Вĕçет, вĕçет, вĕçет-çке юрă,
Çунат хушса, çӳл тӳпере.
«Тăван çĕршывăм, телейлĕ пурăн,
Телейлĕ пурăн», — юрлать чĕре.
Савсам мана, эп савнă евĕр,
Сана сунап çут ăраскал.
Таса пулинччĕ ялан тӳпемĕр,
Ĕçсем пулинччĕç ялан кал-кал.
Пĕр-пĕринпе тату пуласчĕ,
Амаçури ан пулччĕ эс.
Хăв халăхна сан сума сăвасчĕ, —
Тата сана ман мĕскер сĕнес?
Вĕçет, вĕçет, вĕçет-çке юрă,
Юрлать ман чун, юрлать чĕре:
«Тăван çĕршывăм, телейлĕ пурăн,
Хĕвел çутаттăр тăван çĕре!»