĕре тупса килме хушать. Шыва парне пама. (Шыва хĕр парсан пĕве татăлмасть иккен). Тарçăсем чи илемлĕ пикене шыраса чылай çĕрте пулаççĕ. Юлашкинчен сап-сар çӳçлĕ, кăн-кăвак куçлă, яштак пӳллĕ пикене тупса килеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ татăлса йĕрсе юлать тет. Куççуль ӳкнĕ çĕрте шыв кӳлленчĕкĕ пулса тăрать тет, унтан вăл юхма пуçлать, кашни тумлам ӳкмессерен вăл тулса та тулса пырать тет, çырма тăрăх таçта çитиех сарăлать тет. Тарçăсем пикене Паймăк патне илсе çитереççĕ тет те, лешĕ, пикене курнипе, тĕлĕнсех каять:«Ку пике шыв парни пуличчен манăн пулать», — тет кушак пек куçне çутатса.
Пикене ятарлă пӳлĕме хупса хураççĕ. Каçхине Паймăк пике патне пырать, анчах лешĕ алăка уçсанах вăшт çеç тухса тарать. Паймăк тарçисене чĕннĕ çере пике ялтан тухса çырма хĕрне васкать. «Паймăк мăшкăлĕ пуличчен çак шывпа юхса каям», — тет те шыва сикет. Хайхи шыв Паймăк пĕвине татса малалла юхать. Ăна тек нихçан та никам та тытса чарайман, вăл сарăлса та сарăлса пынă. Çав шыв çинче вара хĕвел пек çутă, сап-сар çӳçлĕ пикене курма пулать. Вăл хăйĕн телейсĕр шăпи пирки хурланса юрлать имĕш.
Эпир ача чухне çак халапа пĕрмаях калатчĕç, каçхине вара шыв хĕррине кайма та хăранă. Çапла, ачам, эсĕ те çак пикене курмарăн пулинех.
— Чăнах та, çав пике пулчĕ-ши, е куçа курăнчĕ? Эпĕ ку таранччен çак халапа илтменччĕ. Тата мĕншĕн шăпах ман тĕле тухрĕ-ха ку хĕр? Е çынсем курсан та кун пирки никама та шарламан? Паян каç та çав вырăнах пулă тытма кайăп. Тепре курайăп-ши çав пикене, — терĕ те Ванюк килĕ еннелле утрĕ…